Ляппа
Районти потребительсен союзĕн правленийĕн хĕрлĕ кĕтесĕнче лăк тулли çын. Таçти çынсем мар, хамăр хушăрисемех — суту-илӳре ĕçлекенсем. Кашни ялтанах пынă вĕсем. Унтах облаçран килнĕ представитель те пур. Вăл сăмах калать. Ялсенчи суту-илӳ работникĕсене тимĕр-тăмăр пухма хушнă иккен, анчах вăл ĕçе нихăшĕ те пуçăнман-ха. Облаçран килнĕ представитель çавăншăн канашлăва пухăннисене хытах пăсăрлантарма тапратрĕ.
— Сирĕнтен нихăшĕ те пĕр килограмм тимĕр-тăмăр пухса паман. Чул пек хытă хăлхаллă çынсем мĕн эсир, — терĕ вăл.
Саруй ялповĕн Уйпуç ялĕнчи лавккинче ĕçлекен Шалаш Ляппи, çак сăмахсене илтсен, пуçне чăнк тăратрĕ. Унăн хăлхисем ытла та ыррăн кăтăкланса кайрĕç. Представитель ятласа каланă сăмахсем ăна çемçе тӳшек çинче ыталанса выртнă чухне арăмĕ пăшăлтатса пĕлтерекен юратуллă хыпарсем пекех туйăнчĕç.
Ку çеç пулсан татахчĕ-ха. Ляппан чĕлхи вĕçĕ хăлхинчен ытла кăтăкланчĕ. Аптрамалла вăл шăмăсăр чĕлхепе, Ляппа сисичченех кăшкăрса ярасшăнччĕ, хуçи çук пекех хăтланасшăн. Ляппа ăна, вĕчĕлтетсе кĕçĕтекенскере, витере кĕçенсе тăракан юпах ăйăра хупнă пек, аран шăлĕсемпе картласа хучĕ.
— Аха! Вă-ă! Тинех мана валли телей хĕвелĕ сиксе тухрĕ. Чапа тухма пултаратăп вĕт, — тесе шутларĕ Ляппа. Савăннă чĕри туй ачилле тăпăртаттарса ташласа илчĕ.
Йăпăлти çынна йытă çыртас çук, теççĕ. Ляппа çакна хытă ĕненет. Вăл хăйĕн чĕлхине алли-урипе куçĕ-пуçĕнчен те ытларах шанать. Чĕлхе вăл тĕрлĕрен пулать; ырă чĕлхе Мускава илсе çитерет, тепĕр чух шăпах телей сăпкине кĕртсе вырттарать, тет вăл. Лавккара тавар туянакансене каялла вак укçа памалла пулсан, унăн чĕлхи: «Ах, тăванăм, вакки çуккă çав, каçарăр, пĕр пус тупса параймастăп, ыранах майлаштарнă пулăттăм та», — тесе, «Сăмах айне» туса ярать. Хăш-пĕр инкесем уншăн кăмăлсăрланаççĕ те, анчах куçран тĕллесе калама хăюлăх çитереймеççĕ курăнать. Питĕ кăмăллă юлать Ляппа вĕсем шарламасăр тухса кайнă хыççăн.
Представитель каласа пĕтерессе Шалаш Ляппи йĕп çинче ларнă пек аран тӳссе ирттерчĕ. Лешĕ ларнă-ларманах аллине çӳлелле яшт кăна тăсса ячĕ:
— Çур сăмах та пулин каласчĕ те, юрать-ши? — ыйтрĕ вăл.
Сăмах калама ирĕк парсан, васкамасăр халăх умне тăчĕ, хăй пекех ялсенчен килнĕ çынсем çинелле савăнăçлăн кулкаласа пăхрĕ.
Ляппа чĕлхи шăм витерен тĕпĕртетсе тухрĕ хайхи.
— Юлташ представитель, — терĕ вăл, ун çине пăха-пăха. — Эсир пире хытă ятларăр-ха. Тивĕçлĕ! Çапах ман сирĕн тĕрĕс сăмахăр çумне пăртак та пулин хушса калас килет. Ыттисене пĕлместĕп, эпĕ хам, сăмахран каласан, тăватă тоннă ытла кивĕ тимĕр-тăмăр пухса хунă. Машин пайĕсем, катăк çава, шăтăк сăмавар, асатте шĕшли, хуçăк сенĕк — тем те пур. Анчах манне никам та пырса илекен çук. Хамăн ман лаша та, автомашинă та çук, ниепле те леçсе параймастăп.
Районти потребительсен союзĕн правлени председателĕ Ляппа çине шанмасăр пăхрĕ.
— Мĕншĕн тата эсĕ кун çинчен пире пĕлтермерĕн? Ку таранччен шарламасăр пурăнтăн? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Мĕнле пĕлтермен? Давно пĕлтернĕ! — тупăшсах тавлашма тытăнчĕ: Ляппа. — Эсир тӳрре тухасшăн-ха кунта, пĕлетĕп.
Облаçран килнĕ представитель çуталса кайрĕ.
— Ну-ну-ну! Кун пеккине пĕрремĕш хут илтетĕп, — Ляппана хавхалантармалла каларĕ вăл. — Сăмахăр тĕрĕс пулсан, Шалашов юлташ сирĕн пата ыранах машинасем яма пултаратпăр эпир.
— Хуть те халех, хама киле леçмеллех ярăр!
— Во, аван та! Ну, каласа пар ыттисене. Каласа пар ху мĕнле ĕçленине.
Ляппана çак кирлĕччĕ те ĕнтĕ, шăпах çакă кирлĕччĕ. Каларăмăр-çке-ха, чĕлхи ăна нихçан та хур туман тесе. Вăл çăмăлланса кайрĕ.
Çăмăлланмасăр, ара, аслă çын умĕнче-çке! Асли мухтани мĕне тăрать. Тен, Ляппана ыранах пысăкрах ĕçе, калăпăр, районти чайнăй заведующийĕ пулма куçарса лартĕç. Пурăнĕччĕ вара унта Ляппа. Пыл та çу тенĕ пек пурăнĕччĕ. Алай. Асли каласан, пурте пулма пултарать.
Çак тутлă ĕмĕтпе каçăхса кайнă Ляппа хĕртнĕ тимĕр пекех хĕрсе çитрĕ, районти суту-илӳ работникĕсене ним хĕрхенмесĕр сăмахпа ăшалантарма тапратрĕ: «Кабинетран тухма пĕлместĕр, пукансем сивĕнесрен хăратăр, йăва çавăрса ларатăр, оперативлă ертсе пымастăр, организацилеме пĕлместĕр, эсир çапла та эсир капла», — тесе, пăхса кăна тăрать, тӳссе ларма вăй çитер.
Тепĕр кунне, представитель пĕлтернипе, Уйпуç ялне чăнах та облаç центрĕнчен пĕр грузовик кĕрлеттерсе çитрĕ. Çитрĕç те, шофер Ляппана шырама пуçларĕ. Лавккана пычĕ — лавкка алăкĕ çинче пысăк çăра. Килне кайрĕ — килĕнче те çăра. Чӳречерен кăна улттă-çиччĕри ывăлĕн повидлăпа вараланнă çаврака пичĕ курăнчĕ.
— Пирĕн паппăпа мамă хулана кайман. Эп... эп никама та каламастăп та, мана валли премĕк илсе килеççĕ, — терĕ вăл, кантăк витĕр тĕлĕнсе пăхса.
Аптăрарĕ шофер. Çук та çуках ĕнтĕ, мĕн тăвас тетĕн. «Хăйне курмасан та, тимĕр-тăмăрне тиесе каясчĕ» — теме пуçларĕ. Ял çыннисенчен кама курнинченех ыйтать.
— Курман та, илтмен те. Çу-ук, пĕлместпĕр, — теççĕ лешсем кашниех, пуçа пăркаласа.
— Тен, шкул ачисене пухтарнă пулĕ?
— Пулман ун пекки пирĕн ялта. Хамăр пухнине хамăрах леçсе панă эпир, — терĕç шкулта вĕренекенсем.
Шофер хулпуççисене кăна сиктеркелесе илчĕ. Ляппа таврăнасса кĕтрĕ-кĕтрĕ вăл, кĕтсе илеймерĕ. Хырăмĕ выçса çитсен, кабинăна кĕрсе ларчĕ те пушăллах районалла халтăртаттарчĕ.
Акă хайхи, кунта ăна çапах та телей пулчĕ-ха. Вăл хуларан таврăнакан Ляппапа арăмне курах кайрĕ. Тарăхнă шофер Ляппана тытса чарчĕ.
— Эсĕ мана «çил вĕртерессишĕн» чуптармастăн-и ара, ырă тус? Сакăрвунă çухрăм килтĕм вĕт. Ăçта санăн япалусем? — тесе ыйтать. — Ниçта та пулас çук вĕсем санăн.
— Мĕнле çук? Кам каларĕ «çук» тесе? Мĕншĕн мансăр-пуçсăр пытăр? — тупăшма тытанчĕ Ляппа. — Хам пулнă пулсан, тиесех килеттĕрччĕ.
Шофер лăштах сывларĕ.
— Ну, лар эппин. Атя, илсе кай. Тиесех каяс. Мана пушăлла таврăнасси, — терĕ вăл.
Ляппа кăлин-калин пăхкаларĕ. Чăннипех пырать вĕт-ха çак? Пымасăр, çавăнпа çула тухса килнĕ-çке. Пур чухне те кулачă лекмест, теççĕ çав. Ляппа юри арăмне ирех килтен илсе тухса кайнăччĕ те, ăнмарĕ пулмалла. Каллех чĕлхи çине çеç шанмалли юлчĕ ун.
Вăл шоферпа пушшех хытă тавлашма тытăнчĕ. Ара, хаяр йытăран кирек кам та хăрать-çке. Хаяртарах кăшкăрса каласан, çынна хăратса пăрахма пулĕ, тен.
— Халь пырсан та ним те çук. Усăсăр çӳретĕн, — терĕ Ляппа.
— Мĕншĕн тата?
— Мĕншĕн тесен... Мĕншĕн тесен эпĕ тимĕр-тăмăрсене шывран та кăларман.
— Мĕнле «шывран»? — кăн-кан пăхкаларĕ шофер.
— Шывран çав...
Ляппа, паллах, чĕлхи вĕçне килнĕ сăмаха персе ячĕ. Халĕ ĕнтĕ, мĕнле пулсан та, çавăн çинчех тăмалла.
— Эп вĕсене шывра усратăп. Пĕвере. Эсир унта пылчăкпа лапăртанса пĕтме пултаратăр.
— Пĕвере тетне?!
— Ăçта хурса усрас тата ман вăл ăпăр-тапăра?.. Тутăхма та пултараççĕ, Ачасем вăрласа пĕтереççĕ. Шанăр-ха хальхи ачасене, машин таврашĕпе выляма юратаççĕ те... Аран шыва ярса, пытарса хутăм.
— Ха-ха-ха! — ахăлтатса ячĕ шофер. Ляппа супĕлти çын иккенне витĕрех курса ăнланчĕ вăл.
— Вăт, Ляппа-а! Каснă-лартнă Ляппа-а! — тесе тăчĕ шрфер, шалт тĕлĕнсе кайнипе.
— Юрĕ, — терĕ вара вăл Ляппана. — Пушă параппана тăнкăртаттаратăн иккен эс, сӳтĕкскер. Халех сан çинчен акт çыратпăр. Пире улталанăшăн санран мĕн пур тăкаксене шырамалла тăватпăр. Ăнланатăн-и? Эпир сана суда паратпăр.
Ляппа тем хуравласшăн пулчĕ пулас, çăварне карса: «А-а», — тесе тăчĕ, анчах ним те калаймарĕ.
Ляппа чĕлхи те аптраса, çыхланса ларма пултарать иккен.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...