Тĕнче кĕвви
...Пит те лайăх-ĕçке
Çулла, çур çĕрпе
Ирчченех лармашкăн урамра.
Пĕр сас та илтĕнмест,
Сенкер тӳперен
Çутă уйăхĕ анчах лăпкать пуçăма,
Лăпкать пуçăма ылттăн çуттипе;
Лăпкать чунăма...
Эх!.. Аван-ĕçке, пит те аван!
Пит те чаплă-çке ку саман!..
Паян эп кунĕпе уйра,
Ĕçленĕ кунĕпе сухара...
Каçхи сĕм ӳкиччен
Пĕччен.
Ирхи çĕртме çавăрап,
Хĕвел аниччен
Ĕçчен —
Эп катари уйра.
Аван-ĕçке ывăннă шăм-шакка
Каçхи ĕмĕлте кантарма.
Аван-ĕçке тĕнче кĕввине
Каçхи йăпăшра итлеме!
Ахаль мар кĕтрĕм эп каçа,
Ахаль мар, çут хĕвел ансанах
Тăвартăм лашана васкаса,
Чуптартăм ялалла.
...............................
Ой, тĕнче,
Çут çанталăк!..
Тӳпинче —
Хура халăх!
Пит те эс мана илĕртен,
Илĕртен пĕтĕмпех.
Çавăран çамрăк пуçăма,
Уçатăн ман кăмăла!
..................................
Çак каç —
Итлерĕм тĕнче кĕввине,
Ăнлантăм ун сасăсăр юррине.
Çак каç —
Эп мĕн пур тĕнчене
Чиксе хутăм хам пуç мимине.
Пулас пурнăçа
Куçпах эп куртăм.
Кивве, çавăрнса,
Лач! эп суртăм.
Ой, çут çанталăк!
Ой, çут тĕнче!..
Пĕлĕт çи тайлăк —
Кăвак кĕленче!..
Тĕлĕк пек куратăп,
Умра чечексем.
Тĕлĕнсе пăхатăп,
Хурçă чечексем.
Ахаль мар çав
Уйра, сухара,
Эп куляннă хурçă чечекшĕн.
Ахаль мар çав —
Ман чун трактăра
Тахçанах пит савать темĕншĕн!
Паян та суха тунă чух
Чунпа ĕмĕтлентĕм трактăра.
Тар юхтарса çĕре чавнă чух
Ылхантăм сухана хам ăшра!
Чун ан тарăхтăр!
Пултăр тимĕр трактăр!
Унпа пулĕ
Пурнăç мулĕ!
Ой, чăнахах-ши?!
Ой, пулатех-ши?!
.............................
Çĕрĕпе лартăм тăр пĕччен урамра
Çут тĕнчен кĕввине итлесе,
Анчах шуçăм сарăлать катара
Çутă хĕвел тухасса пĕлтерсе.
Ир пулсанах,
Хĕвел тухсанах,
Тутлă ыйхăран вăранса,
Тухса каяп
Пĕччен уя,
Сар лашана кустарса...
Тухса каяп каллех уя
Ирхи çĕртме çавăрма.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...