Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх
I
Сенкер куçлă пулма Турă хушнă,
Сан савнийĕ пулма Вăл пулăшнă...
Ман куçсен авăрне эс путатăн,
Çăтмахри пахчара эс утатăн...
Сарпи паян ĕçрен иртерех тухрĕ. Ăна улăштаракан Нина тантăшĕ смена улшăниччен çур сехет маларах пырса çитрĕ. Вĕсем тырă йышăнакан пунктра лаборантка пулса ĕçлеççĕ. Тырă тиесе пынă машинасем çине кушак çурисем пек вăр-вар улăхса каяççĕ те тĕрĕслесе пăхма илеççĕ. Çамрăксемшĕн ку ĕç питĕ хаваслă. Шоферсемпе куç хĕсмелле выляса илме пулать, хăйсене кăтартма та меллĕ вырăн.
Станцирен яла çитме виçĕ çухрăм. Сарпи чукун çулпа утрĕ. Тăрсан- тăрсан, качака путекки пек, шпалсем тăрăх сиккелесе илчĕ. Пуçланă юрра малалла шăрантарчĕ.
Юрату — тамăкран ан хăтарăр,
Юрату — çăтмахран та ан тарăр...
Тӳперен çĕр çине ман анасчĕ,
Сан мăшăру пулса пурăнасчĕ...
Сарпи кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Медицина институтне вĕренме кĕресшĕнччĕ. Экзаменсене аванах тытрĕ, анчах конкурс сĕре те пысăк пулнипе студентка пулса тăраймарĕ.
Çук, шкулта вăл лайăх вĕренетчĕ. Ун аттестачĕ çине виçĕ тăваттă çеç лартса пачĕç. Çакă хĕрача ĕмĕтне татса хучĕ. Сарпи, паллах, кулянчĕ, çапах тухтăр пулас ĕмĕтне чун-чĕринчен кăларса пăрахмарĕ. Тепĕр çул кĕретĕпех тесе хăйне хăй лăплантарчĕ. Халĕ вара вăхăтлăха лаборантка пулса ĕçлеме кăмăл турĕ. Вăл иртнĕ çул та çакăнтах ĕçленĕччĕ. Укçи нумаях пулмасан та, ара, хĕрупраçшăн саплаштарма юрать, ăпăр-тапăр туянма та чылай укçа-тенкĕ кирлĕ.
Шухăшсем, шухăшсем, ан хăратăр,
Куççуль евĕр шыва ан пăтратăр...
Юратать, питĕ юратать çак юрра Сарпи. Ăçта кайсан та, ăçта пулсан та юрласа чунне килентерет. Тунсăхлă юрăсем хĕре пурнăç çине аслисен куçĕпе пăхма вĕрентеççĕ, ăс-кăмăлне çирĕплетме çул уçаççĕ. Пурнăçĕ вара, малашне те çапла пултăрччĕ, шăнкăртатса çеç юхать-ха...
Юрату çинчен сăвăсем вулама, юрăсем юрлама кăмăллать хĕр. Юрату тенĕрен... Сарпи çак туйăма ăнланса та çитереймест-ха. Ялта ăна пĕрле вĕреннĕ Петĕр кăмăллать. Юратать тесен те йăнăш пулмĕ. Шел, çамрăксен вăхăтлăха уйрăлма тӳр килет. Петĕр ял хуçалăх академине вĕренме кĕчĕ. Выльăх тухтăрĕ пулма тĕллев лартнă вăл.
Кăмăллать ăна Сарпи, кăмăллать. Анчах юратать-ши? Хăй те пĕлмест. Нумай курăнмасăр пурăнсан — тунсăхлать... Çавă çеç-ши? Питĕ, питĕ... тенĕ туйăм пуррипе çуккине хĕр туймасть. Пер-пĕринпе чуптуса та курман.
Сарпи Вăрманкасси еннелле пăрăнса кĕмелли çул патне çитрĕ. Çур çухрăм çеç утмалла.
Вăрманкасси тенĕрен, вăл Сăр шывĕ хĕрринчи айлăмра вырнаçнă. Ял çумĕпе, юнашар тенĕ пек, чукун çул, машинасем çӳрекен аслă çул иртет. Пысăках мар ялта клуб та, вăтам шкул та, медпункт та, çыхăну уйрăмĕ те, лавккасем те, выльăх-чĕрлĕх фермисем те пур. Ял Совечĕпе колхоз правленийĕ çеç кӳршĕ ялта вырнаçнă. Вăрманкассинче çамрăк çемьесем чылаях. Пулас ăру, вĕренме каякансемсĕр пуçне, хула ырлăхне хапсăнасшăнах марри палăрать.
Захаровсем яла пырса кĕнĕ урамра пурăнаççĕ. Шатрун тăрăллă çурт çĕнĕ-ха, виçĕ çул каялла тунăскер.
Ляванттей колхозра тракгорист пулса ĕçлет. Вăл çӳллĕ те тĕреклĕ кӳлепеллĕ вăтам çулсенчи арçын.
Праски почта валеçет.
Сарпие ялта амăшĕ пек теççĕ. Сеп-сенкер куçлă, яштака пӳллĕ çитĕнсе çитнĕ хĕрупраç. Вăл çемьере асли. Унăн шăллĕпе йăмăкĕ пур. Шкул ачисем, Коля тата Лена.
Хĕр килне çитнĕ çĕре хĕвеланăç хĕрелме тытăннăччĕ ĕнтĕ. Выльăх- чĕрлĕх те таврăннă. Шăрăх. Тин çеç кĕтӳ кĕнĕрен тата çил çукран сывлăшри тусан пĕр вырăнта тăнăн туйăнать. Сывлама çăмăлах мар.
Сарпи картишне кĕнĕ çĕре амăшĕ ĕне суса ларатчĕ.
— Тавах Турра, хуть эсĕ иртерех таврăнтăн, хĕрĕм. Хурсем таврăнмарĕç- ха. Аçу хиртен вуннăсăр та килеймест. Кольăпа Лена таçта кайса çухалчĕç. Апат çиме те таврăнмаççĕ-тĕр, апăршасем. Хĕрĕм, çикеле те хурсене хирĕç кай. Чĕпписене çухатса хăварĕç. Вĕсем пĕчĕкçĕ-ха, каярах юлса тухрĕç.
— Юрать, анне. Çисе тăмастăп. Килсен апатланăп. Супăньпе алшăлли илетĕп те...
Сарпи çара уранах тухса чупрĕ. Çĕр улми ани хыçĕнче вырнаçнă çеремре хурсем самаях курăнкалаççĕ-ха. Нумайăшĕ ялалла çул тытнă. Хĕр йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Çук, вĕсен хурĕсем курăнмарĕç.
Шыв хĕррипе ута-ута Сарпи Сăр шывĕ кукăрăлса выртакан çĕре — хăмăшлăха çитрĕ.
— Акă ăçта эсир, айвансем. Кил тĕлне мансах ешĕл курăка чĕпĕтеççĕ, - терĕ Сарпи хурсене шыв хĕрринчен аяккарах маррине асăрхаса. Ну юрĕ, çийĕр-ха эппин. Эпĕ çак вăхăтра çăвăнса тухма та ĕлкĕрĕп.
Вăрманкассисем хăмăшлăха шыва кĕме çӳреççĕ. Шывĕ кунта тăп-тăрă. Тарăн. Çырман икĕ çыранĕ хĕрринче те хăмăшлăхпа хăвалăх. Тырçи вăхăтĕнче юланутçăсем лашасене çакăнтах шыва кĕртеççĕ. Пулăçăсем ир- ирех е каçалапа пулă тытма килсе лараççĕ. Вырăнĕ юмахри пек илемлĕ, тăнăçлă.
Сарпи ялан шыва кĕрекен вырăна кайрĕ. Салтăнма тытăнчĕ. Шăп. Тав- рара пĕр чун та çук. Тӳпене, тĕттĕмленсе çитичченех çурла евĕр уйăх тата çăлтăрсем тухнă.
Шыв хĕрринче ӳсекен хăмăшсемпе хăвасем уçланкă-утрава тата ун варринче тăракан хĕре хăйсен ытамĕнче ачашлаççĕ. Кăпăк пек çеп-çемçе курăк çийĕпе утса пырса Сарпи шыв хĕрринелле çывхарчĕ, майĕпен- майĕпен шыва кĕчĕ.
— Турăçăм, епле илемлĕ! Тĕкĕр пекех йăлтăртатса выртать çырма! — терĕ вăл кăшкăрсах.
Каçхи шăплăха шапасем кваклатни, пулăсем выляни, уйăхпа çăлтăрсем асамлăхра чӳхенни... тата та киленӳллĕрех туйăнтарать.
Сарпи чĕркуççи таран шыва кĕрсе тăчĕ. Хăмăшлăхри вутăшах аса илтерчĕ çак вăхăтра çаппа-çарамас хĕр. Пилĕк таран усăнса тăракан сапаланнă çӳç пайăркисен айĕнчен тулли те чăп-чăмăркка кăкăрне курсан хăвасемпе хăмăшсем те вăтаннипе пуçĕсене усаççĕ...
Хĕр шыв тĕкĕрĕнче мĕлкине асăрхасан вăтанса кайрĕ, мăй таран пуличченех шалтан-шала кĕчĕ...
— Ой! — кăшкăрса ячĕ Сарпи. — Илемлĕхпе киленсе киле каймалли çинчен те мантăм-и, ара. Хурсем мансăрах таврăнчĕç пулĕ. Çăвăнас.
Сарпи çыран хĕррине тухрĕ. Супăнь илсе пĕтĕм ӳт-пĕвне кăпăклантарчĕ. Юлашки хут чӳхенес тесе шыва чăмрĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, çырма хĕрринче шăмпăртатнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Сарпи такам ытамĕнче çатталанать. Кăшкăрасшăн. Хăранипе сасси тухмасть.
— Шăпăрт пул, пикеçĕм! Куратăн-и, инçех те мар шыв авăрĕ. Пурăнассу килсен ан кăшкăр. Мăйран ытала, урусемпе пилĕк тĕлĕнчен. Ах, мĕнле илемлĕ пирĕшти!..
Сарпи шăпланчĕ. Çатталанма чарăнчĕ.
Никам кĕтмен çĕртен пырса тухнă каччă хĕре çыран хĕррине йăтса тухрĕ. Курăк çинчи алшăлли çине вырттарчĕ. Хĕр ытлашши хăранипе тăнне çухатнине туйса илчĕ пулмалла.
— Нимĕнех те мар, часах куçна уçăн, — терĕ палламан çамрăк хĕр çине çăтса яраслах пăхса. — Эсĕ хăш тĕнчере çуралса ӳснĕ? Юр пекех шурă ӳтлĕ, сап-сарă çӳçлĕ. Ку тата мĕн? Кăкăру çине тӳпери уйăх анса ларман-ши? Хура та мар, хăмăр.та мар... Чăн-чăн çурла евĕр кĕмĕл уйăх! Пĕчĕкçĕ çеç, сĕре те пĕчĕк!
Каччă кăкăрçинчи турпаллине сăтăркаласа асрĕ. Чăтаймарĕ, тутипе сĕртĕнчĕ...
Сарпи куçне уçрĕ. Мĕнле инкеке çакланнине ăнланса аллисене çĕклесшĕн пулчĕ. Çĕклеймерĕ. Урисене хускатасшăн тăрăшрĕ. Хускатаймарĕ. Хĕр кӳлепи юмахри пек Улăп айĕнче палăрмарĕ те. Кăшкăрасшăн пулчĕ. Кăшкăраймарĕ. Пĕчĕк çăварĕ каччăн хулăн тутисемпе хупланчĕ. Нимĕн тума май çуккине ăнланса илсен Сарпи шăлĕсене шăтăртаттарса куçĕсене хупрĕ...
Тахăш самантран хĕр çăмăллăх туйрĕ. Тамăк шăтăкĕнчен çăлăнса тухнăнах туйăнчĕ. Хăра-хăра куçне уçрĕ.
Тĕттĕмленнĕ. Йĕри-тавра никам та çук. «Мĕн ку? Ăçта эпĕ? Тĕлĕк-и ку? Чăн пурнăç-и?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ хĕр. Пуçне çĕклеме тăрăшрĕ. Ӳт- пĕвĕ сурса ыратнипе хускалаймарĕ. Хăмăшлăхра пĕр-пĕччен выртакан вутăш-пирĕшти чĕтре-чĕтре йĕме тытăнчĕ.
— Сарпи! Сарпи! — тесе кăшкăрнă сасă хĕре вăй кĕртрĕ. Ку амăшĕн сасси пулнине ăнланса илчĕ вăл. Тăрса ларчĕ. Пăхкаларĕ. Ура çине тăнă çĕре Праски çыран хĕрринчен чупса анчĕ. Хĕрĕ çине шăтарасла пăхсан мĕн пулса иртнине каламасăрах ăнланса илчĕ.
— Чĕрĕ!..
Амăшĕ хĕрне пĕр самант ыталаса тăнă хыççăн шыва çавăтса кĕчĕ. Çăвăнтарчĕ. Сăр шывĕ тата хăмăшлăха путнă çурла евĕр кĕмĕл уйăхпа çăлтăрсем юнпа вараланчĕç...
II
Хăмăшлăхра трагеди пулнăранпа уйăх ытла иртрĕ. Чĕре суранĕ сипленме, сипленейсен, нумай вăхăт кирлĕ, çапах та Сарпи ĕçне пăрахмарĕ. Юлташĕсемпе калаçса чунне пусарчĕ. Çамрăклăх тени хĕрупраçа вăй-хал парса тăчĕ.
Çак вăрттăнлăх çинчен амăшĕпе хĕрĕ çеç пĕлеççĕ. Праски ун çинчен мăшăрĕпе те сӳтсе явмарĕ.
Вăрманкассинче тырçи вăхăчĕ. Ляванттей трактор çинчен комбайн çине куçрĕ. Килти ĕçсем уншăн халĕ кайри вырăна тăрса юлчĕç. Çемьепе те шăкăлтатса калаçса ларма вăхăт çук. Киле çывăрма çеç таврăнать. Выльăх- чĕрлĕх, кил хуçалăхĕнчи ĕçсем веçех Праскипе хĕрĕ çине тиенчĕç. Паллах, Кольăпа Лена та çав ĕçсенчен пăрăнса юлмаççĕ.
Çамрăк туйăм çеç нимĕнле йывăрлăхсене пăхăнмасăр пурнăç çулĕпе пĕр тикĕссĕн чупать. Часах Петĕрĕн хулана тухса каймалла. Вĕренӳ çулĕ пуçланать. Çуллахи юлашки кунсене каччă савнăтусĕпе ытларах пуласшăн. Анчах юлашки вăхăтра Сарпи ун çине пăхманни, унран пăрăнма тăрăшни пăшăрхантарчĕ. Тĕлĕнтерчĕ. Яланах йăл кулса тăракан хĕр сасартăк «манашкăна» çаврăнчĕ. Куллен-кун сивĕнсе пычĕ. Петĕр чăтаймарĕ, чун савнийĕпе калаçса пăхма шут тытрĕ. Çак тĕллевпех вăл сăлтав тупса станцине çул тытрĕ.
Сарпи паян пĕрремĕш сменăра ĕçлерĕ. Тырçин хĕрӳ вăхăчĕ пынă май хĕрсем сывлăш çавăрса яма та вăхăт тупаймаççĕ. Смена пĕтнĕ çĕре сĕре ывăнса çитеççĕ.
Элеватор хапхи умĕнче Петĕр тăрать. Аллине сумка тытнă. Вăл çула май вырăнти ятарлă лавккаран тин çеç пиçсе тухнă çăкăр туяннă.
Акă хĕрсем калаçни, ахăлтатса кулни илтĕнсе кайрĕ. Хĕрсен ушкăнĕ каччă çумĕнчен иртрĕ. Сарпи курăнмарĕ.
Тепĕр ушкăн иртсе кайрĕ. Хĕр çавах курăнмарĕ.
— Асăрхарĕ-тĕр, çавăнпа тухмасть, — хăйпе хăй калаçрĕ Петĕр.
Каччă тата çур сехете яхăн кĕтсе тăчĕ. Çук. Кĕтсе илеймерĕ. Ялалла уттарчĕ. Пĕчченех. Пуçне усса.
Каç пулсан, кил хушшинчи ĕçсем пĕтсен, Петĕр Захаровсем патне васкарĕ. Пӳрт умĕнче ăна Праски кĕтсе илчĕ.
— Праски аппа, сывлăх сунатăп. Сарпи килте-и?
— Килтине килте те... Ĕçрен сĕре ывăнса таврăнчĕ. Пуçĕ ыратать. Чирлесех каять-и ĕнтĕ?..
— Ун патне кĕме юрать-и? Калаçмалли пур, — терĕ каччă харсăрланса.
— Çук, çук, юрамасть. Каçар, тархасшăн, тин çеç çывăрса кайрĕ. Ан чăрмантар. Кантăр.
— Петĕр нимĕн те калаймарĕ. Сывпуллашса ял клубне çул тытрĕ.
«Пĕлетĕп. Çывăрмасть, паллах. Праски аппа юри кĕртмерĕ. Мĕн пулнă-ха? Сарпи манран мĕншĕн ютшăнать? Тен, элеваторта урăх качча юратса пăрахнă?» — шухăшларĕ каччă утнă май.
Тепĕр кун ирхине Петĕр станцине каймалли çул çине тухса тăчĕ. Сарпи килни курăнса кайрĕ. Каччă ăна хирĕç утрĕ.
— Ырă ир пултăр, Сарпи.
— Тавтапуç. Эсĕ ăçтан таврăнатăн ара?
— Йăмăка ирхи пуйăса ăсатма кайнăччĕ, - суйрĕ Петĕр, хĕрпе юнашар тăрса станци еннелле утрĕ.
— Санăн ялалла каймалла...
— Сарпи, пĕр-пĕринпе кушакпа шăшилле выляма çитет пулĕ. Сана мĕн пулнă? Манран мĕншĕн тарса, пытанса пурăнатăн?
— Нимĕнех те пулман... Петĕр, вăхăчĕ çавнашкал. Ĕçе каятăп. Ĕçрен таврăнатăп. Килте те ĕç нумай. Вăт çапла Петĕр кун иртни те сисĕнмест.
— Çук, суятăн. Эсĕ çак кунччен ĕçлемесĕр пурăннă-им? Юлашки вăхăтра манран писнĕçемĕн писсе пыратăн. Тен... урăх каччă?
— Çапла! Урăх каччă! — кăшкăрса ячĕ Сарпи. — Кăмăлу тулчĕ-и? Пĕлес тенине пĕлтĕн-и? Урăх качча юратса пăрахрăм. Каçар. Сыв пул, — терĕ те Сарпи малалла чупсах кайрĕ.
— Сарпи! Тăхта-ха...
Хĕр çаврăнса та пăхмарĕ. Сулăнса кая-кая, такăнса ӳке-ӳке станци еннелле чупрĕ.
Таврана авăн уйăхĕ ытакларĕ. Вăрман, уй-хир, çырма-çатра... çуллахи илемне кĕрхи асамлăхпа улăштарчĕ.
Петĕр вĕренме кайрĕ.
Сарпи элеватортан сахăр чĕкĕнтĕрĕ йышăнакан базăна куçрĕ. Вăл çĕнĕ çĕрте те лаборантка ĕçне пуçăнчĕ.
Пĕррехинче ĕçе кайма пуçтарăннă вăхăтра Сарпи сулăнса кайрĕ. Вырăн çине пырса ларчĕ.
— Хĕрĕм, мĕн пулчĕ? — пăшăрханса ӳкрĕ Праски.
— Пуç çаврăнса кайрĕ, хăсас килет, — терĕ хĕр сулахай аллипе çамкинчен, сылтăммипе варĕнчен тытса.
— Турăçăм! Хĕрĕм, эсĕ йывăрланса юлнă мар-и?
— Анне, пĕлместĕп. Ĕнер те çакăн пек пулчĕ.
Чăнах та, район пульницинче пăхăнса килсен Сарпи йывăр çын пулса тăни паллă пулчĕ.
Праски çапла ан пултăр тесе хăраса пурăннăччĕ. Çутă кĕтесрен пулăшу ыйтса кĕлтурĕ. Çук, Турă илтеймерĕ пулас амăш пуççапнине, кĕлтунине. Хĕр варĕнче çĕнĕ чун хăй вăраннине, пуррине систерчĕ.
«Мĕн пулса тухрĕ-ха? Часах атте те, тăвансем те, ял-йыш та мĕн пулса тухнине ăнланса илĕç. Пăрахас тенĕччĕ, анчах тухтăр килĕшмерĕ, малашне ача çуратаймассипе хăратрĕ. Анне те ун майлă пулчĕ. Ачана çуратсан та... »Вĕлтĕрен кайăкĕсем" илемлĕ литературăра та телейлĕ пулман, чăн пурнăçра — куçкĕретех. Намăс! Намăс вĕт-ха! Хĕрле ача çуратни Вăрманкассинче эпĕ астăвасса та пулман. Мĕнле пурăнмалла малашне? — тарăхрĕ Сарпи ĕçрен таврăннă чухне. Çак шухăшсенчен ăна хăваласа çитнĕ машина кăшкăртни вăратса ячĕ.
— Мĕн, пикеçĕм, çĕркаçхи каччă ытамĕнчен хăтăлаймастăн-им? Вăран, машина таптаса кайма пултарать.
Сарпи хăранипе шартах сикрĕ. Çул хĕрринелле пăрăнса тăчĕ.
— Каçарăр, чиперккеçĕм, ырă тĕлĕкрен вăратнăшăн. Анчах сире, çамрăксене, кăштах асăрхаттарни те вырăнлă. Ларăр. Яла таврăнатăп.
УАЗик хуçи колхоз председателĕ пулчĕ.
Николай Васильевич Туманов Вăрманкассинче пурăнать. Ку тăрăхри чăваш мар, Саратов облаçĕнчен.
Мăшăрĕ, Ирина Николаевна, вырăс хĕрарăмĕ, шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
Вĕсен икĕ ача: ывăлĕ пединститутра, кĕçĕнни, хĕрĕ, экономика институтĕнче вĕренет. Тумановсем çамрăк-ха, хĕрĕхсенче пур-и, çук-и çеç.
Пурнăçĕ ăнсах пымасть пулмалла. Председатель хĕрарăмсем, уйрăмах хĕрсем, хыççăн чупма юратать теççĕ. Таврари кашни ялтах еркĕнĕсем пур тесе те калаçкалаççĕ ял хĕрарăмĕсем.
Питĕ илемлĕ, тарават, пуçлăх пулса ĕçлекен арçынна, ара, мĕнле юратмăн-ха? Арçынсăр пурăнакан хĕрарăмсем колхоз председателĕн кашни утăмнех сăнаса тăраççĕ. «Такăнса» ӳксенех «пулăшма» васкаççĕ.
Ял Советĕнче секретарь пулса ĕçлекен Маруç ăна «упăшки» вырăнне хурсах йышăнса пурăнать тесе калаçнине те илтнĕ Сарпи.
— Тавтапуç, Николай Васильевич, ывăннăччĕ, — терĕ хĕр машина çине хăпарса ларсан
— Питĕ хитре хĕр Эсир, Сарпи. Сирĕн хыççăн сĕлекисене юхтарса лĕпсĕртетекен каччăсем те чылаях-тăр, — калаçса пычĕ председатель.
— Ытти хĕрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп, Николай Василь- евич. Кăштах ӳстеререх мухтатăр пулĕ, — терĕ Сарпи пит çăмартисем вĕриленсе кайнине туйса.
— Çук, питĕ матгур...
Председатель хĕре килĕ умнех илсе çитерчĕ.
Ял хушшинче нимĕн те пытараймастăн. Колхоз председателĕ Сарпие час-часах машинапа лартса çӳреме пуçлани те элекçĕсен тĕп калаçăвĕ пулса тăчĕ. Чăнах та, Николай Васильевич еркĕнĕсене пăрахсах хĕре «йĕрлеме» тытăнчĕ, унпа тĕл пулма тĕрлĕ сăлтав шырарĕ.
Ялти тӳпере элек сĕрĕмĕ-тĕтĕмĕ аванах çӳлелле пĕтĕрĕнме тытăнсан амăшĕпе хĕрĕ хушшинче вăрттăн калаçу пулса иртрĕ.
— Пĕр пытармасăр кала, хĕрĕм, Николай Васильевичпа çыхланса кайнă тесе калаçни тĕрĕсех-и?
— Çук, анне, вăл мана хăш-пĕр чухне çула май ĕçрен лартса таврăнни çеç..
— Мĕн, унăн урăх ĕç çук-им, куллен тенĕ пекех еана ĕçрен кĕтсе илмеллисĕр пуçне.
— Тĕрĕс, Николай Васильевич кăмăллă çын. Пытармастăп. Вăл мана килĕшет. Анчах... Атгепе пĕр çулсенчи арçын-çке. Эпĕ ăна çавăн пек пулса тухсан та, юратма вăй-хал çитереймĕп.
— Итле, хĕрĕм, юрату тенине сутăн илме те, сутса яма та май çук. Çак туйăм эпир çамрăкпа ваттине пăхса тăмасть, сисмен çĕртен, кĕтмеи вăхăтрах авăрне çавăрса илме пултарать. Эпĕ те аçуна чун-чĕререн юратса качча кайман. Халĕ ав унран аван арçын та çук пек.
— Ăнланмастăп, анне. Мĕн çинчен каласшăн эсĕ?
— Сарпи, амăшĕ ачисене начар тăвасшăн пурăнмасть. Пĕр-икĕ уйăхран ял-йыш сана тăрă шыв çине кăларĕ. Пĕлетĕп, Николай Васильевич чăн-чăн сĕтĕрĕнчĕк, хĕрарăм кĕтӳçи. Унăн арăмĕ те, ачисем те пур. Анчах Тумановсем — телейсĕр çемье. Мăшăрне сăпайлăхшăн та пулин юратмасть. Тен, эсĕ унăн пĕрремĕш юратăвĕ? Тен, ун куçĕсем тин çеç уçăлса пыраççĕ. Шухăшла, хĕрĕм. Шухăшлама та, суйлама та вăхăт юлманпа пĕрех, — терĕ Праски куçĕсене типĕтсе.
— Анне, эсĕ мĕн калаçатăн, тăванăм?..
Амăшĕпе хĕрĕ пĕр-пĕринчен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă евĕр ытакланса, хул пуççисене чĕтрете-чĕтрете йĕме тытăнчĕç.
Николай Васильевич çемйинчен уйрăлса Хăна çуртне пурăнма куçрĕ. Сарпи те чыссăрлăхран çăлăнса юлма урăх май тупаймарĕ, амăш мĕн каланине чунне хывса ăна качча кайма килĕшрĕ. Ĕçкĕ-çикĕ пекки çитес вырсарникун пулмалла, уйрăлу сучĕ — ыран.
Сарпи урăх ĕçе каймарĕ. Ял çине те тухса çӳремерĕ. Паян вара амăшĕн сăмахĕнчен иртеймерĕ...
Хĕр лавкка умне пырса çитнĕ çĕре халăх урамра черетре тăратчĕ. Сутуçă тавар йышăнать иккен. Вĕлле çемйи пекех сĕрлекен халăх Сарпие курсан шăпах пулчĕ. Унта-кунта çеç пăшăл-пăшăл туни илтĕнкелерĕ.
Сарпи черет йышăнма пырса тăчĕ.
— Пăхăр-ха, лиска йытă пĕтĕм чысне çухатсах ман хыçа пырса тăчĕ! — кăшкăрса ячĕ хĕр умĕнче тăракан хĕрарăм.
Ку Ирина Николаевна Туманова пулчĕ, колхоз председателĕн мăшăрĕ.
— Кĕрт йытти эсĕ! Аскăнчăк! Çын куççулĕпе çăвăнса телей тупма ĕмĕтленсе пурăнакан ăçтиçук! Мĕн, упăшкана ачасенчен туртса илсе телейлĕ пулăп тейĕн-и? Вăл сана та шĕвĕртсе хăварать-ха, курса Тăрăн. Чăмлать-чăмлать те — сурса пăрахать. Сан пеккисем унăн кашни лупас айĕнчех йĕмĕсене антарса выртаççĕ. Пĕлетĕп. Туятăп манăн упăшкана мĕншĕн качча тухма васканине те! Эсĕ малтан та арçынсен айĕнчен туха пĕлмен. Юмăç карчăк мана тĕрĕссине каласа пачĕ. Пĕлетĕп!..
Учительница хĕре çӳçĕнчен ярса тытрĕ. Лăскама тытăнчĕ.
— Пулăшăр! Вăл ухмаха ернĕ! — кăшкăрса ячĕ Сарпи.
Çак вăхăтра лавкка умнеУАЗик пырса чарăнчĕ. Николай Васильевич мăшăрĕн аллисене Сарпирен вĕçертесшĕн тăрмăшрĕ. Тилĕрсе кайнă хĕрарăм хĕр çӳçне тăпăлтарчĕ. Кăшкăрчĕ. Йĕчĕ.
Лавкка умĕнчи тӳлевсĕрех кăтартнă «драма» аран-аран вĕçленчĕ. Пред- седатель хĕре машина патне çавăтса кайрĕ, йăтса илсе ларма пулăшрĕ.
Ирина Николаевнăна хĕрарăмсем хупăрласа илчĕç. Лăплантарчĕç. Тутăрне çыхма пулăшрĕç.
— Çĕр çăтасшĕсем! Йытă çиме юрăхсăр япаласем! Ачамсем ятĕнчен хăяв туртатăп: пурăнас кун-çулăр кĕскелсе пытăр, хăвăр юнăрпа чăнтăхса пĕтмелле пултăр! — кăшкăрашрĕ çав-çавах учительница.
УАЗик тапранса кайрĕ.
сучĕ Тумановсене уйăрмалла турĕ. Кил-çурта, пĕрлешнĕренпе пуçтарнă пурлăха Николай Васильевич арăмне хăварма ыйтрĕ.
Çырăннă хыççăн тепĕр куннех çĕнĕ мăшăрĕпе тĕнчене тухса кайма сăмах пачĕ.
Ыран çырăнмалла, ялтан тухса каймалла тенĕ каç Сарпи çывăраймарĕ. Юлашки вăхăтра, уйрăмах Ирина Николаевнăпа тытăçса илнĕ кунран, хăйне хăй тĕлĕкри пек туйрĕ. Амăшĕпе те калаçмарĕ. Ашшĕне те курасшăн пулмарĕ. Уншăн тĕнче пĕтсе пынăнах туйăнчĕ.
Çур çĕр иртсен пĕр-икĕ сехетре урамра кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ. Сарпи чӳречене уçса ярса урамалла тинкерчĕ.
— Пушар! Тумановсем çунаççĕ!..
Çак каç Вăрманкассинче тепĕр трагеди пулса иртрĕ...
...Николай Васильевич юлашки япалисене пуçтарма тесе килне таврăнчĕ. Мăшăрĕ пулнă хĕрарăм ăна ăшшăнах йышăнчĕ темелле. Аванах калаçса ларчĕç пĕр-пĕринчен ĕмĕрлĕхех уйрăлма тĕл пулнă çынсем. Юлашки хут тесе шампански эрех ĕçрĕç...
Çывăрмалли пӳлĕмре Николай Васильевич мĕн-тĕр шыранă вăхăтра сасартăк сывлайми пулчĕ. Урайне кайса ӳкрĕ.
Çак вăхăтра Ирина Николаевна пӳлĕм алăкне питĕрсе илчĕ. Пӳрт ăш-чиккине краççын сапса тухрĕ. Шăрпăк тивертсе пăрахрĕ...
Сарпи пушар сӳнтерме тухмарĕ. Пуçне минтерпе хупласа ашшĕпе амăшĕ пушар сӳнтерсе таврăничченех чĕтресе выртрĕ.
Николай Васильевич пушарта çунса вилни çинчен ирхине çеç пĕлчĕ. Çук, хĕр йĕмерĕ. Пулас, тĕрĕссипе пулмалли, мăшăрне те шеллемерĕ.
Йĕрĕнчĕ. Унран та, хăйĕнчен хăй те.
III
Çу уйăхĕ. Вырсарникун. Хула скверĕнче халăх хĕвĕшет. Ача-пăчаллă çемьесем нумай. Радиопа юрă шăранать. Тин çеç çуралнă тюльпансем йывăçсен сулхăнĕнче киленеççĕ. Сутуçăсем таварсем туянма йыхăраççĕ. Ахăлтатса кулни, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçни харпăр пурнăç пĕр тикĕссĕн иртсе пынине туйтарать. Халăх канать. Савăнать.
Çурхи кун пек пăтранать ман кăмăл,
Пурнăç авăрне çаклантăм пуль.
Калăн, тăхăнтарнă тимĕр кăшăл
Ман пуçа, йĕрсен тухмасть куççуль...
— Чĕрене пырса тивекен сăмахсем. Манăн пурнăç, манăн шăпам çинченех çырнă тейĕн. Вырăнти поэт шăрçаланă çак сăвва. Кĕнекине веçех вуласа тухас пулĕ, — терĕ Сарпи ача коляскине силлесе ларнă май...
... Лявантгей Вăрманкассинче пушар пулнăхыççăн хĕрне тепĕр куннех хулана, Гера шăллĕ патне, илсе кайрĕ. Виçĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттерте Сарпи валли уйрăм пӳлĕм уйăрса пачĕç. Гера мăшăрĕ, Лисук, хулари ача çуратмалли пульницара гинеколог пулса ĕçлет. Гера хăй - таксист. Вĕсен çиччĕмĕш класра вĕренекен Нина ятлă хĕрĕ пур.
Сарпи ачине пуш уйăхĕн вĕçĕнче питĕ йывăрпа çуратрĕ. Хăй те, пепки те икĕ уйăха яхăн пульницара выртрĕç. Малтанхи вăхăтра вăл ачи çине пăхасшăн та пулмарĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе пĕчĕк Маруçа ача çуртĕнче хăварма шухăшларĕ. Çак вăхăтра вĕсенчен уйрăлма пĕлмен Лисук инкĕшĕ Сарпипе ачашăн тухтăр та, амăшĕ те, çăлаканĕ те пулса тăчĕ. Çамрăк хĕрарăма ăс парса, хавхалантарса пепкене кăкăр ĕмĕртме хăнăхтарчĕ. Çапла майпа çеç Сарпире амăш туйăмĕ вăранса куллен-кун çирĕпленсе пычĕ.
Ляванттейпе Праски кун сиктерсе тенĕ пекех хулана çӳрерĕç. Укçа- тенкĕпе, апат-çимĕçпе пулăшса тăчĕç. Хĕрĕ пурнăç тутине ăнланса пынишĕн савăнчĕç. Тӳпери çăлтăр пек ытарайми Маруç вара кукашшĕпе кукамăшне тыткăнламаллипе тыткăнларĕ. Каснă лартнă Сарпи! Куçĕсем те сеп-сенкер, сăн-сăпачĕ те, кăкăрĕ çинчи турпалли те амăшĕн — çурла евĕр кĕмĕл уйăх.
«...Эсĕ — урăх çын. Манăн — урăх кил.
Мĕн тăвар, пурнăç вăл çаплалла.
Иртнĕ пирĕн кун, йывăра ан ил,
Мĕн пулсан та, пурнăç — малалла...»
Сарпи малалла вуламарĕ. Кĕнекене сумкăна чиксе хучĕ. Питĕ те тутлăн çывăрса выртакан Маруç çине тинкерсе шухăша путрĕ.
— Тĕпренчĕкĕм. Санăн шăпу манăнни пек ан пултăрччĕ. Çирĕме çитичченех пуçу çине шурă юр ан çутăрччĕ. Эсĕ «вĕлтĕрен кайăкĕ» пулса çуралтăн. Каçарăн-ши? Мĕн пĕчĕкрен аçу кам пулнине пĕлмесĕр ӳсетĕн. Çав ирсĕр кам пулчĕ-ши? Хам та пĕлместĕп вĕт-ха! Ман чунăма, çамрăклăхăма, чысăма хăмăшлăха путаракан халĕ ăçта утса çӳрет-ши? Шыври шуйтганах пулчĕ-тĕр çав. Этем тенĕ чун çавăн пекех хăтланман пулĕччĕ.
Астумастăп. Сăн-питне те астумастăп. Водолазсен резина маскине тăхăннăччĕ. Çамрйк. Юмахри Улăп пек. Тĕреклĕ. Çук, урăх нимĕн те пĕлместĕп. Пĕлессĕм те килмест... — чĕтренсе илчĕ Сарпи.
Çамрăк хĕрарăм шухăшласа ларса çуллахи сенкер тӳпе çумăр пĕлĕчĕсемпе хупланнине те сисмерĕ. Хултаран çара алăсем çине çумăр тумламĕсем ӳкнипе çеç тарăн шухăшсенчен вăранчĕ. Сакă çинчен хăвăртгăн çĕкленсе коляскăн каррине антарчĕ.
— Каçарăр. Ирĕк парсамăр пулăшма тархасшăн, — илтĕнсе кайрĕ кĕтмен çĕртен çамрăк çын сасси.
Сарпи çаврăнса пăхрĕ. Çанăсăр шурă кĕпе, шурă шăлавар, шурă пушмак тăхăннă хуп-хура та кăтра çӳçлĕ каччă пулăшма пулса аллине тăсса
тăрать. Вырăс çынни мар пулмалла. Акцентпа калаçать. Тутар акценчĕпе.
— Тавтапуç, ырă çыннăм. Атту, ав, çумăр çума тытăнчĕ.
Каччă коляскăна тĕртсе пычĕ. Сарпи аллисене пĕрер сумкă тытса утрĕ.
— Ăçталла, пике?
— Ав кунтан инçех те мар, тăхăр хутлă çурт ларать.
— Каçарăр, ку пепке Сирĕн мар пулĕ. Эсир ача амăшĕ пулма ытла çамрăк. Тăванăрсен ачипе уçăлма тухрăр пулĕ.
— Çук. Хамăн тĕпренчĕкĕмех, — вăтанарах хуравларĕ Сарпи.
— Ăпла пулсан... Амăшĕпе хĕрĕ, пепке ӳссе çитсен, хĕр-тантăшсем пекех пулĕç. Пĕр-пĕр каччă амăшне, хĕрне пĕр харăсах юратса пăрахĕ, — шӳтлерĕ каччă.
— Акă çитрĕмĕр те...
— Каçарăр, паллашаймарăмăр. Марсель Ибрагимов. Эсир кам пулатăр?
— Кирлех-ши паллашма?
— Мĕн, мăшăрăр кӳлешесрен хăратăр-им?
— Эпĕ... Эпĕ... Пĕччен...
— Питĕ аван... Ой, каçарăр, тархасшăн. Усал шухăшпа каламарăм.
— Сарпи. Чăваш хĕрарăмĕ.
— Чăваш? Эпĕ тутар пулин те чăвашла лайăх пĕлетĕп. Ялта çурри чăвашсем, çурри тутарсем пурăнаççĕ.
— Эсир ăçтисем вара?
— Тарăнварсем.
— Тарăнварсем? Эпĕ — Вăрманкассинчен.
— Апла кӳршĕсем пултăмăр, — терĕ Марсель савăнса.
— Тавтапуç, Марсель. Эсир питĕ ырă чунлă.
— Çук, кун пекех уйрăлас килмест Сиртен. Калăр-ха, тархасшăн, Эсир кулленех çав вырăна уçăлма тухатăр-и?
— Мĕншĕн?
— Ара, кӳршĕсем вĕт. Калаçмалли тупăнатех. Эпĕ медицина институтĕнче виççĕмĕш курсра вĕренетĕп. Пулас хирург.
— Эпĕ те тухтăр пулма ĕмĕтленеттĕм.
— Мĕнле ĕмĕтленеттĕм? Кая юлман-ха, кăçал вĕренме пултаратăр. Эпĕ пулăшăп.
Каччă Сарпипе алă тытсах уйрăлчĕ. Хуп-хура мăшăр куçсем хĕрарăма ура тупанĕнчен тытăнса пуç тăрри таранчченех пăраларĕç. Сарпи вăтанса куçĕсене тартрĕ.
Çу кунĕсем те иртсе пычĕç. Çак вăхăтра Марсельпа Сарпи юлташланчĕç. Каччă хĕрарăм патне юлашки вăхăтра куллен тенĕ пекех çӳрерĕ. Института кĕме хатĕрленме пулăшрĕ.
Маруç та хăнăхса пычĕ. Амăшĕ вĕренсе ларнă вăхăтсенче унпа Марсель уçăлса çӳрерĕ. Çывăрттарчĕ. Апатлантарчĕ те.
Тутар ачипе чăваш хĕрĕ уйрăлайми туссем пулса тăчĕç.
Маруçа яла илсе кайрĕ Сарпи. Ара, чĕчĕ пăрахтарма та вăхăт çитрĕ терĕ пулас. Экзаменсем те кĕçех тытмалла. Вăл ача-пăча тухтăрĕ пуласшăн.
Юлашки вăхăтра Сарпин пурнăç çулĕ такăрлансах пычĕ. Вăл экзаменсене ăнăçлăн пачĕ. Студентка пулса тăчĕ. Хĕр пичĕ хĕрлĕ тĕспе витĕнчĕ. Кăштах туллиленчĕ. Марсель уншăн тус-юлташ çеç мар — юратнă çынни, хӳтлĕхĕ.
Юхать пурнăç, юхать. Çурхи шывсикки пек кĕмсĕртетсе. Çуллахи аслатиллĕ çумăр пек шăпăртатса. Хĕллехи çил-тăвăл пек уласа. Çуллахи ĕшне пек киленсе...
Тата икĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Марсель вĕренсе пĕтерчĕ. Хирург дипломне илчĕ.
Сарпи виççĕмĕш курса куçрĕ. Маруç чĕвĕлтетсе калаçма вĕренчĕ. Чăвашла. Ялта, кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче, пурăнать. Сарпи пурнăçне майлаштарса яриччен Захаровсем мăнукие хăйсемех пăхса пурăнма кăмăл турĕç.
Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче, кĕр мăнтăрĕпе, çамрăксем пĕрлешрĕç. Туйне пĕр кунта, кафере турĕç. Пĕр кун маларах çырăнчĕç. Каччă енчен те, хĕр енчен те наципе тĕн ыйтăвĕсем пирки пĕр калаçу та хускатмарĕç. Мăшăра телейлĕ пурнăç, çирĕп сывлăх, иксĕлми юрату çеç сунчĕç.
Чап-чап уйăхне çамрăксем хуларах, чи чаплă Хăна çуртĕнче, пурăнса ирттерме шухăшларĕç. Хаклă, паллах, анчах çакăн пек телейлĕ самант пурнăçра пĕрре çеç пулма пултарнине ашшĕ-амăшĕсем лайăх ăнланчĕç.
Хăна çуртĕнчи люкс пӳлĕм. Урай варринче иккĕн çывăрмалли йывăçран тунă тем сарлакăш кравать. Çаврака сĕтел çинче çуртасем çунаççĕ. Вут тĕслĕ кĕлчекексем хрусталь ваза çинче юрату туйăмĕ сапалаççĕ.
Улма-çырла турилккисем, фужерсем, шампански эрех кĕленчи... пӳлĕмри хĕрлĕ çутă çинче пĕр-пĕрне юратакан мăшăрăн пурнăçĕ пуçланасса туйтараççĕ.
Хăна çуртне çамрăксене Гера хăй ĕçлекен таксипе леçсе хăварчĕ.
Марсель мăшăрне иккĕмĕш хута алă вĕççĕн йăтса хăпарчĕ.
— Килти пекех пул, юратăвăм, — терĕ вăл пӳлĕм алăкне яриех уçса ярса.
Юмахри пек илемлĕхпе тирпейлĕхе курсан Сарпи «ӳсĕрĕлсех» кайрĕ. Чечек çинчи лĕпĕш пек «вĕçсе-çаврăнкаласа» илчĕ те мăшăрне ыталаса чуптурĕ.
— Тавтапуç, телейĕм!
Сĕтел çинчи çимĕçсене тата шампански эрехе тутанса пăхнă хыççăн çĕнĕ çынсем асамлă кĕвĕпе вальс ташларĕç, пĕр-пĕрне ĕмĕр тăрăшшĕпех юратса пурăнма тупа турĕç. Ташă кĕввипе çаврăна-çаврăна вырăн çине кĕрсе ӳкрĕç.
— Юрататăп сана, Сарпи...
— Эпĕ те сана юрататăп, Марсель...
Юрату вăййи хĕрсе пычĕ. Мăшăр, ним туймасăр салтăнса пынăскер. пĕр-пĕрне ыталарĕ, çупăрларĕ, чуптурĕ...
— Чим-ха, мĕскер ку? Хĕвелĕм, кăкăру çинче... Çурла евĕр, кĕмĕл уйăх? Ку вĕт мăсăльмансен тĕнĕн тĕп палли! Кĕлчечекĕм! Эпир пĕр- пĕриншĕнех çуралнă. Эпĕ - саншăн. Эсĕ - маншăн...
Марсель мăшăрĕн кăкăрне тутипе сĕртĕнчĕ, антăхса кайсах чуптума тытăнчĕ. Юрату вăййи çĕнĕрен вăй илсе хĕмленчĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Марсель ток çапнă евĕр тăрса ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ, Марсель?
— Каçар, Сарпи. Чĕрем чикнĕ пекех ыратса кайрĕ. Уçă сывлăша тухам-ха...
Хăй çине пурçăн халат уртса ячĕ. Сарпие утиялпа витрĕ.
— Каçар, уйăхăм. Эпĕ халех, — тесе сĕтел патне пырса сок ĕçрĕ. Балкон çине тухрĕ.
«Каçар мана, çылăхлă чуруна, Турăçăм?! Мана çак кунччен канăç паман çурла евĕр кĕмĕл уйăх — турпалли шыраса тупрĕ. Эпĕ, тен, йăнăшатăп? Тен, тĕлĕк ку?» — пăшăрханма пуçларĕ Марсель.
— Марсель, мĕн чирлесех ӳкрĕн-им? — илтĕнчĕ Сарпи сасси.
Марсель пӳлĕме кĕчĕ.
— Кала-ха, Сарпи, тĕрĕссине, пĕр пытармасăр. Маруçăн ашшĕ кам?
— Эсĕ, мĕн, Марсель? Кĕçĕр çав путсĕр çинчен калаçни вырăнсăр.
— Çук, Сарпи. Вырăнлă. Питĕ вырăнлă. Эпир пĕр-пĕринчен нимĕн те пытармалла мар. Телейлĕ çемье йĕркелесе ярас тесен...
— Пĕлместĕп. Нимĕн те пĕлместĕп. Вăл маскăпаччĕ.
Сарпи хăмăшлăхра пулса иртнĕ трагеди çинчен хăй мĕн астунине каласа пама тытăнчĕ.
Марсель чăтса тăраймарĕ, аллисемпе пуçĕнчен ярса тытса кăшкăрса ячĕ.
— Çитет!
— Марсель, юратнă çыннăм, эпĕ кĕçĕр çак пулăм çинчен каласа пани сана пăшăрхантарнине ăнланатăп. Эсĕ те çав çынна чăтма пултараймастăн. Анчах хăв ыйтнипе çеç калаçу пуçарса ятăм.
— Эпĕ вăл — çав ирсĕр! Эпĕ!
— Нимĕн те ăнланмастăп, Марсель.
— Манăн атте пахча хуралçи пулса ĕçлетчĕ... Сăр шывĕ хĕрринче... Эпĕ ун чухне юлташсемпе атте вырăнне хурала тухнăччĕ. Хамăрпа пĕрле, паллах, эрех те илнĕччĕ. Çĕрле вăрăмтунасем çыртасран пуçа водолаз маскине тăхăннăччĕ. Ĕçремĕр. Çирĕмĕр. Шӳтлерĕмĕр. Саша, вырăс ачи, кĕсйинчен темĕнле япала туртса кăларчĕ. Хаçатран чĕлĕм пеккисем туса мăкăрлантарма тытăнтăмăр. Кайран пĕлтĕмĕр: марихуана пулнă вăл... Мĕн пирки-тĕр, астумастăп, тавлашса кайрăмăр. Пуç ыратма тытăнчĕ. Хăсас килчĕ. Хам мĕн калаçнине те ăнланми пултăм. Эпĕ вĕсене нимĕн каламасăрах шыв хĕррине чупрăм. Шыва чăмрăм... Çук, эпĕ çав вăхăтра сана асăрхаман та, эсĕ ман ытама ăнсăртран тенĕ пек çаклантăн... Куç иккĕллĕ-виççĕллĕ кăтартма тытăнчĕ... Асăмра санăн кăкăру çинчи турпалли çеç упранса юлнă. Урăх нимĕн те астумастăп. Хӳшше мĕнле çитнине, шыв урлă мĕнле ишсе каçнине те пĕлместĕп. Юрать-ха, сана пăвса вĕлермен... Сарпи, ăнлансам, çак ирсĕр ĕçе эпĕ пĕлсе, ăнланса туман. Ку вăл — шăпа вылявĕ, шуйттан аташтарни, ăнсăртран пулнă трагеди... Эпĕ халиччен хĕрсем çине алă çĕклеме мар, сывласа та курман... Вăт çапла, Сарпи... Пулса иртни çинчен Марсель йĕре-йĕре каласа пачĕ. Сарпи çине пăхмасăр, пуçне çĕклеме хăймасăр...
Васкавлă пулăшу пырса çитнĕ çĕре Сарпи куçне уçманччĕ-ха, чĕтрев чирĕ те иртменччĕ.
— Сарпи, чунăм, каçару ыйтма хăймастăп. Пĕлетĕп, каçармастăнах. Анчах... Пирĕп хушăмăрта Маруç пур вĕт-ха, тĕпренчĕкĕмĕр. Чĕресен суранĕсене вăл кăна сиплеме пултарĕ...
— Каçарăр, тархасшăн, унăн халĕ калаçма юрамасть. Ăна канлĕх тата сиплев кирлĕ, — терĕ тухтăр.
— Сарпи, тархасшăн, чĕнсем, пĕр сăмах та пулин каласам...
Сарпи куçне уçрĕ.
— Марсель, каçару пулмастех... Çухал ман пурнăçран... Эсĕ мана иккĕмĕш хут тĕп турăн...
Сарпие васкавлă пулăшу илсе тухса кайнă хыççăн Марсель пуçне сĕтел çине çапа-çапа кăшкăрчĕ, йĕчĕ.
— Каллех турпалли! Каллех çурла евĕр кĕмĕл уйăх!..
IV
Юлашки тăхтав, куçна хуп та чăт,
Çитрĕ вăхăт пирĕн уйрăлма.
Ална ил чунна, куççульне ан çăт,
Кирлех мар виçесĕр хуçăлма.
Чăнах та, «кирлех мар виçесĕр хуçăлма». Юратсах пăрахнăччĕ! Чун- чĕререн! Ытла васкарăм пулас«хĕвел» патнелле туртăнма. Çунтарса ячĕ. Икĕ çунатăма та. Чĕреме сывалмалла мар амантрĕ. Пурăннă пулăттăм. Ун çинчен пĕлмесĕрех. Хĕрĕме те мĕн те пулин каласа суйнă пулăттăм. Кĕçех ӳссе çитĕ. Хĕр пулĕ. Ашшĕ ăçтине, кам пулнине пĕлесшĕн тăрăшĕ. Ара, вăл кам пулнине чăнахах та пĕлместĕмччĕ вĕт-ха. Вăт мснлс пулать пурнăçра! Халĕ вара пĕлетĕп кăна мар, юратмаллипе юратса пăрахрăм. Мĕн тумалла? Юрататăп? Юрататăп! Кураймастăп? Чăтма пултараймастăп! Шăпа — вăл шăпа, ăсли çук унран, Пӳрнине пурпĕрех курмалла. Эпир ют çынсем çакă çут кунран, Чĕрене пайлаймăн çурмалла.
Тĕрĕсне çыратăн, хисеплĕ поэтăм. Ăнланатăп. Малалла мĕн тумаллине те пĕлетĕп. Анчах чĕреме пăхăнтараймастăп. Хушаймастăп. Хăйĕннех тăвать...
Сарпи хулан тĕп пульницин неврологи уйрăмĕнче иккĕмĕш уйăх выртать. Юратнă сăвăсен пуххине темиçе хут та вуласа тухрĕ ĕнтĕ, паян каллех çав сăвĕсен авăрне путрĕ. Вулать те... хăй пурнăçĕпе танлаштарать.
Юрат мана, чупту мана ялан,
Ялан манпа эс пул.
Юрату туйăмĕ — кĕрхи палан,
Юрату — йӳçĕ пыл.
Юрат мана, чупту мана часрах,
Тархасшăн, ытала!
Аван-и эп, начар-и — ан пăрах,
Чунна ан ултала.
Юрат мана, чупту мана, хăтар,
Путатăп авăра.
Вилсен те хăв çумна мана пытар,
Ан ютшăн, ан хăра...
Юрату. Марсель ман пурнăç çулĕ çине тăриччен çак туйăм вутĕнче çунса курнă-ши? Çук. Петĕрпе эпир çывăх юлташсем çеç пулнă. Ун чĕринчи туйăма пĕлместĕп паллах. Хăçантанпа курман! Халиччен урăх хĕре те юратса пăрахрĕ пулĕ. Ырă каччă, питĕ шанчăклă юлташ. Темĕншĕн чĕрем тиркерĕ? Анланмастăп. Турă пӳрмерĕ пулас. Телейлĕ пул, Петĕр!
Николай Васильевичпа «çыхланса» кайнин тĕп сăлтавĕ — чĕрем çумĕнчи тĕпренчĕкĕме «вĕлтĕрен кайăкĕ» тăвас килменнинче. Çак сăлтава пулах «аскăнчăк хĕрарăм» ятне илтме тӳр килчĕ. Тĕрĕссипе Николай Васильевич (тăпри çăмăл пултăр) мана чуптуса та курман. Пирвайхи юратăвăм, çав вăхăтрах пурнăçăмри пирвайхи тăшманăм — Марсель, хĕрĕмĕн ашшĕ.
Çакна мĕнле ăнланмалла? Юрать-ха, Маруç хушаматне улăштарса ĕлкĕреймерĕм. Анчах... Ибрагимова пулса юлтăм. Каллех пăтрашăну, каллех калаçу...
— Ибрагимова, хăнасем килнĕ. Аялти хута анăр! — илтĕнсе кайрĕ сестра сасси.
— Аттепе анне килчĕç-тĕр ĕнтĕ. Каларăм вĕт куллен ан килĕр тесе. Тăкакланса çӳреççĕ, — мăкăртата-мăкăртата Сарпи иккĕмĕш хутран аялалла чупса анчĕ. Хăй çав вăхăтрах савăнчĕ те.
Чирлисен тăванĕсене, пĕлĕшĕсене йышăнмалли пӳлĕмре халăх лăк тулли. Ашшĕпе амăш курăнмарĕç. Сарпи патнелле икĕ енчен пĕр харăс аллисене чечек çыххисем тытнă çамрăксем утрĕç: пĕри — Петĕр, тепри — Марсель.
— Ырă кун пултăр, Сарпи, - терĕ Петĕр маларах çитсе.
— Петĕр?!. Вăт сана, çылăхсăр чун! Паян çеç сан çинчен аса илтĕм.
Сарпи качча ыталаса илчĕ.
— Сывă-и, Сарпи? — терĕ Марсель тухнă-тухман сассипе ытакланса тăракансем патне çитсе чарăнса.
— Каçар, Петĕр, манăн çак çамрăкпа пĕр-ик сăмах калаçмалли пур. Вăл васкать...
Петĕр пĕчченех юлчĕ. Сарпи мăшăрне çавăтса тенĕ пекех пăлтăра илсе тухрĕ.
— Итле, Марсель, юлашки хут калатăп, манпа тĕлпулу урăх ан шыра. Пирĕн хушăмăрти кĕпер йăлтах çунса кайрĕ. Кĕлленчĕ.
— Этем пек пул, Сарпи. Тархасшăн, ăнлантарма ирĕк парсам. Айăплă эп, паллах, айăплă. Шанăç парсам. Юлашки шанăç. Эпĕ мĕнле çыи пулнине çирĕплетме юлашки хут шанăç парсам...
— Çук! Нимĕнле шанăç та кĕтсе илеймĕн. Каçармастăп! Нихăçан та!.. Ĕмĕрне те!..
Сарпи пӳлĕме кĕрсе кайрĕ.
— Сарпи, вăхăтсăр килтĕм пулас, — терĕ Петĕр йĕрекен хĕрарăма хĕрхенсе.
— Нимех те мар, Петĕр. Эпĕ йĕме хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Ахă пулчĕ те... Юлашки куççуль тумламне типĕтсе илтĕм. Ну, каласа пар, савăнтар. Мĕнле пурăнатăн?
Вĕсем сакă çине вырнаçрĕç.
— Савăнтарасси-мĕнĕ... Вĕренетĕп. Тепĕр çултан диплом хӳтĕлемелле. Ют хулана хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Паллах, пирĕн хула илемлĕрех, çывăхрах.
— Тен, Турă пӳрнĕ хĕр тĕлне те...
— Хĕрĕсем нумай, анчах чун савни... Пĕрре çеç...
— Ăнлантăм, Петĕр. Эсĕ мĕн калассине пĕр сăмахранах ăнлантăм. Анчах... Чи çывăх та шанчăклă юлташăм, эсĕ те мана ăнланма тăрăшсам. Сан пек çылăхсăр, таса чунлă каччă валли аннеçĕм мана çуратман курăнать. Эпĕ санăн юратăвă пулма мар, санпа юнашар тăма та тивĕçлĕ çын мар. Чăнлăх ку, Петĕрĕм, чăнлăх. Нимĕн тума та çук.
— Аплах ан кала-ха, Сарпи.
— Мĕн, тĕрĕс мар-им? Эпĕ — «лиска йытă», мана пĕлекенсемшĕн.
— Пуриншĕн те мар, Сарпи. Санăн таса чуну хăв ирĕкпе вараланманнине...
— Вăт, хăвах çирĕплетрĕн — «вараланманнине»... Вараланнă, Петĕр, вараланнă... Телейлĕ пул, юлташăм. Хăв юратнă хĕр тĕлне пулмалла пултăр. Май пулсан туйна чĕн. Хаваспах пырăп.
Сарпи качча ыталаса пит çăмартинчен чуптуса илчĕ. Петĕр парнеленĕ чечек çыххине тытса палатăна васкарĕ.
Юлашки икĕ çул хушшинче Сарпи урăх чирлемерĕ. Пĕтĕм вăй-халне вĕренӳ çине ярса пычĕ.
Петĕртен урăх хыпар пулмарĕ. Вăл ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса Çĕпĕре кайнă терĕç.
Çук-çук та... Сарпи Марсель çинчен те пĕлесшĕн çунчĕ. Ăна, питĕ талантлă хирурга, АПШне медик-практиксен аспиратурине вĕренме янă. Çакăн çинчен ăна Лисук инкĕшĕ каласа пачĕ.
Тинех тахçантанпах кĕтнĕ кун çитрĕ. Сарпи паян диплом илмелле. Хĕрлĕ диплом. Ушкăнран пĕр çын çеç çакăн пек чыса тивĕçнĕ.
Захаровсем çемйипех хулана пырса çитрĕç. Леонтий Порфирьевичпа Прасковья Тимофеевна çак уяв тĕлне ятарласа сурăх пуснă, сăра тунă.
Герапа Лисук та килне-çуртне пысăк праçнике хатĕрленнĕ пек тирпейленĕ. Хваттерĕн чи пысăк пӳлĕмне икĕ сĕтел юнашар лартса хăнасене кĕтсе илме хатĕрленнĕ.
Коля, Сарпи шăллĕ, политехника институтĕнче иккĕмĕш курса куçнăскер, музыка аппаратурипе аппаланчĕ.
Лена, Гера, Нина пасара чечек туянма васкарĕç.
Тăватă çулти Маруç çеç кукашшĕпе кукамăшĕнчен уйрăла пĕлмерĕ, вĕсене «пулăшрĕ».
Сарпи диплом илнĕ ятпа Петĕртен телеграмма илчĕ. Вăл Алтай тăрăхĕнче выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлет. Пĕчченех. Авланман.
Захаровсем уяв кĕрекинче çур çĕр иртичченех савăнчĕç. Маруç çеç çак «йывăр ĕçе» чăтаймасăр пуринчен малтан ыйха путрĕ. Амăшĕн ăшшипе киленсе тутлă тĕлĕксем курчĕ.
Сарпи, тĕпренчĕкне çывăрггарма вырттарнăскер, иртнĕ пурнăçне аса илчĕ, малашлăх кĕнекине «çырасшăн» пулчĕ...
«Пурте йĕркеллех пулсан ĕçе вырнаçăп. Тен, Турă хушсан, хваттерлĕ те пулăп. Хĕрĕм ӳссе çитĕнĕ. Ăна пурнăç çулĕ çине кăларăп, паллах, атте- анне пулăшнипе. Вĕсем кăна чипер те сывлăхлă пулччăр», — ĕмĕтленсе выртрĕ Сарпи.
Тепĕр кун Захаровсем хула курса çӳрерĕç. Пăрахут çинчен Атăл çыранĕсене курса киленчĕç. Уçă сывлăшпа сывларĕç.
Каçхи автобуспа Лявантгейпе Праски яла таврăнчĕç. Кольăпа Лена, Маруç хуларах юлчĕç-ха. Нина вĕсене ыран планетарипе цирка кайма шантарчĕ.
Пĕрремĕш ĕç кунĕ. Пурнăçра çакăн евĕр «пĕрремĕш...» тенĕ сăмахпа çыхăннă пулăмсем сахал мар пулаççĕ, анчах пĕрремĕш ĕç кунĕ, пĕрремĕш ĕç укçи тин çеç пурнăç çулĕ çине тăнă, çитĕнсе çитнĕ çыншăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах çемье çавăрма ĕлкĕрнĕскершĕн.
«Сарби Леонтьевна Ибрагимова» тесе çырса хунă 214-мĕш пӳлĕм алăкĕ çине. Кунта паянтан пĕчĕк пациентсене çĕнĕ тухтăр-педиатр йышăнма тытăнать. Хулари ача-пăча тĕп поликлиникин врачĕ.
Çамрăк Захаровсем Вăрманкассине çул тытрĕç. Нина экзаменсем тытмалли хĕрӳ тапхăр тытăниччен пĕрле, пĕр-икĕ эрне те пулин, Ленăпа ял сывлăшĕпе сывлăхне çирĕплетесшĕн. Пĕрлех пединститута вĕренме кĕресшĕн.
Çамрăксем яла каç сулхăнĕпе çитрĕç. Ывăннăскерсем, пăчăхнăскерсем, тусанпа вараланнăскерсем малтан шыва кĕме каяс терĕç.
— Хăмăшлăха кайнă ан пултăр, — асăрхаттарчĕ вĕсене Праски.
— Çук, анне, хамăр хыçра çеç çăвăнса тухатпăр, - терĕ Лена япаласем пуçтарса.
— Маруçа та çуса кăларăр. Асăрхануллă пулăр. Килнĕ çĕре апат хатĕр пулĕ.
— Коля ăçта, анне?
— Шкул кассине кайса килмелли пур терĕ.
Ачасем каçхине клуба васкарĕç. Нина та ял клубĕнче пулса курман- ха. Çамрăксен хăйсен пурнăçĕ.
— Нумай ан çӳрĕр. Ыран хур кĕтĕвĕ кĕтмелле. Ирех вăрататăп, - терĕ амăшĕ.
Кĕтӳ кĕтме кайма амăшĕ, паллах, ачисене ирех вăратмарĕ. Малтан хăй кайрĕ. Кайран ăна Коля улăштарчĕ. Кăнтăрларан тин хĕрупраçсен черечĕ çитрĕ. Вĕсемпе пĕрле Маруç та кайрĕ. «Ан тив, савăнтăр ешĕл курăк çинче чупкаласа», — шухăшларĕ кукамăшĕ.
Ленăпа Нина хĕвел çинче хĕртĕнмеллех пуçтарăнчĕç. Хура куçлăхсем тăхăнчĕç. Ĕçмелли, çимелли, курăк çине сарса хума çивиттисем илчĕç. Коля вĕсене çереме коляскăллă мотоциклпа леçсе хăварчĕ. Хăй ашшĕне пулăшма кайрĕ.
Колхоз уй-хирĕ патнелле çывхарнă хурсене хĕрсем Сăр кукăрăлчăкĕ енне хăваласа пĕр çĕре пуçтарчĕç те хĕвел çине хĕртĕнме выртрĕç. Маруç мечĕкпе вылярĕ. Хĕрупраçсем çĕркаçхи ташă каçĕ мĕнле иртнине сӳтсе яврĕç, ял каччисене «шĕкĕлчерĕç», кулчĕç, ахăлтатрĕç.
Çак вăхăтра Маруç мечĕк хыççăн чупа-чупа юхан шыв хĕрринех çитрĕ. Хăмăшлăха. Чечек çинчен чечек çине вĕçекен сенкер лĕпĕшсене хăваларĕ, вĕсене хăйĕн пĕчĕк мечĕкĕпе печĕ. Мечĕк чăнкăрах çыранран шыв хĕрринелле вирхĕнчĕ.
Маруç та ун хыççăн, кушак çури евĕр сиккелесе, хăмăшлăхалла çул тытрĕ...
Хĕрсем çамрăклăх «тӳпинчен» çĕр çине аннă çĕре Маруç мечĕке шывран туртса кăларас тесе кӳлепипе малалла талпăнчĕ те... шыва кĕрсе ӳкрĕ.
Хĕрсем хăмăшлăха чупса аннă çĕре Маруç пĕр çамрăк каччă ытамĕнче тăнсăр пулса выртатчĕ. Лешĕ ăна «çăвартан çăвара» меслетпе сывлаттарма тăрăшатчĕ. Пикесем çак курăнăва «тӳнтерле» ăнланчĕç.
— Мĕн тăватăн эсĕ, путсĕр?! Нина, яла чуп. Çынсене пуçтар! - кăшкăрса ячĕ Лена.
Хăй çавăнтах каччă çине сиксе ӳкрĕ.
— Лена?..
— Ильдус?..
— Лена, йысна шăллĕ вĕт ку, Ильдус. Унпа туйра сĕре хытă ташланăччĕ. Унтанпа пĕр-пĕринпе курнăçман.
— Ильдус, каçар, тархасшăн, мĕн пулса иртнине çийĕнчех ăнланса илеймерĕмĕр. Мĕн пулнă Маруçа? - ыйтрĕ Лена.
— Эпĕ çырма леш енче пулă тытса лараттăм. Куç умĕнчех çак пепке шыва кĕрсе ӳкрĕ. Путма тытăнчĕ. Вăт туртса кăлартăм. Сывлать! Шывне нумаях çăтса ĕлкĕреймен курăнать. Авă пит çăмартисем те хĕреле пуçларĕç.
— Ну, çакланать аннерен! — терĕ Лена йăмăкне хăй ытамне илсе. — Тавтапуç, Ильдус, пепкемĕре çăлсахăварнăшăн. Эпирсирĕншĕн ĕмĕрлĕхех парăмлă çынсем пулса тăтăмăр.
— Нимех те мар, Маруç сывă та чиперех. Вăл телейлĕ, кĕпепе çуралнă. — терĕ Ильдус хĕрсем çине пăхмасăр.
— Ильдус, йысна ăçта?
— Америкăра. Адресне те пĕлместпĕр. Таврăнмастăп тесе пĕр çыру янăччĕ. Питĕ шел, Сарпи инке çав териех хытă кăмăллă пулмалла мар ĕнтĕ. Маруç пурри çинчен те манса каймалла мар.
— Ăна та ăнланма тăрăш, — терĕ Нина.
— Ну, юрĕ, манăн каймалла. Маруçпа чухне каччăсем çинчен сахалтарах шухăшлăр. Чипер юл, Маруç. Эсĕ паян иккĕмĕш хут çуралтăн, - терĕ те Ильдус куçне уçнă, анчах чĕтрекен Маруçа çамкинчен чуптуса илчĕ.
Каччă шыва чăмрĕ.
— Маруçа киле леçес. Тухтăра кăтартмалла. Эсир кайăр, эпĕ — пĕчченех... — терĕ Лена.
Праски шыв хĕрринче мĕн пулса иртнине пĕлсен чутах йăванса каятчĕ. Ленăна фельдшер патне чуптарчĕ. Маруçа типĕ тум тăхăнтарса вырăн çине вырттарчĕ. Вĕренĕ сĕт ĕçтерчĕ.
— Маруç сывлăхĕ хăрушлăхра мар. Хăранă çеç. Лăплантармалли тата çывăрттармалли укол тăвăпăр та, кĕçĕх канлĕн çывăрса кайĕ, — терĕ самантрах пырса çитнĕ ял фельдшерĕ.
Праски хĕрсене каçхине сасси тытăничченех вăрçрĕ. Çавăн пекех çăмăл ăслă пулмалла маррине асăрхаттарчĕ.
— Каллех хăмăшлăх! Эй, Турă! Куллен-кунах Сана мухтаса тăрам, Санăн ятна ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса пурăнам. Пĕчĕк тĕпренчĕкĕмĕре çăлса хăварнăшăн тав! — терĕ Праски Çутă кĕтес умне тăрса, сăхсăхса.
Маруç тутине чаплаттара-чаплаттара çывăрать. Праски мăнукĕ çумне ларчĕ. Ун çине ларакан шăнасене хăваларĕ.
— Эх, мăнукăм! Пурăнмаллах сан, пурăнмаллах. Турă çапла çырнă. Турă сана Хăй хӳттине илнĕ. Çăлаканăмăр веçех пĕлсе, курса тăрать. Аннӳпе аçуна пĕрлештерессишĕнех вилĕмрен çамрăк хăта çăлса хăвармалла тунă çӳлти Туррăмăр. Тĕлĕнмелле. Вилĕм сана çак асамлă хăмăшлăхрах кĕтсе тăнă пулать. Аннӳ çамрăклăхне çухатнă тата сана чун панă вырăнта.
Турăçăм! Çамрăк хăтана та сывлăх парнеле. Ĕмĕрĕ телейлĕ ирттĕр. Пиччĕшпе инкĕшне тăнăçлăх тĕнчине пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрне каçарса кĕме хапхусене уçсам. Малашнехи пурнăçра телей тĕнчин пирĕштийĕ мăнукăм пулса тăтăр. Сăр хĕрринчи хăмăшлăх пирĕн ăрушăн, этем ăрăвĕшĕн, малашнехй пурнăçра киленмелли вырăн çеç пулса юлтăрччĕ.
Пулăшсам, Турăçăм! Ман сăмахсене илтсем, Çăлаканăмăр! — кĕлтурĕ Праски мăнукĕ çине хĕрес хурса.
V
Юрату авăрне ман путайрĕ чĕре,
Юратусăр пурнăç та çук пуль тĕнчере.
Юрату сыватать суранланнă чуна,
Юрату çутатать кĕрхи тĕксĕм куна.
Юрату вăл çӳрет яланах тӳр çулпа,
Юрату туслашмасть сутăн илнĕ чыспа.
Юрату вăйлăрах юмахри Улăпран,
Юрату ачашрах ешерен улăхран.
Юрату авăрне ман путайрĕ чĕре,
Юратусăр пурнăç та çук пуль тĕнчере.
«Халь те çын курмасть, кулса вилнĕ пулĕччĕ. Тăваттăмĕш теçеткепе пыракан хĕрарăм юрату çинчен сăвăсем вулса ларать тесе аллипе тĕллесе кăтартĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ, култăрах эппин. Эпĕ ку кĕнекене вунпилĕк çул каяллах туяннă пулин те çав-çавах унран уйрăлаймастăп. Хăш-пĕр сăввисене пăхмасăр та пĕлетĕп. Юратушăн вăхăт тенĕ ăнлав пулмалла мар пек.
Эх, вăхăт, вăхăт! Ăçта васкатăн? Ăçта чупатăн? Пĕр хĕрхенмесĕрех ватăлтаратăн, çӳçĕме шурататăн. Маруç хĕрĕм кăçал вунтăхăр çул тултарать! Ĕненессĕм килмест. Ун çулĕнче мана шăпаçăм тĕнче мăшкăлĕ туса хучĕ.
Турă чăтнă. Пире те чăтма хушнă. Вăл вышкайсăр вăй-хал, чăтăмлăх парса тăни çĕнĕрен çуралса Çын пулма пулăшрĕ. Унăн чи пысăк парни — «вĕлтĕрен кайăкĕ» пулса çуралнă Маруçăм, пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕм.
Юлашки вунпилĕк çул хушшинче телей тени манран уйрăлмарĕ. Вĕренсе тухрăм. Хам юратнă ĕçе вырнаçрăм. Хăтлă хваттерлĕ пултăм. Ăнăçлăн диссертаци хӳтĕлесе медицина наукисен кандидачĕятне тивĕçрĕм. Поликлиникăн тĕп тухтăрĕ пулса виççĕмĕшçул ĕçлетĕп. Хĕрарăм пуçлăх. Йывăр, паллах, анчах çамрăк чухнехи йывăрлăхсемпе танлаштарсан —
Хĕрĕм те манăн ĕçе малалла тăсасшăн пулчĕ пулас, Мускаври медицина институтне вĕренме кĕчĕ. Маттур, пултарать! Конкурсĕтеçавтери пысăкчĕ. Пĕр вырăншăн 25 абитуриент кĕрешрĕç. Кама хунă? Хамах-тăр ĕнтĕ, кама пултăр?
Юлашки вăхăтра çыру çырми пулчĕ-ха. Сисет чĕреçĕм, ахале мар ку. Юрату çулăмĕ хыпса илмерĕ-ши хĕрĕм чĕрине? Çук. Пулма пултарай- масть. Иртерех-ха, виççĕмĕш курсра çеç вĕренет.
Яла кайманни те нумай пулать. Аттепе анне чиперех пурăнаççĕ-ха, Турра шĕкĕр. Кăçал вĕсем хăйсем çуралнăранпа 55 çул, пĕрлешнĕренпе 35 çул çитнине уявлĕç. Уявлăпăр. Телейлĕ мăшăр. Телейлĕ атте-анне.
Коля политехника институтне пĕтерчĕ те Красноярска ĕçлеме кайрĕ. Авланчĕ, ачи те пур ĕнтĕ. Аван пурăнаççĕ. Хăнана çеç час-часах тухса çӳреймеççĕ.
Лена йăмăкăм та пурнăçри телейне тупрĕ. Мăшăрĕпе Шупашкарти вăтам шкулта ĕçлеççĕ. Вĕсен те ывăл ача çитĕнет.
Хулари кулленхи пурнăçа тытса тата йĕркелесе пыма Гера тетепе Лисук инке кăмăл-туйăм парса хавхалантарса тăраççĕ.
О, Гера халĕ — Георгий Леонтьевич, таксопарк пуçлăхĕ! Техникум пĕтерчĕ.
Инке, Елизавета Сергеевна, гинекологи уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса вăй хурать. Ытарма çук ырă чунлă хĕрарăм!
Нина ют çĕршыв çыннине качча тухрĕ. Францире пурăнаççĕ.
Ĕнер ялти шкул директорне тĕл пултăм. Ирина Николаевнăна сакăр çула тĕрмене хупнă пулнă иккен. Чăтайман, виçĕ çултан çакăнса вилнĕ, тет. Эпĕ «лиска йытă», «çын куççулĕпе телей тупнă хĕрарăм», пурăнатăп- ха.... Пурнăç пирĕн еннеллех туртăнать. Телей тени те пирĕн çинеллех пăхса кулать. Куçăхса кăна каяс марччĕ...»
Сарпи сăвăсен кĕнекине пуç айне хучĕ те сĕтел çине тайăнса тĕлĕрсе кайрĕ.
Ĕç кунĕ вĕçленсе тĕттĕмленме пуçларĕ.
— Сарби Леонтьевна! — такам шаккарĕ алăкран.
Тĕп тухтăр вăранса кайрĕ.
— А-а-а... Тоня... Кĕр, кĕрех, алăка питĕрмен.
— Каçарăр, Сарби Леонтьевна, Эсир килĕре кайма та манса кайнă пулас. Урайне çăвасшăнччĕ.
— Хăв каçар, Тоня, шухăшсен авăрне путса тĕлĕрсех кайнă. Иртнĕ пурнăç авăрне путрăм. Кино. Чăн-чăн кино. Ну, юрĕ. Эпĕ халех... Пуçтарăнатăп.
Сарпи тумланса урама тухрĕ. Çил-тăман вĕçтеркелет. Поликлиника умĕнчен тулли трамвай шăнкăртатса иртсе кайрĕ. Хула урамĕнче каçхи, çынсем ĕçрен таврăннă вăхăтри, шăв-шав хуçаланать. Пурте васкаççĕ. Сарпи унталла-кунталла пăхкаласа урам урлă каçрĕ те автобуссем чарăнакан вырăна çул тытрĕ.
Нарăс уйăхĕ вĕçленсе пырать. Часах хĕллехи сивĕ кунсем, çил- тăмансем çурхи кунсене пăхăнса çул парĕç. Çут çанталăк вăранса чĕрĕлме тытăнĕ.
Тухтăр пӳрт умне çитнĕ çĕре çил-тăман вăйлăланчĕ. Юпасем çинчи çутăсем те аран-аран палăраççĕ.
Хĕрарăм подъезда кĕчĕ. Почта ещĕкне уçрĕ. Хаçатсем кăларса илчĕ. Вĕсем хушшинчен çыру тухса ӳкрĕ. Тахçантанпах кĕтсе пурăннă çыру. Маруç çырăвĕ.
Чунтан хĕпĕртенĕ хĕрарăм лифт анасса та кĕтсе тăмарĕ, пиллĕкмĕш хута пĕчĕк хĕрача пекех чупса улăхрĕ.
— Çук, васкамастăп. Тирпейленсе çитмесĕр, каçхи апат тумасăр вуламастăпах. Кайран, ăшă вырăна кĕрсе выртсан, кашни саспаллине васкамасăр, пĕр-пĕрин çумне хутăштарса сăмахсем тăвăп, сăмахсенчен — предложенисем. Конвертне, хĕрĕме хам çума вырттарнă пек, чĕре çумне хурăп. Çĕрĕпе, мĕн çывăрса кайиччен, вунă хутчен, çирĕм хут... вуласа тухса чуна лăплантарăп. Çук, хĕрĕм çырăвне вуласси — васкаса тумалли ĕç мар, — хăйпе хăй калаçса хĕрарăм хваттер алăкне уçрĕ.
Пиллĕкмĕш хутри çывăрмалли пӳлĕмсенчен пĕринче çутă мĕн çĕнĕ кун пуçланичченех сӳнмерĕ. Амăшĕ хĕрĕнчен илнĕ çырăва вуларĕ.
«Юратнă аннеçĕм!
Каçарсам, тархасшăн, виçĕ уйăха яхăн хыпар памасăр пурăннă тĕпренчĕкне. Хĕллехи сесси ăнăçлă иртрĕ. Тăватă экзамен тытрăм тата виçĕ зачет патăм. Пурне те чи лайăх паллăсемпе.
Эсĕ ярса панă укçана илтĕм. Тавтапуç. Вăхăт çав тери хăвăрт иртет. Тунсăхласа ларма май çукпа пĕрех. Пĕрле пурăнакан Оля грипп чирĕпе кăштах чирлесе илчĕ-ха.
Улшăнусем? Пур. Нумай.
Чи малтанах, аннеçĕм, тархасшăн, малалла пукан çине ларса вулама ыйтатăп, анчах пăшăрханса ан ӳк. Эпĕ... эпĕ... юратса пăрахрăм. Кама иккенне пĕлсен, кайсахӳкме пултаратăн. Ан вăрç, анне, чăт... Профессора. Ан хăра. Ватă çын мар вăл, пĕр хĕрĕхсенче пур-и, çук-и çеç. Михаил
Иванович Иванов. «Ача-пачă хирургийĕ» курспа лекцисем вулать. Тĕсĕ- пуçĕпе питĕ илемлĕ арçын. Çамрăк курăнать. Çӳçĕ шуралнă пулсан та. Унăн ывăлĕ те пур. Ашшĕ пек хитрескер. Арăмĕ профессорăн çук, вилнĕ.
Семинар занятийĕсенче ытларах манпа ĕçлеме тăрăшать. Куçĕсем те ман çине ачашшăн, пулăшу ыйтнăн пăхаççĕ. Куллен-кун ман чĕрене тыткăнлаççĕ. Нимĕн те тăваймастăп, аннеçĕм, хуть те çĕр тĕпне анса кай. Анчах вăл манăн туйăмсене пĕлмест, сисмест-çке-ха! Турăçăм! Мĕн тумалла? Пулăшсам, аннеçĕм!
Хыттăн-хыттăн ытаютаса чуптăватăп.
Çыру кĕтетĕп.
Маруç.»
Сарпи çырăва пĕрремĕш хут вуласа тухсан савăнма та, хуйхăрма та пĕлеймерĕ. Вырăн çинчен сиксе тăрса сĕтел хушшинче тата икĕ-виç хутчен вуласа тухрĕ. Çырăва чуптуса илсе чĕри çумне пăчăртарĕ.
— Эх, хĕрĕм, хĕрĕм! Пĕртен-пĕр шанчăкăм, тĕпренчĕкĕм! Мĕнле сăмахсем çырса ăс парайăп-ши? Сĕре те йывăр ыйту кăларса тăратрăн пĕр кĕтмен çĕртен аннӳ умне. Юрату - çав тери ачаш туйăм. Ăна ăнсăртран каланă сăмахпа ĕмĕрлĕхех амантса хăварма пулать. Эсĕ çавна ăнланатăн- ши? Эпĕ, калăпăр, санăн туйăмăсене хирĕçлеме пултаратăп. Тиркеме. Хăртма. Ăнлан, эпĕ — амăшĕ. Анчах... Эсĕ те пукане мар, хăвна евĕр уйрăм çын. Кашни уйрăм çыннăн хăйĕн ĕçĕ, хăйĕн кăмăлĕ, хăйĕн туйăмĕ... Пĕр çын тепĕр çыншăн, уйрăмах юрату туйăмĕнче, нимĕнле ыйтăва та татса пама пултараймасть. Амăшĕ пулсан та, — пăшăрханчĕ амăшĕн чĕри.
Хĕллехи çĕр çывăрмасăрах иртсе кайрĕ. Амăшĕ пуçне аллисемпе ярса тытсах шухăшларĕ. Хĕр пурнăçне хăйĕн иртнĕ çамрăклăхĕпе танлаштарчĕ.
— Çук, халĕ — урăх самана. Ăнланăвĕ те урăхла. Мĕн те пулса пĕлмесĕр, асăрханусăр хăтланса хĕрĕмĕн туйăмне, унăн малашлăхне таптаса хăртас марччĕ. Ку çыру тăрăх татса памалли ĕç мар. Мускава хамăнах кайса килмелле, — хăйпе хăй калаçрĕ амăшĕ шăнкăртатакан будильника минтерпе хупласа хурса.
Пуш уйăхĕ. Хулари юр хуралса, ирĕлсе пырать. Кăнтăрла асфальт çинче пĕрремĕш пĕчĕк шывсем шăнкăртатса юхаççĕ. Ирпе каç вара шăнтса, типĕтсе хурать. Çурхи кĕвĕ путланса ларать.
Сарпи Мускава хĕрарăмсен уявĕ тĕлнелле кайрĕ. Пырасси çинчен Маруçа телеграмма ярса пĕлтерчĕ.
Тĕп хуламăр фирма пуйăсне çутăлсан кĕтсе илчĕ. Сарпи икĕ аллине икĕ пысăк сумкă тытса перрон çине тухрĕ. Сумкăсене асфальт çине лартса йĕри-тавралла пăхкаларĕ.
— Ара, миçемĕш вакунра килнине те пĕлтĕрнĕччĕ-çке-ха. Нивушлĕ çывăрса юлчĕ? — терĕ Сарпи унталла-кунталла тинкерсе.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, амăшĕн куçĕсене Маруç аллисем хупласа хучĕç.
— Ăс кĕмен çав-ха, ăс кĕмен. Ну, çитĕ, Маруç, çитĕ, ил аллусене, атту иксĕмĕр те такăнса ӳкĕпĕр. Çынсене култарăпăр.
— Анне! Аннеçĕм! Эсĕ ман пата пĕрремĕш хут хăнана килетĕн!
— Анчах мĕнпе хăналăн-ши? Ырă е ырă мар хыпарсемпе?
— Ну, тытăнчĕ. Эпĕ ăна çĕр çинчи Турă вырăнне хурса кĕтсе пурăнатăп.
— Каçар, хĕрĕм, шӳтлесе каларăм. Ара, мĕн çинчен те пулин калаçмалла вĕт. Атя, кăтарт ăçталла утмаллине?
— Ав лере, такси тăракан вырăна, — терĕ Маруç аллипе кăтартса.
Амăшĕпе хĕрĕ хуп-хура «Линкольн» умне пырса çитрĕç. Ун умĕнче ура
тупанĕ таран вăрăм плащ тăхăннă, çӳллĕ те патвар, хура куçлăхлă, ытамне сарă кĕлчечексем тытнă арçын тăрать.
— Мĕн эс, хĕрĕм, çак машинăпа лартса каясшăн мар-тăр вĕт?
— Шăпах çав машинăпа, анне! Паллашăр: ку манăн аннеçĕм — Сарби Леонтьевна, ача-пăча тухтăрĕ, медицина наукисен кандидачĕ...
— Çитĕ вĕçкĕнленме, Маруç.
— Ку манăн вĕрентекенĕм — Михаил Иванович Иванов профессор. Хайхи, анне, çыру çинче çырса кăтартни.
Профессор Сарпие чечек çыххи тыттарчĕ. Куçлăхне хывса хĕрарăм аллине чуптума пĕшкĕнчĕ.
— Çук, кун пек аванах мар. Эпир, ялта ӳснĕ хĕрарăмсем, ăлăсене чуптутарса курман халиччен.
— Анне, ан хирĕçле. Хальхи хĕрарăмсем пек пул, — терĕ Маруç аванмарланса.
— Каçарăр, тархасшăн, — терĕ Сарпи.
Профессор хĕрарăм аллине çăп-çăра мăйăх ăшне путнă тутипе сĕртĕнчĕ. Сеп-сенкер куçсемпе çĕмĕрт тĕслĕ куçсем тĕл пулчĕç. Пĕр-пĕрне пăралама тытăнчĕç.
— Марсель... — терĕ те Сарпи машина алăкĕнчен тытса асфальт çине майĕпен-майĕпен кукленсе ларчĕ.
— Сарпи?..
Михаил Иванович хĕрарăма йăванса кайма памарĕ, хăвăрт та ачашшăн ура çине тăратрĕ, машина ăшне ларма пулăшрĕ.
— Мĕн пулса иртет кунта? Мĕнле спектакль ку? Тархасшăн, аннеçĕм, тархасшăн, профессор, ăнлантарса парсамăр.
Марсель термосран кофе ярса илчĕ те Сарпие сĕнчĕ.
— Тархасшăн, ĕçĕр, пуç çаврăнни иртсе кайĕ.
— Хĕрĕм... Маруç... Лар ман çума. Итле. Ку — санăн аçу, Марсель.
— ???
Маруç, амăш çумне майлашса ларнăскер, урамалла талпăнчĕ.
— Улталатăр! Эсир малтанах мĕн тумаллине калаçса татăлнă! Ку вăл чунсăрла хăтланни, усал ĕç! Эсир мана улталаса пирвайхи юрату туйăмĕнчен пистересшĕн! - терĕ Маруç куççуль юхтарса.
— Маруç, аннӳ тĕрĕсне калать. Эпĕ - санăн аçу. Сарпи - манăн саккунлă арăм.
— Турăçăм, ют çĕршывран килнĕ профессор чăвашла калаçма тытăнчĕ!
Маруç урăх нимĕн те чĕнмерĕ. Аллине сулчĕ те метро еннелле чупрĕ.
— Тăхта, Маруç, ăçта каятăн?
— Хĕрĕм, таврăн, тархасшăн...
Сарпи машина ăшĕнчен тухаймасăрах çĕнĕрен лĕпсĕр кайрĕ.
— Ан тив, сивĕнтĕр пăртак. Уншăн паян, уяр та ырă çурхи кун, çуллахи шăрăх та хĕвеллĕ кун аслати авăтса, çиçĕм çиçсе тăнă пекех пулчĕ. Пĕтĕм пурнăçне, ĕмĕт-шухăшне аçа çапса çунтарчĕ. Таврăнать вăл, таврăнатех.. Эпĕ ăна лайăх пĕлетĕп, — терĕ Марсель хĕрарăма лăплантарса.
— Кала-ха, Марсель, мĕнле майпа, мĕнле сăлтавпа эсĕ Михаил Иванович Иванов пулса тăнă? Çакă мана тĕлĕнтерет? — терĕ Сарпи пĕр çур сехете яхăн чĕнмесĕр ларнă хыççăн.
— Сана çухатнă хыççăн эпĕ хама хам та курайми пулса тăтăм. Тĕкĕр çинче сăнăма курсан та ун çине сурса хураттăм. Мăсăльман тĕнĕн тĕп паллине, çурла евĕр уйăха, санăн кăкăру çинчи турпалли пеккине, хăмăшлăха кайса путартăм. Ниçта юрăхсăр ирсĕр ĕç тунă хыççăн тутар çынни пулнишĕн вăтана пуçларăм. Юлташсемпе, пĕлĕшсемпе курнăçми пултăм. Мана АПШпе яма пулнине илтсен савăнса кайрăм. Иртнĕ пурнăçа, пурнăç теме вырăнлă пулсан, ăс-тăнăмран кăларса пăрахас тĕллевпе ятăма та, атте ятне те, хушаматăма та урăхлатрăм. Православи тĕнне йышăнтăм. Документсене улăштарса кăна тем чухлĕ вăхăта çухатрăм, тăкаклантăм. Хамăр наци çыннисене сума суманни пулать те-ха ку. Анчах...
Чăтма çук пысăк çылăхăма урăхла каçарттарма май тупаймарăм.
Ну, юрĕ, Маруç пурăнакан общежитие каяр. Тен, таврăннă та пулĕ. Çула май калаçса пырăпăр.
— Ăçта санăн арăму? Ывăлу та пур тесе çырнăччĕ Маруç.
— АПШче авлантăм. Çичĕ çул пурăнтăмăр. Пурăннă тени — шăвăçтарни пулать. Эльза модель пулса ĕçлетчĕ. Килте пурăнман та. Джон манăн ача мар. Усрава илнĕ ывăл. Эпир пĕрлешнĕ чухне вуннăраччĕ. Вăл мана хăвăрт хăнăхрĕ. Юратса пăрахрĕ. Чăн-чăн ашшĕ кам иккенне те пĕлместĕп. Амăшĕ авиакатастрофăра вилчĕ. Джон манран уйрăласшăн пулмарĕ, пирĕн çĕршыва куçса килме кăмăл турĕ. Халĕ тĕп университетра журналистика факультетĕнче вĕренет. Журналист- международник пулма ĕмĕтленет. Ăслă ача. Пултаруллă. Тăрăшуллă.
— Маруçа епле майпа куç хыврăн?
— Куç хыврăм? Çук, эпĕ ăна пĕрре курсанах хĕрĕме юратнă пек кăмăлласа пăрахрăм. «Улттăмĕш туйăм» тени арçынсенче те пур. Çитменнине, Маруç — каснă лартнă эсĕ. Анчах эпĕ унпа кун пирки калаçу пуçарса яма хăраттăм. Тепĕр хут йăнăшасран. Ăна çухатасран.
Пĕррехинче студентсем мана кану каçне чĕнчĕç. Шыв хĕррине. Хĕвелпе хĕртĕнме. Пулă яшки çиме. Çавăн чухне эпĕ Маруçа питĕ тимлĕн сăнарăм. Кӳлепине, хăтланăвĕсене санăннипе танлаштартăм. Тĕрĕссипе, эпĕ шухăшăмсемпе сиртен пĕрре те уйрăлман. Çапла. Тĕрĕс.
— Çапах... авланнă вĕт-ха.
— Эсĕ мана нихăçан та каçарас çуккине ăнланнă. Хăранă. Анчах шанчăкăма çухатман.
— Маруç чăнах та пирĕн хĕр мар иккенне пĕлнĕ пулсан?.. Авланнă пулăттăн-и?
— Ывăлăмпа çывăхлатма тăрăшнă пулăттăм. Сăмах май, Джонпа Сарпи — çывăх юлташсем. Ман шутăмпа, ывăлăм ăна питĕ кăмăлласа пăрахнă. Лешĕ çеç... Маруç пирĕн патăмăрта темиçе хутчен те пулнă.
— Вăт шанса пĕтер çамрăксене. Мана нимĕн те каласа памасть, — терĕ Сарпи кăмăлсăрланнă пек курăнса.
Машина общежити умне çитсе чарăнчĕ.
— Лар çакăнта. Хамах кĕрсе пăхатăп, — терĕ Марсель.
Нумай вăхăт иртмерĕ. Профессор каялла тухрĕ.
— Çук, общежитие Маруç таврăнман.
Сарпи пăшăрханма тытăнчĕ:
— Хĕрĕме чĕрĕллех çухатрăмăр!..
— Ан пăшăрхан, Сарпи. Тен, вăл ăçта иккенне Джон пĕлет? Пирĕн пата каятпăр.
«Линкольн» Кутузов проспекчĕпе вирхĕнчĕ. Тем çӳллĕш çурт умне пырса чарăнчĕ. Марсельпа Сарпи подъезда кĕрсе ĕлкĕреймерĕç. Вĕсене хирĕç Джон вирхĕнсе тухрĕ.
— Атте, Маруç пульницара. Машина айне çакланнă. Халĕ çеç шăнкăравларĕç.
— Пĕтрĕмĕр! — кăшкăрса ячĕ Сарпи.
— Ларăр хăвăртрах! Ăçта каймалла, Джон? Хăш пульницана?
— Склифосовский ячĕллĕ пульницана, — терĕ ывăлĕ.
Марсель машинăна чи пысăк хăвăртлăхпа хăваларĕ. Светофор çутгисене асăрхамасăр, çул çинчи хăрушлăх çук тĕлсемпе усă курса пульницана çитме васкарĕ. Çак вăхăтра Маруç уншăн тĕнчере çук çывăх çынни пулса тăчĕ. Пит çăмартисем тăрăх куççуль тумламĕсем юхрĕç. Пысăк та çирĕп аллисем машина рульне авса лартас пек хĕстерчĕç...
Маруçа пульницара эрнене яхăн тытрĕç. Хĕрупраç сывлăхĕшĕн хăрушши, Турра шĕкĕр, нимĕнех те пулмарĕ, пит-куçĕнчи тата алли- уринчи шăйăрăлчăксемсĕр пуçне.
Сарпи çак кунсенче Маруç пурăнакан общежитире пурăнчĕ. Пульницана çӳресех вăхăтне ирттерчĕ. Куллен тенĕ пек Марсельпа тĕл пулса калаçрĕ. Хĕрарăмăн шăнса пăрланнă чĕри çурхи кунсемпе ăшăнса пычĕ.
Пульница умне «Линкольн» вирхĕнсе çитсе чарăнчĕ. Аллисене чечек çыххисем тытнă Марсель, Сарпи, Джон тухрĕç. Виççĕшĕн пичĕ- куçĕсенче те савăнăç кулли палăрчĕ. Вĕсем Маруçа илме килнĕ.
— Анне! Михаил Иванович! Джон! - пĕчĕк ача пекех хĕпĕртерĕ Маруç палатăна чи çывăх çыннисем пырса кĕрсен.
— О-о-о! Эсĕ тата хитреленсе кайнă. Пульницара выртни саншăн усса çеç кайнă курăнать, — шӳтлерĕ Джон.
— Тен, ăна тата пĕр эрнене хăварăпăр? — терĕ Марсель.
— Çук. Çитет ĕçсĕр выртма. Атя, тăр, пуçтарăн, - хыпаланса калаçрĕ амăшĕ.
Маруç выртакан кравать умне пĕр енчен амăшĕ, тепĕр енчен ашшĕ пырса тăчĕç. Джон айккинчен сăнарĕ.
— Эрне хушши пуçа ватрăм. Анне, сан çинчен шухăшларăм. Михаил
Иванович, Сирĕн çинчен те канăçеăрлантăм. Джон, сан çинчен шухăшлама та вăхăт тупăнчĕ. Аннеçĕм, кил-ха кунтарах. Михаил Иванович, Эсир те. Парăр аллăрсене...
Маруç амăшĕн аллине сулахай аллипе, ашшĕн аллине сылтăм аллипе тытрĕ. Алăсене пĕр-пĕрин патне çывхартрĕ. Пĕчĕк те черченкĕ Сарпи алли чĕтреве ернĕ чукмар пек арçын аллине çакланчĕ.
— Анне, пăхсам атте çине... Атте, пăхсам анне çине...
«Атте» тенĕ сăмаха илтсен Марсель чĕри чиксе кайрĕ. Куçĕсем шывланчĕç.
— Эсĕ, Маруç, асăрханарах калаç... Пульницара выртнипе усă курса пирĕн туйăмсене тĕрĕслесшĕн-им? — терĕ Сарпи сăпайлăрах курăнасшăн пулса.
— Маруç, ыран пирĕн факультетра ташă каçĕ пулать. Сан валли те билет туянтăм. Пыратăн-и? — ыйтрĕ Джон хăюсăррăн.
— Мĕн, сассу тухмасть. Хытăрах калаç. Вăтанатăн-им? — йĕкĕлтерĕ хĕр.
— Çук. Вăтанмастăп. Çавăн пек пулса тухрĕ. Каçар, тархасшăн...
Сарпи Марсель çумне вырнаçрĕ. Хулпуççи урлă хăрушсăрлăх
пиçиххине уртса ячĕ. Джонпа Маруçмашинăн кайри ларкăчĕсем çине кĕрсе ларчĕç.
— Аçта илсе кайма ыйтатăр, хисеплĕ пассажирсем? — шӳтлесе те чăнласа ыйтрĕ Марсель.
— Ăçта пултăр? Общежитие, — терĕ Сарпи.
— Çук, аннеçĕм, профессор патне!
— Тĕрĕс, хĕрĕм!
— Маттур, Маруç! — терĕ ырласа Джон.
— Эсир, Мускав çыннисем, виççĕн. Эпĕ — пĕччен. Мĕн тăвас? Пăхăнмах тӳр килет. Кайрăмăр, эппин. Кайран куç курĕ унта, — терĕ Сарпи Марсель çине сеп-сенкер куçĕсемпе ăшшăн пăхса.
— Ура!!! — кăшкăрса ячĕç çамрăксем.
Марсель çак сăмахсене илтсен çунатлансах кайрĕ. Чĕпĕтсе пĕçертекен ăшă туйăм пĕтĕм кӳлепине сарăлчĕ. Кăтăкларĕ. Ачашларĕ. Машинăра чĕрене çемçетекен кĕвĕ янăрама тытăнчĕ.
Çумăр хыççăн çара уран
Ăмăртса чупаттăмăр,
Савăнăçа ăçта хурăн, —
Алсене çупаттăмăр.
Çумăр шăрши ӳсĕртетчĕ
Икĕ юратнă чуна,
Тата хытăрах хĕртетчĕ
Хĕвел çуллахи куна...
Хура кушак чупса иртрĕ
Эпир утан çул урлă.
Уйрăлмашкăн вăхăт çитрĕ, —
Кунсем каллех çумăрлă.
Карса илчĕ çăра тĕтре
:Ним курăнми пуличчен.
:Тăлăх уйăх çеç пĕлĕтре, —
Эп те тăлăх, пĕр-пĕччен...
Кала, савни, тĕрĕссине:
Кам сан чунна сивĕтрĕ,
Пирĕн юрату сĕткенне
Ним юлмиччен типĕтрĕ?
Ан тăрăш, тархасламастăп,
Ан çиллен çеç ыйтнăшăн.
Çук, сана айăпламастăп,
Каçарсам юратнăшăн...
«Каçарсам юратнăшăн...» Сăввăн юлашки йĕркисене Сарпи темиçе хутчен пăшăлтатса каларĕ.
— Эсĕ мĕскер терĕн? — ыйтрĕ Марсель.
— Çук, нимех те мар...
Çамрăксем хăйсен ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Марсельпа Сарпи, пĕр-пĕринпе калаçмасăр пырсан та, шухăшĕсемпе пĕрле пулса киленчĕç.
Машинăра хула шавне ирĕлтерсе яракан радиопа шăранакан илемлĕ кĕвĕ икĕ мăшăр тăнăçлăхне сăпка çинче ярăнтарчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...