«Ача чухне атте вăрçсассăн...»
Ача чухне атте вăрçсассăн
Хуллен лăпкарĕ те анне, —
Эп тартăм нимĕн ăнланмасăр,
Киле эп кĕтĕм ирхине.
Йăмра çинчи курак кил-йышĕ
Силленчĕ сивĕ çил çинче.
Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн
Эп йĕтĕм пӳрт кĕтессинче...
Çапла, калавăм ман хавассăр...
Анчах — илтетни эс ăна?
Эп сан куçусене курмасăр
Туятăп — эс сăнан мана.
Итле эппин: эп улталанă,
Анчах — хама çеç, сана мар!
Мана юратнă май пуçланă
Эс çынсене те юратма.
Эп пур — кама мĕскер калайăп,
Кама, мĕнле тивĕçпеле
Канаш парайăп, айăплайăп
Ытти çынсемпеле пĕрле?..
Çил витĕр вĕçнĕ пек кĕрлеççĕ
Ват йăмрасем пуç тăрринче...
Хуралнă çулçăсем чĕтреççĕ
Сан мамăк тутăру çинче.
Каллех карлать курак кил-йышĕ.
Хăçанччĕ вăл — эп çил çинче
Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн
Йĕрсеттĕм пӳрт кĕтессинче?..
Влад Маскай (2020-06-12 00:48:03):
Туссем, эп çамрăк çын мар,
çавăнпа Геннадий Айхие халь çеç хамшăн уçни, сĕре те вăтантарать...
Ара, мĕншĕн капла пулчĕ-ха çакă? Сахал, сахал ун çинчен калаçни! Вуламалла ăна кашни кун! Вуламмаллах! ПК-па сайта кемессерен вулама шутлатăп...малалла.