Ятлă ҫыншăн
Хваттер хуçи хĕрарăмĕ ăна кăмăллăн йышăнса илчĕ. Вăл йышăнас пӳлĕм пысăк мар. Пӳлĕмĕнче пĕр сĕтел, виçĕ пукан, пĕр кравать ларать, стена çинче пĕр фотокарточка çакăнса тăрать, ун айне «Çак пӳлĕмре виçĕ çул пурăннă паллă стахановец Комаров» тесе çырса çапнă.
Хваттер хуçи арăмĕн сăмси вăрăм, пурăпа шуратнă. Сулахай куçĕ айĕнче — турпалли.
Хуран айне хунă çатрака пекех çатăртатать хăй.
— Ку пӳлĕме эсĕ юратăн. Пит юратăн, çамрăк çыннăм! Сана кунта чăрмантаракан никам та пулмĕ. Канлĕ пулĕ кунта, лăпкă.
— Лăпкă, шăплăх пулсан аванччĕ ĕнтĕ.
— Лăпкă пулмасăр, ара. Кунта вĕт йĕркеллĕ çемье пурăнать. Пирĕн çемьене халиччен никам та хурламан, эсир те хурламăр-ха.
— Юрĕ. Йышăнатăп.
Павел Савин задаток тӳлерĕ те каçпулттипе çĕнĕ хваттере куçрĕ.
— Хваттер япăх мар. Маттур, Паша! Ăшă тата йӳнĕ. Сĕтел-пукан тата ытти хатĕр-хĕтĕр çителĕклĕ, — тет вăл пысăк мар сĕтел çине хыт хуплашкаллă кĕнекисене вырнаçтарнă хушăра.
Кĕçех юнашар пӳлĕмре икĕ хĕрарăм калаçнă сăмахсем илтĕнме тытăнаççĕ. Кĕнекисене вырнаçтарма пăрахсах итлеме тиврĕ.
— Манăн çĕнĕ квартирант — хӳхĕм çын. Ашшĕ профессор.
— Ну-у?! Амăшĕ тата?
— Профессорша. Пиччĕшĕ — паллă летчик.
— Ку тата кам?
— Ку — тир-сăран заводĕнчи стахановец. Куллен хăйĕн нормине 200—300-шер процент тултарса пырать.
— Мĕнле хушаматлă?
— Паçăрах каларăм — Савин. Павел Петрович Савин. Маттур, сатур йĕкĕт.
Савин алла тытнă кĕнекине ывăтса ячĕ те стена патнелле теветкеллĕн утса пычĕ.
— Чимĕр-ха! — кăшкăрса илчĕ вăл калаçакан хĕрарăмсем илтмелле. — Ман аттем — профессор мар, слесарь пулнă, аннем кĕпе çуса пурăнакан хĕрарăм пулнă, пиччем — красноармеец. Хам, тир-сăран заводне ĕçлеме иртнĕ эрнере çеç кĕнĕ пирки, стахановец ятне илеймен-ха. Ăнлантăр-и?
Ăна хирĕç тавăрса калакан пулмарĕ, анчах тепĕр минутран пӳлĕм алăкĕ кăштах уçăлчĕ те, малтан шурă пудра сĕрнĕ сăмса, унтан — сарă лентăсем, кайран çыхса тунă чепец (арăмсем пуçне тăхăнмалли тавраш) курăнса кайрĕ.
— Итлĕр-ха! Сире йӳнĕ, ăшă, меллĕ пӳлĕм кирлĕ пулсан, сирĕн стахановец, аçун профессор пулмалла, — терĕ вăл.
— Апла пулĕ те, анчах, ара...
Хĕрарăм ăна урăх калама памарĕ.
— Эпĕ хамăн палланă çыннăмсем умĕнче ятăма ярас теместĕп. Санран малтан паллă стахановец Комаров пурăнчĕ кунта. Эпĕ паллă çынсене çеç хваттере илетĕп. Килĕшместĕр пулсан, хваттерте усрамастăп, халех тухса кайма пултаратăр.
Савин хулара хваттер тупасси çăмăл маррине, ку хваттере те сакăр кун шырасан тин тупнине аса илчĕ те, йывăррăн сывласа ярса, лăпкăн каларĕ:
— Юрĕ. Вăхăтлăха эппин профессор ывăлĕ тата стахановец ятне илнĕ çын пулам. Чăннипе илсен, тин çеç эпĕ нихăçан та профессор ывăлĕ пулайрас çук, стахановец ятне вара — çитес уйăхсенче илетĕп-илетепех, —терĕ.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...