«Ухмах Йăван»
Етĕрне хулинче пĕрлешрĕмĕр çак Йăванпа. Пĕрне пĕри куçпа пăхса илнипех туслашрăмăр унпа.
— Хваттере пĕр çĕре лекесчĕ, — ман çумма пырса сăмах хушрĕ хампала пĕрле приема пынă пĕр вăр-вар ача кантур çурчĕ умĕнче.
— Ман хамăр ялсем пур.
— Миçен?
— Вунтăваттăн.
— Апла пулсан, сирĕнпе лекесчĕ. Хамăр ялтан эпĕ пĕчченех.
Йышăнтăмăр çак палламан юлташа хамăрпа пĕрле. Уттартăмăр хваттере пĕрле çывăрма.
Майăн 18-мĕшĕ. Каçхине юр çурĕ. Çанталăк сивĕтрĕ, тухма-кĕме çук. Йĕрӳ те, шăл шатăртаттару та пирĕнпе пĕрлех.
— Куна кăна мар-ха, кунтан çĕр хут, пин хут йывăррине курмалла пулĕ. Ахаль мар çынсем алăсăр-урасăр таврăнаççĕ. Пуçа хулхушшине хĕстерсе те таврăнмалла пулĕ-ха.
Çак сăмахсемпе пуçласа ячĕ хăйĕн халапне сайхах тăрринче, утă çинче выртнă çĕрте пирĕнпе хутшăннă ют ача.
Сивĕ. Ниепле те çывăрса кайма çук. Кĕске сăхмана пуç çинелле туртса витĕнсен — урасем юлаççĕ юçланка, урасем çнне витсен— пуç сивĕре. Шăнать çамка та.
— Çывăратăр-и? — тесе ыйтать ют ача.
Хăшĕсем чĕнеççĕ — çывăрман. Теприсем чĕнмеççĕ — çывăрнă. Татти-сыпписĕр çапать халапа палламан ача. Авалтан илсе, хальхине çитиччен паллаштарчĕ салтак пурнаçĕпе.
— Çаксене аса илсен, нимĕн тусан та каяссăм килмест вара манăн салтака, — хăйĕн пиччĕшне салтакра туяпа ăшалантарнине каласа тата шаларах кĕрсе выртрĕ утă ăшнелле хайхи.
Хамăр ялсем эпир вунтăваттăн. Палламан ачапа вунпиллĕкĕн. Ирхине тăрсан пурте «чирлерĕмĕр». «Каймастпăр салтака», — тетпĕр.
Йышăну пуçланчĕ. Прием çурчĕ умĕнче тĕксе сирĕлми халăх. Темиçе вулăсран. Палламан ача уйрăлчĕ пирĕнтен. Çухатрăмăр.
— Çавăнта пĕр ухмах пур! Темĕн те пĕр кăтартать!
— Айтăр кайса куратпăр.
Тĕлĕнсе, хытсах кайрăмăр эпир, хамăр ялсем. «Ухмах» пирĕнпе утă çинче пĕрле çывăрнă ача иккен.
— Мĕн пулчĕ сана? — васкаса çывхартăм вăл ларнă çĕрелле.
— Хам пĕлетĕп! — вăрттăн куçне хĕссе илчĕ çав мана хирĕç.
Комиссине пирĕнтен малтан кĕмелле пулчĕ унăн. Юрласа кĕчĕ прием çуртне. Пур халăх кулса юлчĕ ку çынтан.
— Ан йăсла!
— Ан йăсла мар, Йăван ятлă! — тавлашăва кĕрсе кайрĕ салтакпа пирĕн палламан ача.
«Ку ухмаха та илсен салтака...» — тĕлĕнсе юлчĕç ăна пăртак та пĕлмен çамрăк ачасем.
Прием пуртĕнчен тухмарĕ çаврăнса каялла. «Ăна та илчĕç», — тĕлĕнчĕç çынсем тепĕр хут.
Каçалла çывăх эпир те кĕтĕмĕр комиссине. Пĕри юлчĕ хăтăлса. Кайрăмăр эпĕр — хамăр ялсем вунвиççĕн.
Кантур килкартинче темĕн чухлĕ шырарăм паллашнă ачана. Анчах курăнмарĕ ниçта та. Çухалнă. Çук.
Ĕнерхи ухмах писарĕнне шинельне тăхăнса тухса тарнă. Вăт шулĕк! — терĕç тепĕр ирхине тĕрĕсленĕ чух.
Салтак пулса тухса кайнă иккен вăл кантур хапхиичен. Салтак-тăк салтак! Карттуспа. Шинельпе. Никам та чарман.
* * *
Питĕ те киревсĕрччĕ пирĕн рота командирĕ. Пĕлсен те хĕнетчĕ. Пĕлмесен те хĕнетчĕ. Ирхине пуринчен малтан пирĕн рота тухатчĕ вăййа. Кая та юлаттăмăр эпĕрех. Питĕ те ĕшентеретчĕ.
— Кай штаба. Ротнăй чĕнет! — пырса вăратрĕ мана кăнтăрлах ыйхăран хамăн юлташ.
Тăрса чупрăм штаб патнелле.
— Пиçиххине çых, тăмпай! — чарса пиçиххине çыхтарчĕ юлташ.
Штаб тулли офицерсем. Ют ротăсенчен те пынă. Етĕрнере паллашнă юлташ тăрать вĕсен варринче.
— Женат? — ыйтать рота командирĕ.
— Шенат! — ответлет юлташ.
— Ребята естъ?
— Репет есть.
— Сколько?
— Сколько.
— Пять?
— Петь.
— Десять?
— Теçĕт.
Мĕн ыйтнă, çавăнпа тавăрать юлташ. Мăч! хупса илет сулахай куçне ман енне. Сисрĕмĕр пĕр-пĕрне. Ăнлантăмăр мĕн кирлине.
— Калаç-ха çак ухмахпа. Авланнă-и вăл? Ачисем пур-и? — хушрĕ мана рота командирĕ.
— Тытса пăчăртарĕç мана. Юлашки шалунпа илсе килчĕç, — тесе пуçларĕ юлташ манпа калаçма.
— Мĕн «шалун» асăнать вăл? — ыйтрĕ манран ротнăй.
— Ачасем пур. Питĕ те аташаççĕ — шалуны, тет вăл, — ответлерĕм ротнăя.
— Дурак, а ребят имеет, — хĕрхеннĕ пек пулчĕ юлташа ротнăй.
«Ухмах Йăван» тесе чĕнетчĕç ку юлташа хамăр ротăра ротипех.
Ман çума вырттарчĕç ку «Ухмах Йăвана». Çавна пулăшма, вĕрентме хушрĕç мана вăй çитнĕ таран.
Питĕ туслă пурăнса кайрăмăр эпĕр ку юлташпа. Пирĕн чăваш ачисем те лайăх пĕлетчĕç ăна. Вырăссем те пĕлетчĕç. Анчах пирĕн чухлех мар.
Такамшăн та ухмахăн туйăнатчĕ ку Йăван. Анчах пурне те чакалатчĕ вăл айран.
Пĕр ирхине ротăра пурин те атăсем çутă мар пулнă. Тепĕр хут тасаттарчĕç. Пирĕн Йăван тухаймарĕ ыттисемпе пĕрле.
— Иванов ăçта? — пăхса илчĕ ротнăй.
— Кунта! — мĕшĕлтетсе тухать казармăран. Аттисене сылтăммине сулахая, сулахайне сылтăма тăхăннă. Ĕне вараланчăкки çине пуснă пĕр урипе. Пĕтĕмпех вараланчăк! Хăй винтовкине йăтнă, хулпуççи çине хуман.
— Чиксе пăрахĕ ку ухмах, — пăшăлтатса илчĕ ротнăй пирĕн взвод командирĕпе. Унтан сасартăк:
— На плечо-о! — команда пачĕ Йăвана. Лешĕ «чо-о!» тесе кăшкăрчĕ.
Шач! пырса çупрĕ питĕнчен Йăвана рота командирĕ.
Лач! пăрахрĕ Йăван винтовкăна ротнăй çинелле.
Шапăрах анчĕ ротнăйăн сăмсаран вĕри юн.
Çавăнтан кайран винтовка памарĕç Йăван аллине. Тивмерĕ ăна урăх ротнăй çупки те.
— Хăтăлтăм аранах, — хĕпĕртерĕ Йăван çакăн хыçĕнчен.
Анчах казармăра дневальнăйра тăрататчĕç Йăвана. Пĕрре ăна кутамккине йăтайми чул чиктерсе кăларса тăратнă казарма айккине. Ачасем те курнă вăл мĕнле тăнине. Хам та курнă. Лайăх тăратчĕ.
— Ухмах Йăвана тытса кайнă.
— Чулпа персе ротнăй йыттине уксах тунă.
— Персе вĕлермелле тет ăна.
Кĕрлеççĕ кăнтăрлахи ыйхăран вăраннă салтаксем. Хăшĕ ахăраççĕ. Пĕрисем кулянаççĕ. Теприсем макăраççĕ.
Йăван рота командирĕн йыттине чулпа персе хытах амантнă. Çавăнна ăна эпĕр тăриччен тытса кайнă. Эпир вăраннă çĕре Йăван çук.
Рота пĕтĕмпех лăпланчĕ. Йăван çинчен асăнаççĕ. Вĕреннĕччĕ ăна пурте. «Ухмах пулса та» вылятатчĕ. Пĕтĕм савăк паратчĕ.
— Йăван килчĕ!
— Йăван!
Хăйсен тăванне кĕтсе илнĕ пек йышăнчĕç салтаксем Йăвана. Вăл виçĕ талăкран таврăнчĕ.
— Татах хăтăлаймарăм ку шуйттан службинчен. Вăрçа кайсан хамăр тăванпа хирĕç тăрса вăрçас пулать вĕт. Перес пулать ăна. Вĕлерес пулать. Мĕн тухать пире? Эх, пĕлсе çитереймен халь эпĕр!.. — чылайччен пăшăлтатса калаçса выртрĕ Йăван таврăннă каçхине манпала.
Чăвашсем эпĕр яланах уйрăм пухăнса лараттăмăр. Яланах Йăван вăрçă çинчен, ун тискерлĕхĕ пирки каласа паратчĕ. Чăваш ачисем ăна юратакан, пăхăнакан пулчĕç. Çакна вырăссем те сисрĕç.
Тепĕр куннех пире присяга партарчĕç.
— А ты, осел! — пырса тăчĕ манпала юнашар тăракан Йăван умне полк командирĕ.
Эпĕ те, никам та асăрхайман: Йăван карттусне каялла çавăрса лартнă пулнă.
— Почему так? — тесе ыйтрĕ полк командирĕ.
— Жарко! — таса вырăс чĕлхипе тавăрçа пачĕ Йăван.
— Он дур... «Вăл ухмах» — тесе каласшăнчĕ взвод командирĕ.
Анчах «Ухмах Йăван» вырăс чĕлхипе «жарко» тенине илтсен, çиçĕмле кайса тăчĕ хăй вырăнне.
— Воевать не хочешь! — хăтăрма тăчĕ командир.
— Так точно, не хочу! — ответлерĕ Йăван пурте илтмелле.
Нимĕн те чĕнмерĕ командир. Уттарчĕ малалла. Юнаса хăварчĕ кăна нухайккапа Йăвана.
Парадран таврăнсанах, Йăван койккин икĕ енне икĕ салтак тăчĕç. Вырăн айĕнчен тупрĕç темĕнле кĕнеке. Йăвана каллех тытса кайрĕç. Йăван çук. Кулянтăмăр Йăваншăн. Анчах нимĕн тума та çук.
— «Ухмах Йăван» ухмах пулман. Вăл учитель пулнă. Вĕреннĕ çын. Кунти студентсемпе çыхăну тытса салтаксем хушшине кĕнекесем сарнă, — терĕç Йăван çинчен хăйне арестлесен.
Ку ĕç пулчĕ 1916-мĕш çулта, çу варринче, патша вăрçи вăхăтĕнче. Уйăрчĕç мана та çав вăхăтра хам юлташсенчен, ячĕç урăх çĕре, питĕ инçе, вутлă хире.
Йăван каймастчĕ манăн асăмран. Сайра кун иртетчĕ ăна асăнмасăр. Ăшрах тăратчĕ. Умрах вылятчĕ.
* * *
Виçĕ çултан куртăм Йăвана. Палларăм сасартăк ăна.
— Батальо-о-он, смирно-о-о! — команда пулчĕ вăл пырсан.
— Вольно, мой батальон! — терĕ пире старав туса Йăван.
Ун чухне ăна Йăван мар, Иванов командир тетчĕç. Хĕрлĕ Çарта ун чинне çав виçепе виçетчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...