Хăнана чĕнни
Пасарби Цеков поэта
Шур çĕлĕклĕ Казбек çук Чăвашра,
Кунта пăхать хĕвел те чалăшрах.
Çапах тăван тавралăхăм кӳренмĕ.
Ту тӳрленсен,
Чупса каять тӳремлĕх,
Кăвак вăрман пуçлать сана кĕтме...
Çут пайăрка —
Çавалĕ те Кĕтне.
Хăва кĕпи сенкер тӳпе тĕслех.
Çил варкăшĕ —
Пин хĕлĕхлĕ кĕсле.
Сăрнай сассиллĕ сарă хăмăла
Ĕçчен этем каять-çке кăмăла,
Савса мухтать çĕр хăйĕн паттăрне:
Ярса илсе вăл çăлтăр алтăрне
Çĕр сĕткенне тултарчĕ туллиех.
Çӳле çĕклерĕ — пултăр телее!
Телей пуртан, пурнас кунçул пуртан.
Чун тасалать, Мăн Атăл пек, пăртан.
Юлташ, çитсем!
Сăра та чашкăрать,
Сана кĕтсе кĕçенчĕ хуратур.
Шур çĕлĕклĕ Казбек çук Чăвашра.
Казбек пекех хăватлă халăх пур!
Шухăшсем
Your competitors are still manually bidd...
Sharing this in case anyone finds it u...
Vantovo scans thousands of partner domai...
Your next customers are already online s...
Easily add widgets to website pages with...
Find useful website widgets for differen...
Easily add widgets to website pages with...
Find useful website widgets for differen...
Get visitors who fit your business, not ...
Here’s something different that caught...