Ан кай
Килсе ларса чĕрçи çине,
куçна хупса: «Ан тив...» теетĕн,
эп шухă марччĕ халиччен,
сăмахунтан епле иртейĕп.
Сăлтавсăр мар хăрарăм эпĕ:
сана шуйхатасран шиклентĕм,
анчах ан кул вара, пĕлсен...
Сиксех тухать пуль çав чĕре!
Эп шухă марччĕ хĕрсемпе,
пурнаттăм çутă ĕмĕтпе,
ах, çумарах килсем, килсем,
ан хăварах мана пĕччен.


 Вулавçăсен шухăшĕ
 Вулавçăсен шухăшĕ Çĕнĕ комментари хуш
 Çĕнĕ комментари хуш
Микон (2018-07-18 00:56:04):
Ку сăвва аван хайланă. Мăшра е Яшчухнехи тусне чĕнет Сăвăç.Пушкинăн "И робостью ... томим" аса ки.лет.Ан кул тенинче чах Аннче кул теинче хĕрхӳ пур.
Сидияр (2024-05-06 09:38:54):
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 .