Шыракан тупаймарĕ
Лаши пит хытă вашлаттарса пырать. Кĕçех шурă юрпа витĕннĕ разъезд çурчĕсем курăнми пулчĕç. Çуркунне еннелле сулăннă çанталăк хитре, уяр тăрать. Çул яка. Марья Павловна, çурăмĕпе çуна хыçне тайăнса ларнăскер, сулăнчăксене ӳксе юласран пăшăрханмасть, прислуга тупăнмасран пăшăрханса пырать.
«Прислуга тени вăл кăнтăрла та, каç та, ир те килтех лартăр, — шухăшласа пырать Марья Павловна. — Ниçта та ан тухтăр, «тухса çӳресем ĕнтĕ» тесен те, уçăлса çӳресшĕн ан пултăр. 0бшество ĕçне хутшăнаканнине эпĕ виçĕ кун та тытса усрас çук», — пин хутчен те пуçра пулнă шухăшсемпе аппаланса пырать вăл.
Вĕсем йывăçлă яла вашкăрса кĕчĕç.
— Çитрĕмĕр... Кам патне кĕрес? — ыйтрĕ лавçă, лашине хăй уттипе ярса:
— Кам патне кĕмелле-ши? Эсĕ пĕлместĕн-и: сирĕн ялтан кам хĕрĕ хулана прислугăна пымалла пек?
Лавçă шухăша кайрĕ.
Çавăнтах Марья Павловна пуçне шутсăр ăслă шухăш пырса кĕчĕ.
«Прислуга мар, çăм арлакан шыракан пулса çӳрес. Ахаллен, тӳрех прислуга кирлĕ тесен, хама килĕшмен общественница тĕлне пулсан... пĕлмесĕр илсе те ярăн. Малтан вăл общественница маррине ытарлă ыйтса пĕлес пулать. Унсăрăн ĕç тухмĕ. Çăм арлакана шыранă пек пулса çӳренине ним те çитмĕ», — шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче.
— Прислуга мар, çăм арласа паракана шыратăп эпĕ. Паçăр, разъездра юри каларăм, — терĕ, ăшшăн кулса, Марья Павловна. — Çăм арласа пама вăхăт тупакан хĕрсем мĕнле, тупăнĕç-ши?..
— Арласа парĕç, ара! Çак пӳрте кĕрсе пăх. Виçĕ хĕр пурăнаççĕ унта. Амăшĕ те ытлашши ватах мар, çăм арлама пултарать.
Марья Павловна çуна çинчен анса тăчĕ, пĕчĕк сумкинчен пĕчĕкçĕ аллипе укçа туртса кăларчĕ те чĕлĕм чĕртме тытăннă лавçа тыттарчĕ.
— Эсĕ каях! — терĕ вăл. — Спасибо лартса килнĕшĕн.
Сăмах çинех, лавçă кăтартнă килтен пĕр яштак хĕр утса тухрĕ.
— Эй, хĕрĕм, — терĕ Марья Павловна. — Ман пĕр-икĕ кĕренке çăм пурччĕ. Арлаттарас теп. Мĕнле эсĕ...
— Вăхăт тупаймăп, — ăшшăн хуравларĕ хĕр, — вăтам шкулта заочно вĕренетĕп. Çураки умĕн колхозра та ĕçсем чылай. Тата РОКК кружокĕ пур ман. Староста унта...
— Йăмăку пур пулас сан? Вăл мĕнле?..
— Вăл комсомол енĕпе пикенсех ĕçлеме тытăнчĕ. Кĕçĕнни хор кружокне кайнăччĕ те, хăйĕнчен ыйтмасăр калама пĕлместĕп. Анне темле. Вăл арласа парĕ-и, тен, кĕрсе калаç... Çук, вăл та ерçес çук. Партин 18-мĕш съезчĕн материалĕсене пикĕнсех вĕренет. Пирĕнпе ăмăртать.
Марья Павловна çăварне карсах пăрахрĕ. Акă сана хуларан инçетри ял!
— Ав, Варвари ятлă хĕр шыв патне анать. Çавăнтан ыйтса пăхма пултаратăр. Тен, арласа парĕ...
Хĕре чĕнсе илчĕç.
— Лайăх тӳлесен, арласа парăттăм та, çăмĕ нумаях мар пулсан... анчах çак кунсенче авалхи мункун умĕнхи аслă типĕ çинчен доклада хатĕрленмелле-ха, — терĕ хĕр.
«Сан пекки кирлĕ мар, — шухăшларĕ Марья Павловна. — Килтен тухнă чухне пушша хирĕç пултăм çав».
Кусем калаçса тăнă çĕре ватăрах хĕрарăм пырса тăчĕ.
— Çăм арлакана шырать, — терĕç ăна.
— Ненай. Манран пулас çук. Ак, выльăхсене шăваратăп та клуба репетицие каятăп. Йăскар рольне пачĕç.
Килĕрен киле ял тăрăх çӳреме шухăш тытрĕ Марья Павловна.
Пĕр пӳрте кĕчĕ.
— Хĕрсем пур-и сирĕн? — ыйтрĕ вăл, сĕтел хушшинче тимлесех çырса ларакан галстук çакнă хĕрачаран.
— Пур, — терĕ хĕрача, хучĕ çинчен пуçне илсе. — Аппа пур.
— Ăçта вăл?
— Колхоз ĕçĕпе тухса кайрĕ. Бригадирта ĕçлет.
— Эсĕ мĕн тăватăн? — ытахальтен ыйтрĕ Марья Павловна хĕрачаран.
— Эпĕ-и? Стена хаçачĕн редакторĕ... Класра тухать... Ак çырса ларатăп.
— Аннӳ ăçта?
— Колхоза ĕне сума кайрĕ. Пиччесем вăрманта ĕçлеççĕ. Атте кирлĕ мар пулĕ?
— Кирлĕ мар, — терĕ те вĕлт тухса кайрĕ Марья Павловна. — «Мĕнле капла? — пăшăрханать вăл. — Мана кирли çук!»
Тепĕр пӳрте кĕрсен:
— Ман килес, — терĕ, авалхи чăвашсен йăлине аса илсе.
— Килĕрех. Маларах иртсе ларăр, — сĕнчĕ кил хуçи арăмĕ, ачине кăкăр сĕчĕпе тăрантарса лараканскер. — Ачисем, выляса таврăнсан, тумтирĕсене тӳрех сак çине пăрахаççĕ. Хам килте пулман та, пĕтĕмпех тустарса тăкнă. Кооперативра ревизи тума тытăнтăмăр та, час таврăнма май пулмарĕ. Ĕçпеччĕ-и эсир?
— Ĕçĕ-мĕнĕ... Сан хĕр пур-и?
— Хĕрĕм те, ывăлăм та пур. Ывăлăм колхоз валли торф тиеме кайнă та каçсăр таврăнаймасть. Хĕрĕм районта. Ялкорсен канашлăвĕ уçăлать паян. Чĕнсех хут янăччĕ те, кайса килесех пуль терĕ.
Урама тухсан, тата хăш киле кĕрес-ши ĕнтĕ тесе шухăшласа тăнă хушăра, туран пĕр хĕрарăм килни курăнчĕ. Анчах вăл портфель йăтнăскер пулнăран унпа калаçса çăвар тутине те сая ямарĕ.
Кирек хăш киле кĕрсен те, ниçта тухса çӳремен тĕттĕм хĕрарăма тупас çук. Хăшĕсем каçхи вăтам шкула е агротехника кружокне çӳреççĕ, вĕренеççĕ, хăшĕсем клубри музыкăпа хор кружокне е драмкружока çӳреççĕ: учительницăсем те тупăнкаларĕç, стрелковăй кружока çӳрекенсем те пур. Пĕр килте миражист пулса ĕçлекен хĕр тупăнчĕ. Миражист? Мĕн вăл «миражист»? Марья Павловна пĕлмест, илтмен те вăл сăмаха.
— Миражист — инкубатор патĕнче ĕçлет, инкубаторпа пусарса кăларма хунă çăмартасенчи чĕпĕсем мĕнле ӳссе пынине тĕрĕслет.
«Чĕмере! — терĕ хăй ăшĕнче Марья Павловна. — Хальхи колхозлă ялта темле професси те пулĕ».
Урампа ăна хирĕç пĕр туяллă карчăк мĕштĕртетсе пырать.
— Эсă докладчик-и? — ыйтрĕ карчăк, Марья Павловна тĕлне çитсен.
— Докладчик? Мĕнле докладчик? — ыйтрĕ кулса Марья Павловна.
— Ваттисен пухăвĕ пулать, терĕç. Çавăнпа доклад каласа параканни мар-и терĕм-çке. Вăл мар эппин?
Марья Павловна, çăварне карса пăрахса, чылайччен пăхса тăчĕ. Шанчăк хутаççи çурăлчĕ.
— Хам ухмах пирки тĕттĕм хĕрарăма шырама яла тухрăм. Ухмах, ухмах, тьфу!...
— Ма суратăн? — ыйтрĕ унран ашшĕн мăн çĕлĕкне тăхăнса ярăнма тухнă ача. — Йӳçĕ пулчĕ-им?
— Итле-ха, ачам, — терĕ ăна аллинчен тытса Марья Павловна. — Хут пĕлмен хĕрарăм пур-и сирĕн ялта?
— Пур, — терĕ ача.
— Ăçта пурăнать вăл? Илсе кай-ха мана унта. Сана уншăн канфет парăп, юрать-и?
— Юрать. Ма илсе каяс мар? Каяс.
— Кайăпăр çав. Ăçта пурăнать-ха вăл?
— Инçех мар. Пирĕн килтех.
Пӳрте кĕрсен, чуста çăрса тăракан амăшĕ патне чупса пырса:
— Çак инке пирĕн Людăна кăтартнăшăн мана канфет пама пулчĕ, —терĕ ача хавасланса.
Ачи ертсе килнĕ хĕрарăм çине чăр пăхса илчĕ амăшĕ.
— Кăтартсам ĕнтĕ, — терĕ ача, амăшне аркинчен туртса.
— Халĕ çывăрать вăл, — терĕ амăшĕ килнĕ хĕрарăма. — Эсир ача консультацинчен мар пулĕ-çке? Пăхма пултаратăр. Сывах-ха вăл. Çуралнăранпа пĕрре те чирлемен. Кашни кунах чăпăл тăватăп. Тепрер уйăхран кулма та тытăнать пулĕ тетĕп-ха.
«Кулма» тенине илтсен, Марья Павловна йăпăр-япăр тухса шурĕ.
Марья Павловнăн халăх ĕçне хутшăнман тĕттĕм хĕрарăм шырасси те çавăнпах вĕçленчĕ.
— «Обществю ĕçне хутшăнма юратакан прислугăран ан хăра, вăл килти ĕçе те культурăллăрах туса пырĕ, ачасене те ырра вĕрентме пултарĕ», — тенĕччĕ упăшкам. Эпĕ итлемерĕм. Пур-ши ман пек ухмах хĕрарăм урăх? — терĕ юлашкинчен Марья Павловна, хăйне хăй тем пекех тарăхса.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...