Çăпата
Çăпата маршне эп астăватăп.
Пытару юрри пек илтĕнетчĕ...
Теприсем сана питех мухтаççĕ
Утма канлĕ урана, тесе.
Эс — шăнтсан янратăн атă пек.
Йăкăш-йăкăш ташлама та меллĕ:
Тăхăр пушăт çăпати
Тăхăнтармăн-и, ати.
Юлашки ку çăпата,
Евчĕ килчĕ ман пата.
Тĕрен çинче йăл-йăл кулсан хĕвел,
Сухаç ури силле-силле утатчĕ.
Итем сарсан, тапатчĕç те кĕлте,
Пучах шевли сапатчĕ çăпата.
Шыв-шур чухне çĕле те каптăрма,
Тан тапнă Атăл урлă каçăн шиксĕр.
Çапах сана чунран эп ылханатăп,
Эс — мĕскĕнлĕх,
Эс — чухăнлăх парни.
Каçса кайсах улпут таврашĕ кулнă
Сăхманлă, çăпаталлă чăвашран.
Кам атăпа, ăна тăрсах ал панă.
Кĕрекене те лартнă юнашар.
Сана эп кураймастăп, çăпата.
Ман уява сӳнтертĕн ăшăмра.
...Ял халăхĕ урам тулли кĕрлетчĕ.
Ялав йăтса утатчĕ юрăпа.
Çак уява хăçантанпа эп кĕтнĕ,
Ман пурнăçра вăл пулнă пирвайхи.
Эп, саккăрти ача, рете тăратăп акă.
Юрлатăп юрă пĕлнĕ-пĕлменех.
Сасартăк пусрĕ хыçалтан тахши,
Кантри самант шартлатрĕ çăпатан,
Ларса вăл юлчĕ, путнă кимĕ пек...
Йĕре-йĕре уттартăм эп киле,
Уявăм сӳнчĕ манăн ăшăмра.
Эпĕ хĕпĕртетĕп халĕ вĕçĕмрен.
Юлмарĕ сан йĕрӳ те, çапата!
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...