Марфа Трубина
Хăй килĕнче пĕр-пĕччен
Марфа пике уткалать.
Тухрĕ куççуль куçĕнчен,
Хăй кĕнеке ыталать.
«Акă тинех аллăмра
Хамăн юмах кĕнеки.
Пулнăччĕ-ха маларах
Пĕр чаплăскер, ун пекки.
Кĕнĕ унта «Арçури»,
Кĕнĕ «Нарспи» те «Чĕкеç».
Савăнтăмăр çав тери:
«Пирĕн поэзи пур!» — теç.
Вăл сăвăлла тухнăскер,
Хамăр тус-пĕлĕш çырни.
Ман — халăхра пухнăскер,
Хам якатса кăларни.
Уçăлчĕ çĕн самана,
Ирĕк хĕре-арăма.
Пулăшрĕç лайăх мана,
Ĕçĕм каймасть харама.
Кайтăр, эппин, пукане
Çут тухйине çутатса.
Кирлĕ вăл шкул ачине,
Хăй те вулатăр тытса.
Чарнĕ-ха, чарнĕ вăрçи,
Пурпĕр шкула утмалла.
Çĕнĕ чăваш çыравçи
Хăйĕн ĕçне тăсмалла.
Ĕнтĕ çук теççĕ тинех
Шурă çарсем Хусанта.
Халь хăптармасть сехрене
Тупă сасси те кунта...»
Ларчĕ те хĕр пĕр-пĕччен,
Шав шухăшлать, тĕмсĕлет,
Иртнĕ кун-çулĕ çинчен
Хай йĕркипе асилет:
«Лекрĕ пулин те курма
Пурнăç тертне, асапне,
Пулăшрĕ ир ăнкарма
Хай тупсăмне, асамне.
Эпĕ яман ирĕке
Хам шухăша та чуна.
Хамшăн каланă йĕрке
Юрă пекех хывăнать:
Çĕршывна та юрат,
Халăхна та юрат,
Тус-йышна та юрат.
Юрату хӳттипе,
Юрату вучĕпе,
Юрату шучĕпе
Ĕçлесен ĕç пулать,
Пысăк ĕмĕт тулать,
Асăнмалăх юлать.
Вăй-халу сан — ăсра,
Эс ăна тыт асра,
Çирĕп шанчăк усра.
Камăн умне чи малтан
Ăшă питпе пуç таям?
Пĕтĕм чунтан-кăмăлтан
Чĕмпĕр шкулне тав тăвам.
Яковлевпа Константин
Уçрĕç куçа та ăса.
Калăн, ыр тантăшăм тин
Уйрăлчĕ алă тытса.
Килĕ куккук сассипе —
Тек илтес çук сассине.
Шăпчăк килет юррипе —
Тин курас çук ун сăнне.
Шăллăм сасси пек сассу
Çук, каяс çук хăлхаран.
Çутă сăну та ăсу
Çук, тухас çук асăмран.
Икĕ çулталăк хушши
Пухрăмăр ăс пĕр класра.
Пирĕн тăванлăх ăшши
Ĕмĕрлĕх юлчĕ асра.
Лартăр эсир Тимккапа
Чи хыçалти ĕретре.
Шав калаçаттăр унпа,
Пит паллă марччĕ пире.
Питĕ вулаттăр нумай
Хушнă-хушман япала.
Туслăн çӳреттĕр пĕр май
Пĕр варти пек тăванла.
Чи пĕчĕкскер, чи малта
Лартăм хĕрсем хушшинче.
Кăшт аслăрах пултăм та,
Тытрăм аппу шутĕнче.
Пысăк та çутă куçсем
Ăшшăн пăхатчĕç ялан.
Шухăш йĕрлетчĕç вĕсем
Кăмăллă кулăпалан.
Хĕр пĕрчисем тепĕр чух
Вăрттăн сăнатчĕç ăна.
Куç ывăтмасăр май çук
Хӳхĕм, сăпай каччăна.
Хупăччĕ пирĕншĕн чун,
Хăй çӳремест мухтанса.
Мĕнччĕ-ши ĕмĕчĕ ун —
Хамăр ыйтман вăтанса.
Иртрĕ пĕр хĕл ерипен.
Сăвă Кĕçтук çырнă теç,
Аппăш чирпе вилнĕрен
Хытă хурланнă-мĕн теç.
Сарăлчĕ тепĕр сăмах:
Вăл ӳкерме те ăста!
Вăл çырнипе паллашма
Тупрăм майне, чим, тăхта.
Кайнăччĕ кĕлĕ тума,
Тăнăччĕ пурте кĕлле.
«Тытăнчĕ пуç ыратма», —
Терĕм те, ячĕç киле.
Куртăм альбом сĕтелте,
Чупрăм хĕрсен пӳлĕмне.
Çукчĕ никам та килте,
Тухрăм пăхса альбомне.
Чăх чĕппинчен пуçласа
Чаплă çынсем таранах
Хунă йăлтах сăрласа,
Çукчĕ-ши кам-тăр кăна!
Сăвă вулать концертра,
Темĕн çырать пахчара —
Шухăшăм вĕçрĕ пуçра:
Ман юрамасть-и вара?!
Тепĕр çулхи çур енне
Тытăнтăм хам та çырма.
Эп кăтартман çырнине,
Çын пултарать хурлама.
Хурлăх хĕссе килнине
Лăш! пусаратчĕç вĕсем.
Темшĕн хăш чух кĕввине
Кăшт лараймастчĕç хăйсем.
Лекрĕ Тимкка Хусана,
Ха, çапăнать «Хыпарта»!
Эх, ăмсанатпăр ăна,
Чăн ăмăрту хамăрта.
Пуçлăх чарать çыхăнма
Тĕрлĕ пăлхавçă-çынпа:
Тивĕç эсир пăхăнма,
Ан турткалаш саккунпа!
Хамăр шкулти çамрăксен
Сăвă-юрри аванрах.
Хай хаçатри авторсен
Пулчĕ хăш чух айванрах.
Манăн та пурччĕ, ара,
Ăнăçлă сăвă-юмах.
Халь те выртаç арчара
Тĕслĕхшĕн юлнă кăштах.
Пуçăнтăм эп «Арçури»,
Çырнăччĕ пĕчĕк «Нарспи».
Илĕртрĕ пĕр юрăри
Хĕрĕн телейсĕр шăпи.
Шкул пĕтерсен, уява
Пычĕ Кĕçтук хавасах.
Сĕнтĕм пăхма пур сăвва,
Пулчĕ тухма вуласа.
Пурте Сĕве хĕррине
Тухнă уяв вĕçĕнче.
Алă тытса ирхине
Уйрăлчĕ шкул тĕлĕнче.
Пурччĕ унта Кĕçтука
Ăшшăн каланă сăмах.
Халĕ çурассăм çуках
Тунсăхлă çав сăввăма.
Ĕнтĕ хăюлăх тапать
Пурнăç лăсканă чунра.
Чун çĕнĕ юрă тупать
Вăрçă пыран самантра.
Халăхăн йывăр хуйхи
Палăрĕ пурпĕр унта.
Пĕчĕкçĕ сăвă пуххи
Çыртăм-тăр ку яхăнта.
Пурпĕр унран хаклăрах
Пулчĕ тĕнпе ăспару.
Кӳчĕç вĕсем ытларах
Ырă ăспа ăнкару.
Яковлев чарчĕ пĕрре.
Санăн чĕлхӳ тет яка,
Эс тăрăшуллă ĕçре.
Тыт-ха, куçар пĕр авка.
Хушрĕ вара Толстоя
Хамăр валли куçарма.
Вăйăм каймарĕ сая,
Тӳсĕм çитертĕм ларма.
Эпĕ çеç мар ку ĕçпе,
Ларчĕç туссем те хĕрсе.
Пухрĕç кайран пĕтĕмпе,
Юлчĕ ман пай та кĕрсе.
Пĕчĕк калав та юмах
Питĕ те кирлĕ шкулта.
Ун пеккисем ăслама
Çук-ха тупма вăхăта.
Сĕнтĕм ача-пăчана:
Çырăр тĕрленчĕк-калав!
Турăм журнал пек ăна.
Хамăн та çырăнĕ ав.
«Ме, катехизис куçар», —
Терĕ Кĕçтукăм кайран.
Ĕçĕм тухмарĕ начар,
Ямĕç ялта алăран.
Ларчĕ Кĕçтук юсаса
Пĕр хрестомати тата.
Панăччĕ эп куçарса
Виçĕ калав çавăнта.
Çырнăччĕ кăшт вырăсла,
Тухрĕç вĕсем хаçатра.
Курăнĕ пит кулăшла,
Пирĕн чĕлхе халь шутра.
Çĕн самана çитнипе
Сăввăм шăранчĕ нумай.
Çапăнĕç-ха черетпе
Хамăр пичет ыйтнă май...»
Иртĕ шкулта тăрмашса
Виçĕ-тăватă вун çул.
Хатĕрлĕ вăл тăрăшса
Темĕн таран хаклă мул.
Повесть та пьеса, калав
Çырăнĕ ун сахал мар.
Курĕ хисеп те мухтав,
Çийĕ патак та чукмар.
Хамăр хĕрарăм тĕнчи,
Шкул та, ачалăх та ял —
Акă мĕн ун ĕçĕнчи
Кăмăл, ӳкерчĕк, ăс-хал.
Çăмăл пулман малтисен
Çĕнĕ çулпа талкăшма.
Çăмăл пулман пикесен
Арçынсемпе танлашма.
Ыр вĕрентӳçĕ пулса
Халăх ĕçне пăрахман,
Йывăр çĕртен татăлса
Çын шанчăкне çухатман.
Çитĕнĕ симĕс калча
Унăн ăс-хал мулĕпе.
Утрĕ çĕршер хĕрача
Ун паттăрла çулĕпе.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...