Паттăр Пайтул
Умсăмах
Халăх сăмахлăхĕнче,
Çар пуçĕсен ĕçĕсем
Вилĕм витĕр çул туса
Ĕмĕр юлнă упранса.
Ламттайсен кунне-çулне
Йĕрле-йĕрле пынăçем
Уçăлаççĕ çул-йĕрсем,
Авалхи ĕçĕ-хĕлсем…
…Вăштăр çилĕ вĕрнипе
Сас килет пек аякран.
Пайтул Хăлат лашипе
Вĕçнĕн туйăнать унта.
Учĕ пынăн кĕçенсе
Тек малалла вирхĕнет.
Чĕннĕ пекех утаман
Тăшмана хирĕç тăма …
Хуракасăн ялĕнче
Кун çути курнăскере,
Паттăр Пайтулăн ятне,
Манмĕç Çĕрпӳ енĕнче.
Арăмĕ те манăçман
Çĕрпӳ тавралăхĕнче.
Савнă Пайтула Мерчен,
Йывăрлăха парăнман.
Тӳснĕ тертлĕ хĕн-хура,
Пусмăр пурнăç тутине.
Ўстернĕ сăваплăхра
Ывăлпа хĕр пĕрчине…
Халĕ Улхаш енĕнче
Тăнăç пурăнăç тăрать.
Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе
Халăх малалла утать.
Паттăр çар пуçĕ
… Чĕмпĕр-Саран хушшине
Вырăс патши хушнипе,
Тĕрлĕ хăлăх хресченне
Килнĕ хăратса вăйпа.
Кăнтăр енчи чиккине
Çирĕплетес тĕлĕшпе,
Хӳтлĕх хӳмийĕсене
Тутарттарнă вырăссем.
Питĕ йывăр çак ĕçре
Асапланнă чухăнсем.
Нушаланнă чăвашсем,
Пайтул — вĕсен шутĕнче.
Хӳтлĕх хӳмийĕсене
Хăпартакан хресченсен
Вырăс патшин пусмăрне
Чăтма вăй-халĕ çитмен.
Хĕсĕрленнĕ мăшкăлта,
Хатĕрленнĕ пăлхава.
Сутăнчăк çынна пула
Путлантарнă пăлхава.
Кĕрешĕве халăха
Çĕклекен паттăрсене
Тытнă та хупа-хупа
Лартнă касаматсене.
Çапах хăшĕ-пĕрисем,
Пайтул ертсе пынипе,
Тарнă касаматсенчен,
Пытаннă Атăл çинче.
Бурлаксем хушшийĕнче
Пурăннă баржа туртса.
Ĕнтĕ виçĕ çул çитет,
Пайтул çӳрет бурлакра.
Урăх ят-хушаматпа
Пайтул çаплах тертленет.
Сăр вăрманĕ еннелле
Куçĕ каять пĕр маях.
Юхлă шывĕ хĕрринче
Хуракасăн ялĕнче,
Мерчен мăшăрĕпеле
Пурăнаççĕ ачисем.
«…Эх, Мерченĕм, эх, Мерчен,
Тӳсĕм çитĕ хăçанччен?
Куç илми Тикки енне
Эп пăхатăп хăш чухне.
Хурлăх пуль сан чунăнта,
Хуйхă пуль сан пуçăнта,
Тунсăх пуль сан куçăнта,
Ман пуласчĕ çумăнта.
Пĕчĕк, пĕчĕк ылăма,
Чĕвĕл хĕрĕм-чунăма,
Ман курасчĕ-çке пĕрре,
Кăшт пуласчĕ-çке пĕрле…»
Пайтул юрланă çапла
Пысăк хуйха путарма.
Анчах паташа çыннисем
Йĕр йĕрлеççĕ кулленех.
* * *
Степан Разин çарĕпе
Сар ту хулине илет.
Çарĕпе Чĕмпĕр çине
Тухса çĕкленсе килет.
Çав вăхăталла шăпах,
Паттăр Пайтул çарĕнче,
Ирĕклĕх шухăшлисем
Йышлă пулнă чăвашсем.
Пайтулăн йыхравçисем
Кĕç Сăрпала Пăлана
Тата Çавал тăрăхне
Çитнĕ тăнă васкаса.
Нишлĕхре те асапра
Нушаланан халăха,
Çĕкленĕ кĕрешĕве,
Ирĕке çĕнсе илме.
Атăл тăрăх сар ачан
Сасси кайнă аякка.
— Патша хури пулар мар, —
Тет терт хуçнă халăха.
Янăранă чан пулса
Пайтулăн сасси — йыхрав.
Тăвăл ял-ялăн çӳрет,
Мул йăхне силлет, хирет.
Пайтул хăйĕн çарĕпе
Вăрнă эсрел никĕсне.
Хула хӳмине хирсе
Кĕнĕ шурă Чĕмпĕре.
Анчах Чĕмпĕр хулинче
Разинпа Пайтул çарне
Çĕннĕ патша çарĕсем
Вăйлă хĕç-пăшалсемпе.
Пăлхавçăсем аманса
Çитнĕ пит йывăрланса.
Искей Пайтул çарĕпе
Çитнĕ Çавал тăрăхне.
«Енчен çунат хушайсан,
Кăвак хăлат пулайсан —
Вăл кайĕччĕ çĕкленсе,
Хĕçне тытса, вирхĕнсе».
Пайтул çар ăсталăхне
Кăтартнă çапăçусенче.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Тăшмана паман иртме.
Вутлă ту пек вĕрекен
Çавал тăрăхне патша,
Карательсен çарсене
Янă пăлхав пусарма.
Пуç касакан çарĕсем
Хĕснĕ пăлхавçăсене.
Чăвашсен ялĕсене
Хушнă тума кĕл айне.
Çакăнти çапăçусенче,
Пайтул çарĕн çыннисем,
Вăйсăрланнă майпала
Лекнĕ чылай тыткăна.
Пĕр тан мар кĕрешӳре
Хыт амантнă Пайтула.
Тытнă харсăр çар пуçне,
Лартнă тĕрмене хупса.
Темĕн тĕрлĕ мăшкласа
Асап кăтартнă ăна.
«Тепре патша çуртне ман
Силлесчĕ», — тет тарăхса.
Тĕрмере те хăраман,
Тӳррĕн каланă куçран:
«Тустарăп пуян йăхне,
Çавна кĕтет вут чĕре.»
Хĕвел тухсан хĕрелсе
Хăйне çакасса пĕлет.
Анчах ăна çакнипе
Путараймĕç пăлхавçа.
Çтаппан тусĕпе пĕрле
Йывăр хурлăха сирсе,
Ирĕк пурнăç халăха
Шутланăччĕ пама.
Ял пуянĕсем, пупсем:
«Чап-мул пултăр хамăра», —
Теççĕ хĕресне тытса
Чăваша картманнипе.
Туртасшăн вĕсем чĕрсе
Çĕр çинчен чăваш ятне.
Тӳсеймен Пайтул чĕри
Çĕкленĕ чăвашсене.
«Мĕн-ма сахал эп турăм,
Вăй çитмерĕ пулмалла.
Эх, Çтаппанăм, тусăм,
Тен, эс вĕçен хăлатла?
Сывă пул, чăваш, чунна
Эпĕ хускатрăм вутла.
Тек ан пул чура çапла,
Эс, этем, çĕкле пуçна!
Çакĕç те паян мана,
Килĕ тепри ман выр(ă)на.
Йышлă вут чĕреллисем
Сапĕç кăвар хĕлхемне!
Тăвăл пекех хускалса
Ан сӳнтерĕр кăвара!
Чунна-юнна тапратса,
Тыт, чăваш, хĕç аллуна!»
Чĕннĕ çапла чăваша
Юлашки сăмахĕнче.
Хунă пуçне çапăçса
Ирĕклĕхĕн вăрçинче.
Хыççăн калани
Вун çиччĕмĕш ĕмĕрте,
Степан Разин вăрçинче,
Палăрнă паттăр çар пуç
Чăваш ывăлĕ Пайтул.
Степан Разин çарĕнчи
Ун званийĕ — полковник.
Чăваш халăх ертӳçи,
Пултаруллă сăвăçи.
Чи çывăх юлташсене,
Чи хаклă тăвансене,
Савнă Мерчен мăшăрне
Пайтул пĕлнĕ вилнине.
Ирсĕр тăшман аллинче
Вĕсем асапланнине
Илтнĕ хыççăнах Пайтул
Хурлăх юрри юрланă.
Хăватлă сассипеле
Каланă юпа сăмах.
Халăх çав йĕркесене
Пĕртте йĕрсĕр çухатман.
Искей Пайтулĕ çинчен
Хывнă сăвă та халап.
Хывнă темĕн чул хачмак,
Юлнă асра юррисем.
Паттăр Пайтул вил тăпри
Çӳллĕ-çӳллĕ вырăнта.
Çумăн ял — Чиканкасси.
Манмĕç нихçан сан ятна.
23.02.2015.
Галина Зотова (2015-03-10 19:36:22):
Тавах Светлана Вячеславовнăна Пайтул паттăрлăхĕпе паллаштарнăшăн. Интересленсе вуласа тухрăм.
Светлана Храмова (2015-03-20 20:24:33):
Питĕ интереслĕ. Тавах, Светлана Вячеславовна. Сире çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунатăп, пултарулăх ĕçĕнче яланах хавхалану вăй кӳрсе тăтăр.