Полк ывăлĕ
— Ан шарла. Тытаттăм.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр.
— Чăнласах калатăп. Манран никам та тарайман-ха.
— Эпĕ çапах та тартăм.
— Тарайман пулăттăн...
— Пулăттăн та пулмăттăн…
— Ак сана «пулмăттăн».
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр.
— Ан янăраса пыр.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр. Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр, — тесе çине тăрсах каласа пынă Ваня.
— Пĕтĕм вăрмана ухтарнă пулăттăм та — тупаттăм.
— Мĕншĕн ухтармарăр-ха вара?
— Ухтармарăм çав. Нумай ыйтсассăн — чĕлхӳ сӳсленсе кайĕ. Эпĕ сана паллăсем тăрăх тупаттăм.
— Мĕншĕн тупаймарăр-ха вара?
— Эпĕ сана тупрăм.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр. Эпĕ сирĕнтен чеерех. Эсир мана компас тăрăх шырарăр, çапах та тупаймарăр.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн чĕлхӳпе! Эпĕ хăçан шыранă сана компас тăрăх?
— Шырарăр çав: эсир мана курмарăр, эпĕ йывăç çинчен сире куртăм.
— Мĕн куртăн вара эсĕ?
— Ман йĕр çине компас лартса пăхнине куртăм.
«Акă, шуйттан çури, пурне те асăрхать вăл», — тесе шухăшланă Биденко ачана çав тери юратса. Вара сассине юри хытарса, çапла каласа хунă:
— Ку вăл, тăванăм, эсĕ ăнланмалли ĕç мар. Эпĕ компас тăрăх машина хăш вырăнта тăнине çеç палăртса хăвартăм. Санăн ĕç çук унта.
Биденко кунта кăштах суйса илнĕ, анчах ăна ку та пурĕпĕр пулăшайман.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр, — тенĕ Ваня каллех, çине тăрса. — Эсир мана тытас тесе компас тăрăх шырарăр. Эпĕ пĕлсех тăратăп ăна. Анчах сирĕн ĕç тухмарĕ, мĕншĕн тесен эпĕ сиртен чеерех пултăм. Эпĕ сире хуть те епле вăрманта та, хуть кăнтăрла, хуть çĕрле нимĕнле компассăрах тупнă пулăттăм.
— Ну, тăванăм, эсĕ куна ытлашши иртĕнсе калатăн.
— Тавай тавлашатпăр.
— Асту, санпа тавлашатăп пулĕ. Çамрăк-ха.
— Ну, ахаль туса пăхăпăр эппин. Тавлашмасăр. Эсир ман куçа мĕнпе те пулин çыхăр та, манран тарса пытанăр. Пĕр пилĕк минутран эпĕ сире шырама тытăнатăп.
— Ну, тупаймастăн та вара.
— Çук, тупатăп.
— Нихçан та тупаймастăн!
— Тĕрĕслесе пăхăпăр.
— Ну, тавай эппин! — кăшкăрса янă Биденко, мĕншĕн тесен ун ăшĕнче сасартăк разведчик хĕрӳлĕхĕ вĕреме пуçланă. — Ниепле те тупаймастăн! Анчах та чим-ха… — тенĕ вăл кăшт иккĕленерех. — Мĕн пулса тухать-ха ку? Эпе санран вăрмана тарса пытанатăп, эсĕ вăл вăхăтра манран каллех таратăн? Э-э, çук, ачам. Сан çине пăхатăп-пăхатăп та, ытла та чее иккен эсĕ.
Ваня кулса янă.
— Тарасран хăратăр-и?
— Нимĕнрен те хăрамастăп, — тенĕ Биденко салхуллăн. — Эсĕ ытлашши нумай сӳпĕлтететĕн. Сана итлесе манăн пуç та ыратакан пулчĕ ĕнтĕ.
— Эсир ан хăрăр, — тенĕ ача хавассăн, — эпĕ сиртен пурĕпĕрех таратăп.
Ефрейтор Биденко ачан çак хавассăн каланă сăмахĕсенче вăл хăйне хăй çав тери шаннине, хăюллă кăмăл пулнине сиснĕ, çавăнпа хирĕç нимĕн те каламан пулин те, ачана хытă асăрхаса пыма шутланă.
Вăл Биденко умĕнчен хăйĕн çирĕп çара урисемпе çивĕччĕн утса пырса, хăйне разведчиксем кӳрентернĕшĕн тавăрнă пек, тарăхтармалла калаçса пынă:
— Курăр акă, таратăп. Эсир мана хуть те хăвăр çумма çыхса лартăр. Пурĕпĕрех таратăп.
— Мĕн тесе шутлатăн тата эсĕ? Çыхатăп. Эпĕ ун пек ĕçсене часах туса хуратăп. Курăпăр вара эсĕ мĕнле тарнине.
Биденко шухăша кайнă.
— Тупата туршăн! — тенĕ вăл сасартăк татăклăн. — Акă, кантăра илетĕп те, кăкаратăп.
Биденкон, кашни тĕплĕ разведчикĕнни пекех, хăй çумĕнче пĕр пилĕк метр тăршшĕ çинçе те çирĕп кантăра пулнă. Вăл хăйсем машина çине ларсан Ваньăна хăй çумне кăкарса лартас тесе чăнласах шухăшлама пуçланă. Каясса чылай инçе каймалла пулнă. Çул çинче аван кăна çывăрса илме те май килнĕ. Анчах та, çак ача кашни минутрах машина çинчен сикме пултарать пулсан, епле çывăратăн-ха!
«Мĕн вара, чăнах, — тесе шухăшланă Биденко, — çыхса лартатăп та — ĕçĕ те пĕтрĕ. Кайран, вырăна çитсен, салтатăп. Нимĕн тума та çук унпа».
Вĕсем çул çине тухса çула май каякан машина çине ларсан Биденко чăнах та кĕсьинчен тирпейлĕн чĕркесе хунă кантăра кăларнă.
— Ну, асту, пĕчĕк кĕтӳçĕ, эпĕ сана халех кăкаратăп, — тенĕ вăл хавассăн, ачана кӳрентерес мар тесе, ĕçе шӳтлĕрех тума тăрăшса.
Анчах Ваня кӳренме шухăшламан та. Хăйĕнпе шӳтлĕрех калаçнине курса вал хăй те çав майлах тавăрса каланă:
— Çыхăрах, пичче, çыхăрах. Анчах тĕввине çирĕпрех тăвăр, эп салтмалла ан пултăр.
— Ман тĕвве салтаймăн, тăванăм. Эпĕ йĕкĕр тĕвĕ тăватăп, ăна «тинĕс тĕвви — иккĕлле тĕвĕ», теççĕ.
Çак сăмахсемпе Биденко кантăрăн пĕр вĕçне Ваньăн аллинчен чавсинчен çӳлерех «тинĕс тĕввипе» — ыраттармалла мар, анчах çирĕппĕн çыхса лартнă, кантăран тепĕр вĕçне хăйĕн алли тавра чĕркенĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, тăванăм, пĕчĕк кĕтӳçĕм, санăн ĕçӳсем начар. Тин тараймастăн.
Ача ăна хирĕç нимĕн те чĕнмен. Вăл куçĕсене хупнă, — куçĕсенче темĕнле кăвак çутăсем сиккеленĕ.
Грузовикĕ питĕ лайăх, пысăк, çиелтен брезентпа витнĕскер пулнă, — Америкăран кӳрсе килнĕ вĕр-çĕнĕ «студебеккер». Вăл вырăна çитичченех пушăлла кайнă. Малтанах ун çинче Биденкопа Ваня çеç ларса пынă. Вĕсем шофер кабини çумнех, пушă михĕсем çинче питĕ лайăх вырнаçнă, кунта пĕртте сиктермен.
Биденко темиçе хутчен те ачапа сăмах тапратма тытăннă, анчах Ваня нимĕн те чĕнмен.
«Пăхăр-ха тархасшăн, епле мăнкăмăллă, — тесе шухăшланă Биденко йăл кулса. Хăй пĕчĕккĕ, анчах — хаяр. Пурăнăçра нумай тӳснĕ курăнать».
Вара вăл каллех хăй ача чухне мĕн-мĕн курнисене аса илме пуçланă.
Çав хушăра кашни контроллĕ пункт патĕнчех машина çине çĕнĕ çынсем ларнă. Часах машина туллиех пулнă.
Кунта малти линирен килекен, халĕ çеç çапăçуран тухнă салтаксем те пулнă. Вĕсене шлемĕсем тăрăх тата мăйĕсенчен çыхса янă кĕске те вараланчăк плащ-палаткăсем тăрăх тӳрех паллама пулнă.
Ансăр кĕмĕл погонлă тăвăр шинельсем тата çĕнĕ, хытă картуссем тăхăннă икĕ интендант пулнă.
Военторгра ĕçлекен хĕр ларнă. Вăл хăй çине резинăланă плащ урисене кĕске кунчаллă керзовăй атă тăхăннă. Унăн ялти хĕрарăмсем пек çыхса янă тутăр айĕнчен курăнакан çаврака та хĕрлĕ пичĕ купăста пуçĕ пек туйăннă.
Темиçе латчик-истребительсем, пит те хаваслă калаçаканскерсем, пулнă. Вĕсем авиаци заводĕнчи хулăн кĕленче юлашкисенчен тунă çап-çутă портсигарсенчен пĕрмаях пируссем кăларса туртнă.
Тата хĕрарăм — çарти хирург, мăнтăр, ватăлма пуçланă, çаврака куçлăхпа, кăвак çӳçне кĕскен кастарнă, пуçĕ çине кăвак берет тăхăннăскер ларса пынă.
Пĕр сăмахпа каласан, кусем пурте вăрçа çулĕсем тăрăх çула май каякан машинăсем çине ларса çӳрекен çынсем пулнă.
Тĕттĕмленнĕ.
Машина çине карнă брезент çинче çумăр кĕрлеме пуçланă. Анчах инçе каймалла пулнă-ха. Çавăнпа та çынсем майпенех тĕлĕрсе çывăрса кайма пуçланă, кам мĕнле пултарнă — çавăн пек вырнаçнă.
Кантăрана яваласа тытнă аллине пуçĕ ăйне хурса, ефрейтор Биденко та тĕлĕрме тытăннă. Анчах унăн ыйхи питĕ çăмăл пулнă. Вăхăтран вăхăта вăл вăраннă та, кантăраран туртса пăхнă.
— Ну, мĕн кирлĕ сире? — ыйхăллă сасăпа ыйтнă Ваня. — Эпĕ кунтах-ха.
— Çывăратăн-и, пĕчĕк кĕтӳçĕм?
— Çывăратăп.
— Юрĕ. Çывăр. Эпĕ куна ахаль çеç: линие тĕрĕслетĕп. Вара Биденко каллех çывăрса кайнă.
Пĕринче ăна сасартăк Ваня хăйĕн çывăхĕнче çук пек туйăннă. Вăл хăвăрт тăрса ларнă, кантăраран туртнă, анчах ответ пулман. Ефрейтор çамки çине сивĕ тар тапса тухнă. Вăл чĕркуççи çине тăрса, яланах хатĕр тытнă электричество фонарне çутнă.
Çук. Нимĕн те пулман иккен. Пурте йĕркеллĕ. Ваня малтанхи пекех, чĕркуççисене куклетсе юнашарах çывăрнă. Биденко ăна питĕнчен çутатнă. Ачан сăнĕ лăпкă пулнă. Вăл çав тери хытă çавăрнă, пичĕ патнех илсе пынă электричество фонарĕн çутти те ăна вăратма пултарайман.
Биденко фонарьне сӳнтернĕ те, хăйсем Ваньăна тупнă каçа аса илнĕ. Ун чухне те ăна питĕнчен фонарьпе çутатса пăхнăччĕ. Анчах ун чухне еплеччĕ унан сăнĕ: асаплă, чирлĕ, хыткан, хăрушă. Епле вăл ун чухне сасартăк картах сикрĕ! Епле тискеррĕн пăхрĕç унăн куçĕсем! Епле хытă хăрани палăрчĕ вĕсенче!
Ку вĕт пĕтĕмпе те темиçе кун каялла çеç пулнă. Анчах халĕ ача лăпкăн çывăрать, кăмăллă тĕлĕксем курать. Акă мĕне пĕлтерет вăл юлашкинчен хамăр çынсем патне лекни. Тăван килте стенасем те сыватаççĕ, тесе тĕрĕс калаççĕ çав çынсем.
Биденко выртнă та, грузовик сиккелесе пынă май каллех тĕлĕрсе кайнă.
Халĕ вăл чылай вăхăт татах лăпкăн çывăрнă, анчах вăрансассăнах кантăраран туртса пăхма манман. Ваня сасă паман.
«Çывăрать пулĕ-ха, — тесе шухăшланă Биденко, — ĕшеннĕ вĕт вăл».
Биденко тепĕр еннелле çавăрăнса выртнă, тата кăштах çывăрнă, унтан каллех кантăраран туртнă.
— Итлĕр-ха, эпĕ ăнланаймастăп, мĕн пулса иртет кунта? Хаçан пĕтет ку? — тесе мăкăртатакан хĕрарăмăн хулăн сасси илтĕнет тĕттĕмре, — Мĕншĕн мана кантрапа çыхнă? Мĕншĕн мана турткалаççĕ? Кам мана текех çывăрма памасть?
Биденкон çан-çурăмĕ сăрăлтатса кайнă.
Вăл электричество фонарне çутнă та, унăн куçĕсем хуралсах кайнă: машина çинче ача çук, кантăрана хĕрарăм-хирургăн аттинчен çыхнă. Хирург урайĕнче ларнă, электричество фонарĕн çутти унăн куçлăхĕсене çеç çутатса ялтăртаттарнă.
— Эй, шофер! Чарăн! — тесе кăшкăрса янă Биденко, шоферăн кабинине мĕн пур вăйран шаккаса.
Машина чарăнассине кĕтмесĕрех, вăл такамсен аллисемпе урисем, михĕсемпе чемодансем тăрăх пырса çĕрелле ыткăннă. Вăл пĕррех машин çинчен шоссе çине сиксе аннă.
Каçĕ сĕм тĕттĕм пулнă, нимĕн те курăнман. Çӳлтен сивĕ çумăр кастарнă. Хĕвеланăçĕнчи горизонтра, инçетре, артиллери çапăçăвĕн çуттисем палăрнă.
Шоссе тăрăх унталла та, кунталла та вуншар, çĕршер грузовой тата çăмăл машинăсем, транспортерсем, тягачсем, тупăсем, бензин турттаракан машинăсем чупнă. Вĕсем хăйсен фарисемпе çул çинчи шыв лупашкисене çутата-çутата малалла кайнă.
Биденко пĕр хушă аллисемпе урисене кăштах саркаласа тăнă. Унтан пĕтĕм вăйпа сурнă та:
— Э, кайтăрах вăл шуйттан патне! — тенĕ.
Вара васкамасăр каялла, çывăхри регулировщик патнелле утнă. Унта вăл малти лини еннелле каякан çула май машина çине ларма шутланă.
9
— А ну, каччă, пăрăн-ха хапха патĕнчен. Кунта ют çынсен тăма юрамасть.
— Эпĕ ют çын мар.
— Мĕнлескер тата эсĕ?
— Эпĕ хамăр çын.
— Епле хамăр çын?
— Совет çынни.
— Совет çынни пулин. Калатăп сана: юрамасть. Юрамасть пулсан — юрамастех ĕнтĕ. Иртсе кай хăвăн çулупа.
— Пичче, кунта штаб-и?
— Хуть те мĕн пултăр.
— Манăн начальник патне кĕмелле.
— Мĕнле начальник патне?
— Чăн асли патне.
— Нимĕн те пĕлместĕп. Иртсе кай.
— Кӳртĕр ĕнтĕ, пичче. Мĕнех вара сире уншăн?
— Кай, кай. Манăн санпа калаçса тăмалли çук. Курмастăн-и, эпĕ постра тăратăп.
— Эсир манпа ан та калаçăр, пичче. Мана начальник патне кӳртĕр те — ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Ха, епле çивчĕ эсĕ, — терĕ часовой кулса. Унтан сасартăк хаярланса кăшкăрса пăрахрĕ: — Кунта нимĕнле начальник та çук.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр. Начальник пур.
— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн?
— Тӳрех курăнать. Пӳрчĕ лайăх. Кил хушшинче йĕнĕрленĕ лашасем тăраççĕ. Авă темĕнле инке самовар çĕклесе кĕрсе кайрĕ. Хапха патĕнче часовой тăрать.
— Пĕтĕмпех курать-çке вăл. Сан çине пăхатăп та эпĕ — ытлашши сивĕч эсĕ.
— Кӳртĕр, пичче!
— Асту, эпĕ акă халех шăхăртса караул начальникне чĕнсе кăларатăп та, вăл сана йăпăртах кунтан тытса каять.
— Ăçта тытса каять?
— Кирлĕ çĕре. Ну! Кама калатăп эпĕ? Пăрăн хапха патĕнчен. Юрамасть — акă сана манăн пĕтĕм сăмах.
Ваня аяккарах пăрăнса кайрĕ. Вăл кивĕ арман чулĕ çине ларчĕ, янаххине ал тупанĕ çине хучĕ те, хапха çинчен куç илмесĕр пăхса, чăтăмлăн кĕтме тытăнчĕ. Часовой мăйĕ çинчи, автомат чĕнне тӳрлетрĕ те, пӳрт умĕнчи карта çумĕпе, хĕрлерех сăранпа тĕпленĕ шурă çăматтисемпе çемçен пусса каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ.
Биденкоран иккĕмĕш хут тарсан, Ваня разведчиксен палатки тăнă вăрмана шырама тытăннă. Ваньăн нимĕнле çирĕп план та пулман. Унăн чунĕ хăйне малтанах çав тери лайăх, ăшшăн йышăннă çынсем — разведчиксем патне туртнă.
Вĕсем ăна тыла ăсатни пĕр-пĕр йăнăш пирки кăна пулнă пек, вăл йăнăша çăмăллăнах тӳрлетме май пулас пек туйăннă. Тепре лайăхрах ыйтса пăхмалла çеç.
Анчах та, Ваня тĕрлĕ вырăнсене уйăрса илме, çулсене тупма çав тери ăста пулнă пулин те, вăл çав вăрманпа çав палаткăна ниепле те шыраса тупайман. Ытла та пурте хĕвеланăçнелле куçса кайнă. Ытла та пурте улшăннă, палламалла мар пулса тăнă.
Ваня хăй çав таврарах, тен юнашарах çӳренине пĕлнĕ, — анчах ни çав вăрман, ни çав палатка пулман. Вăрманĕ ĕнтĕ çавăн пекех туйăннă. Анчах халĕ вăл пĕтĕмпех пушă пулнă.
Икĕ кун хушши ача темĕнле халиччен пĕлмен çĕнĕ çулсемпе чаçсем тăрăх, çунтарса янă ялсем тăрăх çӳренĕ, тĕл пулакан çар çыннисенчен разведчиксен палаткине мĕнле тупмалли çинчен ыйтнă. Анчах та вăл лешсем мĕнле разведчиксем пулнине, вĕсем хăш чаçрисем пулнине пĕлмен пирки — ăна никам та нимĕн те калама пултарайман.
Кунсăр пуçне, çар çыннисем пурте питĕ шанманскерсем, калаçма юратманскерсем пулнă.
Ваня ыйтнисене хирĕç вĕсем пуринчен ытларах çапла ответсем панă:
— Пĕлместĕп.
— Мĕн тума кирлĕ сана?
— Комендант патне кай.
— Юрамасть.
Тата ытти çавăн майлă сăмахсем çеç каланă. Ваня ĕнтĕ аптрасах çитрĕ, чăнах та тылри пĕр-пĕр хулана кайса хăйне ача-пăча çуртне илме ыйтас мар-ши, тесе те шухăшлама пуçларĕ.
Юлашкинчен вăл, çав тери çирĕп кăмăллă пулнă пулин те, çавăн пекех тăватчĕ пулĕ, анчах вăл часах пĕр арçын ачапа тĕл пулнă.
Çав ача Ваньăран нумаях аслă пулман. Вăл пĕр вунтăваттăра пулнă, сăнран пăхсан — унтан та кĕçĕнтерех. Анчах та — турăçăм! — епле ача пулнă вăл!
Кун пек чаплă ачана Ваня çуралнăранпа та курман. Вăл гварди кавалерин пĕтĕм походнăй формине тăхăннă. Шинелĕ — вăрăм, ура тупанĕ таранах, юбка пек, пуçĕ çинче — хура така тирĕнчен çĕленĕ хĕрлĕ тăрăллă çаврака çĕлĕк, погонĕсем çинче — пĕчĕк йĕнер пускаçĕсем урлă — хĕресленнĕ икĕ хĕç кĕлетки, атă кĕлисем çинче — шпорсем, юлашкинчен — çар çыннине илем кӳртекен чи чаплă япала — çурăмĕ хыçнелле уртса янă хăмаç пек хĕрле башлык пулнă.
Илемлĕ çӳçлĕ пуçне кăштах чалăштарса, ача пысăках мар казак хĕçне тасатса тăнă. Ăна вăл вăрманти çемçе çĕр ăшне аври таранах чике-чике кăларнă.
Кун пек ачапа калаçма мар, ун çывăхне пыма та хăрушă пулнă. Анчах Ваня хăравçах пулман. Нимĕн те пулман пекех, вăл çав чаплă ача патне пынă та, урисене сарса, аллисене каялла тытса, ун çине пăхма тытăннă.
Анчах çар ачи ун çине хăрах куç харшипе те хускатман. Ваня çине вуçех те çавăрăнса пăхмасăр вăл хăйĕн ĕçне тунă. Хушăран вăл, пите пысăк ĕç тăвакан çын пек, шăл витĕр суркаласа илнĕ. Ваня шарламан. Леш ача та чĕнмен. Ку чылайччен çавăн пек пулса пынă. Юлашкинчен çар ачи тӳссе тăрайман.
— Мĕн тăратăн? — тенĕ вăл сиввĕн.
— Тăрас килет те — тăратăп, — тенĕ Ваня.
— Кай, ăçтан килнĕ — çавăнта.
— Ху кай. Вăрман сан мар.
— Манăн çав.
— Епле вăл?
— Çаплах. Кунта пирĕн подразделени тăрать.
— Мĕнле подразделени?
— Сан ĕç çук унта. Куратăн — пирĕн лашасем.
Ача илемлĕ çӳçлĕ пуçĕпе каялла сулса кăтартнă та, Ваня йывăçсем хыçĕнче чăнах та карлăк çумне кăкарнă лашасене тата кавалеристсен хура буркисемпе хĕрлĕ башлыкĕсене курнă.
— Эсĕ кам пулатăн вара? — ыйтнă Ваня.
Ача, кăштах каçăрăлса, хăйĕн хĕçне йĕннине шарт кăна чиксе хунă, сурнă та — сурчăкне аттипе таптанă.
— Çарти званисен паллисене ăнланатăн-и? — тенĕ ача тăрăхларах.
— Ăнланатăп! — тенĕ Ваня хăй нимĕн ăнланман пулин те.
— Апла пулсан — акă, — тенĕ ача çирĕппĕн, хăйĕн погонĕ çине кăтартса. Унăн погонĕ урлă шурă хăю çĕлесе лартнă иккен. — Гварди кавалерин ефрейторĕ. Ăнлантăн-и?
— Ха! Ефрейтор! — кӳрентермелле кулса каланă Ваня. — Курнă эпир ун пек ефрейторсене!
Ача çилленсе пуçне ывăтса илнĕ.
— Тĕп-тĕрĕс калатăп — ефрейтор, — тĕнĕ вăл.
Анчах та ку уншăн сахал пек туйăннă. Вăл шинельне уçса янă. Вара Ваня унăн гимнастерки çинче кăвак пурçăн хăюран çакнă пысăк медаль курнă.
— Куртăн-и?
Ваня пусăрăнсах ларнă. Анчах вăл çакна пĕртте палăртман.
— Тем чаплă япалах пулĕ пит, — тенĕ вăл кулса, анчах хăй çав вăхăтрах кĕвĕçнипе йĕрсе ярас патнех çитнĕ.
— Чаплă-и, чапла мар-и, çапах та медаль, — тенĕ ача, — за боевые заслуги. Эсĕ, ху тĕрĕс-тĕкĕл чух, ăçтан килнĕ, çавăнта кай.
— Ытлашши ан вĕçкĕнлен. Атту ху туянатăн акă.
— Камран? — куçĕсене хĕснĕ чаплă ача.
— Манран.
— Санран? Çамрăк-ха ас, тăванăм.
— Санран çамрăках мар ĕнтĕ.
— Миçе çулта вара эсĕ?
— Унта сан ĕçĕ çук. Эсĕ ху миçере?
— Вунтăваттăра, — тенĕ ача, кăштах суйса.
— Хе! — тенĕ те Ваня, шăхăрса янă.
— Мĕн — хе?
— Епле салтак вара эсĕ?
— Ыттисем пекех. Гварди кавалерин салтакĕ.
— Кала тата! Юрамасть ун пек.
— Мĕн юрамасть?
— Ытла çамрăк.
— Санран аслăрах ĕнтĕ.
— Пурĕпĕр юрамасть. Ун пеккисене илмеççĕ.
— Анчах та мана илчĕç.
— Епле илчĕç-ха вара сана?
— Çаплах акă, илчĕç.
— Довольстви те памалла турĕç-и?
— Епле пултăр-ха тата.
— Тыттаратăн.
— Ун пек йăла çук манăн.
— Тупа ту.
— Гвардеецăн чăн-чăн сăмахне паратăп.
— Пур йышши довольстви те илмелле турĕç-и?
— Пур йышшине те.
— Хĕç-пăшал та пачĕç-и?
— Епле пултăр-ха тата. Мĕн памаллине пĕтĕмпех пачĕç. Ман хĕçе куртăн-и? Чаплă хĕç вăл, тăванăм. Златоустра тунăскер. Пĕлессӳ килет пулсан — ăна кустăрма пекех авма та пулать, çапах хуçăлмасть. Ку мĕн-ха вăл! Манăн тата бурка пур. Бурки — тĕлĕнсе каймалла вара. Питĕ илемлĕ. Анчах эпĕ ăна çапăçура çеç тăхăнатăп. Халĕ вăл ман хыççăн обозра çӳрет.
Ваня сурчăкне çăтнă та, обозра çӳрекен бурка хуçи çине самаях хурлăхлăн пăхса илнĕ.
— Мана илмерĕç çав, — тенĕ Ваня салхуллăн, — малтан илчĕç, угтан — юрамасть, терĕç. Эпĕ вĕсем патĕнче пĕрре палаткăра та çывăртăм. Артиллери разведчикĕсем патĕнче.
— Эппин, эс вĕсене кăмăла кайман, — тенĕ чаплă ача йĕкĕлтесе, — сана вĕсем ывăл вырăнне илесшĕн пулман — кăмăла кайман.
— Епле вăл ывăл вырăнне? Мĕнле ывăл вырăнне?
— Вăл паллă ĕнтĕ. Полк ывăлĕ вырăнне. Унсăр юрамасть.
— Эсĕ — ывăл-и мĕн?
— Эпĕ ывăл. Эпĕ, тăванăм, хамăр казаксем патĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ ывăл вырăнĕнче шутланатăп. Вĕсем мана Смоленск патĕнчех йышăнчĕç. Мана, тăванăм, майор Вознесенский хăй илчĕ, хайĕн хушаматне çыртарчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ тăлăх ача. Çавăнпа та мана халĕ гварди ефрейторĕ Вознесенский, тесе чĕнеççĕ, хам эпĕ Вознесенский çумĕнче связной пулса çӳретĕп. Вăл ман, тăванăм, пĕрре хăйĕнпе пĕрле рейда та илсе кайрĕ. Пирĕн казаксем унта нимĕçсен тылĕнче, çĕрле пысăк шав турĕç. Нимĕçсен штабĕ тăнă пĕр яла ыткăнса кĕчĕç те — пуçларĕç! Нимĕçсем урама аялти йĕмĕсемпе çеç сике-сике тухрĕç! Эпир унта вĕсене пĕр çĕр аллă пуç ытла шаккаса хутăмăр. Купăста туранă пекех турарăмăр.
Ача хăйĕн хĕçне йĕннинчен кăларса, Ваньăна хăйсем нимĕçсене мĕнле туранине кăтартса панă.
— Эсĕ те турарăн-и? — тĕленнипе чĕтерекен сасăпа ыйтнă Ваня.
Ача: «Епле пултăр-ха тата», тесе калама тăнă, анчах гвардеец совеçĕ тытса чарнă пулмалла ăна.
— Çук, — тенĕ вăл вăтанарах, — тĕрĕссипе каласан, эпĕ тураман. Манăн ун чухне хĕç те пулман. Эпĕ станковăй пулеметпа пĕрле тачанка çинчеччĕ... Ну, эсĕ эппин ăçтан килнĕ — çавăнта кай, — тенĕ сасартăк ефрейтор Вознесенский, таçтан килсе тухнă пит те шанмалла мар гражданинпа ытлашши туслă калаçнине тавçăрса илсе. — Сывпул, тăванăм.
— Сывпул, — тенĕ те Ваня салхуллăн, аяккалла пăрăнса кайнă.
«Эппин, эпĕ вĕсене кăмăла кайман» — тесе шухăшланă вăл хурланса, анчах çав самантрах хăйĕн пĕтĕм чĕрипе ку тĕрĕс маррине ту йса илнĕ.
Çук, çук. Унăн чĕри улталанма пултарайман. Унăн чĕри вăл разведчиксене питех те кăмăла кайни çинчен каланă. Пĕтĕм айăпĕ батарея командирĕ капитан Енакиев çинче, анчах вăл Ваньăна нихçан та курман вĕт.
Вара Ваньăн пуçне пĕр-пĕр аслă начальник патне çитсе, ăна капитан Енакиев çинчен жалоба парас шухăш килсе кĕнĕ.
Çапла майпа вăл юлашкинчен пĕр пӳрт патне çитсе тухнă. Унăн шучĕпе, çав пӳртре темĕнле питĕ пысăк начальник пулмалла.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...