Вунӑ автобус
Эпизод
Чăваш халăх писателĕ, паллă капкăнçă Л. Я. Агаков хисепне
Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕ.
Эпир Шăхасан шкулĕнче, иккĕмĕш хутра, общежитире.
Каç пуласси инçе мар. Çуркунне. Юр кайса пĕтнĕ. Тулта та, пӳртре те — ăшă. Кăнтăр еннелли икĕ чӳречене те яри уçса хунă.
Пилĕк-ултă ача чӳрече сакки çинче халап çапса ларатпăр.
— Авă, Канашран автобус килет! — терĕ пирĕнтен пĕри. Пурте унталла пăхрăмăр. Аслă шоссепе Канаш енчен Шăхасаналла Шупашкара каякан автобус анать. Ун хыçĕнче тусан мăкăрланать. Эпир ун çинчен куç илместпĕр. Питĕ хăвăрт чупать-çке! Эх, мĕнле ларса курас-ши пĕрре ун çине?
— Автобус, автобус, — терĕ Ямаш ачи Стеклов (ятне астăваймастăп). — Пĕлетĕр-и эсир, тепĕр пилĕк-ултă çултан Шупашкарта вунă автобус пулмалла, тет.
— Кам каларĕ?
— Хам вуласа куртăм.
— Ăçта?
— Кĕнекере.
— Эй, суя-ят! — ĕненмерĕ Тăрăн ачи. — Вунă автобус таран, ăçта вăл? Кĕнекере вуларăм тет-ха тата.
— Ĕненместĕр-и?
Стеклов хăйĕн кравачĕ патне кайрĕ те пирĕн пата пĕр пĕчĕк кĕнеке илсе пычĕ.
— Акă, вулăр.
Кĕнекене эпĕ ярса илтĕм. Хуплашкине вулатăп: «Йĕплĕ калавсем». Тухни те нумаях пулмасть-ха.
Стеклов кăтартнипе эпĕ унта Леонид Агаковăн «Тĕлĕк мар ку!» калавне вулама пуçларăм.
Пĕрремĕш пилĕкçуллăхри пысăк стройкăсем çинчен. Питĕ илĕртӳллĕ, кулăшла калав. Пĕр тĕлте, чăнах та, Шупашкарта кĕçех вунă автобус пулмалла тесе çырнă унта. Тĕлĕнсе каймалла!
Эпир, чăнах та, тĕлĕнтĕмĕр. Вуннă таран тет вĕт-ха!..
Хе-хе! Халĕ ĕнтĕ ку, паллах, айванла та кулăшла пек туйăнать. Анчах эпир ун чухне тĕлĕннĕ те кăна мар пуль. Нимрен ытла — савăнни пулнă вăл пирĕн...
Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕ.
Эпир Канаш хулинче, вокзал умĕнче, пĕлĕшпе калаçса тăратпăр.
— Вутта кайса килмеллеччĕ те, машина тивĕçсех каймарĕ-ха» — тет пĕлĕшĕм. — Ара, колхозра ĕçĕ хĕрӳрех те...
— Сирĕн колхозĕ пысăк мар та, машина-тракторĕ ытла нумай пулас çук.
— Çапла, хĕрĕх икĕ машинăпа вăтăр ултă трактор çеç çав...
Мана та малтан сахал пек туйăнчĕ кун чухлĕ машина-трактор, анчах та вăтăрмĕш çулсенче шурă Шупашкарта миçе автобус пулнине аса илсен, чун лăштах пулчĕ: «Ара, — терĕм хама хам, — мĕн тери аталанса кайрăмăр пулать-ха капла, пĕлĕшĕм!..»
Agabazar (2015-12-29 11:57:05):
Вунă компьютер пуласси çинчен ĕмĕтленмен-ши тата?
Галина (2016-01-02 22:17:57):
Чăнах та мĕнпе кăна тĕлĕнтермерĕ пире пурнăç!Радио киле кĕрсен йĕри-тавра пăхаттăмăр, шала кам пытанса ларнă-ши ,-тесе. Унтан лампа çухалчĕ, свет тупăнчĕ. Гагарин космоса вĕçсе кайрĕ.Анкартиш хыçне Шумерлене каякан çул турĕç, халь вăл çулпа кунне миçе машин чупса иртмест-ши, автобусĕ те кашни сехетренех иртсе каять.Ача "Артека" кайса та, вырăс ачисен пурин те телефон пулнă, кун çук, хăйне çынсенчен уйрăмрах туйнă. Халь икшкер-виçшер телефон кашнинех. Телефон манса юлсан караул! Унччен унсăрах пурăннă. Компьютер ĕçлеме пăрахсан тата чун çунсах тухать, чи малтан мышкине тытнă чухне те алă чĕтретчĕ! Курсра пĕрисен килте компьютер пулнă, вăл ĕçлеме пĕлет. Эп хăраса мышкине шутарнине курса лвă манран кулнине халĕ те манса кайман.Виличчен тата мĕн курмалла-ши?