Шан мана эс, çут тĕнче


Сăмах çăмхине сӳтетĕп,

Шухăшăм таçта инçе.

Каласа парас-ха, тетĕп

Васильев Ваççа çинчен.

 

Çар çынни пулма шут тунă,

Пирĕн Вася пĕчĕкрен.

Çак тĕллевĕ çирĕп унăн,

Ĕмĕтленнĕ кунсерен.

 

Офицер пулмашкăн кирлĕ,

Пиçĕ кăмăл, ыр вăй-хал.

Çавăнпа та каçлă-ирлĕ

Вася чупнă çухрăмшар.

 

Лапталла та шав вылянă,

Туслă пулнă шашкăпа.

Çăмха хыççăн хăваланă,

Футболла чупа-чупа.

 

Итлемешкĕн вăл юратнă

Пĕчĕк чух халап-юмах.

Пит кĕрнеклĕ Улăп–паттăр,

Асне килнĕ яланах.

 

«Улăп пек тĕреклĕ, вăйлă,

Ман пуласчĕ, асанне».

Паттăрла вылянă вăйă,

Хăтарма хăй халăхне.

 

* * *

Пирĕн тус ялта çуралнă.

Тăван ен — Хирти Турхан.

Урамсем лаштра юманлă,

Çак яла килсе кур-ха.

 

Пахча-çимĕç акса тунă

Ĕçлĕ халăх ку енче.

Уй-хирте чылай вăй хунă,

Вася каникулсенче.

 

Çĕрулми миххи те йăтнă,

Утă çулнă çăвĕпех.

Пĕвĕ çирĕпленнĕ, хытнă

Ӳснĕ пиçĕхсе ĕçпе.

 

Пулăшма ялан вăл хатĕр,

Ялти ватă çынсене.

Хĕл каçмалăх вут çурать те,

Шыв кӳрет килĕсене.

 

Тăрăшса шкулта вĕреннĕ:

Çĕнĕ ăс-урок теми.

Геометри шĕкĕлченĕ,

Алгебра та шăл çемми.

 

Вулама чунтан юратнă,

Кĕнеке — пĕлӳ тупри.

Ырă туйăмсем вăратнă

Пушкин, Лермонтов, Куприн.

 

Чăвашла савса вуланă:

Хусанкай, Ухсай, Сарпи.

Çăмрăк чĕрене хускатнă

Иванов çырнă «Нарспи».

 

Чăн чăваш чĕлхин илемĕ

Çак асамлă хайлавра.

Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма

Упранать пур чăвашра.

 

Вася та пăхмасăр пĕлнĕ,

«Нарспин» кашни йĕркине.

Çул çине пĕрле вăл илнĕ,

Иванов кĕнекине.

 

* * *

Çуркунне шкула пĕтерчĕ,

Вася ылтăн медальпе.

Ашшĕне хуллен пĕлтерчĕ,

Хăйĕн ĕмĕт-шухăшне:

 

«Офицер пуласшăн эпĕ

Сыхламашкăн Çĕршыва.

Çăмăл мар паллах,пĕлетĕп,

Çирĕп пулăп çав-çавах.

 

Çамрăксем тарса çӳреççĕ

Салтака каяссинчен.

Ĕçлеме те ӳркенеççĕ,

Кам-ши пулĕ вĕсенчен?

 

Кукаçи те асатте те

Хӳтĕленĕ çĕршыва.

Çарта пулнă эс,атте те,

Таврăннă ырă-сывах.

 

Тăван çарăн вăй-хăвачĕ

Вăл хастар салтаксенче.

Эс аттеçĕм, пиллĕх парччĕ,

Ăс пухма инçет енче.

 

Чĕререн тупа тăватăп,

Шан мана эс, çут тĕнче.

Çĕршыва чыспа сыхлатăп,

Çирĕп миршĕн çĕр çинче».

 

Ял-йышпа вăл сывпулашрĕ,

Амăш шăлчĕ куççульне.

Ăнăçу пиллерĕ ашшĕ,

Кайрĕ Вася çар шкулне.

 

Эпĕ те телей сунасшăн,

Хамăр ялăн каччине.

Вася пек çынсем пулсассăн,

Шанчăк килĕ çĕр çине.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Любовь Шашкина (2015-03-23 22:24:33):

Марионелла яланхиллех питĕ илемлĕ хайлав çырнă. Сăвă шухăшĕ те аван. Паянхи кун çĕр-шыв хӳтелевçи пулма ĕмĕтленни питĕ аван. Ăнăçу сана, Марионелла!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Киселева (2015-03-25 17:00:21):

Мана та çак хайлав кăмăла кайрĕ.Чăн та хастар çамрăксем пулсан,пирĕн çĕр-шыв шанчăклă алăра пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: