Хулари çур кунĕ
Эп — çын çеç мар, эп халь —
кун-çул кĕрлевĕ,
вĕри ялтравĕ, куçăвĕ, илемĕ...
Кĕнекесем те халĕ маншăн урăх:
çав-çав тĕлте çав-çав хакпа туяннă
шкапа хумалăх япала çеç мар, —
унчченхинчен урăхларах уçатăп
эп вĕсене те... Улăм çӳппине
тусанлă çулпала каç кӳлĕм
çил хуллен вĕçтернине аса илетĕп...
Сар улăм çӳпписем... Вĕсем каç кӳлĕм
кĕренĕн те ачашшăн курăнаççĕ...
Илтсеччĕ эпĕ: Николас Гильен,
сип-симĕс Кубăн ăслă юрăçи,
çырасшăн теççĕ лăпкă сăвăсем, —
çав ырă та таса сăвăсенче
çапла ялтрамалла пуль — лăпкан, хĕрлĕн
çул хĕрринчи çут хăмăш çулçисем...
Кĕнекене хупатăп та (мĕн чухлĕ
вуларăм эп е шухăшларăм?) лăпкăн
тухса каятăп урама каллех, —
хама унта килти пекех туятăп;
рабочисем ак тротуар юсаççĕ, —
йăлтăртатса, чĕлтĕртетсе тăрать
ирĕлекен смала... Таса ыр шăршă
кăшт пуçăма асамлăн çавăрать.
Киле çитсен çыру çырма ларасчĕ, —
ман Епхӳри юлташăн хĕр-тусне
çырас килет ман Поликлет çинчен:
çын ӳчĕн лăпкă илемне савма
çав скульптора, гармони хуçине,
сăваплă миррăн ирĕклĕ шăрши,
тен, пулăшнă пуль Греци çĕрĕнче...
Эп килĕме утатăп. Кам каларĕ,
каç пулттипе вăл кичемрех тесе?
Ман кантăкран—хуламăр курăнать,
хуралнă çурт тăррисене сăнатăп.
Çурт тăррисем, вĕсем хăйсем — хула,
хула, хула, çĕрте те вăл, çӳлте те, —
эп чылайччен йăхмашкăн юрататăп
çак ирĕклĕ çӳлти хула çине.
Каллех калам: эп халĕ — çын çеç мар, —
пĕлетĕп эпĕ — мăрьесем çине
шевле ӳксен вĕсем пĕр-пĕринпе
епле килĕштерсе çуталнине те,
çумăрпала йывăрлансан вĕсем
çурт тăррисем çине епле вăйпа
пусассине те... Йăлт пĕлетĕп эп.
Эп халĕ — çын. Нихçан, никам, нимпе те
вĕлерейми этем. Ялан, ялан
пурăнакан этем. Пурăнмалли
этем.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...