Ан авăн, шĕшкĕ


Каллех çывăрса кайрăм та ирхине тин вăрантăм.

Халĕ те пĕлместĕн: хăшĕ тĕлĕк, хăшĕ чăн пулнă-ши çав каç? Вăранасса Гончарук сассинчен хăраса вăрантăм. Кăшкăрать кăна:

— Подъем! Мĕн эсĕ, фон-барон пек, хĕвел шап кăнтăрлана çитиччен йăваланса выртатăн? Марррш çăвăнма!

Акă сана «юратать», акă сана «ырă кăмăллă ылтăн старшина» тетĕп. Ăçтан юраттăр вăл мана? Апла пулсан, кам йăтса кĕртнĕ-ха мана пӳрте?

Ирхи апат хыççăн взвод командирĕ мана полка ячĕ. Тĕлĕнсе кăна пыратăп çул çинче: нивушлĕ çĕркаçхи пĕтĕмпех тĕлĕкре пулчĕ-ши? Мĕншĕн ыйтмарăм-ха Лисукран? Эх, гвардеец, гнардеец!

— Э-э, Петĕр-бятыр килчĕ! — савăнса кăшкăрса ячĕ Курмангалиев мана курсанах. Ворончихин мана хулран лăскаса илчĕ:

— Саламлатăп, Петенька! Яту пĕтем дивизие сарăлчĕ. Савăнтартăн пире. Акă, кур, мĕн çыраççĕ сан çинчен дивизи хаçатĕнче!

Чĕтрекен аллăмсемпе хаçата илтĕм. Чăнах та, ĕнерхи ĕçĕм çинчен хаçатра тĕпĕ-йĕрĕпех каласа панă. Кам пĕлтернĕ-ха редакцие? А-а, замполит...

«Паттăр связист» тесе çырнă шултра саспаллисемпе.

Паттăр связист!!!

 

* * *

Çав кунтан вара çарти пурнăçăм тепĕр майлă çаврăнса кайрĕ. Гвардеец пулса тăтăм, комсомола кĕтĕм. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç кайрĕ ман.

Хĕр умĕнче çаплах хăюсăр-ха эпĕ. Лисука тĕл пулатăп та — нимĕн чĕнме пĕлместĕп. Хĕрпе калаçма чĕкеç чĕлхи кирлĕ çав. Çавна пула-и, тен, Лисукпа пĕрре те лайăххăн калаçаймарăм.

Февраль уйăхĕнчех Пруссире юр кайма тытăнчĕ. Кенигсберг хулине тапăнмасăр, çурçĕрелле пăрăнтамăр. Земланди çурутравĕ çине кĕрсе кайрăмăр, ташман хулине çурçĕртен çавăрса илетпĕр. Балти танĕсĕ инçех те юлмарĕ, пилĕк-ултă çухрăм пулĕ; каçсерен тинĕс çинчен сивĕ çил вĕрет.

Эпир, виçĕ тус, пĕрехмай малти траншейăсенче. Халь ĕнтĕ ниçта уйрăлмастпăр, çавăнпа пире «виçĕ мушкетер» тесе чĕнме пуçларĕç. Лисук пирĕн пата кашни кунах апатпа пырса каять. Пирĕн траншейăсене вăл çĕнĕ туйăм, темĕнле пысăк савăнăç илсе килет. Эпĕ кăна мар, траншейăри кашни салтаках ăна чун пек кĕтекен пулчĕ, кашниех, унпа пĕр-икĕ сăмах та пулин калаçса илсе, хăй чĕрине йăпатма тăрăшать. Пурте юратаççĕ Лисука. Пуринпе те аван калаçать вăл, кашниех мĕнпе те пулин ырă тума хатĕр. Вăл траншейăна пырса кĕмессерен салтаксем хавасланаççĕ, термос çакнă хĕре ăшă куçпа кĕтсе илеççĕ. Вăл килсен, тĕксĕм çанталăк та çуталнăн туйăнать.

Хĕвеллĕ ăшă кун. Уйра сĕлкĕшлĕ юр ирĕлсе выртать. Пире, туссене виçсĕмĕре те полкран дивизи штабне чĕнтерсе наградăсем пачĕç. Эпĕ «За отвагу» медаль илтĕм.

Пирвайхи награда. Мĕн тери çĕклет вăл салтак кăмăлне!

Пирĕн батальон пĕр сыпăк фольваркра (урăхла каласан, хуторта) вырнаçнă. Пӳрте аманнă салтаксене вырттарнă пирки связистсем сарайĕнчи утă çинчех канаççĕ. Сарайĕ пысăк, темиçе çĕр çын та шăнăçмалла.

— Кĕçĕрлĕхе кунтах çĕр каçăр, — терĕ пире комбат.

Эпир батальонта юлассине пĕлсенех, Гончарук пире хăтăрма тытăнчĕ: передовойĕнче пăсăлса кайнă эсир, çар йĕркине маннă, тет. Дисциплинарнăй уставри темиçемĕш параграфсене асăнсах айăплама тытăнчĕ хайхи. Ботинкасене тасатман, тӳмесене çутатман, тет. Ятла-ятлах çĕршер грамм ĕçтерет, кĕсйи тĕпне тавăрса, юлашки махоркине пире силлесе парать... Кулăшла çын Гончарук: ырă камăллă хăй, çапах салтаксем умĕнче аслати пекех харушă пулма тăрăшать. Анчах та çак хаяр гвардеецăн пĕр кăлтăк пекки пур: юрă тесенех — чун-чĕри çекленсе çунатлана пуçлать. Тем пек çилленсен те, кам та пулин ,пĕр-пĕр хитре юрă тăсса ярсан, Гончарукăн çилли пĕтĕмпех сӳрĕлсе-сирĕлсе каятъ.

Акă халь те, стройра тăман чух, старшина ытлашши хăтăрасран кăштах шикленнипе, Курмангалиев хуллен кăна юрласа ярать:

 

Реве та стогне Днипр широкий...

 

Гончарук сасартăк ятлаçма чарăнать, унăн хĕрле куç харшийĕсем чи малтанах çамка çинче тарăн йĕр туса пĕрĕнеççĕ, унтан вĕлт çеç çӳлелле çĕкленеççĕ те, хаяр старшина сăнĕ çуталса каять.

 

Сердитий витер завива-а, —

 

янраттарса яратпăр эпир, виçĕ салтак.

Хайхи старшина тĕреклĕ хулпуççийĕсене сиктеркелесе илет: хăйне тем пекех мăнаçлă тыткаласшăн, анчах тăван юррăн асамлă хăвачĕ ватă салтака «Ылтăн Украина» çĕрне аса илтерет... Старшинан хăмăр куçĕсем пĕчĕк ачанни пек савăнăçлăн йăлкăшма пуçлаççĕ, тута хĕррисем сиккелеме тытăнаççĕ, вăл, вăрăм мăйăхне якатса, турткаласа илет те, пĕтĕм чунтан тăрăшса, хулăн сассипе янраттарса ярать:

 

Додолу верби гне високи,

Горами хвилю пидийма-а...

 

Пирĕн çума ытти салтаксем те хутшăнаççĕ, Гончарук вара хăй пирĕн хушăра асли иккенне те мансах каять: юрланă чухне вăл калама çук ырă кăмăллă.

«Днипро» çинчен юрласа пĕтерсенех, салтаксем аслă Атăл çинчен пуçласа яраççĕ:

 

Волга, Волга, мать родная,

Волга — матушка река...

 

Юлашкинчен вара хамăр «шĕшке» те авса илетпĕр.

Каçхи апат хыççăн пире Лиза чĕнсе илчĕ, кашнинех алă тытса саламларĕ, Викторпа Курмана маттур терĕ, мана алă панă чух нимĕн те шарламарĕ, хура куçĕсем кăна чĕреме ăшшăн ачашласа илчĕç.

— Виктор, Курман, — терĕ хĕр, — ыран валли вутă хатĕрлĕр! Петĕр, эсĕ манпа шив кӳме пыратăн. "Çăлти шыва фашистсем ирсĕрленĕ...

Тусăмсем хаваслансах вутă шырама пикенчĕç, эпĕ лаша кӳлме васкамарăм. Савăнăçа ниçта чикме çук!

Лисук та хаваслă. Манăн ăна хам юратни çинчен сăмах хускатса чăрмантарас килмест. Çапла эпир Лисукпа иксĕмĕр сисĕм-туйăм пирки сăмах вакламасăрах кухня хурăнне шыв тултарса таврăнтăмăр.

— Э-э, Чăвашстан килет! Смирно! — кăшкăрчĕ яланах хаваслă казах.

— Вутă хатĕр, ефрейтор юлташ! — чыс парса пĕлтерчĕç туссем. — Канма юрать-и?

— Çук-ха,— терĕ Лисук кулса, — çĕрулми шуратмалла.

— Есть — çĕрулми шуратмалла! — кăшкăрчĕç туссем хаваслăн.

Мĕн кăна тумăпăр-ши Лисукшăн! Тăваттăн ларса, хăвăрт пилĕк-ултă витре çĕрулми шуратса хутăмăр.

— Ну, халĕ кайсă канма та пултаратăр, паттăрсем, — терĕ хĕр.

— Хăвăрпа пĕрле канма ирĕк памăр-ши, ефрейтор юлташ? — пуç тайсă ыйтрĕ казах. — «Пыл, пыл» тенипех çăварта пылак пулмĕ, теççĕ пирĕн ваттисем. Манăн та çавнашкал, «савни, савни» тенипех чун савăнмасть, савнă хĕрпе юнашар ларсах калаçас килет. «Хамăр хура пулсан та, савни сарă пулинччĕ», — юрласа ячĕ Курмангалиев, чăваш сăмахĕсене кулăшла хуçкаласа.

— Ай, Курман-килмен! Йĕкĕт темерĕн-и ăна? Анчах, асту, Алма-Ата пикисем ан пĕлччĕр, — пӳрнипе юнаса каларĕ Лисук.

Кулкаласа, сарайĕнчи утă çине кайса лартăмăр.

— Ай, — терĕ Курмангалиев сасартăк, — мансах кайнă: старшина пĕр ĕç хушнăччĕ-çке мана!

Никам та нимĕнле ĕç те хушман та-ха ăна, çапах тытса чармарăмăр. Вăл кайсан, Ворончихин та нумай тăмарĕ: «Мана замполит «Боевой листок» çырма хушначчĕ- ха», — текелесе пирĕнтен уйрăлчĕ.

Лисукпа иккĕнех ларса юлтăмăр. Чăвашла калаçма пуçларăмăр.

— Кам кунта отбой вăхăтĕнче те çывăрмасть! — илтĕнсе кайрĕ старшинан хаяр сасси.

Сарайне Гончарук çитсе кĕчĕ те пĕчек жунарĕпе çутатся пăхрĕ. Пире курсан, нимĕн те чĕнмерĕ, çилĕллĕн ӳоĕрсе илчĕ те тухса кяйрĕ.

Эпир кулса илтĕмĕр.

— Мĕнле-ши халь тăван ялта? — терĕ Лисук, чылайччен чĕнмесĕр ларнă хыççăн— Петĕр, кам пур санăн килте?

— Никам та.

— Мĕнле никам та?

— Çаплах. Ача çуртĕнче çитĕннĕ эпĕ. Халь акă батальон — тăван кил маншăн.

Лисук пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕ.

— Кам пулас теттĕн эс, Петĕр, вăрçăччен?

— Агроном пулма ĕмĕтленеттĕм, халь те çав ĕмĕтпех пурăнатăп. Çартан таврăнсанах вĕренме каяс тетĕп.

Лисук вăрăммăн сывласа илчĕ.

— Ырă ĕс. Питĕ шел, сахал вĕреннĕ эпĕ. Çапах та ман пек выракан та, çулакан та çукчĕ ялта, тимлесе ĕçлеттĕм... Пĕрре ман çинчен райхаçатра та ырласа çырчĕç... Тăван ялах таврăнатăп... Пĕлетĕн-и, Петĕр, мĕнле шухăш килсе кĕчĕ ман пуçă? Те калас ĕнтĕ?.. Колхозĕ пуян пирĕн, килйыш та пĕчĕк, аннепе иксĕмĕр кăна... Пичче Карпатра çапăçатчĕ. Халĕ таçта... Çыру та çук унран тахçантанпах. Аннепе иксĕмĕрех...

Хĕр калама чарĕнче те ман чĕреме тем хĕссе илчĕ.

— Лисук, эпĕ санран тахçантанпах пĕр сăмах ыйтса пĕлесшĕнччĕ.

— Ыйт, — тет вăл шăппăн, темĕнле хаклă хыпар кĕтнĕ пек.

— Скайгиррен патĕнчи пӳрте астăватăн-и? Çавăнта эпĕ тĕлĕк курсаттăм, — тетĕп те ун чухне мĕн пулса иртнине йăлтах каласа паратăп.

Темиçе хутчен те вăрăммăн сывласа илчĕ хĕр.

— Чăн пучĕ-и çав, Лисук?

— Çук, — терĕ вăл хуллен. — Эсĕ курни йăлтах тĕлĕкре пулнă.

— Ку вăхăтчен çав каçа аса илсе йăпанаттăм. Вăл та тĕлĕк кăна уплнă иккен!

— Мĕншĕн пăшăрханатăн-ха, Пятĕр?

Çав тери хурлăхлăн та ачашшăн илтĕнчĕ хĕр сасси — чуна çӳçентерсе ячĕ.. Кăшт кăна малалла ӳпĕнтĕм — тĕттĕмре Лисукăн кăтри питĕме сĕртĕнчĕ...

— Курмангалиев! Ворончихин! — илтĕнсе кайрĕ çак самантрах килкартинче старшина сасси. — Эй, связистсем Кам пур çавăнта? Курмангалиев! Ворончихин! кăшкăрать старшина, анчах ман ята асăнмасть. Утă ăшĕнче çывăракан салтаксем ун сассине илтмерĕс пулас, хирĕç тавăракан пулмарĕ.

— Майор юлташ, пĕри те чĕнмест, — терĕ Гончарук.

— Хăвăртрах хăшне те пулин тупса вăрат, генерал калаçакан лини татăлнă! —илтĕнчĕ комбат сасси.'

Чунăм чăтаймарĕ. Тутлă çывăракан тусăмсене вăраттарас килмерĕ.

— Эпĕ халех таврăнатап, — терĕм Лисука, хавăрт сиксе тăрса.

— Асту, асăрханарах çӳре, Петĕр... Кĕтетĕп, — пашăлтатса илчĕ вăл тĕттĕмре.

— Курмангалиев! Ворончихин! Ăçта çăва патĕнче эсир? — илтĕнсе кайрĕ юнашарах.

— Ан вăратăр вĕсене, старшина юлташ, хамах каятăп! — терĕм, Гончарук умне пырса.

— Астров? — терĕ те вăл, мана телефон аппаратне тыттарчĕ. — Ну, вĕçтер эппин хăвăртрах.

Çĕрте выртакан кабеле алла илтĕм те анăçалла васкаса чупрăм: татăлнă линие хăвăртрах сыпасчĕ те Лисук патне таврăнасчĕ. Кĕçĕр ăна хам çинчен пĕлтеретĕпех! Е кĕçĕр, е нихăçан та...

Умра хура мĕлкесем курăннă лек пулчĕç. Тăпах чарăнтăм. А-а, йывăç тĕмĕсем иккен. Мĕн, хăрамалли пултăр-ха кунта, малти траншейăсенчен сахалтан та çухрăмра вĕт! Çапах та автомата хатĕр тытрăм. Акă, кабель çăмăллăнах туртăнакан пулчĕ, апла пулсан, лини çак тĕмсем тĕлĕнче татăлнă. Тĕлĕнмелле, мĕнле майпа татăлма пултарнă-ха вăл кунта? Ку тĕлтен танксем те, автомашинăсем те иртсе çӳремен-çке!.. Ăнланма йывăр... Чĕрем теме сиснĕн çӳçенсе илчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-24 15:27:51):

Мĕн калăн ĕнтĕ 1946 çулта çырнă япала пирки?

 

Андрей Шур (2013-02-16 13:00:43):

Александр Артемьев пек илемлĕ çыракансем питĕ сахал... Шел...

 

Геннадий (2023-01-07 19:42:03):

Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах . Радиокомпозици те пурччĕ пулас . Паян çĕнĕрен вуласа тухрăм маннă пекскере .. Вăйлă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: