Ячĕ çук
— Ачана ят хуртарма килтĕм те эп.
— Кунта мар, леш сĕтел патне кай.
— Кунта-и ача ячĕ çыракан?
— Хăçан таврăннă ара сан ачу?
— Виçĕ кун çитет.
— Ма хăй килмест вăл?
— Хăй утаймасть-ха халь.
— Аманса килнĕ-им?
— Суранлă мар терĕ те павăшки.
— Мĕнле павăшки?
— Ара, çураттараканĕ.
— Э-э, сан анчах çуралнă эппин. Кунта салтака каяканнисемпе салтакран таврăннисене çеç çыраççĕ. Ав, çав сĕтел патне кай.
— Çавăнта-и çыраканĕ?
— Суккăр мар пуль эс, çырнине курмасăр. Мĕн çырмалла?
— Ача ячĕ хумалла та...
— Кунта мар, лере кай.
— Ача ятне кунта çыраççĕ-и?
— Çук.
Пĕр сĕтел патĕнчен теприн патне çӳресе аптрарĕ шеремет Тăнпуç Яккăвĕ. Саççемех аптрарĕ Якку.
— Эсĕ çыратăн-и, тен? — тесе ыйтрĕ юлашкинчен пĕр шур сухаллă старикрен.
— Çырас. Мĕн çырмалла?
— Ача ячĕ.
— Пар хутна.
— Кунта секретарь çеç алă пуснă. Председательне те пустарса кил. Унсăрăн çырмастпăр.
Вĕçтерчĕ Якку килелле, председателе ал пустарма. Вăт тăшман! Председателĕ уйăхлăха командировкăна кайнă.
* * *
Пĕр уйăх та виçĕ кун иртсен, председатель алă пуснă хута илсе кайрĕ Якку ача ячĕ çыртарма.
— Халь çырса пар ĕнтĕ.
— Ах, ĕçе тума пĕлместĕр эсĕр! Хучĕ çине пичетне пусман. Пичетсĕр ĕненместпĕр. Кайса пустарах, тăванăм.
Ĕнсине хыçрĕ те утрĕ Якку каялла пичет пустарма.
Ак тамаша. Каллех председатель вăрмана чылайччен пурăнмаллах кайнă. Арăмне пичетне парса хăварнă та, анчах упăшкисĕр вăл та пусса памасть.
Ача çурални тăватă уйăх çине кайрĕ, ят хуман. Çыртарман.
Аран-аран пĕр ирхине ирех тăрса, председателе пичет пустарса, чуптарчĕ вулăс кантурне ят çыртарма Якку.
— Халь тĕплех туса килтĕм. Çырăр ĕнтĕ.
— Тĕплеххи-тĕплех те... Анчах ку хута çыртарни тăватă уйăх тултарнă. Вăл хушăра сан ачу, тен, вилнĕ пуль? Çавăнпа та çырма пултараймастпăр. Çĕнĕрен тĕплесе кил. Атту штраф тăватпăр.
Ача ларакан пулчĕ.
— Те-те-те, — тет. Атте тенĕ пекех туйăнать Яккăва. Уншăн вăл темĕн чухлĕ хĕпĕртет. Анчах ячĕ çук.
Тепре лайăх тĕплесе çитрĕ Якку кантура.
— Ну, халь çырăр ĕнтĕ.
— 15 пус укçа пур-и?
— Çук, эпĕ хам та çын патĕнче пурăнатăп.
— Укçасăр çырмастпăр. Ытлах укçи çук пулсан, ял канашĕнчен «удостоверени о несостоятельности» илсе кил.
— Эх, ку ачана çуратиччен çуратманни, — терĕ Якку. Пуçне чиксе утрĕ ялнелле.
Халь ĕнтĕ пурте пур. «Çыртаратăпах», — тесе савăнсах утрĕ Якку кантура.
— Халь пурте пур ĕнтĕ, тăванăм. Çырса пар, тархасшăн.
Çырса ларакан хутне тытрĕ те, тинкерсе пăхса:
— Кунта ним те çук тесе çырнă. Апла пулма пултараймасть. Милици аллине тĕрĕслеме яратпăр. Ĕçе тĕрĕслесе пĕтермесĕр ачу ятне çырмастпăр.
Якку тем каласшăн пулчĕ, кролик тути пек тутипе мĕкĕлтеттерме тытăнчĕ. Анчах ăна сасартăк:
— Ан кĕрле! Эсĕр суйма юрататăр. Тухса кай! — тесе пӳлсе хучĕ çыраканĕ.
Тухса утрĕ шеремет Яккăвĕ.
Ача чупать. Çыртарман. Ячĕ çук.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...