Кашкӑрсем
— Тарăхан?! Эпир çăлăнса тухаттăмăрах, а эсĕ пĕтĕмпех пĕтерсе тăкрăн!..
— Епле çăлăнса тухаяттăмăр?! Эс мĕскер!
— Сутрăн, çĕлен! Вĕрентеп эп сана! Тарса хăтăлаймастăн эсĕ манран, чарăн луччă. Пĕрре тӳпелесе илетĕп те — апла намăсах пулмасть. Атту çынсем умĕнчех ислететĕп. Çийĕнчен тата йăлт каласа кăтартатăп... Чарăн луччĕ!
— Халех чарăнтăм, тет, кĕсйӳне шалпартарах тыт! — Наум ĕнтелет кăна ăйăра. — Ие хутлатманĕ... ăçтан персе антăн эс пирĕн пуç çине!
— Хăлхуна чик ырă канаша: чарăн! — Иван пӳлĕне пуçларĕ. — Хăвнах лайăх пулать: пĕрре ислетсе илетĕп те никама та каламастăп.
— Сана, эсреле, çара çерçие, тăван турăмăр, эсех ман çине пуртăпа! Намăс пур-и сан е çук-и?
— Вăт, ислетсе илетĕп те унтан намăс пирки калаçса пăхăпăр. Чарăн! — Иван аран-аран чупать, хăй ĕнтĕ таçта, каях тăрса юлнă. Чупсан-чупсан, вуçех чупма пăрахрĕ. Утса кайрĕ.
— Тупатăп, ниçта та кайса çухалаймастăн! — кăшкăрса ăсатрĕ вăл юлашкинчен хунĕшне.
Килĕнче Иванăн никам та пулмарĕ: алăк çинче çăра çакăнса тăрать. Ăна уçрĕ те вăл пӳрте кĕчĕ. Шкафра шыраса пăхрĕ... Ĕнер ĕçсе ярайман пĕр кĕленче эрех тупрĕ, стакана тултарчĕ те шалттин ӳпĕнтерчĕ, ӳпĕнтерсен, хунĕш патне тухса утрĕ.
Хунĕш картишĕнче тăварнă лаша тăрать.
— Килтех, — кăмăллăн каласа хучĕ Иван.
Алăка тĕртсе пăхрĕ — питĕрмен. Вăл питĕрсе хурасса шаннăччĕ. Иван пӳрте кĕрсе тăчĕ... Ăна хăйне кĕтнĕ иккен унта; пӳртре хунĕш, Иван арăмĕ тата милиционер лараççĕ. Милиционер йăл-йăл кулкалать.
— Ну мĕскер, Иван?
— Та-ак... Кайса калама ĕлкĕртĕн эппин? — ыйтрĕ Иван, хунĕш çине пăхса.
— Ĕлкĕртĕм, ĕлкĕртĕм. Лӳксе лартнă-ха, ӳркенмен?
— Кăштах пуласса пулчĕ... чĕлхе çемçелмелĕх. — Иван пукан çине пырса вырнаçрĕ.
— Эс мĕскер капла, Иван? Ăсран тайăлтăн-ии?.. — ларнă çĕртен тăчĕ Нюра. — Эс мĕскер?
— Аçуна санне тăн кĕртсе илес тесеттĕм... Çын епле пулмалла иккенне.
— Пăрах эс, Иван, — калаçăва хутшăнчĕ милиционер. — Ну, инкек сиксе тухнă тейĕпĕр, иксĕр те хăраса ӳкнĕ... Кам шутланă-ха ăна çапла пулса тухасса? Стихия.
— Эпир çăмăллăнах çăлăнса тухаттăмăрччĕ. Кайран эпĕ вĕсемпе пĕчченех пултăм...
— Эпĕ пуртă пăрахса патăм-çке сана? Эс ыйтрăн та — эп пăрахса патăм. Тем тумаллаччĕ ĕнтĕ ман тата?
— Чи кирлине: этем пулмаллаччĕ сан. А эсĕ хăв тирӳшĕн çеç сехĕрленсе ӳкрĕн. Эпĕ сана куншăн пурпĕрех вĕрентсе илетĕп.
— Тупăннă вĕрентекен! Манка... Уй тункати пекех çап-çара хăй, хатĕрри çине килсе кĕчĕ те пирĕн киле, халĕ тата хăратассипе. Çитменнине, ăна та, кăна та пар ăна пĕр харăсах: курăр-ха, водопровод кирлĕ иккен!
— Ĕçĕ унта мар-ха, Наум,— терĕ милиционер. — Мĕн тума кунта водопровод?
— Ялта япăх!.. Хулара лайăх, — малалла калаçрĕ Наум. — Мĕн тума сулланса килтĕн кунта? Хăв кăмăлсăррине кăтартма-и? Халăха пăтратма-и?
— Ăт, йĕксĕк! — хытса кайса тĕлĕнет Иван. Çапла калать те ура çине тăрать.
Милиционер та тăрать.
— Пăрахăр эсир! Атя, Иван...
— Санашкал пăтратакансене, пĕлетĕн-и, ăçта кайса чикеççĕ? — ниепле те хăпаймасть Наум.
— Пĕлетĕп! — хирĕлет Иван. — Вакка пуçхĕрлĕ... — тет те хунĕ патне таплаттарса пырать.
Милиционер Ивана хулĕнчен çатăрласа илчĕ те пӳртрен çавăтса тухрĕ. Урамра чарăнса тăчĕç, туртса ячĕç.
— Ну, ăçтан сĕлĕх мар-ха? — çав-çавах тĕлĕнме пăрахмарĕ Иван. — Хамах пăсăрлантарать.
— Эккей, пăрах эс ун пирки калаçма!
— Çук, тытса ислетмеллех ман ăна пĕрре.
— Курăн, хăвнах начар туса хуран. Çав ниме тăман ăçтиçукшăн.
— Ăçта эс мана капла?
— Атя, пирĕн патăмăрта çĕр каçса кайăн... Сивĕнсе çитĕн. Атту ӳпкелемелле пулса тухĕ. Ан çыхлан.
— Çук, ку вăл... ара, мĕнле çын вара вăл?
— Юрамасть, Иван, юрамасть: чăмăрпа нимĕн те тӳрре тухаймастăн.
Ялти кутузка еннелле тăсăлакан урампа утса кайрĕç.
— Лере пултараймарăн-им-мĕн? — сасартăк ыйтрĕ милиционер.
— Хăваласа çитеймерĕм! — чĕререн каласа хучĕ Иван. — Хуса çитме пултараймарăм.
— Вăт тата... Халĕ шăнчĕ — халĕ юрамасть.
— Айăра шел.
— Да...
Сăмах иксĕлчĕ. Чылайччен чĕнмесĕр пычĕç.
— Итле-ха, яр эсĕ мана. — Иван чарăнса тăчĕ. — Ну, мĕн тăвăп-ха эпĕ унта вырсарникун? Тĕкĕнместĕп эпĕ ăна.
— Çук, çук, атя пĕрлех. Атя, Атту кайран вĕçне-хĕрне тупса пĕтереймĕн... Хăвна хĕрхенсе калатăп. Атя, шахматла выляса илер пĕрре... Вылятăн-и шахмăтла?
Иван çăварĕнчи пирус тĕпне çĕре сурса пăрахрĕ те тепĕрне илме аллине кĕсйине чикрĕ.
— Вылятăп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...