Суд та вут
Шăп кăнтăрла. 12 сехет.
Шакканă сасă илтĕнчĕ пӳртумĕнче. Итлесе тăнă пек пулчĕ Кĕркури пӳртре, урай варринче.
— Тук-тук-тук! — хыттăнах илтĕнчĕ тул енче.
— Питĕрмен! Хытăрах тĕк! Кам унта? — пӳртрен пӳртӳмнелле пуплесе тухрĕ Кĕркури.
— Ара, питĕрмен... Питĕрмен, ачам!..
— Уç! Халь тин пытараймăн.
Кĕркури нихçан питĕрмен алăка çĕклесе уçрĕ.
— Алăкки çапла анса ларать те вăл. Çĕклерех уçмалла. Вăт çапла, — алăка вăраххăн çĕклесе кăтартрĕ тул енчен кĕрекен çынна.
— Ан йăпăлтатса тăр. Пĕлетпĕр питĕрнине. Ăçта таварусем?
Ăнланаймарĕ Кĕркури. Темĕнле таварсене ыйтрĕ тул енчен кĕрекен.
— Пасара кайнăччĕ-ха вăл Анна, — терĕ аса илнĕ пек пулса.
— Мĕн ухмахланса тăратăн? Кала тӳррипе: ăçта таварсем?
— Эсĕ кам пулатăн-ха? Паллаймарăм-ха. Куçĕ-пуçĕ те...
Килнĕ çын хаярланса кĕчĕ пӳртелле.
— Пасара янă сначчăт?!
— Пасара. Укçа кирлĕ пулчĕ те...
— Сначчăт чăнах торковать тăватăн?
— Мĕн торковать туни-качки. Халь çулла. Пĕр эрнере чылай пухăнать çав. Кайса сутас терĕ.
— Киле нимĕн те хăварман-и?
— Пулас пулать çакăнта пĕр чăкăчĕ. Кашнинчех пĕрер чăкăт хăварса пыратпăр, — кашăк-тирĕксем хуракан вырăнтан пĕр чăкăт илсе пачĕ Кĕркури пынă «хăнана».
Ял Совет пуçлăхĕ пырса кĕчĕ ку вăхăтра. Васканă пулĕ. Вĕркĕчле сывлать шеремет.
— Сначчăт, торковать тăватăн? — сĕтел хушшине кĕрсе ларса татăклă ыйтрĕ Кĕркурирен килнĕ çын.
— Ара хамăр иккĕнех. Çисе яраймастпăр. Суткалатпăр вара пăртакçă.
— Чăкăт çинчен ыйтмаççĕ санран. Тавар çинчен ыйтаççĕ, — шарт çапрĕ аллипе сĕтеле килнĕ çын.
— Çакăн пек вăрçакан çынна хĕр пама ухмах çын мар-ха эпĕ. Хам килте хам хуçа. Мĕн çĕмĕрĕлсе ларатăн сĕтел хушшинче? Вăн алăк! — хыттăнах каларĕ Кĕркури.
— Ăнт-а-а... Влаç çынни çине тăратăн-и? Эпĕ кам? Э-э-э? Эпĕ кам?
— Кам... Ман куçĕ витĕр мар. Пасартан таврăнакан ӳсĕр пуль эсĕ? — иккĕленсе ответлерĕ Кĕркури.
— Ӳсĕр?! Эпĕ ӳсĕр, сначчăт?! Влаç çыннине намăслантаратăн-и? Пул çвитетлă! — юлашки сăмахсемпе çаврăнчĕ ял Совет пуçлăхĕ еннелле.
Никам та нимĕн те чĕнмест. Пӳрт шăпăртах.
— Ара, кам пултăн вара эсĕ, ывăлăм? Паллакан çын ачи-пăчиех-и тен? — тăрсан-тăрсан вăраххăн ыйтрĕ килнĕ çынтан Кĕркури.
— На, вула, — кăларса тыттарчĕ Кĕркурие килнĕ çын пĕр хут.
— Хутла пĕлместĕп çав, ывăлăм! Анна пулсан вăт çакăнта? — хăйĕн пасара чăкăтсем сутма кайнă хĕрне аса илчĕ Кĕркури.
— Фининспектор пулатăп эпĕ!
— Э-э-э, Анни вĕренсе тухнă хута пама килтĕн пулĕ-иç. Кĕтетчĕ-ха вăл.
— Ан!..
— Ара, сакăр çуллă шкула каясшăн-ха вăл. Чăнах та кирлĕ хучĕ. Йăван пĕлет ак, — ял Совет пуçлăхĕ çинелле кăтартрĕ хăйĕн сăмахне килнĕ çынна ĕнентермешкĕн Кĕркури.
— Сначчăт, пасара кайнă? Киле хăварман-и? — юлашкинчен татăклă ыйтнă пек ыйтрĕ Кĕркурирен килнĕ çын.
— Килет те пулĕ те-ха. Пĕр чăкăт хăварнă вăн, — лăпланнă пек, пулчĕ Кĕркури.
— Таварусем? — сĕтеле çапрĕ килнĕ çын.
Чылайччен шухăшласа тăчĕ Кĕркури. Мĕнле тавар ыйтать? Пĕлме хĕн.
— Çамрăк çынна çакă кирлĕ, тен? Анна çăвăнмасть. Тахçантанпах выртать. Мейĕр, çакă пур, — кашăк-тирĕк хуракан вырăнтан пĕр флакон духи илсе пачĕ Кĕркури.
— Аха-а! Ун пек пытарса пĕтернĕ эсĕ таварсене? Тата ăçта-ăçта пытарнă? Тата мĕн пур?
Килнĕ çын сĕтел хушшинчен тухса утрĕ кашăк-тирĕк хуракан вырăналла. Пăхрĕ малтан кăмака хыçнелле. Унтан кăмака çинелле. Каллех пычĕ чашăксем патнелле.
— Вăт, ăçта! Тата ăçта-ăçта пур? — туртса кăларчĕ ухтаракан «зубной порошок» тесе çырнă пĕр коробкăна.
— Факт обнаружен. Больше ничего не надо. Корреспондент суйса çырман сначчăт? — сĕтел хушшине тепĕр хут пырса ларчĕ савăнса коробка тупакан.
Нумайччен çырчĕ сĕтел хушшинче. Çырчĕ темиçе лист. Унтан председателе алă пустарчĕ. Хутсене пуçтарса чикрĕ сăран хутаçа. Шалт! — хупса хăварчĕ алăка. Унпах председатель те тухрĕ. Нимĕн те ăнланаймарĕ Кĕркури.
* * *
Манса кайнă Кĕркури хăй патĕнче пулнă çын çинчен. Асне те илмест вăл ăна.
— Çак хутпа налок тӳлеме каймалла санăн, Кĕркури мучи, — пĕр ирхине пĕр пĕчĕк çеç хут пырса тыттарчĕ ял Совет пуçлăхĕ.
— Кăçалччен тӳлеменччĕ-çке...
— Торковать тунăшăн...
— Темĕн чухлĕ вара, ывăлăм? — ыйтрĕ Кĕркури.
— 350 тенкĕ.
— У-ух! Ун чухлĕ чăкăт сутма мар, ĕни-çурчĕ мĕнĕпе те тăрас çук манăн. Илсе кайччăр ĕнине. Кам тунă-ши вара ку ĕçе, ывăлăм?
— Фининспектор килнĕччĕ вĕт пĕркунне.
350 тенкĕ! Тĕлĕнтерчĕ ку Кĕркурие пĕтĕмпех. Ăçтан тупмалла ун чухлĕ укçа? Мĕнпур пурлăхĕ тăмасть унăн вăл хак.
— Хăть ĕнине сутчăр, хăть суда паччăр. Ман ăçтан тупмалла чухăн çыннăн? — юлашки сăмахпа ăсатса кăларса ячĕ Кĕркури ял Совет пуçлăхне.
— Пăхăпăр!.. — хыттăнрахах ответлерĕ пуçлăх.
— Пăхăр çав, пăхăр, ывăлăм! Вăн кĕлет алăкки те хупăнмасть. Никĕсĕ те пĕтсе чалăшнă та...
Ял Совет пуçлăхĕ нимĕн те чĕнмерĕ. Лĕчĕр-лечĕр кăна тулласа хăварчĕ Кĕркурин вĕрлĕк хапхине.
* * *
Тĕттĕм. Пăчă, вĕри. Пĕр тăвăр мунча. Чулĕсем хĕп-хĕрлĕ. Патне пыма çук пĕçереççĕ. Никам та пыраймасть вĕсен çывăхне.
— Сан валли хатĕрленĕ çак ăшшине. Хăпар, çапăн, — лапка çине улăхтарчĕ пĕр çамрăк каччă Кĕркури мучие.
— Спаççипах, ывăлăм, — хĕпĕртесе çапăнать Кĕркури. Çамрăк каччă ăшшине парса тăрать. Кĕркури мучи хĕпĕртесех çапăнать.
— Атте, атте, тăр-ха! Милици килет пирĕн пата, — вăраххăн тăратрĕ Анни пăртакçă канма выртнă ашшĕне.
— Ай, тĕлленсех çывăрма тытăннă. Ĕнӳне пăхрăн-и, ачам? — çĕтĕк-кăвак аçамне хăй айĕнчен илсе çакрĕ пăтана Анна ашшĕ.
Милиционер питĕ аванскер пулчĕ. Йăвашшăн калаçать. Вăрçмасть. Анчах сăмаха вакласа каймасть.
— Мана хушнă та... — тет анчах вăл.
Выртса макăрса юлчĕ Анна ашшĕнчен. «Злостный неплательщик» Кĕркури тухса утрĕ милиционерпа. Сучĕ пуличчен виçĕ кун малтан тытса кайрĕ милици Кĕркури мучие.
— Ĕнене хаклăраха пар, хĕрĕм, — алăкне тепĕр хут уçса каларĕ Кĕркури Аннине.
— Утах мучи. Мана хушнă та, — васкатрĕ милиционер.
* * *
Пысăк тăваткал сĕтел. Хĕрлĕ «шăналăкпа» витнĕ ун çине. Палламан çынсем. Виçĕ çын. Ĕретĕн ларса тухнă сĕтел хушшине. Суд. Малти тенкел çинче Кĕркури мучи. Ун çумĕнче хăйне илсе килекен милиционер.
— Кунта ан ларăр. Мана хушнă та, — терĕ милиционер Кĕркури мучи тенкелĕ çине ларма тытăннă пĕр вăтам çулхи çынна.
Суд пуçланчĕ. Суд йĕркине каласа пачĕç Кĕркури мучие.
— Ма тӳлемен вара эсĕ? — ыйтрĕ Кĕркури мучирен судья.
— Кăçалччен ман налог пулман та...
— Таварне ăçтан туянтăн эсĕ? — хаяррăн ыйтрĕ судья.
— Хĕлле Ершшепуçĕнчен виçĕ лав илнĕччĕ. Халь ĕнтĕ ури айĕнчех.
— Мĕн пăркаласа çӳретĕн? Тӳррипе кала! — тата хаярлатрĕ сассине судья.
— Тӳррипех. Çăва тухнăранпа çумкурăксемпе тата пахчара тăрантаратпăр. Клевер лайăх ман... Ăна нумаях çимест. Сĕте лайăх парать.
— Суд сана тата тепĕр хут асăрхаттарать. Вăрăм ан пупле. Кала тӳррипе: миçе тенкĕлĕх сутатăр?
— Эрнере пĕр виç-тăватă тенкĕлĕх пухăнать. Лайăх паракан пулчĕ халь сĕтне çулла, — ĕне çинчен тăнлантарать суда Кĕркури.
— Ун çинчен ыйтмаççĕ санран. Таварпа сутă туни çинчен ыйтаççĕ.
— Таварпа... Ӳссе çитеймен-ха вăл. Пĕркунне пĕр çамрăк каччă пырсаччĕ те. Хаяр та... Вĕлерсен те парас çук вăл çынна эпĕ хам хĕре.
— Фу-ты! Тавар çинчен калаç эсĕ! — асăрхаттарчĕ судья.
— Сан çинчен хаçат çине «тĕрлĕрен таварсемпе сутă тăвать. Паттент илтермелле» тесе çырнă. Тĕрĕс-и вăл? — çине тăрсах ыйтрĕ судья.
— Ăнланаймарăм-ха, ывăлăм.
— Сан патăнта пĕр кунĕнче фининспектор «духи», «зубной порошок» тупнă. Чăн пулнă-и вăл?
— Чăн, ывăлăм. Манăн тата пит сăрламалли пулнă — ăна ачасем 40 пус парса илсе кайрĕç спектакль лартнă çĕре.
— Сначчăт, сутнă?
— Сутнă! Хам 57 пус панăччĕ те ăна. Ачасене 40 пусах патăм. Хама кирлĕ мар та.
Сĕтел хушшинче ларакансем пĕр-пĕринпе вăрттăн пăшăлтатса илчĕç.
— Суд канашлама тухать.
«Торговец. Злостный неплательщик» сӳтсе яврĕç суд пӳлĕмĕнче судьяпа заседательсем.
* * *
Икĕ çул тĕрмере тытса усрамалла, çур пурлăхне туртса илмелле турĕ суд Кĕркури мучие.
Приговора чăвашла куçарса парсан тин, ăнланса илчĕ Кĕркури мучи хăйне мĕншĕн чăскаланине.
Икĕ çулĕпех ларатчĕ пуль Кĕркури мучи тĕрмере. Пӳртне те куçармаллаччĕ унăнне çак кунсенче. Прокурор картларĕ ку ĕçе. Тĕплерĕ. Вĕçлерĕ ĕçе: спектакльре ачасене пите хĕретмеллине кооперативра пĕр кĕренкке пăта илнĕ чух, «духине» куç пăсăлсан пит çума супăнь илнĕ чух, «зубной порошок» текеннине Çармăс кооперативĕнче пĕр пачкă тапак илнĕ чух туяннă Кĕркури мучи.
— Нимĕн тума та çук. Кусем (туххисем) кирлĕ мар, çаксем (супăньсем) кирлĕ, — тесе илнĕ вăл вĕсене кооператив лавккинче, кирлĕ тавар çине ирĕксĕр хурса панă чух.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...