Кĕл чечексем


Аннене…

 

Пăт! пăт! пăт! шапăртатсах юхать пӳрт тăрринчен тумла. Сивĕ йĕрет. Хĕл ашшĕ-амăшĕнчен çĕтсе юлнă пĕчĕк ача пек хутланса ларнă та мĕскĕннĕн макăрать. Кăнтăрла хĕвел самаях хĕрӳленет пулсан та каçпа çав-çавах сивĕ хуçаланать-ха. Вăл ĕнтĕ халь куççульне шăлса типĕтнĕ те йăл кулăпа çиçет. Анчах тепĕр кунне каллех куççулĕ шăпăртатать унăн.

Çур пуçламăшĕ çеç пулин те вăл кашни утăмра сисĕнсе тăрать. Ав, кӳлленчĕксем те нумайланнă. Утатăн хăвна май, чĕрĕле пуçланă çутçанталăкпа киленсе пыратăн, çав самантра е хăв пĕр-пĕр кӳлленчĕке кĕрсе каятăн, е сана иртен-çӳрен ăнсăртран сирпĕтсе хăварать. Шак хытса тăратăн пĕр вырăнта. Вара йăл! кулса илетĕн те малалла уттаратăн. Хĕвел те вăрттăн кулса сана хушăран куç хĕсет…

 

* * *

Роза çав кун вĕренӳ хыççăн пĕрле пурăнакан юлташ хĕрĕпе пасара кайса килме сăмах пачĕ. Кăмăлĕ те çукчĕ ĕнтĕ тĕрĕссипе, анчах кӳрентерес килмерĕ унăн Лизăна. Хăйĕн пӳлĕмне çитрĕ те вăл тумне те улăштарса тăмарĕ, сумкинчен кĕнекисене кăларса хăварчĕ те хăвăрт çеç каялла тухса кайрĕ. Пӳлĕмре хĕр пулман та тейĕн. Уçă сасси çеç хурлăхлăн чăнкăрт! сасă парса хăварчĕ.

Троллейбуссене пăхса йăлăхрĕ те Роза, вăхăта ирттермелле кӳлленчĕке темле майпа лекнĕ кĕрхи çулçа сăнарĕ пĕр авăк. Ярăнать çеç, кассăн-кассăн килекен çилпе сцена çинчи балерина пек çаврăнать. Розăна темшĕн вăл вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсри карап пекех туйăнчĕ. Пĕччен вăл. Ирĕклĕ. Çулĕ те унăн хăйне май — ăçта каяс килет çавăнта!

Лиза часах çитрĕ те. Çурхи хĕвел ăшшипе вăраннă лĕпĕш евĕр вĕл вĕçсе тухрĕ тейĕн вăл троллейбус алăкĕ уçăлнă-уçăлман. Тин çеç çитнĕскер тантăшне хулĕнчен çавăтрĕ те чĕкеç пек чĕвĕлтетме пуçларĕ.

— Мĕнле кун кăна пулчĕ. Пĕрремĕш мăшăр пулмарĕ, библиотекăна кайма çеç тăнăччĕ, пĕр аудиторинчи кĕнекесене теприне куçарма илсе кайрĕç. Иккĕмĕшне тĕплĕн хатĕрленсе кайрăм — ыйтмарĕ те манран. Виççĕмĕшĕнче ыйтмасть пуль тенĕччĕ, çук вĕт. Туяççĕ тейĕн профессорсем кам хатĕрленсе килменнине. Шăпах манран ыйтрĕ тата. Университетран тухрăм та чарăнăва утатăп, мур кушакĕ таçтан сиксе тухрĕ тата, ман çула пӳлсе чупса та каçрĕ. Тăратăп çапла троллейбус кĕтсе. Пĕр çăмăл машина сирпĕтрĕ те хăварчĕ. Мĕнле ăнман кун пулчĕ паян манăн тесе шутласа ларса килтĕм, — пĕр чарăнми пуплет çамрăк хĕр (Ăçтан сăмахĕсем çитеççĕ кунĕн-çĕрĕн калаçма?).

Итлемерĕ ăна юлташĕ. Хăйне Лиза умĕнче аван мар туйрĕ пулсан та урăхла пулаймарĕ вăл. Час-часах ачалăхне аса илет хĕр, амăшĕпе пулнă телейлĕ самантсен ытамне пĕрмай путать юлашки вăхăтра…

Тулта Хĕл Мучи хуçаланать, пӳрте вара кăмака хутса ăшăтнă.. Роза чӳрече янахĕ çине хăпарса ларнă та шăннă кантăка пӳрнипе сăтăрса, ăшă сывлăшĕпе вĕре-вĕре ирĕлтерет. Пĕчченех ларать вара çавăн пек, амăшĕ ĕçĕнчен килсе тĕпренчĕкне пĕрле илсе каясса кĕтсе. Ашшĕ кайнине сисмесĕрех юлнă хĕр пĕрчи, аслисем вара паçăрах чуптарчĕç шкулалла. Кĕтет вăл. Амăшĕ ĕçе каяс умĕн çывăракан хĕр ачине çамкинчен чуп туса хăврнă вырăнта халĕ те ăшă тăрать пек. Хăй сисмесĕрех çамкине аллипе перĕнчĕ Роза.

Акă хăрах куçпа пăхмалăх çаврашка турĕ те вăл кантăк çумне çыпçăнсах ларчĕ тейĕн. Пĕчĕк çеç шăтăкран курăнакан тĕнче ăна кашни каç амăшĕ каласа паракан юмахсенчи евĕр туйăнчĕ. Авă, вăл палламан хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăксем пӳрт умĕнчи пилеш йывăççи çине киле-киле лараççĕ, çырлине хыпаççĕ те пăр! вĕçсе каяççĕ. Силлентерсе хăварнă туратсенчен сапаланать вара çĕр çине ахах-мерчен. Çав самантра шупкарах симĕс тĕслĕ куртка тăхăннă хĕрарăм вĕсен еннелле çаврăнчĕ.

— Анне! — чӳрече янахĕ çинчен сиксе анчĕ те пӳртрен чупса тухса кайрĕ Роза. Алăк хупăннă май шала шур сурăх кĕрсе юлчĕ.

— Ух, арçури темерĕн. Кĕр часрах, ак Хĕл Мучи сăмсаран ярса тытать те текех вĕçертмест, — хĕрĕ çине ăшшăн пăхса сăмсинчен ачашшăн чĕпĕтсе илчĕ Клавье аппа.

— Çу-ук, — пуçĕпе енчен енне пăркаларĕ те амăшĕ çумне лăпчăнчĕ пĕчĕк шăпăрлан...

— Роза, эсĕ мана илтетĕн-и? Мĕн пулнă санпа, иккĕмĕш хут чĕнетĕп — хăнк та тумастăн? — хулĕнчен Лиза тытнипе пуçне çĕклерĕ хĕр. — Çакă парне аннене килĕшĕ-ши?

Хĕре вăл ешĕл симĕс тĕс çинче сапаланнă чечексемлĕ пурçăн тутăр кăтартрĕ. Çуллахи улăх темерĕн! Эх, мĕнле илем!.. Парнелĕччĕ вăл та хăйĕн амăшне çак тутăра, çыхсах ярăччĕ…

— Илемлĕ… — ассăн сывласа хуравларĕ вăл Лизăна.

— Апла çакна туянатпăр, — йăл çиçрĕ юлташĕ. — Вăхăт пур-ха, — калаçрĕ сехечĕ çине пăхса илнĕ май, — атя чечек пуххи туянар.

Чечексен ретне çитсе тăчĕç. «Мĕнле ачаш, черчен-çке вĕсем, халь-халь перĕнсенех чанк! туса ванас кĕленче евĕр лараççĕ, — çеçкесене аллипе сĕртĕннĕ май шухăшларĕ Роза. — Шăнасран та хăрамаççĕ-çке…»

Кĕл чечек çыххи туянсан икĕ тантăш вокзала çул тытрĕç. Лиза яла каять, тăван амăшĕ патне.Автобус куçран çухалсан та пĕр вырăнтах тăчĕ Роза.

Лизăпа пурăнакан пӳлĕме таврăнчĕ хĕр, пĕчченех. Çитнĕ-çитмен вырăнĕ çине выртса макăрчĕ, чунĕ пушаниччен…

Çулла. Хĕвел шевли кăвак сăрăллă пӳрт çумнелле йăпшăна-йапшăна пычĕ те куç хупса иличчен кантăк витĕр шала тарса пытанчĕ. Пĕлсех суйларĕ тейĕн вăл çак çурта. Пĕр авăк тин çеç сăрланă урай хăмисем тăрăх чупкаларĕ, тепĕр самантранах вара сакăр-тăхăр çулхи хĕр ача çывăракан вырăн çине сикрĕ. Тытăнчĕ вара ăна кăтăклама. Пĕрре куçĕнчен ачашшăн сĕртĕнчĕ, тепре сăмсине хыпашларĕ. Чăтаймарĕ лешĕ, йăл кулса куçне уçрĕ. Тутлăн анасласа илчĕ, анчах çав вăхăтра тем пулнă пек вырăн çинчен сиксе тăчĕ те пӳртрен вирхĕнсе тухса кайрĕ. Хĕвел ачи хурлăхлăн хыçалтан пăхса юлчĕ, кайран мăраннăн хускалса каялла та кантăкранах тухса кайрĕ. «Эпĕ çиллентĕм» тенине пĕлтерчĕ çакă.

Хĕр ача вара çурт умĕнчи пахчана тухрĕ, шалалла кĕрсе йăм хĕрлĕ кĕл чечексем умне кукленсе ларчĕ.

— Юратнăскерсем, ӳссе те çитрĕр ĕнтĕ. Авă мĕн çӳллĕш пулнă, — ачашшăн калаçрĕ вĕсемпе Роза. — Паян сире аннене парнелетĕп, çуралнă кун ячĕпе.

— Эх, шăпăрлан, вăраннă-вăранман урама тухса та тарнă, — илтрĕ вăл амăшĕн сассине.

— Сире çĕвĕпе пăхрăм, шăвартăм, чăрсăр çумсенчен тасатрăм. Ан çилленĕр мана, — чĕрĕ тунасене пĕрерĕн-пĕрерĕн касса çĕр çине хурса пычĕ Роза.

Кĕл чечексем чăнласах макăрчĕç тейĕн, çулçисем тăрăх майĕпен сывлăм тумламĕсем юхса анчĕç.

— Аннеçĕм, сана çуралнă кун ячĕпе саламласа çак пĕчĕк парнене парасшăн, — тĕпелте кăштăртатакан амăшĕ умне пырса тăчĕ те хĕр ача юратнă çыннине тин çеç касса кĕнĕ çеçкесене тăсса пачĕ.

— Хĕрĕм, тĕпренчĕкĕм манăн, — чечек çыххине аллине тытса хĕрне ыталарĕ Клавье аппа. — Эпĕ юратакан чечексем.

Хĕрарăм кĕл чечексене шăршларĕ, çав вăхăтрах хĕрне ытамĕнчен кăлармасăр çамкинчен чуп туса илчĕ.

* * *

Паян уяв. Пурте ăшталанаççĕ, парнесем туянаççĕ: кам амăшĕ валли, кам юратнă хĕрĕ валли, кам… Роза вара пĕччен пулас шутпа урамалла çул тытрĕ. Хĕвелĕ унсăр тунсăхланă тейĕн, хĕр çĕр çине пĕрремĕш утăм тусанах малтан пытаннă пĕлĕчĕ хыçĕнчен тухрĕ те хăйĕн шевлипе çамрăка пырса кăтăкларĕ. Роза çутçанталăк ытамне кĕрсе ӳкрĕ, пĕтĕм чуне парса, пушатса.

Аллисемпе çул хĕрринче ларакан ытла ир папкаланма пуçланă йывăçсене ачашларĕ, кайăксене кĕсйинчи хĕвел çаврăнăшĕпе хăналарĕ. Хăй тем çинчен шухăшласа пĕрмай малалла утрĕ…

…Амăшĕ вĕсенчен хĕллехи шартлама сивĕ кун уйрăлса кайнине ниепле те йышăнмарĕ вунă çулхи хĕр. Кĕтрĕ ăна Роза, чунтан кĕтрĕ. Кашни кун вăл килессе шăннă кантăка ирĕлтерсе урамалла тинкерчĕ — юратнă çыннине курма ĕмĕтленчĕ.

Амăшĕ аякри çĕре тухса кайнă та ыран-паян килес пекех туйăнчĕ ăна. Шкултан таврăннă май яланах амăшне кĕтсе автобус чарăнăвне тăрса юлатчĕ. Кĕтетчĕ вара, шăнса кӳтетчĕ, урисем туйми пулатчĕç — кĕтетчĕ çав-çавах. Юлашки автобус иртсе кайсан çеç пусне усса килнелле утатчĕ.

Пĕринче чарăнăва çитсе ĕлкĕреймерĕ Роза. Автобусран вара шупка симĕс тĕслĕ курткăллă хĕрарăм вĕсен кассинелле çул тытрĕ. Хĕр ача тăруках вырăнтан хускалса малалла талпăнчĕ. Нимĕн те асăрхамарĕ вăл, малта пыракан хĕрарăма кăна курчĕ.

— Анне! Анне, кĕтсем!.. — хăваласа çитрĕ те хăйĕн çине ют çын пăхнине курса çухалса кайрĕ. — Каçар…

Тĕнче пĕтрĕ тейĕн Розăшăн. Куçĕ хуралса килчĕ, вăйĕ пĕтнипе шăнса пăрланнă çул çинех лак! ларчĕ…

Аса илӳсен тĕнчине путнă май çулĕ ăна пасара илсе çитернине сисмесĕрех юлчĕ хĕр. Пĕр вырăнта тытăнса тăче те Роза чечексен ретне васкарĕ. «Эпĕ çитрĕм… Мĕнле черчен-çке эсир, перĕнме те хăрамалла. Кăшт лексессĕнех чăл-пар саланса каяссăнах туйăнать. Ачашскерсем…» — кĕл чечексем çине нумайччен пăхса тăчĕ хĕр. Туянчĕ. Мĕншĕн? Кам валли? Хуравне тупаймарĕ.

Шĕл кăваррăн курăнаканскерсене ыталарĕ те малалла уттарчĕ, çул пĕлмесĕр, никам çине те пăхмасăр. Чи хаклă япала тытнă пек кăкăрĕ çумне пăчăртаса утрĕ вĕсене Роза. Хăй çине хăшĕ-пĕри тĕлĕнсе пăхнине те, хирĕç тĕл пулакансем кăмăлсăррăн тĕксе хăварнине те асăрхамарĕ — ун хăйĕн тĕнчи.

Çул хĕресленнĕ вырăна çитсен пуçне çĕклесе тепĕр енне ирĕклĕнех каçма тесе светофорăн симĕс çути çунасса кĕтрĕ. Çав самантра тем пулчĕ хĕре, малалла ыткăнчĕ. Анчах пĕр утăм çеç тума ĕлкĕрчĕ, кĕл чечексен пуххине çатăрласа тытнă алли йĕппе чикнĕ чухнехи пек ыратса кайнăран тăпах чарăнчĕ, çеçкесем çул çине сапаланса ӳкрĕç.

— Анн!.. — калас сăмахăн вĕçне çумранах вирхĕнсе иртсе кайнă çăмăл машина сасси çăтса ячĕ.

Светофорăн симĕс çути çутрĕ пулин те хĕр вырăнтан та хускалмарĕ. Уншăн вăхăт чарăнчĕ тейĕн, тĕнче те телевизор сассине чакарса лартнăн тăруках шăпланчĕ. Роза çул урлă каçакан шупка симĕс курткăллă хĕрарăма сăнарĕ. Лешĕ ним асăрхамасăр малалла утать, хăйне тĕксе хăваракансем çине те пăхмасть. Акă майсăррăн сапаланса выртакан кĕл чечексем патне çитрĕ, чарăнчĕ те айккине ывтăнса кайнă, темле майпа чĕрĕ юлнă пĕртен-пĕр çеçкене пĕшкĕнсе илчĕ. Пĕр самант тем курнăн тимлĕн сăнарĕ ăна, унтан вилĕмрен çăлăнса юлнăскерне пĕр сăмахсăрах Розăна тăсса пачĕ те хăй çулĕпе утса кайрĕ.

— Аннеçĕм!.. — тем хушă илтĕнсе тăчĕ пĕр çыншăн çеç чĕререн каланă ачаш сăмах…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Роза (2020-03-02 21:27:34):

Вăйлă калав. Шухăшлаттаракан. Тепĕр чухне туймастпăр çав юнашар çынсене.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: