Durak


Эккемей, тетчĕ аслашшĕ. Тарăхсан. Халь, акă, Палюк черечĕ. Çав териех айван мар вăл! Иккĕрен пĕрне суйласа илме пĕлет. Пурнăç суйласа илет вăл, тулли пурнăç! Ан тив, хальлĕхе ахаль çеç пурнăç пулин, анчах пĕрех пур-нăç! Çав пурнăçшăн тунсăхласа çитнĕ ӳт-пӳ те, ăс-тăн та епле хавасланса çĕкленсе кайнă паян! Пурнăç хăй пурăнма ыйтать Палюка, пу-рăн-ма!

Шухăш тĕшши тупăннăран çеç мар, пĕтĕмлетĕвĕ калама çук тарăн ăслă пекех туйăннăран хавхаланса кайнă Палюк пĕр вырăнтах транк та транк сиккелерĕ. Капла та йăрăс пӳллĕскер, пилешĕн çӳлерехри çупкамĕсене те çăмăллăнах аллипе çапкаласа илме пултарчĕ. Хăй юратакан волейбол вăййинче тупăна çапнă евĕр, анчах ачашшăн çеç.

Пĕрех пилеш шăрçисем шапăрах тăкăнчĕç. Шухăш вĕлтлетрĕ: ку тăхăмсем кунта шăтас çук. Хĕрлĕ-хăмăр çулçăсем хушшинчен пуçтарса вĕсене таçти ирĕк уçланка сапас килсе кайрĕ.

Рахмул хамăра та тăхăм тетчĕ... Чăннипе те, ăçта çухалнă вара кăçал Рахмул?

Каллех чĕлхе çинех килнĕ Рахмул сăнарне пуçран сирес тесех, Палюк вырăнтан тапса сикрĕ, троллейбус чарăнăвне çитсе тăнине сиссе те юлмарĕ. Анчах Рахмул асран тухмарĕ.

Чарăну турккăлла durak пулать тетчĕ Рахмул. Кулса вилмелле! Турккăсемпе тăванлă пулсан та, тăр, тăр-ха текен чăвашах чарăнăва тăрак темест. Тӳрех икчĕлхелĕх çĕнтерет: остановка. Durak вара çав çĕнтерекен чĕлхепе ухмах тени.

Чарăнăва Палюк туххăмрах çитрĕ пулин те, троллейбуссем унпа пĕр шутлах мар иккен. Ирĕксĕрех шухăш филологи таврах явăнчĕ.

Темĕн те пĕлекен Рахмул пиншер çул уйрăлса пурăнакан тăванла халăхсен чĕлхисенчи çавăн пек кулăшла е парадоксла темĕн чуль тĕслĕх илсе кăтартатчĕ: bardak — курка, tabak — тирĕк, huy — характер. Уру та теме пулать... Тăванла халăхсен чĕлхисем пĕр, çакна пĕлменни хамăр айванлăха çеç пĕлтерет тетчĕ. Уйрăмлăхĕсем вара пĕрпеклĕхсенчен темиçе хут сахал имĕш.

Юрататчĕ çав Рахмул юнпа тăванлăха. Палюк шучĕпе вара, пиншер çул хушшинче мĕн тăванлăхĕ юлтăр унта? Анчах Рахмула хирĕçлеме хал çитереймен.

Халь вара Рахмул çук. Ку аван та. Рахмул çамрăксен пуçне минретет. Мĕншĕн минретет — никам та пĕлмест. Те ырра, те усала — кам калĕ? Тем тесен те, Рахмул пурнăçа пăсать. Камăн вара хăй пурнăçне хăй аллипе пăсас килтĕр?

Çитет! Çитет! Çитет!

Çапла татăклă шухăша маршруткă татрĕ. Троллейбуса кĕтсе илме пулмарĕ. Ялан çапла. Студентшăн тăкаклăрах пулсан та, маршруткăпах каяс пулать ĕнтĕ.

Кайма ытла инçе те каймалла мар — Шупашкар вăл пысăк ял кăна. Пĕрех студентсем çуран çӳремеççĕ. Паллах, тĕп урапа — троллейбус, анчах васканă чухне маршруткă та каять.

Рахмула пулах, Палюкпа юлташĕсем çак урапана тултармăш теме юратаççĕ. Хайхи турккăлла dolmuş пулать имĕш. Тулмăш, тултармăш.

Ытти чухне тултармăш хăй ятне тӳрре кăлараканччĕ — халăх чыхăнмаллипех чыхăнса тулать, пыран вара ыйту палли пек хутланса, тӳрленсе тăма маччи лутра. Хальхинче тултармăша Палюк ларма та пĕчченех ларчĕ, шалта та пĕр-ик вырăн пушă.

Ларнă чухнех куç хӳрипех асăрхарĕ-ха Палюк — урапаçи палланăскер. Çуркунне Рахмулсемпе шăпах унпа хирĕçнĕччĕ. Тăван чĕлхе ыйтăвĕпех. Яшсен хулара-мĕнре темшĕн те хирĕçесси пулать-тĕр, анчах Рахмул ушкăнĕ урăхла сăлтавсемпе урлă пулнине астумасть Палюк.

Çак урапаçăпа хирĕçӳре милици-таврашнех çитмен те, çапах та самаях хивре янрашнăччĕ. Урапаçăсем вĕсем такампа та çыхланса пĕтнĕ, вĕсене хуçма йывăр, ăнлавĕсем вара тупăшран мала мар.

Урапаçăпа тӳрремĕн калаçас мар тесе, Палюк ун-кун пăхкаларĕ — укçа паракан çук. Маларах ларнисем тӳлесе хунă ĕнтĕ, кунта Палюк пĕчченех ларчĕ. Çитменнине, вак укçа та çук — çĕрлĕххи çеç.

Хăш-пĕр хуласенче урапаран анса юлнă чух çеç укçа тӳлеççĕ теççĕ. Ун пек пулсан Палюка меллĕрех пулатчĕ те, мĕн тăвăн... Ыйткалакана ялан çил хирĕç. Шухă пуçăн яваплăх пысăк.

Халĕ тата хирĕçӳ кăларас мар тесе, Палюк ятарласах тăрăшрĕ:

— Один билет.

Ма васкарĕ? Пуç тавра тата каллĕ-маллĕ çавăрттармаллаччĕ çав! Палюк çĕр тенкĕлĕх укçине пĕр сăмах та каламасăрах тăсса пама пултарнă-çке-ха. Чарăнура Палюк пĕчченех ларнине урапаçă та асăрханах ĕнтĕ, куçĕсем куларах йăлтăртатса илнĕн туйăннăччĕ.

Анчах ним тума та çук. Çăварти тухса тарнă, çерçи пулсан та тытаймăн.

Урапаçă вара çакна çех кĕтнĕ тейĕн! Куллине пытарайми хавасланса кайрĕ. Тупăш паракан пассажир тупăннипе çапла тараватланса кайрĕ тесе те шутлама май пурччĕ айккинчен пăхсан, анчах иккĕшĕ çеç пĕлекен сăлтава аса илнипе, çак кулă Палюка пĕр шăнтса ячĕ, тепре чăм шыва ӳкерчĕ. Сăлтавсăр мар çав:

— Вот, так и надо! А то петушиться вздумали...

Урапаçă Палюка лайăхах палласа юлнă иккен...

Пичĕ, хăлхи, мăйĕ çеç мар, симĕс-хăмăр куçĕ те, хура çӳçĕ те юнпа тулса хĕрелсе кайнине туйса тăракан каччă хирĕç тем чĕнесшĕнччĕ — чĕнеймерĕ. Çăварĕ уçăлмарĕ, чĕлхи çаврăнмарĕ.

Пĕр авăкран чĕм кĕчĕ те, Палюк шухăшне улăштарма хăват çитерчĕ: чĕнмелле мар. Чĕн-мел-ле мар! Чĕннин мĕн усси? Ахаль те шуйхатнă кăмăла тата та шуйхатни çех.

Хăйне çапла лăплантарма пултарни Палюка савăнтарса ячĕ. Пит-куçĕнчи юн каялла тапса чакнине туйсах тăчĕ вăл. Çавăнпа пушă вырăна мĕскĕнле мар, мăнаçлăнах кайса ларчĕ.

Канлĕн вырнаçса ларчĕ те хăйĕн халь ĕнтĕ тĕрĕслесех пăхнă татăклă шухăшне тепре никĕслерĕ: чĕнмелле мар! Чĕн-мел-ле мар! Вара, паянхи пек, пурте йĕркеллĕ пулать!

Кам калама пултарать паян Палюк намăс курнă тесе? Пушшех те, паян Палюк — çĕнтернĕ. Çар майĕпе каласан, хирĕçӳ кăларас мар тесе, чее тактикăпа усă курнă. Апла та тепĕр енĕ чăркăшмалли май шыраса тупсан, шыв сыпнă. Çапла майпа, хирĕçӳ тухман. Кăмăла пăсман.

Чĕнмелле мар! Вара пурте йĕркеллĕ пулать!

Татăклă шухăшпа пурăнма çăмăл. Малашне çапла пулать те.

Çак пемессерен тĕл лектермелли татăклă шухăш патне пырса тухма мехел çитернĕрен, паçăр пĕрех кăштах пусăрăнма пуçланă кăмăл татах юсанчĕ. Чӳречере вĕлтлетекен кĕр илемĕ те каллех чуна ăшăтасшăн пек. Рахмул çухални пач та аса килмерĕ. Ун вырăнне, сăпкалла савăнтарса, пулас хитре пурнăç ӳкерчĕкĕсем куç умĕнче кино пек черетленме пуçларĕç. Таврара епле пурте кăмăллă, пурте ятуллă, пурте япшар: акă, Палюк авланать, акă, пӳрт тулли ача-пăча, акă, унăн чĕвĕлти чĕкеç пек ывăлĕ-хĕрĕ амăш кĕпи аркине турткалать: «мамă...» Палюк мăшăрне хытă юратать, çавăнпа айван чăваш ачипчи ăна «муму» тесе каласа ярасран чунĕ çук.

— Ак сире! — хăмсарать вăл аллинчи пилеш сапаккипе.

Пилеш тăхăмĕсем урайне ӳксе тĕнчене кисретмелле пат! та пат! сирпĕнеççĕ...

Çав хаяр сасран куçне уçса ячĕ те Палюк, хăй чарăнăвĕнчен иртсе кайма пуçланипе шуйханса, хыттăнах кăшкăрса ячĕ:

— Республика майтанĕ! Тăратăр кунта!.. Ку ман чарăну! Пĕлессĕр килсен, турккăлла — durak...

Палюкăн юлашки сăмахĕсене урапа сасартăк чарак лартса чарăннипе шуйханса кайнă халăх та, урапаçă та пач та ăнланмарĕç.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: