Шикленни
Паян заводри слесарь Петр Васильевич, хваттерне кĕрсен, арăмне хăй ыран ирхине çар ретне тăма каяс шухăш тытни çинчен каласа пĕлтерчĕ.
— Пурне те тивĕç çар обязанноçĕ çинчен кăларнă закон тăрăх эпĕ пĕрремĕш категорири 3-мĕш разрядра тăракан запас пулатăп. Эпĕ çар учетĕнче тăма тивĕçлĕ. Учета илме повесткăпа чĕнессе кĕтсе пурăнтăм. Чĕнекен-тăвакан пулмарĕ. Хам кайса çыртарас тетĕп.
— Кайса çырăн, — терĕ арăмĕ, 48 çулхи Петя та çар çынни хисепĕнче тăма тивĕç туяннăшăн савăнса. — Анчах учета илес умĕн комисси пулать пулĕ-çке. Сывлăху ленчĕрккерех пулсан, учета илмесрен шикленмелле.
— Хам та апла пуласран шикленетĕп çав. Çар çыннисен хисепĕнче тăма тивĕçлĕ çын пулма чаракан çитменлĕхсем çук пек те. Кăкăрăм сарлака, куçпуç вăйсăр мар, витĕр курать, сăкăлтăк çук...
— Петя! — терĕ арăмĕ ăна.— Çарамасланса пар-ха! Эпĕ сана хам пăхкалам. Илĕç-и, илмĕç-и сана? — халех каласа пама пултаратăп.
Петр Васильевич, арăмĕн сăмахне ниме шутламасăр, кулса илчĕ.
— Эсĕ тухтăр мар вĕт, — терĕ арăмне хирĕç.
— Тухтăр мар пулсан та сана ыран браклассипе браклас çуккине каласа хума пултаратăп ĕнтĕ. Итлесем! Ан туртăнса тăр. Кĕпӳне хыв!
Петр Васильевич вăраххăн кĕпине хывса хурать те тĕкĕр умне пырса тăрать.
— Ытлашши хавшак мар пек те. Нивушлĕ илмĕç?
— Илмĕç те, мĕншĕн тесен пăх-ха, шăммусем курăнса тăраççĕ. Апат-çимĕç аван çиетпĕр, ма ырханкка-ха эсĕ? Ак, пăх-ха, кунта 200 грамм çу кĕрĕ, — тет хул калакĕ çинчи, йĕтес шăмми сыпăнса тăнă тĕлти ăшăх путăк çине кăтартса.
Петр Васильевич аллине чавса тĕлнелле хытарса куклетсе пычĕ те мускулĕ карăнса тăракан пулчĕ.
— Акă мĕнле тачка, шултăра ман мускул! — терĕ арăмĕ умĕнче мухтанса. — Ан кала. Тăван çĕршыва сыхлама мана илеççех. Курăн ак.
Арăмĕ Петр Васильевич тавра çаврăнса илчĕ те унăн аяк пĕрчисем тĕлне хăлхине лартса итлеме тытăнчĕ.
— Сывла! Тарăн сывла!
Петр Васильевич тарăннăн сывлать.
— Шăхăрать, — терĕ арăмĕ, хаш хуйхăрса илсе. — Ӳпкӳ шăхăрать. Тăм шăхлич пек шăхăрать... Эй-ей, начар-çке ĕçсем, упăшкам!
— Сăмса шăхăрать ман. Çавна илтрĕн пуль, — тесе тӳрре тухма пăхать арăмĕ умĕнче Петр Васильевич.
— Çук, сăмса шăхăрни мар ку. Пĕрмай табак туртнăран ӳпкӳ шăхăракан пулнă. Ыранччен те пулин туртма пăрахас пулать.
— Пăрахас! Ыранччен туртмасăр чăтма пулать. Сăмса шăхăрнинех илтрĕн пулас та эсĕ, çапах сана итлесе ыранччен чăтам эппин, туртам мар. Ман ӳпке лаша ӳпки пек, эсĕ шăхăрать тетĕн.
Арăмĕ Петр Васильевич çине тинкерсе пăхать те ик аллине шартах çапса илет.
— Ай! Санăн малта шăл çук-çке!
— Пĕр шăл çукки нимех те мар вăл, — тет хăйне хăй тата арăмне лăплантарса Петр Васильевич. — Шăл-çăвара пăхмĕç-ха. Эпĕ çăварăма хупса тăрăп.
— Пырна пăхнă чух шăл çуккине асăрхаççех, ан тавлашса тăр. Петя, ман шăла тăхăнса кай!
— Чухах-ши?
— Чухах пулмасăр. Сан çăварпа ман çăвар пĕр пекех, пĕр размер. Ну-ка, виçсе пăхар.
Арăмĕ хăйĕн çăварĕнчен искусственнăй шăлне кăларса Петр Васильевич çăварне лартса парать.
— Чухах! — кăшкăрса ярать Петр Васильевич савăннипе.
— Чухах пулсан юрать, — терĕ арăмĕ — Ыранччен хуратул пăтти нумайрах çи, çемçе пĕçернине, сĕт нумайрах ĕç. Табак ан турт. Ирччен юсанăн.
Тепĕр кунне Петр Васильевич çичĕ çул ĕлĕк учетран тухнă чухне каялла парса янă кĕнекине чиксе ирех тухса кайрĕ. Арăмĕ, вăл тухса кайсан, ик пĕççине шарт çапса кăшкăрса ячĕ:
— Ай, астуман! «Гематоген» ятлă эмеле ĕçтерсе ямаллаччĕ. Ăна выльăх-чĕрлĕх юнĕнчен тăваççĕ, тет. Тьфу! Маннă! Кайса илме аптека инçе мар. Ай-ай-ай! — тесе чылайччен хуйхăрса ларчĕ.
Кăнтăр тĕлĕнче Петр Васильевич хваттере таврăннă, пуçне уснă.
— Бракларĕç-им? — хăраса ӳкрĕ арăмĕ.
— Бракламан та, вăл енчен ĕçсем аван иртрĕç. Хамăрăн Тăван çĕршыва сыхлакан, запасра тăракан çар çынни хисепне кĕтĕм. Комисси пулмарĕ. Кĕнекесем çине паллă туса юлчĕç çеç. Анчах...
— Мĕн пулчĕ?
— Эпĕ сан шăлна çăтса янă.
— Мĕн? — шуралса кайрĕ юратнă арăмĕ. — Халех тухтăра чуп.
— Юрамасть, — терĕ пуçне силлесе Петр Васильевич. — Тухтăрĕ военкомата унăн хырăмĕнче шăл пур тесе çырса систерĕ те, вара мана запасран кăларса хурĕç. Çук, калама юрамасть. Шăлĕ хырăмран хăех тухĕ-ха, пыршăран çакланмĕ.
Петр Васильевичпа арăмĕ кунĕпех хырăма аннă шăл сиен кӳресрен шикленсе пуранчĕç. Анчах вăл-ку пулман, чиперех иртрĕ, терĕç.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...