Кукамай ҫывăрмасть
Çур çĕр иртни виçĕ сехет. Карчăк çывăрмасть. Унăн ыйхи тарнă. Пăхса выртать. Кинĕсемпе ачин ачисем ыйхă туртаççĕ кăна. Ыйха вĕçтерес марччĕ, нушаланмалла ан пултăрччĕ тесе, пуçне пырса кĕрекен шухăшĕсене карчăк веçех хăваласа яма тăрăшать. Анчах шухăшĕсем ăна итлесшĕн мар, карчăкран ыйтмасăрах пуçа кĕрсе çавăраççĕ. Нумай шухăш çитмĕл пилĕк çулхи карчăк пуçĕнче. Ун умне иртнĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха тăраççĕ: нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннисем, кăмăл туртман çынна качча тухнă кунсем, ача-пăча çуралнăшăн хăранисем, революци пуçлансан ялта мĕн-мĕн пулнисем...
— Тертленсе пурăннă çав. Халĕ телейлĕ, ăшă пурнăç килчĕ. Ватлăхра канлĕх тупрăм. Малалла курас савăнăçсен вĕçĕ çук. Кăçалах вилес марччĕ. Ватă-çке, çамрăк мар-çке. Ватах мар пулсан, эпĕ те çамрăксенчен юлас çукчĕ. Ав, çитес уяв ячĕпе çĕршыв валли пурте парнесем хатĕрлерĕç. Эпĕ, ватă пирки, ним те хатĕрлеймерĕм. Куç витĕр мар, ал-урасем тĕреклĕ мар. Çитменнине, халсăр пултăм...
Кинĕ вăранать. Карчăк çывăрмасăр йăшăлтатса выртнине илтсен, вăл ун патне вырăн çинчен тăрса пырсах ыйтать:
— Ма çывăрмастăн, аннем? Ыратни ыйхă памасть-им?
— Аш вăркать. Пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмест...
— Мĕнле шухăш, аннем?
— Çĕршыв валли парне хатĕрлеймерĕм. Пурте хатĕрлерĕç. Ав эсĕ те ĕç нормине 200 процент тултартăн...
Кинĕ ăшшăн кулса ячĕ..
— Çĕршыва парнесем панă-çке эсĕ, аннем! Селĕм парнесемех. Ав, аслă ывăлу производствăра паллă стахановец, вăталăххи — лейтенант, Хасан кӳлли патĕнче паттăр çапăçнăшăн орден çакма тивĕç илнĕ, кĕçĕнни — çар академинче пур предметсемпе те отлично вĕренсе пырать, Марье — паллă летчица. Шутсăр паха парнесем. Ун пек парнесем пама тивĕçлĕ пулсан, эпĕ те тем пекех савăнăттăм... Лăпланса çывăрах, аннем, — тет те ăна виçĕ хутчен ăшшăн чуптуса илет.
Кинĕн ăшă сăмахĕсене илтсен, карчăк чунĕ лăшах пулать.
Галина Зотова (2017-12-12 07:47:06):
— Çĕршыва парнесем панă-çке эсĕ, аннем! Селĕм парнесемех.
Кашни кин хăйĕн хунямăшне çапла хакласан тĕнче тахçанах чечек ăшне путмалла. Кĕске кулăшла калав вулакана аннесене хисеплеме вĕрентет.