Çавал хăви
Çур çилĕ анчĕ Çавала.
Хĕпĕртесе хум сиккелерĕ.
Туту сан хушрĕ: хăвала;
Куçу: çитсен чуптăвăн, терĕ.
Епле манатăн çав куна?
Хĕррисĕр-вĕçсĕр çут инçет.
Вăрман вăранчĕ.
Çĕр пиçет.
Мĕн чухлĕ пурнăç!
Сав кăна.
Чĕре сиксе илет кăртах:
Тĕнче тулли хĕвел çути,
Шыв сарăлать таçта çити,
Ейӳ пек туйăм кăкăрта
Çĕн кĕвĕсем хыва-хыва
Сип-симĕс тум уртать хăва.
Çӳл тӳпере юрлать тăри:
Юратăр-и...
Юратăр-и...
Çыран хĕрне эпир тухатпăр.
Калас сăмахăм хĕсĕнет.
Вунсаккăрти именчĕк тапхăр
Хумхантарать чĕресене.
Вара эс çамрăк хăвалла
Пӳне хускатрăн та, чиперрĕн
Туту каларĕ: хăвала,
Куçу: çитсен чуптăвăн, терĕ.
Малтан-мала!
Таратăн çивĕч
Шыв хĕррипе, сăрт çумĕнчен.
Хăлат çуначĕ пек ик çивĕч
Вĕçсе пырать куç умĕнче.
Пĕр-икĕ утăм çеç кайра
Чупатăп эпĕ пур вăйран.
Халех çитес!
Умри телей,
Тен, урăх тухмĕ ман тĕле.
Хал пачĕ мар-и туйăм — çитрĕм.
Халь-халь тытаттăмччĕ хĕре.
Ура шуçса, сасартăк ӳкрĕм
Сиемесĕр пылчăклă çĕре.
Чупса пырса хулран çĕклерĕн,
Каларăн шăппăн: ан хурлан.
Хăш чух ура шуçать вăл, терĕн,
Кăвар кăлартăн тутаран.
...Шуçса ӳкĕĕн, мана тăратрăн,
Тарса каймарăн ман çумран.
Анчах эс мĕншĕн ал тăсмарăн
Ӳксессĕн эп кунçулăмра?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...