Тупăсем кĕрленĕ чух...
Чăн та, Пайрашăн хальхи калавĕсенчи юрату, унчченхипе танлаштарсан, питĕ таса та илĕртӳллĕ. Вăл совет çыннисен юратăвĕ. Çав произведенисенче Тургеневăн таса туйăмĕсем те палăраççĕ. Пайраш ӳлĕм çак пархатарлă темăна ăнăçлăрах татса парасса шанас килет.
Çапла Совет Çарĕнчи кашни писатель хĕрсех ĕçлерĕ, кашни писатель, хăйне кура, пысăк темăсем хускатма тăрăшрĕ. Кунтан та пахараххи тата — Аслă вăрçă самани çинчен кашни писатель пулас кĕнекесем валли пуян та чĕрĕ материал пухрĕ.
Юратнă Тăван çĕршывшăн пынă кĕрешĕве чăваш писателĕсем хăйсен пултарулăхĕпе талантне кăна мар, хăйсен пĕтĕм пурăнăçне те пама хатĕр тăчĕç. Мĕншĕн тесен çĕршыв пурăнăçĕ, халăх пурăнăçĕ пуринчен те хаклăрах. Чăвашсен паллă писателĕ Андрей Петтоки лейтенант Тăван çĕршывшăн геройла çапăçса пуçне хучĕ. Унăн юлашки сăмахĕсем — Тăван çĕршывшăн, малалла! — тесе чĕнекен сăмахсем пулнă.
Чаплă «Али-паттăр» халапăн авторĕ Владимир Бараев вăрçа тухса кайнă чухне юлташĕсене çапла каларĕ: «Пĕлсех тăрăр, эпĕ ирсĕр тăшмана Али-паттăр пекех аркатăп, чăваш ятне çĕре ӳкермĕп», — терĕ. Вăл тупа туса каланă сăмаха тӳрре кăларчĕ. Тăван çĕршывшăн, унăн ирĕклĕхĕпе чыслăхĕшĕн юлашки сывлăшĕ тухиччен çапăçрĕ.
Чăваш писателĕсем, хăйсен юлташĕсен вилĕмĕшĕн фронтра та, тылра та паттăррăн кĕрешсе, пултаруллăн ĕçлесе, ылханлă ташмана тавăрса пычĕç. Çапăçу хирĕнче пуç хунă юлташсем вырăнне писательсен йышне çĕнĕ çынсем хутшăнчĕç.
Çамрăк писательсенчен Степан Аслан вăрçăри паттăрсем çинчен, совет партизанĕсем çинчен «Аслати» ятлă пысăк повесть çырчĕ. Чăн та, литература тĕлĕшĕнчен повесть пĕтĕмĕшлех пулса çитмен пулин те, унта чĕрĕ шухăшсемпе чĕрĕ туйăмсем пурри савăнтарать, çамрăк писательрен тата анлăрах та лайăхрах произведенисем кĕтме шанчăк парать.
Çамрăк писательсен йышне ăнăçлă пăхса çитĕнтересси — пĕтĕм чăваш совет писателĕсен коллективĕн чыслă та хисеплĕ тивĕçĕ. Çамрăк писательсем — пирĕн литературăн шанчăкĕ, малашлăхĕ.
V
Тылри писательсен вăрçă вăхăтĕнчи ĕçне илсе пăхсан, эпир кунта та чылай ăнăçлă утăмсем тунине куратпăр. Халăх поэчĕ Н. И. Шелепи сасси пĕр самантлăха та шăпланмарĕ. Вăл, чăваш писателĕсен йышĕнчи чи ватă юрăçă, фашистла ирсĕр çынçиенсене питлекен хаяр сăвăсем çырчĕ. Шелепин «Тăршшĕ ик метр, урлăш пĕрре — территори кирлĕ Гитлере» сăвви халăх хушшинче анлăн сарăлчĕ. Вăл халăха кĕрешĕве йыхăракан «Чĕнетĕп» тата «Çулпуçа халалласа» ятлă сăвă кĕнекисем кăларчĕ.
Н. И. Шелепи сассине вулакансем час-часах радиопа итлетчĕç. Вăл ватă пулин те, куçĕсем курман пулин те, час-часах республикăри районсемпе колхозсене, фабрикăсемпе заводсене тухса çӳретчĕ, хăйĕн сăввисемпе тăван халăха фронтшăн татах та ытларах вăй хурса кĕрешме чĕнетчĕ.
Çапах та тылри писательсен ĕçĕнчи пĕр пысăк çитменлĕхе палăртмалла. Вăрçă кунĕсенче пирĕн тыл çинчен, М. Трубинан «Килйыш» тата К. Пайрашăн «Пуçламăшĕ» ятлă калавĕсемсĕр пуçне, прозăпа поэзире урăх пĕр произведени те çырни пулмарĕ.
Писательсен хамăр халăхăн историлле паттăр ĕçне литературăра палăртса хăвармалла. Унсăрăн литература хăйĕн тивĕçне пурнăçа кĕртеймен пулĕччĕ.
Колхозсенчи, фабрикăсемпе заводсенчи стахановецсемпе стахановкăсем, фронта кайнă юлташĕсем вырăнне тăрса, ик-виçĕ çыншăн ĕçлерĕç. Фронт нихăш енчен те, нимĕн çитменнине те ан туйтăр, терĕç вĕсем. Тылри писательсенчен те çавăн пек пикенсе, ик-виçĕ çыншăн ĕçлекен юлташсем пулчĕç. Ĕç темĕнле йывăр пулсан та, вĕсем шăпланса лармарĕç.
Чăваш çамрăкĕсен юратнă лирикĕ Иван Ивник, йывăр чире пăхмасăрах, юлашки сывлăшĕ тухиччен ĕçлерĕ. Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратни, ылханлă тăшмана хаяррăн курайманни ăна юлашки кунчченех çулăмлантарса пычĕ. Вăл «Ылхан» поэмăн пуçламăшне çырса хăварчĕ, кунта вăл ирсĕр фашистсене ĕмĕрлĕхех хаяр ылханупа витрĕ.
Ылхан сана, хура ылхан, Тилĕпеле сысна йăхне! Чее те^сĕмсĕр маипалан Эс кĕтĕн пирĕн çĕр çине.
Ылхан сана, виç хут ылхан,
Çĕлен-калта йăхне-тĕпне!
Пĕр систермесĕр йăвунтан
Эс тăсрăн вилĕм сăннине.
Ылхан сана, çич хут ылхан,
Тĕнчен хура вăр-хурахне!
Ăмсаннă имĕш тахçантан
Эс пирĕн халăх пурлăхне.
Ылхан сана, çĕр хут ылхан,
Ал тăснăшăн хĕвел çине!
Хăртасшăн пулнă-мĕн, шуйттан,
Эс пирĕн халăх телейне.
Ылхан сана, пин хут ылхан,
Аркатнăшăн хуласене!
Çак çут тĕнче ниçта нихçан
Сана ан илтĕр ытамне.
Ирсĕр вăрă-хурахсене — фашистсене Ивник чи хаяр, чи вĕри ылхан чĕлхипе ылханать; çав ылхан кашни йĕрке, кашни строфа хыççăн ӳснĕçемĕн ӳссе пырать. Ивникăн ылханĕ çак йĕркесемпе вĕçленет:
Çĕр çĕклейми ылхан сана,
Пур ĕмĕр-ĕмĕр тăршшĕне:
Аçа-кикен те тăпруна
Шăтса ан палăрттăр санне!
Халăх ывăлĕ çеç, халăх шухăш-кăмăлне, унăн ĕмĕтне, хуйхи-суйхине пĕлсе тăракан çын çеç çакăн пек вăйлă сăвă çырма пултарнă.
Стихван Шавлы вăрçă кунĕсенче «Йыхрав» сăвă кĕнеки кăларчĕ. Поэт кунта пирĕн авалхи паттăр кунçул еннелле çаврăнса пăхать. 1812 çулхи Отечественнăй варçă паттăрĕсене, вырăс салтакĕн ĕçĕсене сăнласа кăтартать, тискер тăшмансене — фашистсене хаяррăн питлет. Кун хыççăн поэт çĕнĕ сăвă кĕнеки хатĕрлесе пичете пачĕ. Анчах Шавлы хăйĕн хăшпĕр сăввисенче «философи еннелле» туртăнса кайни унăн чĕлхине ăнланмаллах мар туса хурать. Шавлы поэта вулаканпа уçăмлăн калаçни çитмест. Çавна вăл хăй те туйма пуçларĕ пулас. Юлашки вăхăтра сăввисене чылай уçăмлăрах çырчĕ. Уйрăмах çакă вăл вырăс былинисене чăвашла куçарнинче лайăх палăрать.
Шавлы вырăс халăхĕн аваллăх юррисене йĕркерен йĕркене пăхăнса мар, сăвăç чунĕпе, ирĕклĕрех, анчах былинăсен шухăшĕсемпе сюжечĕсене пăсмасăр, ăнланмалла куçарнă. Куçаруçă чăваш халăхĕн сăмах çаврăнăшĕсемпе, халăх пултарулăхĕн пуян майĕсемпе пĕлсе усă курать. Нимĕç вăрă-хурахĕсене хирĕç хаяр вăрçă пынă кунсенче вырăс богатырĕсем çинчен хывнă аваллах юррисене чăвашла куçарни усăллă ĕç пулчĕ.
Пирĕн воинсем тискер тăшманпа çапăçнă чухпе халапсенчи паттăрсене те асра тытнă. Вĕсене çапăçу хирĕнче вырăс богатырĕсем — Илья Муромец, Святогор, Добрыня, Алеша Попович сăнарĕсем хавхалантарнă.
Яланах тӳрĕ кăмăллă та таса ĕмĕтлĕ богатырь Добрыня Никитич юнлă çапăçу хирне тухса кайнă чухне тăван амăшне çапла калать:
Епле каям мар-ха юнлă хирелле,
Епле çăлам мар-ха тăван çынсене,
Епле тăрам мар-ха тĕнчешĕн çапăçма.
Çутă куншăн, ырă куншăн çапăçма!
Хурт-тăшман асать, урать унта,
Вăл пусать, касать, çакать унта.
Пулăшма каяп тăвансене,
Çĕнтерме каяп тăшмансене!
Çак сăмахсем вĕсем пирĕн паттăрсем ирсĕр фашистсене-çынçиенсене пĕтерсе тăкма Тăван çĕршыв-аннемĕр умĕнче тупа туса каланă сăмахсем пекех илтĕнеççĕ.
Аваллăх юррисенчи паттăрсем Киев çĕрĕнче пурăннă, кĕрешнĕ, Киев çĕрне хӳтĕленĕ. Çак Аслă вăрçăра вырăс хулисен аслă ашшĕне — Киева нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларакан паттăрсен чĕрисенче пирĕн авалхи богатырьсен юнĕ те вĕресе тăнă.
Писателĕн пурнăçри «вак-тĕвексене» те асăрхама пĕлмелле, пурнăçа пур еичен те çутатса пама пултармалла. Кашни писатель хăйен кăмăлне кура, хăй майлă ĕçлет. Хветĕр Уяр, вăрçăри «рядовой çынсем», «палăрман паттăрсем» çинчен çырса, «Çулсем-йĕрсем» ятлă калавсен кĕнеки кăларчĕ. Писатель çав «палăрман çынсен» чĕрисем вăрçă хирĕнче тăшмана хаяррăн курайманнипе çулăмланса паттăрланнине кăтартать. Форма тĕлĕшĕнчен илсен, Уяр калавĕсем прозăри примитивизма ăнăçлă пĕтерсе пынин тĕслĕхне кăтартса параççĕ. Чăн та, Уярăн тепĕр чухне пĕр-пĕр эффектлă деталь илĕртсе каяссинчен сыхланмалла. Деталь писательшĕн тĕллев мар, çыннăн сăн-сăпачĕпе шухăш-кăмăлне кăтартса памалли май кăна пулма пултарать.
Çапла эпир, ылмашуллăн тенĕ пек, прозаиксемпе поэтсен ĕçĕсене пăхса тухрăмăр. Поэзи пирĕн, пур енĕпе илсен те, литературăн чи вăйлăрах пайĕ пулса тăрать. Анчах, çакăнпа пĕрлех, проза та, ерипен те пулин, малалла аталанса пыни курăнать. Прозаиксен примитивизма пĕтерессишĕн, пирĕн вăхăтри геройăн сăнарĕпе шухăш-кăмăлне уçăмлăрах та тарăнрах кăтартса парассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Пирĕн хамăр аслă самана çинчен анлă произведенисем çырас пулать.
Çакна ăна уйрăмах драматурги пирки каламалла. Чăваш театрĕн сцени çинче эпир çĕнĕ пьесăсем питех те сайра куратпăр. «Айтарпа» «Нарспи» темле лайăх пулсан та, халăх çĕннине ыйтать. Çĕнни вăрçă вăхăтĕнче Айзманăн «Лиза Короткова» пьеси кăна пулчĕ. «Айтара» куракансем П. Н. Осиповран паянхи кун çинчен те çавăн пекех вăйлă драма çырасса кĕтеççĕ. Халăх кĕтнипе драматург тӳрре кăларĕ тесе шанас килет.
«Анисса» хыççăн А. Кăлкан драматургăнне татах та пахарах пьесăсем курас кăмăл пурччĕ. Анчах «Иван Калмыков» пьеса пирĕн кăмăла çырлахтараймарĕ. Чăн та, Кăлкан Шекспирăп «Отелло» трагедине чăвашла куçарса пысăк ĕç турĕ.
Этемлĕх халиччен курман хаяр вăрçă пынă вăхатра, фашистла хурахсем пирĕн ĕмĕртен пухса пынă культура пуянлахĕсене çаратса-аркатса пынă кунсенче акăлчансен авалхи драматургĕн чаплă трагедине чăвашла куçарса чăваш сцени çинче лартни тĕнче культурин еткерлĕхне йышăнакансем, ăна малалла аталантарса пыраканнисем эпир — совет çыннисем пулнине кăтартса пачĕ. Анчах çакă вăл пире хамăрăн ĕçĕмĕрсемпе лăпланса, мухтанса ларма мар, ку чухнехи литературăпа искусствăна малалла аталантарса пырассишĕн татах та ытларах вăй хурса ĕçлеме хушать.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...