Улшăну
Вăя туйни — пĕчченлĕх вырăнне,
Вут пек стихия!.. Çамрăклăх иртсен
Эп мантăм çавă туртăмăн вăйне,
Пусланчĕ — пушăлăх... Эп çынсенчен
Ыйтма пуçларăм: пулăр манпалан!
Вĕсен хусканăвĕсемпе вĕсен
Аллисене хам таврара ялан
Курса, пушăлăха манас тесе
Эп йăлăнма пуçларăм — «ман валли» —
Хĕм пек шуса иртен алăсене.
Пуçланчĕ — тепĕр пурнăç, — «ахалли».
Çăмăлли мар-мĕн... Манăн тĕнчене
Пуçланчĕ — тепĕр пурнăç, — «ахалли».
Вĕлт çухалан, каллех килен куçсем.
...Куçсем çеç юлччăр!.. Хам эп куç пулам —
Вĕç-хĕрсĕр пысăк куç... Пур шăнăрсем,
Пур туртăну та — йывăр сарăлан
Куçсен тарăнлăхне çеç пĕлтерсе
Ялтраччăр — ятсăр, тĕлсĕр — хăйсене
Хăйсем туймасăр... Çакă çĕр çинче
Пулам эп — тĕс те сасă вăййине
Хамра ялтратакан, мĕн пур тĕнче
Сасне-чӳне хамра янратакан
Тĕнчемĕр тĕлĕнтерĕвĕ кăна.
Манра ялтраччăр — çеçенхир тасан
Хăй сăррине-тĕсне кана-кана
Çитĕнтерсе, хăватлă шăплăхра
Тӳпе тĕпне çитернĕ шевлесем,
Таçта, çăл куç тĕпĕсенче хура,
Пăлхавлă юшкăн йывăр тĕтĕрсе
Ешенчĕклĕн куçса чӳхеннисем.
...Художник вăйĕ! Ун шайне çитсен
Эс — çутçанталăк вăйĕпе пĕр тан.
Пĕртен-пĕр аслă ĕç çеç ĕмĕртен
Пĕр чарăнми, чакми пырать ялан:
Ват Микеланджело чиркӳсенче
Чикмек çине тăрса сăрлать, сăрлать,
Каллех Рембрандтăн чĕркуççи çинче —
Юлашки хут — ун Саскийĕ ларать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...