Хĕритун
— Инкек ку арăмпа. Хĕрарăм — хĕрарăмах ĕнтĕ вăл. Çавна та тавçăрса илмен: кам хушнă-ха ăна ку вăхăтра çăмăлланма?! Ку пылчăкра мĕнле каяс-ха ун патне? Нивушлĕ çавна та тавçăрса илме пĕлмест. Ах, тан права теççĕ тата ахаль чухне. Çăмăлланмалли вăхăт çитсен, пĕр виçĕ уйăх та пулин чăтма пултарайман япала, мĕн тан прави çинчен калаçмалли пур. Арçын ĕмĕр-ĕмер çăмăлланмасăр чăтма пултарать Хĕрарăм пур — патне çитсен пĕр виçĕ уйăх та чăтма пултараймасть. Ак сана тан права!
Шупашкарти учрежденинчен пĕринче ĕçлекен Хĕритун, ялти арăмĕнчен çыру илнĕ хыççăн, хăйĕн пĕчĕк пӳлĕмĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа вăрçса çӲрет. Чуспа сарнă урайĕ вăнкки-вăнкки авăнать. Сĕтел çинчи чернилĕ пыл сăра пек тăкăнать.
— Паччушки, Хĕритун! Мĕн пулнă ара сана? — тесе кăшкăрса ӳкрĕ Хĕритунăн хулари хура куçлă вăрăм еркĕнĕ, çав вăхăтра пӳлĕме пырса кĕрсе.
— Арăм çăмăлланас вăхăт çнтнĕ.
— Ара, мĕн ухмахланатăн эсĕ, Хĕритун? Ăçта-ха ман çăмăлланас вăхăт? Халь пилĕк уйăх тултарман вĕт.
— Санăн та çире пур-и?
— Тата эс кам çинчен?
Ку сăмахсем хыççăн Хĕритунăн чĕри хăрăк шанкă пекех шарт! хуçăлчĕ. Пĕр арăмĕ — халь çăмăлланать, тепри — хатĕрленсе тăрать. Пуçа ăçта кайса чикес? Ак тамаша!
Хулари еркĕнĕ Хĕритунпа пĕрле пурăнман. Ерçнĕ хушăра кирлĕ ĕçсемпе çеç пĕр-пĕрин патне çӲренĕ. Çавăнпа та хать те еркĕнĕ Хĕритун патĕнче нумаях лармарĕ, тухса уттарчĕ хăйен килнелле. Анчах чĕре сисет пуль çав — макăрсах тухса кайрĕ.
Арăмсем çинчен шутласа, Хĕритун çĕрĕпе çывăраймарĕ. Пурне те юратать, пĕрне те юратмасть. Ирхине кайăк ыйхипе çывăрса кайсан çеç, унăн хуйхи лăпланчĕ.
— Манăн киле кайса килмелле те, — тет пуçлăхĕ патне кĕрсе Хĕритун тепĕр ирхине.
— Каймастăн.
— Арăмăн кăмака йăтăнса анма тапратнă та.
— Арăму хăех юсать.
— Арăмăн йăтăнса анать çав.
— Ну, мĕн аптрамалли! Юсать хăй. Манăн та аннен йăтăнса анма тапратнă та, вара ман кăмака юсасшăнах киле каяс-и? Юсатăр хăй.
— Сан аннӳ миçе çулта?
— Çитмĕл тăваттăра.
— Хĕрарăм кăмаки 74 çула çитсен йăтăнмасть вара вăл.
Иккĕн икĕ кăмака çинчен пуплерĕç. Анчах пуçлăх Хĕритунăн юптаруллă сăмăхĕсене ăнкараймарĕ. Çавах та пулин тăватă кунлăха отпуска ячĕ.
* * *
Хĕритун тепĕр кунхи каçхине киле çитрĕ. Мăн хăлхаллă ула йытă хирĕç тухса тăчĕ: те хĕпĕртесе-савăнса — хӳрипеле сĕртĕнчĕ, унтан Хĕритун çине пăхса — йĕчĕ çын сассипе вăл. Хушка пуçлă турă лаши витеренех палларĕ — кĕçенсе илчĕ.
Урăх сасă пулмарĕ. Хĕритуна чысласа, арăм хирĕç тухмарĕ.
— Ху-ты, мур илесшĕ! Нивушлĕ килте çук?
Пӳрт алăкĕ тулалла, туртрĕ куна туртмаллах. Анчах хăнк та сикмерĕ. Пӳртрен никам та чĕнмерĕ.
— Уç-ха, карчăк. Çывăратăн-им?
— Кам унта?
— Ара, эпĕ, Хĕритун.
— Арăму аптраса çитнĕ. Кунта кĕме юрамасть. Пускилелле кайса ларăр-ха пăртак, — терĕ Хĕритуна кăтра пуçлă акушерка хирĕç тухса.
Усал тĕлĕк такама та хăратĕ. Вырăн çинчен тăнипе пĕрлех Хĕритун вашкăртрĕ кӳршĕрен килнелле.
— Пулмасть, вилетех пуль санăн арăму, халь те çăмăлланаймасть, — терĕ каллех акушерка хирĕç тухса.
— Ху-ты! Тен, пĕр виç уйăха чăтма та пултарать?
— Мĕн эсир? Паян çăмăлланмасан, пурăнма та пултараймасть.
— Яр-ха, кĕрес эппин. Калаçмалли пур.
— Юрамасть.
— Ху-ты! Ман отпуск вăхăчĕ пĕтет. Курмасăрах каяс-и? Кĕрсе кала-ха эппин. Эп тепре отпуска киличчен тăхтатăр, ан çăмăллантăр.
Акушеркăшăн Хĕритун ухмах çын пекех туйăнчĕ. «Сыпнă ку», тесе шутларĕ.
Хĕритун пускилтен кун каçиччен темиçе хутчен те чупа-чупа каçрĕ.
— Чăтаймасть. Тепĕр 20 минут, 10 минут, 5 минут. Чăтаймасть. Тепĕр 20 минут, 10 минут, 5 минут. Чăтаймасть. Вилетех, — тесе хăратса ярать Хĕритуна кашнинчех акушерка.
Хĕритун отпускĕ виçĕ кун çине кайрĕ. Анчах арăмне курман, арамĕ çамăлланман. Виççĕмеш кунхине Хĕритун юлашки шухăшпа пырать.
— Пулчĕ, терĕ акушерка хирĕç тухса йăвашшăн.
— Пулчĕ...
Урăх сăмах вакламарĕç.
«Эх, тĕкĕннĕ пурнăç! Ма килтĕм? Килмен пулсан, тен, тепĕр виçĕ уйăх та пурăнатчĕ пуль», — терĕ Хĕритун, уттарчĕ тӳрех ял Советне арамĕ вилни çинчен хут çыртарма.
— Пулнă та пулнă, çырса парăр-ха эппин.
— Сарамсăр вилнине эпĕр çырма пултараймастпăр.
— Сан малтан тухтăра е милицие евит тумалла, — терĕ Хĕритуна ял Совечĕн çыруçи.
Мĕн тăвас эппин? Юрамасть-тĕк юрамасть. Хĕритун ял Советĕнчен киле таврăнчĕ те, пӳрте кĕмесĕрех, хушка турă лашине утланса вĕçтерчĕ милици патне арăмĕ вилни çинчен евитлеме.
— Лилюк чăтаймарĕ, — терĕ ял хĕрринче ларакан хунĕшне кантăк витĕрех.
— Тата эс ăçта каятăн?
— Милицие.
— Э-э, шуйттан коммунисчĕсем! Вилсен те çынна милицисемпе чăрмантаратăр, — тесе вăрçса юлчĕ хунĕшĕ кантăк витĕрех.
* * *
Хĕритун пуян мар, запасра тăракан хăма-мĕн çук. Çавăнпа та хунĕ Хĕритун курăнми пуличченех тула тухса лашине кӳлсе те хучĕ. Вилнĕ çынна пытарасах пулать вĕт. Темĕн чухлĕ юрататăп пулсан та, хамăр патра усрас çук. Хĕритун хунĕ тупăк тума хăмасем тиерĕ те, шакăлтаттарчĕ лав хыçалти урампа анаталла. Хĕрĕ валли тупăк тутарма васкарĕ. Хăмасене лупас айне тăкрĕ те пускилсене, хурăнташсене тупăк тума чĕнмешкĕн кайрĕ. Пӳрте кĕрсе те пăхмарĕ. Ара, мĕнле кĕрен унта: тискер вилĕмпе вилнĕ вĕт, ача çуратнă чух!
— Пулнă та пулнă ĕнтĕ, чĕртсе тăратма çук. Пырса тупăк туса паратăр пуль, — терĕ Хĕритунпа юнашар пурăнакан Кришка патне каçса.
— Кам валли ара? — тесе хăраса ӳкрĕ Кришка,
— Ара Лилюк валли.
— Лилюк кин паçăр çеç кантăк умĕнче ларатчĕ-çке? Унпала пĕрле пĕр майра пурччĕ.
— Эс ĕнерхине астăватăн пуль, Кришка! Айта, туса парăрах ĕнтĕ.
Кăнтăрла çитнĕ çĕре тупăка туса пĕтерме те ĕлкĕрчĕç.
Акушерка, тула тухсан, сарайĕнче тем ĕçленине чылайччен пăхса тăчĕ. Пӳрте кĕрсен, Лилюка та каласа кăтартрĕ. Анчах тахçантанпах лар тутарасшăн аптăраса пурăннă Лилюк тупăк çинчен аса та илмест.
— Ах, сăпаççипах ку лара тутарса хăварнăшăн, — тесе савăнса çеç ларать.
Хĕритун хунĕ тиечукпа киле пырса кĕчĕ. Сарайне тӳрех утса пырса, туса пĕтернĕ хĕресе хапха умне, урам енне тăратрĕ.
Унтан псалттир вулама пынă тиечукпа пӳрт алăкне яр уçса ячĕç.
— Çветтуй турă, çветтуй хăват...
Тиечук çавăнтах вырăн çинелле çаврăнса анчĕ. Вăл «вилнĕ» Лилюка курнă иккен.
— Вилмесĕрех пытаратпăр-иç. Эй-яй-ай! — терĕ «вилнĕ» хĕрне курсан Хĕритун хунĕ.
Ку вăхăтра тупăка туса пĕтерсе, пӳрте йăтса кĕчĕç. Лилюкăн вăйĕ ахаль те пĕтнĕскер, тупăка курсан, çавăнтах татăлса анчĕ. Шавлама тытăнчĕç. Тупăка кай пуçĕнчен йăтса кĕрекен Кришка, Лилюк мĕнле ӳкнине курманскер:
— Ан хăрăр. Хăш виле ахаль çавăн пек пулать, виле шăнăрĕ туртать ăна, — тет.
Ку хушăра тиечук мĕнле тухса тарнине никам та курман. Псалттир кĕнеки те урайне ӳксе юлнă.
Лилюка вырăн çине илсе хурса тăна кĕртрĕç. Кун хыççăн пытарма пынă çынсем пĕрерĕн-пĕрерĕн саланса пĕтрĕç. Тупăкне ватса çунтарас терĕç. Анчах Лилюк асăнмалăх çăнăх хумалли пултăр тесе кĕлете хуртарчĕ.
* * *
«Паян арăма пытаратăп, пĕр-ик куна юлатăп», — тесе телефонограмма шатлаттарчĕ Хĕритун, района çитнипе пĕрлех, хăйĕн Шупашкарти учрежденине. Хĕритунăн Шупашкарти юлташĕсем пăшăлтата-пăшăлтатах пĕрле ĕçлекенскерне хĕрхенчĕç. Упăшкисĕр пурăнакан хĕрарăм-хуралçă вăл кун пилĕк хут супăньпе çăвăнчĕ, тет. Юлашкинчен кивçен укçа илсех, пите сĕрмелли çăнăх туянса, кун каçичченех сĕрĕнсе ларса, арманта ĕçлекен тĕслĕ пулчĕ, тет.
Районта та Хĕритуна питĕ хĕрхенчĕç. Çитмелли çĕре çитрĕ те, Хĕритун каçа хирĕç аслă милиципе тухтăра ямшăк лаши çинех лартса тухрĕ. Хăй юланутпа вĕçтерет малтан, пĕр пар лаша ыткăнать кайран. Юрлă шыв, пылчăк чăлт та чалт! сирпĕнет. Кĕрхи сивĕ çумăр пит-куçа йĕплет. Урапа йĕрри те юлмасть. Каç пулчĕ. Тĕттĕм. Чиксен те курăнмасть.
Çитсе кĕчĕç Хĕритун килне.
— Лиля, эсĕ-и ку?! — терĕ тĕлĕнсе Хĕритун, пӳрте кĕрсен.
— Шупашкарти терĕн-им тата?
— Ара мĕнле капла?
— Çаплах. Эсĕ тепре авланасран хăраса, каллех чĕрĕлтĕм.
Çапла вĕлерсе чĕртрĕ вара Хĕритун хăйĕн арăмне. Ахалех вăтăр пус расхут тутарчĕ учрежденири тăлăх арăма.
Акушеркăн «пулчĕ» тенĕ сăмахĕ вилнине пĕлтермен, çăмалланнине пĕлтернĕ пулнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...