Патша пики


Эй Хĕрккемĕр асанне!

Тĕплĕреххĕн сан çинчен

Çĕн чăваш ачисене

Калаймарăмăр хальччен.

 

Сан çинчен каламасан

Намăс-çке пире ытла.

Эс пике пулман пулсан —

Кам çинчен калаçмалла?

 

Эс кун курнă вăхăтра

Çук никам та сан пекки.

Саврăн Атăл паттăра,

Пултăн эс патша пики.

 

Вăл вăрçа тухса кайсан

Юлтăн унăн вырăнне.

Йышăнма тиветчĕ сан

Ют çĕршыв элчисене.

 

Эс мĕнле тумланнине

Тĕплĕнех пĕлмешкĕн çук.

Эс тухман-тăр çын умне

Шур кĕпесĕр çавăн чух.

 

Тĕрĕпе эрешсĕрех

Тăхăнман теç шур кĕпе.

Вăл упранă тет сире

Сĕврĕлми асамĕпе.

 

Çутă пурçăн шăлавар

Хун юратнă тăхăнма.

Пулнă имĕш вăл шалпар,

Халĕ те пулать курма.

 

Туйăнать вăл казаксен

Шăлаварĕ пек мана:

Кукленсе ташлас тесен

Варкăштарĕ тусана.

 

Пулнă çурăмăн ăшши -

Хулсăр кофта тенĕскер.

Чаплăраххăн-тăр патши

Тухнă пуль — ăçтан пĕлер?

 

Пит-куçу хăтсăртанах

Çураçман сана, паллах.

Тӳр килмен курма сăнна,

Хӳхĕм пулнă пулмалла.

 

Ахаль мар асли пулса

Пурăнтăн эс йыш çинче.

Ахаль мар хуçа пулса

Тăтăн эс хан килĕнче.

 

Санăнах тиветчĕ ав

Атăла кĕтсе илме.

Çĕкленет-и тĕрлĕ шав -

Эс васкаттăнччĕ сирме.

 

Пур-ха сансăр та унта

Паттăр çыр çынни тавраш.

Харкашу тухсассăн та —

Санпала, чим, ан тавлаш.

 

Санăннах тивет тата

Юрлакан сар хĕрсене

Йĕркене тыта-тыта

Тăратмашкăн çар умне.

 

Кĕтмелле-çке чыслăрах

Çĕнтерсе килекене,

Пăрăнса эс ан тăрах,

Илтĕн ханăн сăмахне!

 

Вăтăр çул таврашнелле

Пĕр сăмахлă пурăнма,

Ăс пама та пĕлмелле,

Пĕл илемлĕ курăнма.

 

Кил-çуртри йĕрке çеç мар,

Арăм тивĕçĕ те пур.

Ӳркенсе пăхса ан лар,

Йăпатма та пĕл маттур.

 

Пĕлнĕ эс ăна, кăна —

Чыслă пулнă сан яту.

Ӳстерме ик ывăлна

Пӳлĕх пӳрнĕ юрату.

 

Хĕр тавраш та пулнă теç,

Каламаççĕ миçине.

Сирĕн ывăл шучĕ çеç

Çырăннă шур хут çине.

 

Кавказран çурçĕрелле

Хуçаланнă тет пĕри.

Унăн çĕрĕ çинелле

Пусайман тăшман ури.

 

Китайсен хӳми çинчен

Барс та пĕлнĕ пулмалла.

Ун пеккисĕр ютсенчен

Мĕнлерех сыхланмалла?

 

Кавказра хӳтĕленме

Хĕрĕх çухрăм таранах

Вăл хăпартнă чул хӳме,

Халиччен ишмен ăна.

 

Барс ятпа çӳренĕскер,

Барс пек паттăр пулнă тет.

Барс тирне пĕркеннĕскер,

Чи малта вăл пулнă тет.

 

Çĕршывне те çавăнпа

Панă паттăрăн ятне.

Барс чĕр чунлă ялавпа

Палăртнă пăлхар хăйне.

 

Тивĕç пулнă çав ята

Пик таврашĕ те мăрса.

Тĕл пулатпăр Вирьялта

Каярах пĕр Пипарса.

 

Чĕннĕ вăл чăвашсене

Уйрăлмашкăн Мускавран.

Хушнă тет пуçтах пуçне

Кастармашкăн Чар Иван...

 

Пулнă тет-мĕн çармăссен

Вырăссемшĕн тус Акпарс.

Халĕ те янрать вĕсен

Вăл хайланă кĕвĕ-марш.

 

Днепрпа Дон таврашне

Тăнă тет тытса Элак.

Ашшĕн тĕп çĕрне-шывне

Тĕреклетнĕ тет вăлах.

 

Сăнасамăр, ячĕ ун

«Олега» асилтерет.

Тĕпчесе пăхсан ун-кун

Çакă тухмĕ-ши тӳрре?..

 

Кам çуралнă вĕсенчен,

Палăрнă мĕнле ĕçпе —

Пĕлеймерĕм халиччен,

Пĕлĕпĕр-ха майĕпе.

 

Чăвашсен тĕпчевçисем

Кӳлĕннĕ халь шырава.

Пит хускалнă тет вĕсем,

Тавлашаççĕ тет шавах.

 

Кăпратччен те, хыççăн та,

Алмасран та малалла

Татăлмасăр, тупата,

Тĕп тымар каять шала...

 

Византийĕн элчисем

Палăртса хăварнă тет:

Атăл паттăр çурчĕсем

Питĕ хӳхĕм ларнă тет.

 

«Юрта» тенĕ тĕп çуртне

Халăх йышлă тулнă-мĕн.

Çурт тулашĕн картине

Ылтăн сăрлă тунă-мĕн.

 

Хуралтисем тĕрлĕрен,

Пулнă тет вĕсен мунча.

Тăшмансем сĕкĕнесрен

Сыхă тăнă каланча.

 

Илнĕ теççĕ патшана

Арăмлăх пин чиперкке.

Те суя вăл, те чăнах —

Пурпĕр чи хакли Хĕркке.

 

Пикесен пӳлĕмĕсем

Пулнă уйрăм е пĕрле —

Ун çинчен çук илтнисем,

Уйрăм выртнă пуль çĕрле.

 

Эй Хĕрккемĕр — шур аппа!

Шур аппа — чи сумлă ят.

Пĕчĕкрен эс Атăлпа

Пĕлĕш пулнăн туйăнать.

 

Ун йăхне сирĕннипе

Хурăнташлăх тивнĕ тет.

Питĕ килĕштернипе

Йĕкĕт пурпĕр илнĕ тет.

 

Йăхăрсем вăл вăхăтра

Пурăннă тухăçарах —

Çурçĕр тенĕ Кавказра,

Каярах — анăçарах.

 

Хай керменĕр текенскер —

Дунайçи таврашĕнче

Ларнă çуталса чипер,

Куçкаланă ку енче.

 

Аслă хан историне

Тĕнчипех пĕлеççĕ-ха.

Вăл капмар ĕç тунине

Тăтăш асилеççĕ-ха.

 

Анăç хун империне

Чĕртекенĕ кам вара?

Вăл Европа çуррине

Тытнă çирĕп алăра.

 

Пулнă Атăл пит хаяр,

Хĕрхенмен вăл ашшĕне.

Пуç пулас тесе вăр-вар

Ăсатать леш тĕнчене.

 

Пурпĕр вĕрĕ ырă ят.

Хулана илме тăрсан

Ультиматум вăл çырать:

Çук, аркатмăп мул парсан.

 

Рим, Париж, ытти хула

Арканмасăр юлнă теç:

Чакнă вăл — илсен мула,

Чи хакли-çке ылтăн çеç!

 

Атăл хăй çапăçура

Барс пекех пулни çинчен,

Унăн çарĕ вăрçăра

Çăлăнса юлни çинчен

 

Такмакланă икĕ ар

Ăмăртса та ăмăртса.

Пулнă-тăр вĕсем пăлхар, —

Çав йăхран патшамăр та.

 

Ахăртне, çав çулсенче

Пурăннă ăста Боян.

Ун ятне çав тĕлсенче

Тăтăшах эс тĕл пулан.

 

Каласассăн хамăрла

Вăл пулать «Пуян» тени.

Тĕплĕрех шырамалла -

Тупăнĕ татах çĕнни.

 

Каярах та хамăрта

Тĕл пулан пĕр Пуяна.

Капланса килет урта

Пăркăчлас тесе ăна.

 

Эй Хĕрккемĕр асанне,

Çар ĕçне вĕреннĕ пуль,

Çар çыннин тумне-юмне

Тăхăнса çӳренĕ пуль.

 

Чупакан лаша çине

Вăшт! сиксе утланнă-тăр.

Шăп ун пек пикесене

Атăл та сăхланнă-тăр.

 

Сан ятна ачашласа

Хунă ĕнтĕ çуралсан.

Шав çӳреймĕн ташласа,

Кирлĕ чух хаяр пулан.

 

Йăх асламăшĕ, Хĕркке!

Чи малтисемпе пырса

Çирĕпрех тытса йĕрке

Эс тăратăн йыхăрса:

 

«Хун таврашĕ хунама

Илнĕ ĕмĕрлĕх пехил.

Хунавран хунав яма

Пулăшнă чĕлхе те кил.

 

Вăйланатăн вăй хурсан,

Ал уснин ун усси çук.

Пĕрлешсе кар! тăмасан

Ĕçĕр-пуçăр ăнас çук.

 

Пирĕн ăс та пирĕн юн

Тăтăр хыттăн вĕресе.

Çирĕплентĕр сирĕн чун,

Пурăнăр илем кӳрсе!»

 

Эй Хĕрккемĕр асанне,

Тивĕç эс мухтав-чыса.

Паянхи аннесене

Пил парсамччĕ юратса.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: