Çӳретĕп çĕрĕпе Смоленск таврашĕнче
Çӳретĕп çĕрĕпе Смоленск таврашĕнче.
Сив çил юрпа перет, ура айне чăмать,
Çапах утатăп эп хир варринче пĕччен.
Таçта çак çĕрсенче аттеçĕм çывăрать,
Çӳретĕп çавăнпа, юра ашатăп эп.
Йĕри-тавра сĕм каç, çил-тăвăл ахăрать.
Пăрланнă чăрăшсем лапсак туратсемпе
Картлаççĕ ман çула, анчах ман çул инçе.
Смоленск таврашĕнче çӳретĕп çĕрĕпе.
Çӳретĕп çĕрĕпе, çамка тарпа пиçет,
Эп ырăттăмччĕ те — ахаль çула тухман,
Анчах кунта ура — ниме тăман виçе...
Ак шур тĕмескесем курнаççĕ аякран.
Шур калпаксем пекех хупланă çĕр питне.
Тата хаяртарах асса каять тăман.
Çил витĕр эп çитеп тăван масар çине.
Йĕри-тавра сĕм каç, çил-тăвăл ахăрать,
Çил ачисем йĕрсе чăмаççĕ варсене.
Хура тĕнче çаплах кĕрлет те çаврăнать
Çӳлте, пуç тăрринче, малта та хыçалта;
Йĕпе çуха пите ыраттарса шăнтать.
Вил тăприсем çине хуллен вырта-вырта
Хыткан хура кĕртсем çĕкленнĕ речĕпе.
Юр çаврăнать, кĕрлет, юпаланать кунта.
Йăсăрланать шур юр, юхать вăл çĕрĕпе, —
Çурта çутин мĕлки тӳлек стена çинче
Тем шыраса-шуса пĕрмай чӳхеннĕ пек.
Çывракана кирли — пĕр канлĕ тĕлĕк çеç...
Салтакăн тĕлĕк çук; сире, салтаксене,
Халь вăл та кирлĕ мар çил шавĕ айĕнче...
Ман ним те çук, мĕнпе тухас çынсен умне?
Именчĕк куллăм пур тата ик-виç сăмах...
Анчах сана кăна калайăп вĕсене.
Ăнланнă пулăттăн, атте, пĕр эс анчах:
Эп, сулăмлă сăмах тупма пикенекен,
Тен, çепĕç сăмахсем пĕлетĕп ытларах...
Санпа чухне кăна, санпа кăна иккен
Туятăп чĕрене: чĕрем пĕлет канма,
Вĕчĕрхенмесĕр те тапма пĕлет пуль, тен.
Паллатăп эп аван, — куç умĕнчен яман
Эс савнă пурнăçа варланă çынсене.
Кашни пуçланнă кун—савма та тавăрма.
Илтетĕп эп ялан хаяр сасăсене —
Çумра е инçетре пĕр вĕçсĕр, лапкăшпе
Кĕрлен те çавăрнан кăшкăрашусене.
Гипс сăн пек, шур гипсран шур маска тунă пек
Минтерĕм курăнать... Вăрçа чĕнен сассем
Таçтан, хум çапнă пек, кĕрлеççĕ çĕрĕпе.
Эсир çĕнтерессе шанманнисем — вĕсем
Çук, ман çуртăмра мар... Анчах та хăш чухне
Ман алăкăм умне ӳкеççĕ мĕлкисем.
Эп курмăттăм нихçан çав тĕссĕр куçсене,
Ман чăмăртас килмест, тытас килмест вĕсен
Шапасенни пекех сивлек аллисене...
Пуплем хам ăшăмра: шăнаççĕ шăлăмсем
Çил-тăвăл ахăрать ман çул ик енĕпе.
Хыçра — тăман урать, умра — юр хумĕсем.
Эп пӳлĕмре пĕччен. Минтерĕм гипс сăн пек.
Каç шăплăхне хуллен тумлаççĕ секундсем.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Смоленск таврашĕнче çӳретĕп çĕрĕпе.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...