Аннесĕр пурнăç çук


Пĕр пĕчĕк чăваш ялĕнче чухăн çемье пурăннă: амăшĕ тата тăватă ачи. Çемье пуçĕ çамрăклах чирлесе вилнĕ: арăмĕ упăшкасăр, ачисем ашшĕсĕр тăрса юлнă.

Амăшĕ Пурнăçпи ятлă пулнă. Икĕ аслă ачи — Йăван тата Юман, кĕçĕнреххисем Юлпике тата Кĕмĕлпи. Вĕсем питĕ кахал, ĕçлеме юратман ачасем пулнă. Амăшĕ вара — питĕ ĕçчен, ырă та йăваш кăмăллă çын. Çавăнпа ăна ялта пурте юратнă, хисепленĕ, пулăшма, йăпатма тăрăшнă.

Пурнăçпи хăйĕн ачисене выçă лартас мар, çĕтĕк çӳретес мар тесе кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Ачисем вара амăшĕ вăйран ӳксе тăрăшнине ним вырăнне те хуман. Амăшне пулăшас, хисеплес, савăнтарас тесе пĕртте шутламан. Арçын ачисем кунĕпех çывăрса выртнă, каçхине урама тухса кайса çур çĕрчченех çӳренĕ. Хĕр ачисем вара алăра ĕç вылятас вырăнне урамри ытти ачасемпе пĕрле выляса çӳренĕ. Амăшĕ ачисене пулăшма ыйтсан, вĕсене асăрхаттарса та вĕрентсе каласан — лешсем ним намăс-симĕсе пĕлмесĕр хирĕç çеç кăшкăрнă, амăшĕн сăмахĕсене хăлхана та чикмен, ĕç патне пыма та шутламан. Йăваш та çепĕç чунлă амăшĕ вара вăрттăн-вăрттăн макăрнă, упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕшĕн чунтанах куляннă.

Ним тума пĕлмен ачисем çине пăхса тарăхнă та, пăшăрханнă та мĕскĕн хĕрарăм, анчах ним усси те пулман. Çапла темиçе çул иртсе кайнă, ачисем çаплах улшăнман. Юлашкинчен Пурнăçпи ачисем кăра çилĕллĕ те хытă чунлă пулса пынине чăтайми пулать, вĕсене пĕр-пĕччен пăхса ывăнса çитет. «Текех эпĕ ку ачасене пăхаймастăп пуль, хама итлеменнине, хисеплеменнине, хирĕç кăшкăрнине чăтаймастăп пуль. Ăçта куç курать, çавăнта тухса каяс пуль», — тет.

Акă пĕр кунхине, килтен тухса кайма шут тытнă хĕрарăм, кунĕпех кил-çуртра тăрмашать: çăвать, саплать, тасатать, апат пĕçерсе хатĕрлет. Ачисем çывăрса кайсан вĕсене пăхса çаврăнать те, тумланать те, хутаççине çипуç тата кăшт çимелли чикет те килтен тухса каять.

Кăнтăрла çитеспе ывăл ачисемпе хĕр ачисем тутлă ыйхăран вăранаççĕ те апат çиес шухăшпа амăшне чĕнеççĕ. Никам та хирĕç чĕнмест, амăшĕн çепĕç сасси илтĕнмест. Кил хушшине те тухса пăхаççĕ, ял çыннисенчен те ыйткалаççĕ — амăшĕ ниçта та çук, ăна никам та курман.

Çӳресен-çӳресен, ыйтсан-ыйтсан, шухăшласан-шухăшласан — ачасем ăнланса илеççĕ: амăшĕ килтен тухса кайнă, ачисене пăрахса хăварнă. Ачасем малтанлăха савăнса каяççĕ. Халĕ вĕсене никам та ятламасть, хистемест, ӳпкелешмест. Мĕн тăвас килет, çавна тума пулать.

Акă виçĕ кун иртет. Ачасем нимшĕн те кулянмаççĕ-ха. Кашни кун вăхăта ахаль иртереççĕ, пур-çук апата çикелесе пурăнаççĕ.

Пурăнсан-пурăнсан хырăм выçнипе аптăрама пуçлаççĕ хайхисем, сĕтел çинче çăкăр та курăнми пулать, кашни ир апат та пăсланмасть. Тинех çак ачасем амăшĕшĕн тунсăхлама пуçлаççĕ. Акă темиçе уйăх иртет, хĕлле çитет. Çимелли çук, пӳртре сивĕ. Ялти çынсем те çак ачасене пулăшасшăн мар. Мĕншĕн тесен вĕсем халиччен ют çынна мар, амăшне те пулăшман, юратман, хăйсен пурнăçĕпе çеç пурăннă.

Акă ачасем утиялсемпе лайăх витĕнсе ларакан пулчĕç. Килĕнче питĕ сивĕ. Никам та кăмака хутса пӳрте ăшăтасшăн мар, пурте пĕр-пĕрне шанаççĕ.

Акă алăкран такам кĕрсе тăрать. «Кунта кам та пулсан пур-и?», — тет вăл. Пăхать те — имшеркке ачасене курах каять.

— Эсир кам пулатăр? — чĕтрекен сасăпа ыйтать Юман.

— Эпĕ кӳршĕ ял çынни. Çак çуртра тăлăх ачасем пурăнаççĕ тенине илтрĕм те килсе курас терĕм. Урамра сивĕ, анчах сирĕн мăрьерен тĕтĕм тухмасть. Хапхăр та яри уçă тăрать. Пӳртре тăватă пысăк ача — пӳртĕр вара сивĕ, урайĕнче çӳп-çап выртать.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче тем тĕрлĕ хура-шур курнă ватă çынна намăс пулса каять.

— Ĕç çеç çынна çын тăвать. Кахал пăсать. Ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр пурнăç тума май çук.

Акă старик хăвăрт кăмака хутса ярать, хăйĕн хутаççинчен сĕтел çине апат-çимĕç кăларса хурать. Пӳрт ăшă. Сĕтел çинче — çăкăр. Мĕнле ырă!

Ватă çын ачасенчен ашшĕ-ăмăшĕ çинчен ыйтса пĕлет. Ачасен амăшĕ тухса кайнине пĕлсен вĕсене ятлама пуçлать: «Кашни ачан хăйĕн ашшĕ-амăшне юратмалла, хисеплемелле, пулăшмалла. Эх, эсир те! Аннĕр сире çуратнă, сирĕншĕн тăрăшнă, сирĕншĕн пурăннă. Эсир вара ăна тав тăвас вырăнне…» Ырă кăмăллă старике çак пуç йĕри-тавра шухăшлама пĕлмен, ĕçлеме юратман ачасене шел пулса кайрĕ.

Ватă çын сăмахĕ ачасен чунĕ патне çитрĕ пулмалла. Вĕсем пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илеççĕ.

— Эпир пурнăç кун пек йывăр пулассине шутлама та пултарайман, аннене те ăнланма тăрăшман. Ăна питĕ йывăр пулнă ĕнтĕ. Эпир вара… Каçарĕ-ши ĕнтĕ вăл пире? — терĕ Йăван.

Кӳршĕ ял çынни ачасем хăйсен йăнăшне ăнланса илме пултарнăшăн ăшĕнче хĕпĕртесе те илчĕ. «Ватă çын — тăватă çын», — тенĕ çав. Авалтанах çамрăккине ватти вĕрентсе пынă.

Çын хуйхи-суйхине ăнланма пултаракан, йывăр вăхăтра кирек кама та пулăшма хатĕр тăракан мучи ачасемпе сыв пуллашрĕ те тухса кайрĕ.

Тепĕр кун ирхине ачасем иртерех тăраççĕ те старик хăварнă апата ларса çиеççĕ. Ватă çынпа калаçнă хыççăн вĕсен кулас та, выляс та килмест.

— Мĕн тăватпăр малашне? Мĕнле пурăнатпăр? — тет чи асли Йăван.

— Аннене шырама каятпăр, — тет Юлпике.

Ачасем пурте пĕр шухăшлă пулса ăшăрах тумтир тăхăнаççĕ те пӳртне питĕрсе амăшне шырама тухса каяççĕ.

Утсан-утсан пĕр яла çитеççĕ. Ял хĕрринчи çурта кĕреççĕ те хăйсем мĕн тĕллевпе çула тухнине каласа параççĕ. Кил хуçисем ачасене шеллеççĕ те, ăшра ятласа та илеççĕ. Сĕтел хушшине лартса апат çитереççĕ, ăшăрах атă-пушмак тăхăнтартаççĕ. Пĕр тăвансем ырă çынсене тав тăваççĕ те малалла утаççĕ.

Малалла вĕсен çулĕ уй урлă выртать. Çул çинче вĕсене лашапа пыракан çын хăваласа çитет. Çак çын ачасене шеллесе çуна çине лартать. Лаша уй тăрăх, вăрман тăрăх вирхĕнсе пырать. Пите сивĕ çил касать, çан-çурăма çӳçентерет.

— Аннене итленĕ пулсан, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă пулсан кун пек нушаланса та çӳреместĕмĕрччĕ. Ăшă пӳртре çеç лараттăмăрччĕ. Хамăрах айăплă, — шухăшласа пырать Юман.

Акă лаша пĕр яла юрттарса кĕрет те пысăк та илемлĕ çурт умне çитсе чарăнать. Кунта лаша хуçи пурăнать иккен. Вăл çул çинче шăнса хытса кайнă ачасене хăй пӳртне илсе кĕрет. Пӳртре кил хуçи арăмĕ тата виçĕ ачи. Хĕрарăм апат пĕçерет, ачисем вара кашниех амăшне мĕн те пулсан туса пулăшаççĕ. Пурте пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Çакна курсан Юлпикепе Кĕмĕлпин куçĕсенчен куççуль юхса анать.

Кил хуçипе арăмĕ ачасен хуйхи-суйхине ыйтса пĕлеççĕ, тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.

Çапла ялтан яла çӳресе ывăнсах çитеççĕ ачасем. Хĕр ачасем макăрма пуçлаççĕ: «Часрах аннене курас килет, эпир ывăнтăмăр. Ăçта-ши пирĕн анне?»

Утаççĕ мĕскĕнсем, аран-аран утаççĕ. Вĕсене хирĕç пĕр çын килет: тумтирĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ, пуçне уснă, уринчен ури иртмест. Ачасем тăп! чарăнса тăраççĕ. Вĕсен амăшĕ пекех туйăнса каять çак çын.

— Анне-е-е! — тесе кăшкăрса ярать Кĕмĕлпи. Хăй çавăнтах амăшĕ патне чупса пырса ăна ыталаса илет. Ун хыççăн Юлпике чупать. Амăшĕн вара савăнма та вăйĕ юлман. Вăл ним ăнланаймасăр ачисем çине пăхса тăрать. Ăнланса илсен хĕр ачисене хăй çумне çупăрласа тытать те макăрса ярать. Çакна пăхса-курса тăракан Йăванпа Юман амăшĕ умне пырса чĕркуçленеççĕ те куççуль витĕр унран каçару ыйтаççĕ.

— Аннеçĕм, тархасшăн, каçар пире. Эпир сана хисепе хуманшăн, сана ăнланманшăн, санăн чунна ыраттарнăшăн, каçар. Эсĕ пире питĕ кирлĕ, — тет Йăван.

— Каçар пире, анне. Эпир халĕ ăнланса илтĕмĕр. Хамăра урăх нихăçан та ун пек тытмастпăр. Эпир сансăр пурăнма пултараймастпăр. Эсĕ — пирĕн пурнăç, — тет Юман.

Пурнăçпи ачисене ыталаса илет те: «Эсир те мана каçарăр, ачамсем. Эпĕ те айăплă. Манăн та сире пăрахса тухса каймалла марччĕ, йывăр пулсан та — чăтмаллаччĕ. Эпĕ те сирĕнсĕр пурăнаймастăп. Пĕтĕм пуянлăхăм та манăн — эсир, ывăлăмсемпе хĕрĕмсем».

Çак çемьен малашнехи пурнăçне вара ăмсанмалла çеç. Ачисем амăшне пĕр сивĕ сăмах та каламаççĕ, йывăрлăха пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ, аллисем ĕçрен уйрăлмаççĕ. Амăшĕ ачисем çине пăхса савăнса çеç пурăнать. Ывăлĕсем ӳссе çитсен çĕнĕ çурт хăпартса лартаççĕ. Юлпикепе Кĕмĕлпи чиперккесем пулса ӳссе çитĕнеççĕ. Вĕсем халь пĕр ĕçрен те ютшăнмаççĕ. Ялта Пурнăçпин ачисене пăхса ытараймаççĕ, ăмсанаççĕ те.

Çемьере чи кирли — пĕр-пĕрне хисеплени, çывăх курни, ăнланни, пулăшни, юратни. Тулли пурнăç вăл — юратнă атте-анне, юратнă ачасем.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: