Лаша ăçта çухалнă?
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçнелле пулса иртнĕччĕ ку ĕç, вунсаккăр тултарса пыраттăмччĕ эпĕ ун чухне. Ялхуçалăх техникумĕнче виççĕмĕш курсран вĕренсе тухнăччĕ. Çулла пире практика вырăнне пĕр уйăх вĕренӳ хуçалăхĕнче ĕçлеттерчĕç. Пĕрле вĕренекенсене кама ĕне сăвакан, кама выльăх пăхакан, кама кĕтӳçĕ, кама хуралçă е лавçă тата ытти те пулма уйăрнăччĕ. Мана лаша пăхакансенчен асли туса хучĕç. Ирхине ирех, виçĕ сехетре лашасене хире симĕс курăк çитерме хăваласа тухмаллаччĕ манăн. Тăххăрччен вĕсене çитерсе çӳремелле те витене кайса хупмалла. Вара манăн ĕç вĕçленет те. Малалла лашасене урăх конюх пăхса тăрать. Чылайăшне лавçăсем ĕçе кӳлсе каяççĕ.
Çав кун яланхи пекех ирхине ирех мана каçхи хуралçă пырса вăратрĕ те лаша витине тухса чупрăм. Сăлăпсене илсе лашасене урама хăваласа кăлартăм. Пĕрне тытса йĕнерлерĕм, утланса лартăм та лашасене хăваласа хире çул тытрăм.
Тул тин çеç çутăлма пуçланă-ха. Таврара шăплăх хуçаланать. Лашасем сĕтеклĕ курăка çăвар тулли чăмлани çеç илтĕнсе тăрать. Эпĕ утланнă лаша та курăк çиет. Чĕлпĕр вĕçне йĕнерĕн малти арчакĕнчен çыхса хутăм та, ирĕклĕнех пуçне пĕшкĕртме пултарать янавар. Лайăх, ăслă лаша. Пĕрремĕш курсран вĕренсе тухсанах, хама вĕренӳ хуçалăхне лавçăра ĕçлеме пирвайхи хут ярсан паллашнăччĕ унпа. Ирхине аслă конюх — пиллĕкмĕш курс студенчĕ мана лаша тытса кӳлсе панăччĕ: «Практика вăхăтĕнче ку лаша санăн пулать. «Чайка» ятлă вăл. Паян хам кӳлсе патăм, ыран ху тытатăн. Лаша кӳлме пĕлетĕн пулĕ?» — тенĕччĕ.
Лаша патне халиччен пырса курман тесе калама хăяймарăм ăна. Пĕлетĕп-çке, ман тантăшсем, ялта ӳснĕскерсем лашапа вуннă тултаричченех çӳреме пуçлаççĕ. Эпĕ вара вунпиллĕкре-çке. Анчах лашапа çӳрес вырăнне урăх ĕçсенче пиçĕхсе ӳснĕ эпĕ. Саккăр тултаричченех аппапа пĕрле çулласенче колхозри сысна çурисене кĕтме тытăннă, унтан аннепе çум çумлама çӳренĕ, улттăмĕш класс хыççăн апрельтен октябрьчченех плугарьте вăй хунă...
Тепĕр кунне йĕвен илсе лаша тытма кайрăм. Хам хăратăп, сиксех чĕтретĕп темелле. Малтан лаша мана хăй патне чиперех ячĕ, алă патне туртăннă пек те туйăнчĕ. Унтан сасартăках кутнем ан еннелле çавăрма пуçларĕ. Хăраса ӳксе каялла тарма хăтлантăм, çавах хăрах урипе купарчаран лектерчех мана выльăх. Шеллесе çеç, ячĕшĕн тапнă пек туйăнчĕ, купарча ытла хытă ыратнине те пĕлмерĕм, анчах питĕ те кӳрентĕм. Алă сулса пăрахса кайма хатĕрччĕ — юрать конюх пырса тухрĕ кунта, пĕр сăмахсăрах лашана тытса пачĕ, кӳлме вĕрентрĕ, лаша хăнăхтăр тесе унпа çепĕç пулма, тăварлă çăкăр çитерме сĕнчĕ. Тинех ăнлантăм янавар мана мĕншĕн çапла намăс кăтартнине? Малтанхи кун ăна эпĕ аванах çаптаркаланăччĕ, çитересси пирки шухăш та пулман. Тавăрчĕ пулать ĕнтĕ.
Çав кун эпĕ лаша çинчен самантлăха та манмарăм, пĕрре те çапмарăм, столовăйĕнчен илсе тухса, тăвар сапса виçĕ чĕлĕ çăкăр çитерсе ятăм, лава тиенĕ-пушатнă вăхăтсенче те ун умне симĕс курăк хурса тăма манмарăм. Çапла туслашрăмăр унпа. Кашни практика вăхăтĕнчех «Чайкăпа» ĕçлеттĕм, ятне те чăвашлатрăм, ачашшăн çеç «Чарлан» теме пуçларăм. Халĕ виçĕ çул ĕнтĕ туслă эпир. Чарлана пулах лашасемпе ытларах кăсăкланма пуçларăм эпĕ, вĕсем питĕ ăслă выльăхсем пулни пирки вуласа пĕлтĕм.
Авалхисем çырса хăварнă тăрăх, Александр Македонскин ăйăрĕ хуçин пурнăçне тăхăр хутчен çăлнă имĕш. Индуссемпе пынă пĕр хĕрӳ çапăçура ăйăр ывăннипе ӳксе вилнĕ пулать, ăна асăнса Македонский вăл вилнĕ вырăнта Буцефал ятлă хула никĕсленĕ.
Чингисханăн чи чаплă çарпуçĕн Субедейĕн те лаши тĕлĕнмелле ăслă пулнă тет. Вăл хуçи каланине пĕтĕмпех ăнланнă имĕш, çапăçу умĕн хуçи унпа тапăнăва епле йĕркелесси пирки канашланă. Ăслă ăйăр Руçра, шурлăхра путса вилнĕ. Çарпуçĕ хăй йĕнер çине тăрса типĕ çĕр çине сиксе хăтăлса юлнă.
Хроникăсенче ытти чылай паллă çынсен ăслă лашисем çинчен çырнисем упранса юлнă. Ричард Львиное Сердце текен королĕн юратнă лашине хуçипе пĕрле çапăçусене хутшăнни, çыртса, тапса, тĕксе тăшмансене сирпĕтсе пыни çинчен çырнисем юлнă. Çапăçура харăсах виçĕ сăнă шăтарса кĕнипе вилнĕ тет вăл.
Ăслă лашасем пирки шутланă май кăштах тĕлĕрсе те илтĕм пулас. Ара, çывăрас килет-çке. Каçхине час выртман. Паллă ĕнтĕ — çамрăкăн каçхине савнă хĕрпе тĕл пулса та кăштах калаçса ларас килет. Виçĕ сехетрен ытла та çывăрман ахăр. Куçсем хăйсемех хупăнаççĕ. Эпĕ утланнă Чарлан сĕтеклĕрех курăк шыраса малалла утса кайни ыйха сирсе ячĕ. «Ара, лашасене шутласа пăхам-ха, хам тĕлĕрнĕ вăхăтра пĕри-пĕри айккинелле пăрăнма пултарнă», — тесе шутласа илтĕм те лашасене хăвăрт шутласа тухрăм. Ак тамаша! Вунвиçĕ лаша анчах тухать манăн. Епле-ха капла? Ирхине витере пурте пурччĕ-çке. Икĕ тихана та шутласан вунтăватă лашаччĕ. Халĕ акă пĕри çук. Ăçта кайса кĕнĕ-ха вăл?
Айăмри янавара ал лаппипе ăмăрĕнчен ачашшăн çапса илтĕм те çул çухрăмри хурăнлăхалла сиккипе вĕçтертĕм. Йывăçсем тавра чуптарса çаврăнтăм, никам та курăнмасть. Чарлана ерипен уттарса хурăнлăха кĕтĕм. Шикленетĕп хам. Тахçан авал кунта кивĕ масар пулнă тет. Вилнĕ манахсене пытарнă имĕш. Революциччен техникум вырăнĕнче мăнастир пулнă тенине илтнĕччĕ. Аслă курсрисем каласа панă тăрăх, вĕсем техникума вĕренме килнĕ вăхăтра хурăнлăхра темиçе хĕрес те юлнă пулнă. Халĕ вĕсен йăрăсем те юлман ĕнтĕ.
Каç пуçланать кăна-ха. Эп пĕччен. Шиклентерет. Пĕрле вĕренекен студентсем çак кунсенче каласа панă мыскара та асрах. Темиçе çул каялла хĕрпе каччă çак хурăнлăха савăшма кĕнĕ тет. Çав вăхăтра вĕсем патне темскер, шап-шурă тăхăннăскер пырса тухать. «Эсир мĕн алхасса çӳретĕр кунта, намăссăрсем, çывăрма памастăр!» — тесе хăрушă сасăпа кăшкăрать çамрăксене мĕлке.
Лешсем тумтирĕсем çинчен те манаççĕ, хурăнлăхран çаппа-çарамасах тухса тараççĕ. Туххăмрах çырма хĕрринчи лапама чупса çитеççĕ çаксем.
Лапамра студентсем шăпах вăййа пухăннă пулнă. Кулмалли çитнĕ те вара вĕсемшĕн.
Хурăнлăхра чăнах та каçсерен вилнисен мĕлкисем çӳреççĕ тет. Кам пĕлет? Тен, çын сăмахĕ çеç пулĕ? Ку мыскара пирки те мĕлке мар, каччă юлташĕсенчен пĕри е хĕрĕн малтанхи савни шурă простынь витĕнсе юри хăратнă текелерĕç. Тĕрĕссине кам каласа парĕ халĕ? Хурăнсем вара манăн йĕри тавра хăрушшăн кашлаççĕ. Е çапла туйăнать çеç-и? Ращана кĕриччен, уçă хирте, хĕвеллĕ пулма шантаракан çак кунхи ирхи çилĕ пачах та çук пекчĕ-çке? Тата шурă вулăсем хыçĕнче темскер, хураскер мĕлтлетсе илнĕ пек те... Юрать-ха пĕччен мар эпĕ, лашапа. Усал-тĕсел таса выльăхран хăрама тивĕç. Тепĕр тесен халĕ çĕрлехи вăхăт та мар-çке.
Çавах та хăвăртрах тухма васкарăм йывăçсем хушшинчен. Энĕш хĕррине чуптарса çитрĕм. Çыр хĕррипе ӳсекен тĕмсене тĕплĕн тишкеретĕп. Çухалнă лаша ниçта та курăнмасть.
Пĕр çĕрте айри янавар темшĕн тулхăрса илчĕ те айккинелле сикрĕ. Чутах айккинелле сирпĕнсе каяттăм. Сăмсана ырă мар шăршă пырса çапрĕ.
Ку вырăн ĕнер çеç пулса иртнĕ мыскарана аса илтерчĕ. Виçĕ кун каялла хуçалăхра ĕçлекен çамрăксене апат çитерме пăру пусса хырăмлăхĕсене тĕмсем хушшине килсе пăрахнă пулнă студентсем. Вĕсене шăтăк чавса тирпейлĕн пытарса хума ӳркеннĕ. Манпа пĕр ушкăнра вĕренекен ача ĕнер ку вырăна вĕренӳ хуçалăхĕн ĕне кĕтĕвне хăваласа пынă. Кĕтӳри вăкăр, юн шăршине сиссе, урса кайнă, кĕтӳçе тапăннă. Лешĕ аран-аран шыв хĕрринче ӳсекен лапсăркка йăмра çине хăпарса ларма ĕлкĕрнĕ. Çур кун ларнă вара вăл йывăç çинче, ĕнесем урăх çĕре куçса кайса вăкăра хăйсем хыççăн ертсе кайиччен. Каçхине ĕнесене витене хăваласа кайса хупнă хыççăнах хăй аран вилĕмрен хăтăлса юлнă вырăна васканă кĕтӳçĕ, хырăмлăхсене çĕре чавса чикнĕ. Анчах та темиçе сехет иртнĕ пулин те ырă мар шăршă пĕтмен авă. Тен, пĕр татăкĕ курăк хушшинче курăнмасăр юлнă пулĕ-и?
Çапла вăл пирĕн пурнăç. Чылай чухне пĕрин сӳрĕк, тăрлавсăр ĕçĕшĕн теприн, ним айăпсăррин явап тытма тивет.
Юханшыв çыранĕсене виçĕ çухрăма яхăн та тĕпчерĕм ахăр, çухалнă лашана тупаймарăм.
Кĕтӳ патнелле каялла таврăнтăм. Лашасене шутласа пăхатăп: пĕри çавах çук. Янавара çаптарса каллех айккинелле чуптартăм, тырă вырнă çĕрте, унтан тепĕр хирте, çĕртме сухи тăвакансем патĕнче пулса куртăм — çухалнă лаша çавах çук.
Чим-ха, хăш лаша çук-ха манăн, тен вĕренӳ хуçалăхĕн ертӳçи кама та пулсан парса янă ăна? Çак шухăшпа кĕтӳ патнелле вĕçтертĕм. Лаша ячĕсене пурне те пĕлетĕп-çке. Акă, тихасем иккĕшĕ те пур. «Атăлпа» «Нил» яланхи пекех ыттисенчен уйрăмарах, юнашар çӳреççĕ. «Азипе» «Европа» та вĕсенчен инçе мар. «Ночка», «Салам», «Эльбрус», «Парăс», «Савраска», «Герань», «Шампа», пурте вырăнтах пек. Тепĕр хут та шутласа пăхрăм лашасене. Малтанхи пекех вунвиççĕ çеç. Чим, хăшĕ çук-ха вĕсем хушшинче? Чарлан ăçта вара? Чăнах та курăнмасть вĕт вăл ытти лашасем хушшинче...
— Чарлан! — кăшкăрсах ятăм çавăн хыççăн хыттăн.
Ман айри лаша, киленсе курăк çиекенскер, пуçне ялтах! çĕклерĕ, тулхăрса илчĕ. Ак тамаша! Ман айрах иккен Чарлан — çухалнă лаша. Ыйхăллăскер, хамăн айри лашана шутламан та иккен эпĕ, çухатнă тесе шутласа пĕр сехет ытла шыранă. Ĕненме те май çук пек, анчах чăнах та çапла мыскара пулса тухнăччĕ çамрăк чухне.
Геннадий (2020-05-21 09:56:26):
"Пĕри хăй айĕнчи лашине виç кун шыранă" тенине аслисенчен ача чухнех илтнĕ . Кунта вара сăмах çаврăнăшĕ çеç мар , чипер калавах пулса тухнă Евгений Андреевич тăрăшнипе ! Пит аван .