Шураҫка
Вăл пӳртрен тухрĕ те хăйне кĕтсе выртакан йыттине курчĕ. «Атя кайрăмăр, тусăм, тем чĕре йăшса илчĕ-ха. Атя киле çитер хăвăртрах, эмел ĕçсе ярасчĕ хуть», — терĕ вăл айванланакан, ăшне путса килекен сассипе.
Петĕр килĕ еннелле утнă май вăйĕ пĕтсе пынине туять. Пырсан-пырсан арçын сулăнса кайрĕ, унтан пĕр вăхăт чарăнса тăрса канчĕ те хуллен малалла утрĕ. Йытти вара хуçине çул кăтартса малта пырать, ăна васкатасшăн пек пулса ялан çаврăнкаласа пăхать. Килне çитме те 5-6 пӳрт кăна ĕнтĕ... Акă Пĕтĕрĕн чĕри яшлатса чиксе кайрĕ, куçĕ-пуçĕ хуралса килчĕ. Вăл каллех утма чарăнчĕ, кăштах сывлăш çавăрса яма шутларĕ. Çак вăхăтра вăл ури шăнăрĕсем çемçелнине, алли-ури хăйне итлеменнине туйса илчĕ. Унтан çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Йытти тӳрех хуçин пичĕ патне чупса пычĕ те ăна çулама тытăнчĕ. Леш хускалмасть, аяк пĕрчи çинче пĕкĕрĕлсе выртать. Йытă ун йĕри-тавра темиçе хут та чупкаласа çаврăнчĕ ĕнтĕ, вĕре-вĕре те илчĕ. Усси çук — хуçи тăмасть. Каçхи сулхăн çил кассăн-кассăн килсе çапăнать, Пĕтĕре шăнтать. Вăл чĕтреме пуçларĕ.
Йытă каллех хуçин питне пырса çуларĕ, анчах лешĕ хускалмасть те, чĕнмест те. Шураçка пĕр вăхăт пăхса тăчĕ те — килĕ еннелле вирхĕнчĕ! Килĕнче никам та çуккине пĕлет-ха вăл, çавăнпа чӳречинчен краççын лампи çути курăнакан кӳршисен хапхи умне çитрĕ. Чӳрече енне пăхса темиçе хут вĕрчĕ, унталла-кунталла чупкаларĕ. Ун сассипе хуçисен йытти те вĕрсе ячĕ, кайран вĕсен çумне касăри ытти йытăсем те хутшăнчĕç. Йытăсем мĕншĕн ушкăнпа вĕреççĕ-ха тесе кил хуçи — Уççа урама тухрĕ. Вăл тӳрех Пĕтĕрĕн йыттине паласа илчĕ.
«Мĕншĕн пирĕн пата килсе вĕрет-ха вăл?» — çиçсе илчĕ шухăш ун пуçĕнче. Унтан вăл Петĕр пӳрчĕн чӳречисене пăхрĕ те çутă çуккине асăрхарĕ.
«Петĕр паçăр Тимахви патне каятăп терĕ вĕт, ăна çул çинче тем пулман-ши?» — ырă мар шухăш килсе кĕчĕ Уççа пуçне.
Унтан вăл пӳртне кĕрсе çемйине çакăн çинчен каласа пачĕ. Вара вĕсем икĕ ывăлĕпе пĕрле васкаса тăхăнса урама тухрĕç. Йытă çаплипех ун-кун кумать: пĕрре урам тăрăх вĕрсе чупса каять, тепре Уççасем патне вирхĕнсе килет.
— Атьсем, атя йытă хыççăн каяр. Петĕр çавăнта пуль, тем амакĕ пулнă пек туйăнать, — калаçса пырать Уççа.
Йытă çул çинче выртакан Петĕр патне чи малтан чупса çитрĕ, тĕттĕмре хăйсем ăçтине палăртса темиçе хут вĕрчĕ.
Кӳршин ывăлĕсем Петĕре икĕ хулĕнчен хăйсем çине çакса унăн килне çитерчĕç. Алăкне вăл нихçан та çăрапа питĕрмен, йывăç сăлăп кăна хунă. Ырă чунлă кӳршисем Петĕр пиччĕшне пӳртне кĕрсе вырттарчĕç, унтан тепĕр урамра пурăнакан фельдшера чĕнсе килчĕç. Вăл килсе кĕрсен чирлĕ çынна эмел пачĕ. Тепĕртакран Петĕр хуллен калаçма тытăнчĕ. Хăйне мĕн пулнине ăнланса илнĕ хыççăн ун куçĕ шывланчĕ.
Петĕре икĕ эрне кӳршисем пăхрĕç, шыв ăсса кĕрсе пачĕç, килĕнчен апат илсе килсе çитерчĕç. Чирлĕ çын кунне пĕрре йыттине курма картишне çеç тухса кĕретчĕ. Пĕррехинче вара Петĕр пичче картиш енчи пусма картлашкисем çине тухса ларчĕ те тăватă ураллă тусне чĕнсе илчĕ. Унтан ăна пуçĕнчен, çурăмĕнчен аллипе ачашласа, хуллен сăтăркаласа чун-чĕринчен калаçрĕ:
— Эх, Шураçка... Эпир ку пурнăçра пĕр-пĕринсĕр пуçне никама та кирлĕ мар вĕт халĕ... Эсĕ мана кирлĕ те — эпĕ сана кирлĕ... Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса чылаях пурăнтăмăр эпир. Эс мана вилĕмрен çăлтăн, нумай çул ман çумра пулса ĕмĕрĕме тăсрăн. Эс пулман пулсан эп кун чухлĕ пурăнаяс та çукчĕ. Саншăн пурăнма тăрăшрăм эпĕ. Анчах ман кунсем кĕскелсе пыраççĕ ĕнтĕ. Кун пек сывлăхпа эпĕ нумаях пурăнас çук. Халĕ нимĕнрен ытла саншăн пăшăрханатăп, тусăм. Хам санран малтан вилесрен питĕ хăратăп. Хам çут тĕнчерен уйрăлнăшăн мар, эс ку тĕнчере пĕччен юлнăшăн. Килĕрен киле çӳрĕн вара... Анчах сана кам апат парĕ-ши, ман пек кам пуçунтан аллипе шăлса ачашлĕ-ши? Ман пек кам ачашшăн чĕнсе илĕ-ши малашне сана хăй патне? Ял тăрăх шăмă татăкĕсем шыраса çӳрĕн-ши вара? Усал çынсем сана чулпа ывăтса перĕç. Çынна çын та шеллемест те ку тĕнчере — хуçасăр йытта кам шеллетĕр? Питĕ чĕре ыратать çакăн çинчен шухăшласассăн... Чĕрем татăлса анать...
Хуçи калаçнине йытă тимлĕн итлерĕ, ăна куçĕнчен тинкерсе пăхса выртрĕ.
Пӳрте кĕрес тесе тăма пикенсен вара Петĕр пиччен ури вăйсăрланчĕ, вăл çĕкленеймерĕ. Сасартăк чĕри тĕлĕнчен аллипе тытрĕ те пуçне алăк урати çине хучĕ, хускалми пулчĕ. Шураçка хăйĕн хуçине мĕн пулнине тӳрех ăнкарса илчĕ те хапха айĕнчи шăтăкран вирхĕнсе тухса каллех Уççа пӳрчĕ умне чупса кайрĕ, хытă вĕрме пуçларĕ...
Часах Петĕр патне кӳршисем килсе пăхрĕç те васкаса фельдшера чĕнме кайрĕç. Фельдшер Петĕр патне кĕрсе кайнă вăхăтра Шураçка пӳрт умĕнче выртатчĕ.
Пăртакран Петĕр килне ытти кӳршисем те пухăнчĕç. Пурте мĕнле те пулин пулăшасшăн чирлĕ çынна. Хăшĕ шыв ăсса кĕрет, тепри хăйсен килне эмел илме чупать. Ыттисем пĕччен çынна шеллесе калаçрĕç.
Çак вăхăтра урамра автомашина сасси илтĕнсе кайрĕ.
Унччен те пулмарĕ — йытă хыттăн хăйк! туса çухăрса ячĕ. Ку сасă Пĕтĕрĕн ыратакан чĕрине сăнă пекех тăрăнтарчĕ.
— Шураçка сасси вĕт ку... Мĕн пулчĕ ăна? — айванрах сасăпа ыйтрĕ вăл.
Пӳртрисем чӳречерен урамалла пăхрĕç. Унта машина чарăннă: ун айĕнче Шураçка выртать, хускалмасть...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...