Мăнуксем патне янă салам


Мĕн пĕчĕкрен тăлăхра

Ӳсрĕм эпĕ кукампа.

Анне сасси хăлхара

Юлчĕ манăн асăмра.

 

Килчĕç хурлăхлă кунсем

Атте тепре авлансан.

Шывланатчĕç куçăмсем:

Çĕнĕ анне ĕнтĕ ман.

 

Çурма тăлăх ачана

Шута хума пăрахрĕç,

Ĕçпе хуçнă шăмшака,

Пач та канлĕх памарĕç:

 

Ирех тăрса вут çурнă,

Хыпаланса шыв йăтнă,

Ирхи сакăр сехете

Шкула чупнă сиккипе.

 

Шкултан кайма вăхăтчĕ —

Кайăк сасси пахчара.

Ун чух çĕртме уйăхчĕ…

Эх! Кĕрлерĕ çут тĕнче!

 

Эпир, çамрăк яш-кĕрĕм,

Хавас ташă картинче.

Хĕрсен йăлтăр куллипе

Ирĕлетчĕ яш чĕре.

 

Пуçра çутă ĕмĕтчĕ —

Малаш чечек çуратчĕ.

Анчах пирĕн ĕмĕте

Тискер вăрçă таптарĕ.

 

Улшăнчĕ çав самана

Мĕнле килте лармалла?

Тăван çĕре упрама

Алла пăшал тытмалла!

 

Военкомат ян! янрать —

Куçа хуплать куççулĕ.

Салтак юрри чарăнать —

Камăн мĕнле телейĕ.

 

Акă тухрĕ пĕр салтак

Ятран чĕнме пуçларĕ.

Эпĕ хытрăм вĕт шалтах

Манăн ятăм тухмарĕ.

 

Ман пек çамрăк яшсене

Кăштах кĕтме каларĕç.

Вăхăт çитсен хăйсемех

Систерессе шантарчĕç.

 

Эпĕ ĕçре вăр-варне

Пурте ялта пĕлетчĕç.

Колхоз хуçи ыйтнипе

Бухгалтера вĕрентрĕç.

 

Анчах эпĕ кĕтнĕ кун

Кĕçех çитрĕ — савăнăç.

Эпĕ тăлăх, çамрăк чун

Вăрçă хирне талпăнăп.

 

Пĕр-ик уйăх пăшала

Алла тытма вĕрентрĕç.

Унтан ирсĕр тăшманпа

Çапăçмашкăн ăсатрĕç.

 

Йывăр тупă, миномет

Мана часах итлерĕç.

Хăйсен вутлă чĕлхипе

Тăшмансене çунтарчĕç.

 

Тăшман ытла сĕмсĕрскер

Тĕп хулана талпăнать.

Тăван çĕр-шыв — çĕр анне

Куççулĕпе макăрать.

 

Тискер пуля ши те ши

Пирĕн енне вĕçкелет.

Унăн сĕмсĕр тăхланĕ

Юлташсене вĕлерет.

 

Йĕри-тавра хуп-хура

Тĕтĕм тăрать сывлăшра.

Кӳкĕрт шăрши, юн шăрши

Пырса кĕрет сăмсана.

 

Сталин хули патĕнче

Тытăçрăмăр тăшманпа.

Т(ă)ватă талăк чарăнми

Бомба тăкрĕç тарăхса.

 

Совет салтак вăй-халне

Тăшман ун чух ăнланман.

Юнлă хăсма вăхăтне

Вĕсем паллах чухлайман.

 

Тăшман чакать каялла

Анăçа та анăçа

Латви, Литва, Эстони

Тин тухаççĕ ирĕке.

 

Эп çапăçрăм т(ă)ватă çул

Ыр пирĕшти упрарĕ.

Хамран аслă вырăс тус

Пурнăç мĕнне чухлатчĕ.

 

Умра мина çурлнă чух

Кĕлеткипе хупларĕ.

Мана вилĕм аллинчен

Вăлах çăлса хăварчĕ.

 

Хăйне йывăр суранпа

Лазарета ăсатрĕç.

Урăх вырăс юлташпа

Калаçасси пулмарĕ.

 

Тата пĕр çапăçура

Мана кăштах амантрĕç.

Çапла хамăн отрядрах

Юлсан, мана сывтрĕç.

 

Кӳкĕрт шăрши, юн шăрши

Эп шăршларăм т(ă)ватă çул.

Тăшманăн ирсĕр пульли

Йĕрлерĕ çав миçе хут.

 

Аслă вăрçă хирĕнче

Ман юлташсен вил тăпри.

Вырăс Çарĕ хĕснипе

Тӳсеймен нимĕç çынни.

 

Хăйсен йăви çийĕнче

Ал çĕклер: «Гитлер капут».

Вĕсен пуçĕ тăрринче

Ялкашрĕ тинех салют.

 

Пире татах сых ятне

Кăштах тытса усрарĕç.

Унтан хуллен, майĕпе

Тăван киле ăсатрĕç.

 

Эй, ачамсем, мăнуксем,

Ырă курса пурăнăр.

Эпир тӳснĕ асапсем

Сирĕн кунра ан пултăр

 

Ан çунтăр ӳлĕм ялсем

Вăрçă мĕнне ан курăр.

Пĕтĕм халăх ачисем

Йăлтăр кулăпа тулччăр.

 

Кăвак пĕлĕт çийĕнче

Сарă хĕвел ялкăштăр.

Кашни çуртăн çамкинче

Кăвакарчăн калаçтăр.

 

Ан пултăр чунра юлхав

Кĕнекепе туслашăр,

Тăван халăху ыйтсан

Кар! тăмашкăн ан манăр.

 

Пире ватă çынсене

Сума сума ан манăр.

Тăпрам çине хăш чухне

Чечек хума ан манăр.

 

Таса чунпа сывă ăс

Ялан пултăр çумăрта.

Курайманлăх, хапсăнас

Шухăш ан пултăр тата.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: