Пĕрремĕш юр каçĕ
N. N.
Юр, шурă юр, юр!
Юр витĕр юр куçать,
юр витĕр юр ялтрать,
юр витĕр юр çаврăнать,
юр витĕр юр чӳхенет...
Юр чĕлтĕрех витет
йĕпенсе-хуралса пынă май ӳссе пынă пек курнакан
телефон юписен ретне.
Кашни юпиех — çултан аташса, çултан
пăрăнса кайнă пек — пĕчченех...
Шлагбаум каштин рет-рет йĕррисем
юрпа хупланаççĕ,
шуралнă шпалсен хушшисем
чакса пынă пек туйăнаççĕ...
Поэт дачине хӳтĕленĕ карта
юр ларнăран пысăкланнă,
вăл — инçетри ман ялта
пахчара ларакан тĕкме пек калăпланнă...
Картара — тĕкмере
йывăçăн вилĕмĕ хытса-чарăнса упранать,
эпир пурăнас, утас, калаçас ĕмĕре
çаплипех вăл, кунтах, ирттерет.
Çавăнпа, тен, пире
ĕмĕрлĕх çинчен те аса илтерет...
Юр, шурă юр, юр,
Юр витĕр юр чӳхенет...
Çак каç çĕнĕ шанчăк санра тепĕр хут йăл илсе
сансăрах пурăнма пикенет —
лере, —
электричка шуса иртекен çĕрте,
сивĕ веранда çумĕнчи пӳлĕмре
вăйлă çутă шартса ыраттарнăн
ялтраççĕ пысăк куçсем —
эсĕ юратнă çыннăн
эс савакан куçĕсем.
Блок кĕнеки хушăран
чăштăртатса уçăлать...
Юр, юр, пĕрремĕш юр каçĕ,
юр витĕр юр ялтрать...
Çак каç хăвна ху халиччен пулман пек
эсĕ ирĕк туятăн, —
çынсем ача чух е вилес чухне,
тен, туяççĕ çапла хăйсене...
Ку — телейрен пысăкрах, —
ху шанчăкна паянтан эс йăлтах
паратăн урăх çынна.
Вăл сан шанчăкна йышăнса
çав ятпа пурăнмашкăн пуçлать...
Çул урлă, çул çийĕн, çул вĕçĕнче
ирччен, çĕрĕпе
юр витĕр юр çаврăнать.
1957, Переделкино
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...