Ырă çын телейлĕ пулĕ
Телей тени вăл çул çинче выртмасть, ăна тупма пĕлмелле тенĕ ваттисем. Анчах ăна епле тĕл пулмалла, мĕнле туйса илмелле? Хăш-пĕр çыншăн "телей" сăмах çунатлă ĕмĕт пекех туйăнать. Мĕншĕн тесен халĕ чылайăшĕ телее укçара курать. Паллах, мул тем тума та пултарать. Маншăн вара çĕр çинче хавасланса пурăнни, ĕмĕтленни, хаклă атте-анне, çирĕп ăс-тăн, сывлăх, ырă кăмăл, ăшă кил-çурт — чăн-чăн савăнăç. Телее Турă пурне те пĕр пек валеçсе паман çав. Кам ĕмĕрĕпех ырă курса пурăнать, тепри вара — тăлăх е пĕччен. Кун пек çынсем хăйсене телейсĕртеççĕ. Тепри савăнăçне юратура туяать, виççĕмĕшĕ — ĕçре. "Манăн укçа-тенкĕ нумай, пурнăç ăннă," — текенсем те пур. Мăн шухăшпа, кашни çыннăн вăй-халне шеллемесĕр усаллинчен ырри патне туртăнмалла, ыттисене хисеплеме вĕренмелле.
Пурнăçра телейлĕ пулма атте-анне пилĕ те кирлĕ. Ашшă-амăшĕ хăй çуратса ӳстернĕ ывăл-хĕрне мĕн сунни пулатех. Çавăнпа та ваттисен сăмахне ăша хывмалла. Унсăрăн пурнăç ăнмасть. Хальхи çамрăксем ашшĕ-амăшĕ ăс панине итлесе тăрасшăн мар. Вĕренсе çын пулас тесе мар, иртĕхсе пурăнас ĕмĕтлĕ яшсемпе хĕрсем нумайланчĕç. Пурлăха ĕçлесе пухас тесе мар, вăрласа пуяс та, эрех-сăра ĕçсе, пирус-наркотик ĕмсе, çăмăлттайланса вăхăт ирттерес шухăшлă çамрăксем. Чыспа тивĕçлĕх вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ мар. Çынна вĕлересси те ним те мар. Ашшĕ-амăшне хĕнесе çапса пĕтерни те, вĕсен пурнăçне татни те тĕл пулать.
Çын хăйĕн ырлăхĕпе таврана илем кӳрет. Апла пулсан кашнин хăйĕнчи илеме аталантармалла. Ырă та телейлĕ пулма тус-тăвана итлемелле, вĕренӳре тата юратнă ĕçре тăрăшмалла. Никама та усал сунмалла мар. Кирлĕ мар ĕçпе иртĕхмелле мар. Эсир манпа килĕшетĕр-и?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...