Макар Макарч
Макар Макарч пĕр больницăра татти-сыпписĕр вунă çула яхăн ĕçлет. Ăна таврари халăх пурте паллать. Макар Макарч, тесех чĕнеçĕ.
Макар Макарч авланман çын, япшар фельдшер. Çавăнпа та вăл больницăна пынă хĕрарăмсемпе пӳлĕмре чылаях та пуплесе ларма юратнă. Анчах паян пĕр çамрăк хĕрарăм та курăнман, ват карчăксем çеç кĕре-кĕре тухнă. Кун каçиччен вăл, пĕр илемлĕрех хĕрарăм курăнмасан, ĕçлеме пултарайман. Çавăнпа та паян кĕрхи çанталăк тĕслĕ ларнă.
— Кĕме юрать-и, Макар Макарч?
— Кĕрĕр, кĕрĕр.
Çутă пушмаклă, шурă шупăрлă, пурçăн тутăрлă пĕр кĕрнеклĕ хĕр кĕрсе тăчĕ пӳлĕме. Тутăр вĕçĕпе тутине хӳтĕленĕ. Те вăтаннă пек пулса, нимĕн те чĕнмест.
Макар Макарч ку хĕртен хăй те вăтаннă пек пулчĕ. Анчах сасартăк кĕрхи сăнне пăрахса çурхи сăнпа улăштарчĕ. Хăйĕн кăтра çӳçне ĕнсе çинелле шăлса, çӳхе тутисене кулнă пек туса, сăмах пуçласа ячĕ.
— Килех, мĕн сăмахпа-ха, хĕрĕм?
— Шăл.
— Çан пек илемлĕ хĕрсен те шăл ыратма пĕлет-и вара?
— Уямасть пуль вăл.
— Хитре хĕрсен ыратмасть, теççĕ те.
— Хитрисен ыратмасть пуль те, эп хитре мар çав.
Хĕр Макар Макарч хăш çулĕпе юртнине те сисрĕ. Каялла тухас шут та пур. Анчах шăла тӳрлетмелле. Макар Макарч хăй çулĕпех юртасшăн.
— Лар кунта, чунăм, çак пукан çине.
— Больницăна килнĕ çын ăçтан эпĕ сан чуну пулма пултаратăп?
— Ара, юратса каларăм вĕт эпĕ ăна.
— Юратма сан тăвану мар вĕт эпĕ. Пăхса яр-ха часрах!
— Юрать, юрать, чунăм! Кĕпӳне хыв-ха эппин, пăхса ярам.
— Шăл ыратнипе кĕпе хывмаççĕ пуль ăна?..
— Лайăх итлесе пăхмасăр, хăш шăлĕ ыратнине пĕлме хĕн-çке, чунăм!
— Каяс пуль эппин.
— Ан кай-ха, ан кай. Ларах. Кĕпе тӳмисене çеç вĕçерт.
Хĕр сасартăк сиксе тăрса алăк хăлăпне тытать. Анчах Макар Макарч хăвăрт чарса, каллех лартать.
— Хăш шăлĕ ыратать, çăварна кар-ха эппин, хĕрĕм.
— Вал паллах, хуралнă та ĕнтĕ.
— Кăларас пулать.
— Кăларас çав.
Макар Макарч ку хĕрпе пуплесе ларнипе хĕвел çинчи çу пекех пулчĕ. Васкаса, шăл кăлармалли хĕскĕчне илсе пычĕ те, хĕре çăварне карма хушрĕ. Хĕскĕче хĕр çăварне кĕртсенех, куçне хĕр куçĕпе тĕл пултарчĕ. Хĕскĕчĕпе хĕстерсе, тулалла туртма тытăнчĕ. Чирлĕ çын сасартăк селĕппĕн кăшкăрса ярсан çеç, хĕр çăварнелле пăхрĕ. Хĕскĕчĕ хăрăк, хура шăл вырăнне хĕп-хĕрлĕ чĕлхене туртса кăларнине курсан çеç, Макар Макарч йăпăшт! çемçелсе темĕнле пулса кайрĕ.
— Лăплан, лăплан, хĕрĕм! Сарăмсăр пулчĕ. Тăпах лар.
Каллех ĕçлеме тытăнчĕ. Анчах кайри хăрăк шăл вырăнне, малти çирĕп шăлран çаклатрĕ.
— Ай, ай! Малти мар вĕт, каярахри ыратать.
— Лăплан, лăплан... Сарăмсăр пулчĕ.
Макар Макарч виççĕмĕшĕнче сывă шăлах туртса кăларчĕ. Хĕр çухăрса тухса тарчĕ.
Макар Макарч, хĕскĕчне пăрахмасăрах, кăкшăмпа таз йăтса, хĕр çăварне чӳхеме тухса чупрĕ.
Анчах пусма картлашкинче пĕр суккăр карчăкран такăнса ӳкнипе, хăй сăмсине катса пăрахса, каялла çаврăнса кĕчĕ.
* * *
Ултă кунтан Макар Макарча, тухтăрпа пĕрле ĕçлеме, урăх больницăна куçарчĕç. Сакăр тенкĕ шалу чакарчĕç. Ун укçипе хĕре ылтăн шăл лартса памалла турĕç.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...