Чăваш Турханĕ Пăрттас


Сăртлă-туллă та çырмаллă

Вырăн пур Виръял енче.

Паттăр чăваш: Пăрттас ятлă

Пурăннă-мĕн ку енче.

Пулнă вăл патвар та вăйлă,

Пулăшнă хăй халăхне.

Вырăспа та туслă пулнă,

Хӳтĕленĕ хăй йăхне.

 

Хусана парăнтарсассăн

Вырăс килнĕ пир(ĕ)н енне.

Шупашкарта хуçаланнă,

Килĕшмен ку чăвашне.

Тарăхнă чăваш, туллашнă,

Вырăссене парăнман.

Пухăннă та тухса кайнă

Чăвашсем Шупашкартан.

Утсан-утсан пырса тухнă

Вăрттăн тарăн çырмана.

Шупашкаркасси ят панă

Хăйсем çитнĕ вырăна.

Çак ялта-мĕн Пăрттас паттăр

Пĕр виç ĕмĕр каялла

Пурăннă, çĕре сыхланă.

Пулнă вăл чăваш Турхан.

Вырăссемпеле туслашнă,

Туслаштарнă хăй йăхне.

Çар пуçтарнă та хăтарнă

Мускава тăшмансенчен.

Варçă хирĕнче вăл пулнă

Чăн-чăн паттăр утаман.

Ахаль мар ăна ят панă

Чăвашсем Пăрттас-Турхан.

Пирĕн çĕршĕн йывăр пулнă

Ун чухнехи самана.

Пăрттас тăнăçлăхшăн тăнă

Ирĕк паман тăшмана.

Мининпа Пожарский пулнă

Унăн çывăх тусĕсем.

Пăрттаспала туслă пулнă

Вырăс çĕрĕн патшисем.

Нимĕнрен те шикленмен вăл,

Никамран та хăраман.

Пĕтĕм чунĕ-чĕрипе вăл

Пулнă чăн-чăн утаман.

 

Сăртлă-туллă та çырмаллă

Вырăн пур Виръял енче.

Паттăр чăваш: Пăрттас ятлă

Пурăннă-мĕн ку енче.

Пулнă вăл патвар та вăйлă,

Пулăшнă хăй халăхне.

Вырăспа та туслă пулнă,

Хӳтĕленĕ хăй йăхне.

Тарнă унран Тутар ханĕ:

Парăнман-мĕн тутара

Чăн чăваш патвар Турханĕ.

Ячĕ пулĕ халăхра.

Паттăра вилсен пытарнă

Çӳллĕ-çӳллĕ сăрт тăрне.

Халăх асĕнче хăварнă

Пăрттас паттăрăн ятне.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аня (2015-03-25 22:23:41):

Интереслĕ, тарăн шухăшлă, яка, илемлĕ çырнă. Питĕ кăмăла кайрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария Кольцова (2015-03-30 13:13:22):

Питĕ çăмăл чĕлхепе, интереслĕ çырнă. Тавтапуç, Нина Геннадьевна. Сире ăнăçӳ сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Муза (2015-05-05 22:56:01):

Çапла, пирĕн чăваш паттăрĕсем хушшинче ун пекки те пулнă

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: