Пурнӑҫ урапи
Ялта çамрăксем пĕрлешсенех ашшĕ-амăш килĕнчен уйрăлса тухма тăрăшаççĕ. Анчах Ананьевсен çемйи пирки ун пек калаймăн: виçĕ ăру пĕр килтех шăкăлтатса пурăнать. Ял çыннисем Ананьевсем пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ, апла пулин те ялта çӳрекен сас-хурашăн Анани йăхĕ кӳлешмест. Вĕсемшĕн пулсан çемьере лару-тăру лăпкă пултăр, пĕр çăвартан сурса пурăнакансен йăвана никам та ан аркаттăр. Çак пысăк çемьери Марине мана пит кăмăла каять (пысăк çын пекех ăслăн пуплет, урамра тĕл пулакан çынна сăмах хушмасăр иртмест). Ăна ватти çапла вĕрентет ĕнтĕ тесе хам ăшра шутлатăп.
Ананьевсем икĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ. Санюк аппан кĕçĕн ывăлĕ Саша, ытти çамрăксем пек, ялтан тухса каяс темерĕ, ватлăх кунра амăшне пĕччен пăрахса хăварас теменренех ĕнтĕ. Пĕр вырăнтах каменщик, сварщик специальноçĕсене алла илчĕ те район центрĕнче ĕçлесе пурăнать. Ялтах пулас мăшăрне тĕл пулчĕ, вăл Мăнçурт шкулне ĕçлеме килнĕскерччĕ. Людмила Алексеевна Сашăсен урамĕнчех, Анук аппа патĕнче хваттерте тăратчĕ. Çамрăксем кашни ир пĕр çулпа ĕçелле утатчĕç, малтан пĕр-ик сăмах хушкаларĕç, кăшт вăхăт итрсен туслашрĕç те çемье çавăрчĕç. Санюк аппа ывăлĕн мăшăрне малтанхи кунтанах ăшшăн йышăнчĕ, Людмилăна та хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулмарĕ.
Ватти çемье ăшшине тытса пырать, çавăнпах мăнукĕсем те унран хăпма пĕлмеççĕ. Тăп-тăпăлкка икĕ хутлă çуртра кашнин хăйĕн кĕтесĕ. Санюк аппа аялти хутра пурăнма кăмăл турĕ. Унăн пӳлĕмĕ сап-сарă йывăçран. Пӳлĕмре хăтлă, тирпейлĕ, кунта темле асамлăх тĕнчи тейĕн. Йĕри-тавра йăлт алăпа тĕрленĕ тата çыхнă япаласем: минтер пичĕсем, сĕтел çитти, чӳрече карри, вырăн çитти. Кĕтесре алăпа касса эрешленĕ шкап, ăна хăмăртарах тĕспе сăрланă. Шкапăн çӳлĕкĕ çинче тĕрлĕ кĕнеке, кунтах кивĕ сăн ӳкерчĕксен альбомĕ выртать. Маринепе Слава миçе хутчен уçса пăхман-ши ăна?
Акă хальхинче те Марине шкап çинче выртакан фотоальбома кайса илчĕ те ăна уçкаланă май асламăшне ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕ. Альбомри çан ӳкерчĕксем сарăхма пуçланă пулин те çыннисене курма пулать-ха.
— Асанне, çак салтак кам? Халĕ вăл ăçта? Хыçала мĕн тесе çырнă?
Мăнукĕ туртса кăларнă сăн ӳкерчĕке алла илсенех Санюк аппан куçĕ шывланчĕ, вăл аса илӳ авăрне путрĕ. Çав вăхăтра аслă мăнукĕ те асламăш патне кĕрсе тăчĕ, асламăшĕ мĕн кăсăкли калать-ши тенĕнех итлеме ларчĕ. Ватă çын шăппăн çеç сăмахне пуçларĕ:
— Ку манăн аттен, сирĕн мăн кукаçун сăн ӳкерчĕкĕ пулать-ха. Вăрçă тухнă çул, сентябрь пуçламăшĕнче, аттене вăрçа ăсатрăмăр. Эпĕ ун чухне санран пĕртик çеç çӳллĕрехчĕ. Анне тепĕр ача кĕтетчĕ. Мĕн тĕрлĕ ĕç туман-ши эпĕ ун чухне: тырă вырма та, çумлама та, çĕр улми пуçтарма та кайнă. Атте Брянск хули патĕнчи пĕр çапăçура йывăр аманнă, ăна контузи пулнă, вăл госпиатальте чылай выртнă. Вăрçăран йывăр аманса таврăнса килсен те алла усса лармарĕ, счетоводра ĕçлерĕ. Шел, нумай пурăнаймарĕ çав, пуçпа пит аптратчĕ. Тĕп килте атте наградисене рамка ăшнех çакса хунăччĕ. Хăй ялан пĕр юрă ĕнĕретчĕ, пур сăмахне те астумастăп та «служил я в танковых частях» тени асра юлнă вара.
Кăштахран Марине тепĕр сăн ӳкерчĕк туртса кăларчĕ, каллех тĕпчеме тытăнчĕ:
— Асанне, ку сăн ӳкерчĕкĕ çĕнĕрех, ку ватă çын пирĕн тăван-им? Ай, палăкĕ мĕн çӳллĕш! Ăçта ӳкернĕ ăна?
Санюк аппа та сăн ӳкерчĕке çавăркаласа пăхрĕ, сирĕншĕн Аркаш пиччӳ пулать вăл терĕ те хăйĕн калаçăвне малалла тăсрĕ:
Аркаш пиччӳ сирĕн аслаçусен çемйинче ӳссе çитĕннĕ. Вĕсен çемйи вăрçăччен Мускав хулинче пурăннă, çемьере виçе ача çитĕннĕ. Аркаш пиччӳн амăшĕ чирлекелеме пуçланă, тухтăрсем ялти сывлăш унăн сывлăхĕшĕн сиплĕрех тенĕ, çавăнпа яла куçса килнĕ. Анчах ялта пурăнни те пулăшман, Аркаш пиччӳн амăшĕ вилсе кайнă, пĕччен арçынна виçĕ ачана пăхма çăмăлах пулманран вăл тепĕр хут авланнă. Амаçури пит путсĕрскер лекнĕ, хăйĕн ачине малтан çитернĕ, юлашки апачĕ Аркадие, пĕчĕк Коляпа Марьене лекнĕ. Часах виçĕ ача ашшĕ вăрçа тухса кайнă, ама çури хаярлансах кайнă. Ачасен выçăллă-тутăллă пурнăç пуçланнă, 11 çулхи Аркаш çамарта вăрласа килмесĕр пĕрне те апат çитермен. Çакăн пек йывăр пурнăçа чăтаймасăр Аркаш пиччӳн шăллĕпе йăмăкĕ вилнĕ. Тепĕр çултан ашшĕ хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут çитнĕ. Ама çури амăшĕ çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, килне-çуртне сутнă та япалисене пуçтарса тăван ялне таврăннă. Аркаш пиччӳ темиçе çер йытăсемпе пĕрле кĕпер айĕнче çĕр каçнă. Пĕррехинче хĕр арăмсем шыва аннă, çав вăхăтра кĕпер айĕнчен вараланса пĕтнĕ ача тухса тăнă. Хĕр арăмсем «шуйттан çури, шуйттан çури» тесе кĕвенти- витрисене пăрахсах килелле чупнă теççĕ. Арăмсем çухрашнине илтсе пĕри те тепри килĕсенчен сиксе тухнă. Сирĕн мăн аслаçу, Михал Игнатич пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен аманса таврăннăскер, хĕр арăмсем хыççăн аран- аран ĕлкĕрсе пынă. Хайхи çитеççĕ кĕпер патне — унта хуп-хура питлĕ ача ларать. Михал Игнатич нумай шухăшласа тăман: «Хамăн та çемьере ачи сахалах маар та, çиччĕмĕшне вали те вырăн тупăнĕ», — тесе килне илсе каять. Аркаш пиччӳ мĕн ватлăх кунччен ашшĕ пирки нимĕн те пĕлмен.
— Мĕншĕн пĕлмен терĕн, асанне? Вăл ашшĕн вил тăприне шыраса тупнă-и вара? — кăсăклансах ыйтрĕ Слава.
— Тупнă та, кайса та килнĕ, — пĕлтерчĕ Санюк аппа.
— Мĕнле?!
— Ĕçĕ акă еплерех пулса иртнĕ. Халĕ таçтан тем шыраса тупма пулать мар-и? Слава эсĕ те ларатăн-ха унăн умĕнче, мĕн теççĕ çавна?
— Интернет.
— Вăт- вăт, çавă ĕнтĕ. Пĕррехинче Аркаш пиччӳн аслă хĕрĕ эсĕ каланă çĕрте ăнсăртран пĕр хыпар вулать. Хыпарта пĕр палăк çинчи хушаматсене çырса панă иккен, çав хушаматсем хушшинче хайхи пирĕн Аркаш пиччӳн ашшĕн хушамачĕ те пулать. Çакна пĕлсен пиччӳ çула тухрĕ, хыпарсăр çухалнă ашшĕн палăкĕ умне кайса пуç тайрĕ.
— Пĕчченех кайса килнĕ-и? Унта мĕнле çитсе килнĕ-ха вăл? — пăшăрханса калаçрĕ Марине.
— Пĕчченех кайрĕ, мана унта кĕтсе илеççĕ терĕ.
Пĕр вăхăт пӳлĕмре шăп пулчĕ, часах çав шăплăха Слава татрĕ.
— Асанне пирĕн тăвансем хушшинчен тата кам вăрçăра пулнă, — кăсăклансах ыйтрĕ Слава.
— Аслаçу та пулнă, — палăртрĕ асламăшĕ. — Аслаçун çар билечĕпе юрă альбомĕ упранса юлнă, асăнмалăх тесе пуçтарсах хунăччĕ-ха, çакăнтах пулма кирлĕ.
Асламăшĕ каласа панă вăхăтра Слава кĕнекесем хушшинчен темле кивĕ папака туртса кăларчĕ, ун ăшĕнче çар билечĕ тата юрă альбомĕ те пулчĕ. Альбомĕ сарăхма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, пичĕ татăлса ӳкнĕ. Унăн малтанхи страници докладнойпа пуçланать. Акă мĕн вуларĕ Слава: «От ефрейтора 1-го отделения 3-го взвода 2-й роты Адюкова А.Е. Командиру отделения. Прошу вашего ходатайства перед командованием о предоставлении мне краткосрочного отпуска на 15 дней. Призван в Армию в 1943 году…домашнее положение не совсем благоустроенное. Считаю, что необходимо побывать дома, помочь старой матери в устройстве жизни…» Слава пĕтĕм сăмахĕсене вулаймарĕ, альбома малалла уçкаларĕ. Малалла юрăсем пулчĕç. Страница хыççăн страница пăхрĕ, пĕрин хыççăн тепĕр юрă ятне вуларĕ «Оглянись». «Моя любимая», «Гимнастёрка», «Серая шинель», «Провожанье». «Медали»… Юрă альбомне 1949-мĕш çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче пуçланă та 1949-мĕш çулхи майăн 30-мĕшĕнче çырса тултарнă. Слава альбома васкамасăр тенĕ пек вулама тытăнчĕ. Хĕрлĕ тата кăвак чернилпа çырнă йĕркесем тĕллĕн-тĕллĕн тĕссĕрленнĕ пулин те арçын ача хăш-пĕр сăмахĕсене уççăнах ăнланчĕ, çавăнпа пурне те илтмелле сасăпах вуларĕ:
По военному скромно одеты
Мы громили неустанно врага.
Гимнастёрка защитного цвета
Как подруга ты мне дорога.
……………………………….
Ты пропахла порохом
Но ценою дорого.
Фронтовая спутница
Боевых недель.
В ночь сырую длиною
Служишь ты периною.
Согреваешь ласково
Серая шинель.
……………………..
Мы Европой колесили,
Брали штурмом города.
Чтоб Советскую Россию
Враг не трогал никогда.
Унтан Слава çар билетне тимлесех пăхма тытăнчĕ. Акă мĕн вуласа пĕлчĕ вăл. аслашшĕ 1944-мĕш çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945-мĕш çулхи март уйăхĕччен вăрçара пулнă иккен. Малтан 103- мĕш стрелковăй полкра стрелок, вăрçа пĕтсен 12534 номерлĕ çар чаçĕнче пăравус машинисчĕн помощникĕ пулнă. 1950-мĕш çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче демобилизаци хыççăн тăван яла таврăннă. Салтак аслашшĕ «За победу над Германией», «За взятие Кеннигсберга», «30 лет Советской Армии» медальсем илме тивĕç пулнă.
— Асатте те, мăн кукаçи те, атте те салтакра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Çалтак пăттине çинĕ, вĕсен ятне манăн та ярас марччĕ. Анани йăхĕн ырă ятне малаллах тăсасчĕ, — тесе шутларĕ.
Санюк аппа мăнукĕн шухăшне вуланă пекех:
— Пирĕн вăхăтри çынсем мĕнле кăна нушине курмарĕç пулĕ. Пурнăç урапи камăн мĕнле кусмарĕ пулĕ, вăрçă пĕтни те чылай вăхăт иртрĕ. Сирĕн, мăнукăмсем, тĕнче кисреннине, вăрçă тискерлĕхне курмалла ан пултăрах. Турă сыхласа тăтăрах паянхи мирлĕ пурнăçа, — терĕ хурлăхлăн.
Сăмах-юмах татах та тăсăлатчĕ пулинех. Санюк аппа «ыран та кун пур» тесе сăмахне вĕçлерĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...