Микуль мучи
Микуль мучипе Сопрапи пичче çĕр валеçнĕ çĕрте, уйра хĕремесленсех ятлаçрĕç. Пĕр-пĕрне каламан сăмах хăвармарĕç.
— Каптăрканă карчăкушăн та çĕр илсе юласшăн. Вилес пулать унăн, — терĕ юлашкинчен Сопрани.
— Ху тата аçу кинĕпе пурăнса ачасем çăвăрласа тултартăн, — терĕ Сопранине Микуль мучи.
— Эсĕ мана ма намăслантаран халăх çинчех. Сута парсан — тыткалăп. Халăх, пул свидетель.
Микульпа Сопрани ятлаçни кулăшла пек туйăнчĕ халăха. Халăх ахăлтатса кулса ячĕ.
— Аçу кинĕпе пурăнмасан, кам кинĕпе пурăнан тата эсĕ? Сан арăму аçун кинĕ пулать ĕнтĕ вăл, — терĕ хура Йăван Карачăмĕ Сопранине.
Ку вăхăтра Микуль мучи уйăрăлса уттарчĕ килелле. Анчах Сопрани суда парасран хăратех ун чĕри; пусас мар урана урăх çĕре пустарать.
— Хурах, Микуль мучи! — тенĕ сасă илтĕнчĕ таçтан.
Ним çаврăнса пăхмасăр вĕçтерчĕ Микуль мучи малалла. Сопрани хăвалать терĕ пулмалла. Шăп çитсе тухрĕ çырма пуçне, курăнах кайрĕ ун куçне пĕр хĕрарăмпа арçын. Ни малалла, ни каялла. Мĕнле куçа хупмалла?
— Хурах, Микуль мучи! Тархасшăн, çăл! — тесе кăшкăрчĕ хĕрарăмĕ.
Арçын мулкач пек вĕçтерчĕ çырма тăрăх анаталла. Микуль мучи те пăхкаларĕ унталла та кунталла. Вашкăртрĕ вăл та ялалла.
Палларĕ вăл Санюка, унпа пĕрле Ванюка, Çирĕп тытрĕ сăмаха, хăй ăшĕнче сыхласа. Каламарĕ карчăкне: мĕн-мĕн пулса иртнине. Анчах кайран чăтаймарĕ, пĕр каçхине каларĕ.
— Ку сăмаха, ачам, никама та ан калах. Сăмах сарăлсан, Санюкне лайăх мар, — терĕ карчăкĕ.
* * *
— Сан ытларикун суда каймалла, Микуль мучи, — тесе хут тыттарса хăварчĕ пĕр каçхине Ваççа исполнитель.
Микуль мучи аллинчи улми лачах турĕ сĕтел айне.
— Чăнах та пачĕ пулать ку суда, чĕр эсрел, — терĕ Микуль мучи, йывăç чашăк çннчен тепĕр улмине илсе шуратнă май.
— Мĕн хăтланса çӳренĕ вара эсĕ, ачам, ват пуçупа? — терĕ карчăкĕ тĕлĕнсе.
— Мĕн хăтланса... Нимех те мар. Вăл хăй мана: вилес патне çитнĕ карчăкушăн та çĕр илетĕн терĕ.
— Кам ара?
— Сопрани эсрелĕ.
— Çĕр çăттăр ун пуçне, ача чĕрисĕр юлтăр, — тесе хĕрес хурса илчĕ карчăкĕ тарăхнипе.
— Чăнах, хăй тапратать, хăй суда парать. Намăссăр!
— Судра хăйне хуптармалла туса хăвар, старик.
— Конешнă. Мĕн пире, ват çынсене, кураймасть вăл? — терĕ Микуль, карчăкĕн кăмăлне çавăрса.
* * *
Ытларикун. Суд кунĕ. Суд пӳртĕнче халăх туллиех.
— Эс, Микуль мучи, мĕн пулнине пĕтĕмпех каласа пар вара, — терĕ пĕр çамрăк хĕр Микуль патне пырса. Анчах çавăнтах, вĕлт çеç турĕ. Микуль мучи палласа юлаймарĕ.
— Кам арăмĕ пулчĕ ку? — терĕ мăкăртатса. Йĕри-тавра пăхкалать, анчах Сопрани курăнмасть.
— Микулай Микулайчă!
— Я! — терĕ Микуль мучи салтакла.
— Тула тух-ха эсĕ халь. Вара чĕнетпĕр, — терĕ суд секретарĕ.
«Сопранийĕ унта кĕрсе ларнă пулĕ-иç», терĕ хăй ăшĕнче Микуль мучи. — Эпĕ укçа парса тытнă ваккатне те вăл чӳкленĕ пулмалла. Халь те килмест. Пĕр така ахаль сая кайрĕ. Пĕтерчĕ ку Сопрани эсрелĕ», — тесе тарăхса ларать Микуль мучи.
Микуль мучи судра Сопрани айне пулас мар тесе, ваккат та тытнăччĕ пĕлтерĕвне илсен тепĕр куннех. Ваккатне укçа та, така та панăччĕ. Анчах паян ни ваккачĕ, ни Сопранийĕ курăнмасть. Çавăнпа та вăл суда шансах каймасть.
— Микулай Микулайчă! — тесе кăшкăрчĕç шалтан.
— Я. Эп паян ку суда тутармастăп. Ни Сопрани, ни ваккачĕ килмен, — терĕ Микуль мучи хăвăрт салтак рапорт панă пек. — Сакунне пĕлетĕп эпĕ: вĕсемсĕр суд тума юрамасть. Çук, çук. Памастăп. — терĕ каллех ватă Микуль, пуçне пăркаласа.
— Мĕнле Сопрани çинчен калатăн эсĕ?
— Ара мана суда пани çинчен.
— Сана вăл суда паман. Сана Александра Кириллова свидетеле чĕнтернĕ. Ун ĕçĕ çинчен мĕн пĕлетĕн эсĕ?
— Ара, пĕлетĕп пулĕ...
— Эсĕ курнă чухне мĕнлеччĕ вĕсем?
— Çапла пуль ара, çаплах пуль.
— Мĕнле çаплах пуль?
— Ара, эпĕ курман. Мĕн çинчен вăл?
— Ăна Лешкас каччи тапăннă.
— Тапăннă пуль ара, тапăннă пуль.
— Эсĕ курнă-и ăна?
— Курман.
— Тӳррине кала. Атту хăвна хупатпăр.
— Çапла пуль ара, çапла пуль, ывăлăмсем.
Судра ларакансем Микуль мучие мĕн тĕрлĕ пăркаламарĕç. Микуль мучи «арапа» «пульсăр» пуçне нимĕн те каламасть. Карчăкĕ пĕр каçне Санюк çинчен калама хушманччĕ вĕт-ха ăна. Çакă çĕмĕрет пулмалла ĕнтĕ ун пуçне.
— Эсĕ ун чухне унта пулнă-и?
— Пулнă пуль ара, пулнă пуль.
— Эсĕ курнă эппин.
— Курман, ывăлăмсем.
Суд сĕтелĕ хушшинче ларакансем темскер вăрттăн пăшăлтатса илчĕç.
— Сана, Микулай Микулайчă, суд аллине илмелле турăмăр судра суйнăшăн.
— Çапла пуль ара, çапла пуль.
— Çакăнти пукан çине килсе лар, милици умне.
— Ара паçăрах лармаллаччĕ. Ывăнтăм тăрса, ывăлăмсем! Спаççипах-ха сире, ывăлăмсем!
Суд сĕтелĕ пушанса юлчĕ. Суд канашлăва кĕчĕ. Микуль мучи милицирен вăраххăн:
— Мана кайма та юрать пуль? — тесе ыйтрĕ.
— Юрамасть, — терĕ милици пĕр сăмахпа.
— Çапла пуль ара, çапла пуль.
Суд приговор вуласа пачĕ.
— Сана судра тĕрĕс каламаншăн пĕр çул термере усрамалла турăмăр.
— Çапла пуль ара, çапла пуль.
— Айта, мучи, — терĕ милици.
* * *
— Кĕр çак алăкран, — терĕ милици тĕрме алăкĕ патне çитсен.
— Мĕншĕн ара?..
— Кĕр, кĕр, кĕр!
— Çапла пуль ара...
Микуль мучин куççулĕсем шăпăртатса анчĕç. Тутисем мăкăлтатса илчĕç.
— Каччи тарчĕ вăл çырма тăрăх анаталла, — терĕ юлашкинчен милицие, тĕрме алăкĕнчен кĕнĕ мух Микуль мучи.
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...