Ырă канаш
Тунсăхласан кил-çурт та тăвăр,
Йĕплет тем мурĕ кăкăрта.
Эппин, çула пуçтарăн хăвăрт.
Билет тӳрех ил Пушкăрта.
Силлет вакун пĕр-икĕ талăк.
Тахши пĕлтерĕ: Юлтаза!
Туссен алли кĕç ыталать ак,
Куратăн çывăх юлташа.
Кĕтет сана вăл:
Чей вĕретнĕ,
Шур вырăн сарнă пăлтăра.
Ир вăранма кунта вĕренĕн, —
Иптеш, ĕçчен çын, ир тăрать.
Хăна пулмашкăн килнĕ çеç-и?
Тăхтавсăр эс çула васка.
Выртан каска мăкланнă, теççĕ,
Якалнă, тет, çӳрен каска.
Халапĕ мул пирки-мĕн çакă,
Тупра çине халь алă сул.
Ӳт-пӳ виçи кăштах сан чакĕ,
Чуну туянĕ хаклă мул.
Пăр пек шыва кĕрсе эс уçăл,
Ту тăррине ырмасăр çит.
Ăшу хыпсан — çăл, акă.
Ку çăл —
Кунти илемĕн пĕр шăрçи.
Ишимбайра кăлар эс нехтă.
Йышпа выр тырă Тӳртлĕхре.
Кĕстенлĕ тăрăх хĕп-хĕрлех тăм,
Çап кирпĕч пĕр-пĕр эртелре.
Ялта хĕрет-и вăйă-кулă —
Туй ачилле сиксе ташла.
Чăвашсене кунта тĕл пулăн, —
Калаç тăван пек чăвашла.
Мĕне тăратăн эс пĕчченçĕ?
Йышпа кăна куратăн кун.
Йышра ватти яшланнă, теççĕ,
Çулран çĕтмен, тет, çамрăк чун.
Хĕрӳ куна кунта ирттер эс,
Чуну мул-пурлăх пухнăран
Чĕре каллех ĕçлет тĕп-тĕрĕс,
Юлмасть тумлам та тунсăхран.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...