Мăн асатте тăпри çинче
Ак каллех эп сан умра,
Ман юратнă мăн асатте.
Эс çывратăн ĕмĕре
Йывăр тăпра айĕнче.
Эс çуралнă чăвашра,
Сурăм шывĕ хĕрринче.
Выçлăха эс парăнман,
Ӳснĕ çирĕп те патвар.
Ӳссе çитсе яш пулсан
Тăхăннă салтак атти.
Тăван çĕре сыхлама
Выртнă çулĕ вăрăмми.
Таврăнас чух хĕсметрен
Вăрçă тухнă ăнсăртран.
Пĕр кĕтмен çĕртен, таçтан
Тапăннă ирсĕр тăшман.
Хӳтĕленĕ Мускава,
Çитнĕ эс Сталинграда.
Парăнман эс тăшмана,
Çапăçнă-çке паттăрла.
Берлина кăшт çитеймен
Аманнă-çке ăнсăртран.
Госпитальте сывалса
Хатĕрленнĕ çапăçма.
Таврăнсан тăван яла
Эс кӳлĕннĕ ĕç-пуçа.
Бригадир ĕçне шанса
Панă сана колхозра.
Пĕр ĕçе те тиркемен
Тунă чун хавалĕпе.
Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе
Панă вăй-хална ĕçе.
Асаннепе пĕрлешсе
Пилĕк хĕрпе пилĕк ывăл
Çуратса пăхса ӳстернĕ,
Ырă çын пулма пилленĕ.
Çичĕ çул эс каялла
Кайрăн пиртен уйрăлса.
Санăн сăнару нихçан
Каймасть манăн асăмран.
Эс мана вĕрентнине,
Эс мана пилленине
Эп манмастăп ĕмĕрне,
Тăрăшăп вăй пур чухне.
Халĕ эпĕ шкулта çеç
Вĕренетĕп тăрăшса.
Тĕрлĕ ăмăртусене
Хутшăнатăп хаваспах.
Пĕлӳн аслă тĕнчипе
Эп утатăп кăмăлпа.
Шкута панă пĕлĕве
Эп илетĕп тăрăшса.
Шкултан тухсан пĕлĕве
Эп тăсасшăн малалла.
Çĕр-шыв умĕнчи парăма
Манăн пурпĕр татмалла.
Вăхăт çитĕ, эп те кайăп
Сыхламашкăн çĕр-шыва.
Йывăр пулĕ-çке, пĕлетĕп,
Усмăп эпĕ пуçăма.
Сан умра тупа тăватăп,
Ман юратнă асатте.
Тӳрĕ çулпала утса
Ята ямăп ĕмĕрне.
Шан мана, ват асатте,
Усал ĕç тумăп ĕмĕрне.
Чăн-чăн çын пулас тесе
Вăй эп хурăп Улăп пек.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...