Тахçанхи пĕр çăварни
Тахçанхи асаннесем,
эсĕр — пирĕн лириксем
(арсенчен ирттернĕ пулĕ!);
сирĕн ĕнчĕ пек куççулĕ
юрăра хальччен янрать,
ĕмĕр витĕр курăнать,
пур — хаваслă кулă та,
шухăлăх та пур унта!
Вунă ылтăн сăмахпа
тантăша-туса мухтанă,
вăтăр ĕнчĕ-ахахпа
эрешленĕ те чысланă
аçăра та аннĕре,
вăрмана та уй-хире!
Хăш-пĕр сăвăç пек, хăюсăр
аптраса эсир тăман:
«чун» тесен, танлаштарусăр,
«чун» тесех, вĕри чунтан
чун юрри эсир янратнă!
«Çĕнĕлĕхпе» те анратнă,
кисрентернĕ ăссене!
Хăш-пĕр чăрсăр хĕрсене
кив сăнар çырлахтарман-тăр,
генилĕх канма паман-тăр
(хăть пĕлмен те вăл мĕнне):
хăй ĕçне, япалине
çĕнĕлле курса ахлаттăр,
çĕнĕ сăнарпа мухтатăр
пĕлĕш, тантăш, тус-тăван!
«Ак çăварние тухсан
çĕнĕ юрă янратап-ха», —
тенĕ пирĕн пĕр-пĕр Сафо,
тен, вун пиллĕкри пике!
Тен, пулман кун пекки те —
хăй сисмесĕр, хăй туймасăр,
чунĕпе тек чăтаймасăр,
«йĕрсе юрласа ярса»,
тусĕн çуйнне курса
тем асилнĕ, тем сĕмленнĕ,
«Ах, пĕремĕк пек-çке», —
тенĕ çавă çутă çунана!
Янăратнă таврана:
«Çунисем те çуна пек-çке,
шур пĕремĕк арчи пек-çке!»
(Ай çапла кăна та мар,
танлаштарнă пит хастар:
«Вĕлтĕр çулçă эс, çунаçăм,
çул çинчи мерчен çырлаçăм!»)
Кам эс пулнă, турпикем,
хĕр ачам та асаннем?..
Янăранă шăнкăравĕ,
аякра — тус-тантăш шавĕ,
тăманра ак — сар çуни,
хăйпелех-ха — «тур çырни»;
юрĕ çаврăннă, вĕркенĕ,
хĕрĕ — тăлăпне пĕркеннĕ,
ялĕ — юлнă тĕтрере,
юрă — юлнă ĕмĕре.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...