Атте-анне


Эпĕ, пĕр-пĕр колхоза хаçат ĕçĕпе çитрĕм пулсассăн, ялти шкула е библиотекăна кĕрсе тухмасăр ниепле те тӳсейместĕп. Чун туртать. Çак хăнăхнă йăла маншăн хальхинче те улшăнмарĕ. Колхоз хирĕсемпе фермисем тăрăх виçĕ кун хушши çӳресе, нумай çынпа паллашнă хыççăн эпĕ ял тулашĕнчи сăртлăрах вырăнта çуталса ларакан икĕ хутлă шкул çурчĕ патнелле çул тытрăм.

Кунта вара, эс, алăкран кĕнĕ-кĕменех, сана чи çывăх çынсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, сырса илеççĕ, ыйтма-тĕпчеме тытăнаççĕ: «Çав-çав писатель еплерех пурăнать? Мĕн çырать?»

Халĕ, аслăрах классенчи ачасем çурхи экзамена хатĕрленнĕ вăхăтра вĕсене хăвăн сăмах-юмахупа ытлашши чăрмав кӳрес килмест. Çамрăк туссен куçĕсенче çунса тăракан шĕл-кăвара самантлăх курни те тем пекех паха. Хăвăн ачалăхна, тахçан шавласа иртнĕ ачалăхна, аса илетĕн — сан кăкăрунта ăшă-ăшă кăмăл капланса çĕкленет. Хаваслă та, салхуллă та... Таçта куç хӳринче вĕри куççулĕ пăчăртанать. Эх, ытарайми ачалăх кунĕсем!..

Ĕнтĕ пирĕн «кĕтмен тĕлпулури» сăмах-юмах вĕçнелле çитсе пыратчĕ, эпĕ ачасен тепĕр виç-тăватă ыйтăвне явап патăм та, шăп çав самантра ман патăма аслă классенче вырăс литературине вĕрентекен çамрăк учительница Лидия Григорьевна темĕнле питĕ хăюсăррăн пырса тăчĕ.

— Каçарăр, — терĕ вăл, мăкăнь чечекĕ пек хĕрелсе, — манăн сăмах пурччĕ...

— Тархасшăн, — пуç тайрăм эпĕ. — Итлеме хатĕр... Анчах çамрăк педагог хăйĕн сăмахне ачасем умĕнче хускатасшăн пулмарĕ. Эпир учительсен пӳлĕмне кĕтĕмĕр. Кунта Лидия Григорьевна кăшт хăюлланчĕ.

— Эсир çак япалана вуласа тухаймăр-ши? — ыйтрĕ вăл, мана кăвак хуплашкаллă тетрадь сĕнсе. — Паллах, вăхăтăр пулсан... Кунта пирĕн тĕрлĕрен пăхаççĕ... Ман сирĕн шухăшăра пĕлес килет...

— Питĕ хавас... Мĕншĕн вулас мар, вулас» — терĕм эпĕ, кăвак хуплашкаллă тетраде илсе. — Ку сирĕн...

Хам ăссăн эпĕ çапларах шухăшланăччĕ: «Каллех пĕр-пĕр çамрăк талант... Сăввисене пăхса тухмалла. Кăлтăксене кăтартмалла... Кӳрентермелле мар... Юлташла пулăшмалла»...

Ман шухăша пĕлнĕ пекех, Лидия Григорьевна йăл кулса илчĕ те:

— Çук, çук, — терĕ питĕ васкаваррăн. — Эпĕ хам ĕмĕрте сăвă-калав çырса курман... Вулама, чăнах, юрататăп... Ачасене те литературăна вĕрентесшĕн... вăй çитнĕ таран... Анчах ку йăлтах урăх япала... Кĕтмен япала... Ак çакăнта ларсамăрччĕ... Вуласа нумаях вăхăт иртмĕ...

Эпĕ вара чӳрече патĕнчи пĕр пĕчĕк сĕтел умне лартăм та, куçлăхăма тăхăнса, тетрадь хуплашкине тинкерсе пăхрăм. Малтанлăха тĕлĕнмелли нимех те курмарăм-ха. Çав-çав ялти шкулăн вуннăмĕш класĕнче вĕренекен çав-çав хушаматлă ачан тетрачĕ...

Сăмах май асăрхаттарам: çак ĕçе «педагог куçĕпе пăхма кирлине» шута илсе, эпĕ калавăмра шкул ятне те, ачан тĕрĕс хушаматне те кăтартма пултараймастăп. Мĕншĕн тесен, кунта чуна ыраттаракан, чĕрене тивекен ĕçсем пирки сăмах пырать. Çапах та калавăн «тĕп геройне» пĕр-пĕр ятпа чĕнмеллех. Ан тив, пултăр вăл, эппин, Виктор Гаврилов.

Сисетĕп, вулаканăм васкатать: «Кăтартăр хăвăртрах, мĕн тĕлĕнтермĕшĕ тупнă-ха эсир çав кăвак хуплашкаллă тетрадьре?»

Çуркуннехи экзамена хатĕрленнĕ май, Лидия Григорьевна вуннăмĕш класри ачасене контроллĕ ĕç çыртарса пăхасшăн пулнă. Вăл çакăн пек тема сĕннĕ: «А. М. Горькин «Амăшĕ» романĕнчи Ниловнăпа Павел Власов сăнарĕсем».

Паллă тема. Ачасем пурте çак темăпа хăйсем халиччен мĕн вĕреннине, мĕн пĕлнине çырнă. Пĕр Виктор Гаврилов çеç, Лидия Григорьевна калашле, «темăран аяккалла пăрăнса кайнă».

Эппин, ĕçе вăраха тăсиччен Виктор Гавриловăн тетрадьне уçăпăр та вулама тытăнăпăр. Çырасса хăй вăл вырăсла çырнă-ха, унта грамматикăпа орфографи йăнăшĕсем те чылаях тĕл пулаççĕ. Сăмах ун пирки мар, Виктор Гаврилов «темăран ăяккалла пăрăнса кайни» пирки пырать. Хăйĕн пĕтĕм хуйхи-суйхине каласа кăтартма васканипе Виктор, чăн та, грамматикăна çирĕпех тытса пырайман. Мĕн тăвăн, пулать вăл ун пекки!..

Çак калавăма чăвашла çырнă май, эпĕ Викторăн сочиненине те, кайрантарах хăй ирĕк панипе, чăвашла куçартăм. Чăннипе калатăп: эпĕ кунта нимĕн те хушман, хитрелетмен, илемлетмен. Çамрăк юлташăн чылай çĕрте шухăшĕсем сапаланчăк, вăл пĕр япаларан тепĕр япала çине, пĕр саманаран тепĕр саманана çиçĕмле хăвăрт сике-сике ӳкет, паянхи кунран сĕм-аваллăха куçать, унтан кĕç каялла таврăнать. Тĕрĕссипех, плансăр çырнă сочинени.

Акă вăл:

«Алексей Максимович Горькин «Амăшĕ» романне чăн малтан вуласа тухсан, эпĕ выртсах макăртăм. Унтан шухăша кайрăм. Пĕр эрне апат та çиеймерĕм. Вара тепĕр хут ларса, страница хыççăн страница тĕплĕн вуласа пытăм. Хальхинче хĕпĕртерĕм, савăнтăм. Çурăм хыçĕнче çунат ӳссе ларнăн туйăнчĕ. Ăшăмра шутларăм: хăвна ху Павел Власов пек çирĕп тытсан, пурнăçра тепле йывăр инкеке те çĕнтерме пулать.

Паллах, Павел Власов çумĕнче эпĕ унăн кача пӳрни те мар, чĕрне хури кăна. Çапах та манăн хамăр килтн пурнăçа Власовсен килĕнчи пурнăçпа танлаштарса пăхас килчĕ.

Павел Власов пусмăрлăх саманинче çуралса ӳснĕ. Павелăн ашшĕ ĕçленĕ фабрикăра ĕмĕтсĕр харам пырсем хуçаланнă. Ĕçлекенсен пурнăçĕ тамăкри пек йывăр пулнă.

Аса илер-ха роман пуçламăшĕнчи сăнлăха. Ирхине, гудок сасси янраса кайсан, ырхан та тĕксĕм сăн-питлĕ çынсем хăйсен лапчăк çурчĕсенчен сехĕрленнĕ таракансем пек чупа-чупа тухаççĕ те фабрика патнелле васкаççĕ.

Каçхине вара фабрика хăйĕн чул читлĕхĕсенчен çынсене каялла кăлара-кăлара ывăтать. Ĕнтĕ çынсен ӳт-пĕвĕнчен пĕтĕм юнне-сĕткенне фабрикăри машинăсем ĕмсе-сăхса илнĕ. Ыттисем хупшшинче Павел ашшĕ те килелле сулланать. Çăмламас, тĕксĕм çын. Урамра та тĕттĕм. Çутă тени пĕртен-пĕр хупах чӳречинчен кăна ӳкет. Халтан кайнă çынсем çав çутă еннелле çĕрлехи лĕпĕшсем пек туртăнаççĕ. Павел ашшĕ те ыттисемпе пĕрлех. Вăл хăйĕн тăвăнса çитнĕ чунне эрехпе уçма ĕмĕтленет. Анчах ку вăл вут çине краççын сапнипе пĕрех. Павел ашшĕн пĕтĕм ăншăрчĕ вара килтисем çине, чи малтан арăмĕ — Пелагея Ниловна пуçĕ çине, йăтăна-йăтăна анать.

Павел вунтăватта çитсен, ашшĕ ăна пĕррехинче çӳçрен тытса лăскама тăрать. Анчах Павел хальхинче хăйне кӳрентерме памасть, тулхăрса пыракан ашшĕне хирĕç мăлатук çĕклет.

— Çитет! Текех парăнмастăп! — тет вăл.

Халь ĕнтĕ эпĕ хамăн тăван аттене Гаврил Ивановчч Иванова илсе пăхасшăн. Вăл йăлтах урăх саманара — ирĕклĕ Совет саманинче çуралса ӳснĕ-çке-ха. Мĕн çитмест ăна? Мĕне кура унăн тислĕк пуличчен эрех ĕçмелле? Кама, мĕншĕн тарăхмалла? Мĕншĕн, ытти нумай-нумай çынсем пек, пĕр çĕрте пилĕк авса, пуçа чиксе ĕçлемелле мар. Мĕн айăпшăн мĕскĕн аннене кунĕн-çĕрĕн патак çитермелле?..

Кӳреннипе те куляннипе манăн пĕтĕм шăмшак чул пек хытса ларать, чĕре макăрать. Çавна пулах паянхи сочинение, те йĕркеллĕ планпа çыраймастăп. Куншăн каллех мана Лидия Григорьевна ятласа пĕтерĕ, директор патче чĕнтерĕ. Ан тив, ятлаччăр! Эпĕ урăх тӳсме пултараймастăп, мĕн каламаллине йăлтах калатăп.

Ан тив, сочинени планĕ пăсăлтăр! Манăн кунта хам калас шухăша аяккарахран çавăрса илес килет.

Эпир вырăс литературин историйĕпе сăккăрмĕш класра «Игорь полкĕ çинчен хывнă юрăран» паллашма тытăнатпăр. Эпир пĕлетпĕр: кашни самана хăйĕн паттăрĕсене çитĕнтерет. Кашни саманари литература хăйĕн геройĕсене палăртать.

«Игорь полкĕ çинчен хывнă юрă» аслă вырăс халăхĕн авалхи паттăрĕсене чысласа мухтанă пулсан, çĕнĕ ĕмĕрсенчи çĕнĕ писательсем çĕнĕ геройсен сăнарĕсене кăтартса параççĕ. Чацкий, Евгений Онегин, Печорин — вĕсем, М. Ю. Лермонтов сăмахĕпе каласан, хăйсен вăхăтĕнчи геройсем. Унтан эпир Рудинпа, Инсаровпа, Евгений Базаровпа, Рахметовпа паллашатпăр. Пирĕн çамрăк кăмăлсене Андрей Болконскипе Наташа Ростова сăнарĕсем илĕртеççĕ.

А. М. Горькин «Амашĕ» романĕнчи Павел Власов вара — малтанхи революци хумĕсем хăватлăн хускалса çĕкленнĕ çĕнĕ тапхăрти пачах çĕнĕ сăнар. Унччен вырăс литературинче кун пек герой пулман.

Аслă Октябрь самани пуçланать. Халăх хушшинче çĕнĕ улăпсем çитĕнеççĕ. Кожух, Чапаев, Павка Корчагин, Левинсон, Метелица, Морозка, Давыдов, Разметнов, Нагульнов — пирĕншĕн ĕмĕр манăçми паттăрсем. «Çамрăк гварди» геройĕсем тата!.. Василий Теркин тата!...

Паттăрсем паян та хамăр хушăрах çуралса ӳсеççĕ. Чи хăюллисем тĕнче уçлăхне, çăлтăрсем патне çул хываççĕ. Вĕсен ретĕнче пирĕн чăваш ачи те пур — Андриян Николаев.

Çĕннисем тата! Вĕсен ячĕсем те паян-ыранах пĕтĕм тĕнче илтĕнмелле янăраса кайĕç.

Айчах ман атте Гаврил Иванов кам-ха? Хăш вăхăтри «герой» вăл? Мĕнле ĕçпе чапа тухнă?

Эппин, пĕр пытармасăрах çырса кăтартам. Эпĕ — унăн аслă ывăлĕ. Апла унăн кунçулне кам-ха манран лайăхрах пĕлейтĕр? Чăн та, анне пĕлет, анчах вăл никама та шăл шурри уçса шарламасть. Чунĕ хуçăлнипе ĕсĕклесе макăрнине эпир, унăн ачисем, илтесрен сыхланса, вăл, мĕскĕн, пуçне каç-каç минтер айне чикет, хăйĕн хулпуççийĕсем вара сивле чĕтретнĕ пек сиккелеççĕ. Эпир чĕнместпĕр, курсан та курмăш пулатпăр.

Çук, анне пире атте çинчен нихçан та усал каламасть. Кăмăлĕ уçăлнă чух лайăххине çеç аса илет. Анчах эпĕ, çемьери аслă ывăл, атте çинчен йăлтах пĕлетĕп. Текех пĕчĕкçĕ ача мар, кăçал вунçиччĕ тултартăм.

Усал ят утпа çӳрет, теççĕ. Ман атте çинчен ялти çынсем тепĕр чухне хам умрах темтепĕр каласа кăтартаççĕ. Епле пĕлмĕн-ха ĕнтĕ çав «ятлă» çыннăн «чаплă» кун-çулне! Эпĕ нумай пĕлетĕп, хам мĕн пĕлнине йăлтах çакăнта çыратăп — ан тив, ыттисем те пĕлччĕр çав этеме, сыхланччăр çав этемрен, тивĕçлисем унăн «урокĕсене» шута илччĕр! Пур-ха ун пеккисем...

Паллах, тăван аттене çут тĕнче умĕнче питлеме питĕ аван мар. Анчах манăн ăна хĕрхенес кăмăлăм çук. Мĕншĕн тетĕр-и? Акă мĕншĕн, итлĕр!..

Сăнран пăхсан, ман аттене никам та тиркеймĕ. Патвар пӳ-силлĕ, вăйпитти арçын. Сăнĕ-пичĕ таса, хитре. Яш чухне вăл купăсçă пулнă. Ялти ятлă каччă. «Хĕрсен чĕрине çунтармăш». Эпĕ паян çак сăмаха калама именсе тăмăп. Хĕр чухне анне те ăна купăс сĕлĕм каланăшăнах юратса пăрахнă иккен. Ялйыш та çавăншăнах Купăсçă Кавĕрле тесе чĕннĕ. Малтан — хисеплесе, унтан — тарăхласа, халь вара куçăнах мăшкăлласа çавăн пек чĕнеççĕ ăна, ман тăван аттене.

Тăванĕ тăван-ха та, анчах эпĕ, унăн аслă ывăлĕ, юлашки вăхăтра унран пуçĕпех ютшăнтăм. Ял çыннисемпе пĕрле хам та ăна Купăсçă Кавĕрле тесе чĕнме тытăнтăм. Çак сочиненире те малалла ун ятне çапла кăна çырăп — Купăсçă Кавĕрле.

Пурнăçра тĕрес çулпа утнă пулсан, Купăсçă Каверле, тен, пĕр-пĕр ăста музыкçă е композитор пулнă пулĕччĕ. Таланчĕ çук мар унăн. Вăрçă пуçланиччен пĕр çул малтан вăл ялти шкулăн çиччĕмĕш класне вĕренсе пĕтернĕ. Çакăн хыççăн унăн тӳрех Шупашкарти музыка училищине çул тытмаллаччĕ. Унтан — консерватори.

Çук вĕт, Купăсçă Кавĕрле малалла вĕренме шутламан, ĕçе те лайăххăн хăнăхман. Тĕрĕссипе, вăл пĕтессе те хуткупăса пула пĕтнĕ. Ачаллах ăна улахсемпе вăйăсем тăрăх, ĕçкĕсемпе туйсем тăрăх сĕтĕрме тытăннă. Хăйсене савăнтарнăшăн çынсем ăна тав тунă — эрех-сăрапа шăварнă.

Вăрçă пĕтеспе вăл, ĕнтĕ çитĕнсе çитнĕскер, фронта та лексе курнă, инçетри Маньчжурире пулнă. Купăсне хăйпе пĕрлех илсе çӳренĕ. Ку питĕ аван-ха. Куншăн эпĕ ăна вуçех тиркеместĕп. Василий Теркин та чи йывăр самантсенче хăй юлташĕсен кăмăлне купăс каласа хавхалантарнă.

Анчах Купăсçă Кавĕрле Теркин çулĕпе мар, урăх çулпа ярăнтарнă çав — шуçлак çулпа. Çартан таврăнсан, çав çулхи кĕркуннех вăл авланнă, Куçук Варварине качча илнĕ. Кĕçех вĕсен ывăл çуралнă, ăна Виктор тесе ят панă... Халĕ Купăсçă Кавĕрлепе Куçук Варварин пурĕ тăватă ача — виçĕ ывăл та пĕр хĕр. Еплерех-ши вĕсен пурнăçĕ, телейлĕ-ши вĕсем?..

Çук-тăр çав. Телейлĕ пулсан, аслă ывăлĕ Виктор çак сочинение те çырса лармĕччĕ...

Малтанхи вăхăтра Купăсçă Кавĕрлене, çын шутне картса, ялйыш бригадира уйăрса лартнă. Анчах лешĕ нумаях ĕçлеймен... Бригада хуçалăхне эрех пички ăшне путарма тытăнсан, халăх ăна çав ĕçрен тапкăпах кăларса вăркăнтарнă. Купăсçă Кавĕрле вара купăсне хулпуççи урлă çакнă та Шупашкарти стройкăна тухса кайнă. Арăмĕ вĕтĕр-шакăр ачи-пăчипе колхозра пĕччен тăрса юлнă.

Атте-анне... Мĕн тери паха сăмах!.. Атте-анне тивлечĕпе эпир, вĕсен ачисем, тĕнче çути куратпăр, атте-анне хӳттинче; телейлĕ ӳссе çйтĕнме ĕмĕтленетпĕр... Анчах манăн паян «атте-анне» тенĕ сăмахран малтан-хи сăмахне уйăрас килет...

Ытти ачасен ашшĕсем колхозра та чиперех ĕçлеççĕ, хулари стройкăран яла курма таврăннă чухне ачисем валли тем тĕрлĕ парне-кучченеç илсе килеççе. Хăйсен те çийĕ-пуçĕ тирпейлĕ.

Астăватăп: пирĕн атте вăрă пек çĕрле таврăнчĕ. Хăй ӳсĕр, ура çинче аран тăрать, тумĕ — çĕтĕк çатăк. Эпир, вĕт-шакăр ачасем, кăмпа пек шăкăрр тăра-тăра лартăмăр. Атте сăн-сăпатне куртăмăр та ăнлантăмăр: вăл купăсне те, намăсне те йăлтах çухатнă. Ĕçсе янă!..

Çакăн хыççăн Купăсçă Кавĕрле пĕр хушă ялта пурăнчĕ. Ĕçлессе ниçтах та пикенсе ĕçлемерĕ, ĕçме вара... Эх, асăнассăм та килмест!.. Эпĕ ун чухне вуникĕ çулхи ача. Таçта хӳме çумĕнче ним пĕлми йăваланса выртакан Купăсçă Кавĕрлене эпĕ çулла — ача урапипе, хĕлле çунашкапа киле турттарса килеттĕм. Хамăн куççуль шăпăр-шăпăр юхатчĕ. Намăс!..

Атте хыççăн çӳреме аннен вăхăчĕ çук. Вăл кунĕн-çĕрĕн колхоз ферминче ăшталанать: выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлет, ĕнесем сăвать, витерен уя тислĕк турттарать. Йăпăртлăха киле таврăнать: ачисене апат пĕçерсе парать, пӳрт-çурта тасатса тирпейлет, кĕпе-йĕм çăвать. Кăшт выртса канать те кăвак çутăлла каллех фермăна чупать. Акă кам вăл чăн-чăн ĕç паттăрĕ! Эпĕ, поэт пулсан, акă кам çинчен чаплă юрă, çулăмлă поэма çырăттăм! Анне, аннеçĕм, анне!.. Ахальтен мар аслă Горький Павел Власовăн амăшне чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе мухтаса çырать. Талантăм çитсен, эпĕ те тăван аннеçĕм сăнарне чи çутă сăмахсемпе сăнласа кăтартăттăм!.. Купăсçă Кавĕрле унăн çӳç пĕрчи тĕшне те тăмасть.

Аннене кăшт та пулин çăмăллăх кӳрес тесе, эпĕ колхоз ĕçне çӳреттĕм — сӳре сӳрелеттĕм, çум çумлаттăм, тырă вырнă чух кĕлте çыхаттăм, авăн çапаттăм, йăлтах бригада йышĕпе пĕрле. Пĕр Купăсçă Кавĕрле çеç ял тăрăх ĕçсĕр сулланса çӳретчĕ.

Кĕçех вăл тепĕр хулана тухса тарчĕ. Тепĕр икĕ çултан каллех таврăнчĕ. Хальхинче сăнĕ малтанхинчен те тискертерехчĕ. Таврăнчĕ те анне умĕнче тăватă уран упаленет: «Каçар, Варвари, тек нихçан та ун пек хăтланмастăп!» — тет.

Мĕскĕн анне каллех каçарать. Лешне, пилсĕр этеме, каçарма мар, яланлăхах килтен хăваламалла. Эпĕ кунта питĕ киревсĕр япала ăнланса илтĕм: Купăсçă Кавĕрле килтен тухса тармассеренех хулара пĕр-пĕр «хусах инке» патне киле кĕрет иккен. Малтан пыл та çу пурăнать. Унччен те пулмасть, хайхи «хусах инке» çав ӳсĕр-пусĕрĕн мыскарисене тавçăрса илет те ăна картишĕнчен пакăç шăпăрпах шăлса кăларать. Ăçта кайса кĕрес Купасçă Кавĕрлен кун пек чух? Каллех яла, малтанхи чĕмсĕр арăме патне...

Анне ăна текех киле кĕртесшĕн мар. Вăл, сĕмсĕрскер, вăйпа çĕмĕрсе кĕрет. Анне çине алă çĕклет, пире, ача-пăчана, урнă йытă пек тустарать.

Халĕ Купăсçă Кавĕрле Шупашкара мар, таçта чылай инçете тухса кайнă пулас. Каясса кайнă та, кĕç таврăнасса кĕтсех тăр. Çук, хальхинче эпĕ те, Павел Власов пек, ăна хирĕç мăлатук çĕклетĕп.

— Çитет! — тейĕп эпĕ. — Текех парăнмăп... Павел Власовăн ашшĕ сывлама ирĕк çуккипе тарăхнă, Купăсçă Кавĕрле ытлашши ирĕкпе, ĕçсĕр аптранипе иртĕхет. Чармалла!..

Шкулта Лидия Григорьевна пире тӳрĕ кăмăллă пулма вĕрентет. Çавăнпа эпĕ пĕтĕм хуйхăм-суйхăма чи тӳрĕ кăмăлпа çырса кăтартас терĕм. Айăп ан тăвăр...

Юлашкинчен çакна хушса калас килет: «Улми улмуççинчен аякка ӳкмест» , — тенĕ ĕлĕк-авал ваттисем. Çук, эпĕ ку сăмаха йышăнмастăп. Эпĕ, Купăсçă Кавĕрле ывăлĕ пулсан та, пурнăçра Купăсçă Кавĕрле пулмастăп!.. Пулмастăпах!..»

Виктор Гавриловăн сочиненине вуласа тухсан, эпĕ пĕр хушă нимĕн чĕнеймесĕр лартăм. Ĕмĕрне курман «документ». Чăннипех чĕрене пырса тивет.

— Сирĕн шутăрпа, мĕнле хак памалла ĕнтĕ çак ĕçе? — ыйтрĕ хайхи манран Лидия Григорьевна.

— Хăвăр мĕнле хак патăр? — хирĕç ыйтрăм эпĕ. Пӳлĕмре ытлашши çын çукчĕ. Лидия Григорьевна вара çак «ĕç» тавра мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ.

Тетрадь çине пĕр-пĕр паллă лартиччен вăл директорпа канашласа пăхать иккен.

— Мĕнле хак памалла? — тет шухăша кайнă директор. — Нимĕнле те мар, пăрахăçламалла кăна!..

— Епле-ха?

— Çаплах! — хушса хурать директор. — Ача-пăчана чармасан, паян пĕри ашшĕне тиркесе тăкать, ыран тепри колхоз председательне ярса тытать, виççĕмĕшĕ шкул директорĕ патне çитет, таваттăмĕшĕ çӳлерех те кармашĕ... Кунта колхоз пухăвĕ мар, шкул... Ача-пăчана чармалла, сочинение çĕнĕ темăна çĕнĕрен çыртармалла.

— Çыртартăр-и? — ыйтатăп эпĕ.

— Çук-ха, — тет Лидия Григорьевна пăшăрханнă сасăпа. — Экзаменсем çывхарса çитрĕç...

Манăн кăвак хуплашкаллă тетрадĕн хуçине курассăм килчĕ. Кунта мана каллех Лидия Григорьевна пулăшрĕ.

Эпĕ пĕр-пĕр чăрсăр та харсăр «пăлхавçа», «Пугачев йăхне» курма ĕмĕтленнĕччĕ. Ман умра, акă, сăпайлă та тӳлек кăна ача. Çӳçĕ хура, куçĕсем тĕксĕм хăмăр. Калаçма хăй питĕ хаваслах мар. Чĕмсĕртерех йĕкĕт. Чĕринче мĕн пулса иртнине унăн куçĕсем чĕлхинчен ытларах каласа кăтартаççĕ. Ачалла мар ăслă унăн куçĕсем!..

Тинкеререх пăхсан, асăрхарăм: унăн сăнĕ таçтан аякран Çеçпĕл Мишши сăнне аса илтерет. Çавăнпа сăмах май ыйтрăм:

— Çамрăк тусăм, эсĕ Çеçпĕл сăввисене юрататăн-и?

— Вулатпăр, — терĕ вăл сăпайлăн, хăйĕн пичĕ сисĕнмеллех хĕрелчĕ.

Эпĕ ӳрăх нимĕн те ыйтмарăм. Ахăртнех, çывăх юлташĕпе е... чун савнипе пĕрле вулаççĕ пуль вĕсем чĕрĕ хĕлхем сапакан сăвăсене... Кун пек чух «урăх çĕршывăн шалти ĕçĕсене хутшăнма кирлĕ мар».

Хам ăссăн чунтанах хĕпĕртерĕм.

— Пур-ха, пур Çеçпĕлсем! — терĕм эпĕ, çак калава çырма ларса. — Вĕсем пур енчен те сасă параççĕ!..

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: