«Специалистсем»
Кăнтăрлахи апат çиме ресторана кĕрсе лартăмăр. Иккĕн эпир. Пĕри эпĕ, çакна çыраканни, тепри — пĕр учрежденире кадрсен секторĕн начальникĕ пулса ĕçлекен Махалов юлташ, манăн çывăх тусăм.
— Пăх-ха çав кĕтессе, юлташăм, — терĕ Махалов, пăрăç енчĕкне сĕтел варринерех илсе лартса. — Куратăн-и çав икĕ çынна?
Эпĕ вăл кăтартнă тĕле пăхрăм та пĕр сĕтел хушшинче ларакан икĕ арçынна куртăм. Тумтирĕсенче те, сăн-пичĕсенче те нимех те ытлашши курăнмарĕ мана. Ун йышши этемсем пинĕ-пинĕпе пирĕн хулара. Эпĕ хамăн шухăшăма Махалова уçса патăм.
— Мĕнле шухăшлан эсĕ? — ыйтрĕ вăл манран.— Камсем пек туйăнаççĕ сана вĕсем?
— Этемĕн профессине сăн-пичĕпе тумтирĕнчен пăхса пĕлме хĕн, пурте пĕр майлăн курăнаççĕ, — терĕм эпĕ.
— Вĕсем иккĕшĕ те пысăк специалистсем: пĕри пысăк квалификациллĕ агроном, тепри — полиграфработник. Иккĕшĕ икĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Нумай пулмасть эпĕ вĕсем ĕçленĕ учрежденисенче пулса куртăм. Иккĕшĕнпе те пит лайăх паллашрăм. Çапла эсĕ икĕ специалиста курса ларатăн.
— Пит аван, — терĕм эпĕ, тусăмпа килĕшсе, урăх нимĕн калама пĕлменнипе.
— Ав, лешĕ, сулахайри, хура çӳçли, Тимирязев ячĕпе тăракан ялхуçалăх академинче вĕреннĕ. Çĕрĕç техникине шутсăр лайăх пĕлет. Мана гибридизаци, интрогинизаци, азотогенизаци, химизацисем çинчен каласа парса тĕлĕнтерчĕ. Питĕ пысăк специалист...
— Маттур! — терĕм эпĕ.— Çавăн пек специалистсем пире те питĕ кирлĕ пулаççĕ...
— Унпа юнашар лараканни те юлташĕнчен юлсах тăмасть. Вăл мана типографи машинисем çинчен хавхалансах каласа пачĕ. «Офсетсем» çинчен, ротационкăсем çинчен, двойной скоропечатная çинчен, цинкографисем, литографисем, ксилографисем çинчен, тем çинчен те каларĕ. Темиçе сăрпа пичетлекен машинăсене аван пĕлет...
— Пултарать апла... Хăйсен ĕçĕсене лайăх пĕлекен специалистсем çителĕксĕртерех тетпĕр. Акă кунтах иккĕн тупăнчĕç. Вĕсем хăйсем пĕлнĕ ĕçсене аван туса пынине курсан, чуну пит савăнчĕ пулĕ.
— Да! — терĕ Махалов, ассăн сывласа ярса, — Эсĕ каланă майлă пулсан, аванччĕ те, анчах пĕр япала чăрмантарать... Леш, хура сăнли, ялхуçалăх академинче вĕренни, типографире юрисконсульт пулса ĕçлет. Тепри, типографи ĕçĕсене аван пĕлекенни...
— Çĕрĕç органĕнче управдел вырăнĕнче ларать, — терĕм эпĕ, вăл калас сăмахсене тытса илсе.
— Тĕрĕс! — терĕ вăл тарăхнă сасăпа. — Ун пек хăйсем пĕлнĕ ĕçрен урăх ĕçе куçса кайнисем татах та пур пирĕн хушăра...
— Пур çав! — терĕм эпĕ те. — Ав, титографире, набор тăвакан цехра, инструктор пулнă Денисов наборщик Чăвашрадиокомитетра ĕçлет. Гурьева наборщица — продавщица...
— Комиссаров зоотехник Чебторгра кадрсен секторĕн начальникĕнче ĕçлет, — татах хушса хучĕ Махалов. — Зоотехник Семенова — мельтрестра экономист, тепĕр Семенова зоотехник макарон фабрикинче лаборанткăра ĕçлет, Тимофеева зоотехник — почтăра...
— Ма колхозсене каймаççĕ вĕсем?
— Хуларан пăрахса каяс килмест-çке! Эй, официант юлташ, иккĕмĕшне те паянах çисе курасчĕ-çке.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...