Республика çулĕ
Хĕвелпе ӳснĕ калчисем.
Çĕп ĕмĕр çеç çăлса хăварчĕ
Хăруш трахомăран пире.
Пире вăл куç çутийĕ пачĕ
Курма çак аслă ĕмĕре.
Ĕçчен те сывă тăван халăх —
Ытти халăхсемпе пĕрле —
Кăтартрĕ пур ĕçре хастарлăх,
Хăпарчĕ вăл çӳлтен çӳле.
Мускав тивĕçлипе хакларĕ
Çак пирĕн стройкăри ĕçе.
Республика çинче кăваррăн
Халь Ленин орденĕ çиçет.
Телейшĕн, чысшăн тав тăватпăр
Эпир халь Ленин партине.
Паян хăюллăн палăртатпăр
Ыранхи ĕç программине.
8
Çĕршывăмăр, тăван аннемĕр,
Вĕри ĕçпе кĕрешӳре
Татах та пысăк ĕмĕтсемĕр
Чĕнетчĕç малалла пире.
Анчах фашизм — сăхă кашкăр,
Аптранă тейĕн выçăпа,
Хурах пусмашкăн, çаратмашкăн
Тапăнса кĕчĕ вăрçăпа.
Ирхи çут шуçăм тĕксĕмленчĕ,
Вăл путрĕ йывăр тĕтĕме.
Пур халăхсем карах çĕкленчĕç
Тăван çĕре хӳтĕлеме.
Ыттисемпе пĕрле, пĕр харăс,
Пĕр аслă çар ретне тăрса,
Чăваш ывăлĕсем те кайрĕç
Çĕршывшăн çапăçма вăрçа.
Пур фронтсенче те халăх курчĕ
Чăваш салтакĕсен ĕçне,
Чăн улăпла вĕсем вăй хучĕç,
Упрарĕç тăван çĕр чысне.
Тăшман чĕр юнлă тинĕс урлă
Çитсессĕн Ленинград патне,
Халăхпа çар пĕрле, пĕр чунлăн
Кăтартрĕç аслă хăватне,
Кунтах çĕкленчĕ пирĕн паттăр
Чăваш ачи — Смирнов Иван.
Эпир пур халăхпа чыслатпăр
Ун çулăмлă ятне паян.
Малтан пулеметпа вăл хыттăн
Çунтарнă нимĕç эшкерне.
Граната çыххипе вăл выртнă
Унтан тăшман танкĕ айне.
Çапла тĕп тунă, каçарман вăл
Хăй урлă фашистсен танкне.
Ылханлă тăшмана яман вăл
Мухтавлă Ленинград патне.
Çĕршывăмăр чĕри — Мускавшăн
Пур халăх çапăçнă чухне,
Ыттисемпе пĕрлех чăваш та
Кăтартрĕ хăй паттăрлăхне.
Тăватă çул пĕр лăпланмасăр
Кĕрленĕ юнлă вăрçăра,
Хăватлă Çар самант канмасăр
Тăшмана ватнă хушăра, —
Хĕвеллĕ, чăнкă Кавказран та
Сив Çурçĕрти тинĕс таран,
Таттисĕр пынă пур фронтра та
Чăваш ачисене куран.
Ывăлсене аннемĕр-Атăл
Пиллерĕ хăйĕн хăватне:
— Телейлĕ çул сире сунатăп
Çитмешкĕн Çĕнтерӳ патне!
Сталинград чĕртнĕ чăн сатурлăх
Таптарнă вĕçĕм малалла,
Дон урлă, Çурçĕр Донец урлă,
Ват Днепр урлă, Днестр урлă
Малтан мала, анăçалла,
Васкатрĕ паттăррăн, хăюллан,
Прутпа Дунай та Висла урлă,
Балканалла, Карпаталла,
Унтан татах та малалла.
Паян ак Украина çĕрĕ
Майпен каллех чечекленет,
Аманнă Беларуç та чĕррĕн
Кĕл айĕнчен ав çĕкленет.
Эстон, литовец та латышĕ —
Совет халăхĕсен пур йышĕ,
Каллех чăн ирĕке тухса,
Сывлать, ĕçлет хавхаланса.
Мĕнпур çĕрте эпир куратпăр
Чăваш ывăлĕсен йĕрне.
Вĕсем кĕрешрĕç питĕ паттăр
Пур халăх йышĕпе пĕрле.
Кĕрешӳпе мухтавлăх çулĕ
Германи урлă туртăнать.
Совет салтакĕсем хăюллăн
Çĕмĕрсе кĕчĕç Берлина.
Тăван çĕршыв, тăван аннемĕр,
Пĕлен эс паттăрсен ятне;
Пурне те вĕсене пиллерĕн
Эс аслă халăх хăватне.
Хăшне эс харсăр арăсланăн
Вăйне парса кăтартрăн çул.
Хăшне эс вутлă çунат патăн,
Каларăн: «Ăмăрткайăк пул!»
Çул хыççăн çул... Тĕнче лăпланĕ,
Тӳрленĕç йывăр сурансем,
Хура куна этемлĕх манĕ,
Çĕкленĕç çĕнĕ ăрусем,
Çапах та пирĕн аслă халăх
Асран кăлармĕ ĕмĕрне
Чи пултаруллă та мухтавлă,
Чи паттăр ывăлне-хĕрне.
Çак çĕнтерӳшĕн тав тăватпăр
Эпир халь Ленин партине
Паян хăюллăн палăртатпăр
Ыранхи ĕç программине.
9
Çулпуçăмăр парти, юратнă аттемĕр,
Эс пирĕн хăватăмăр, пирĕн чĕремĕр!
Эс чентĕн пире улăпла кĕрешме,
Эс чĕнтĕн ырми те канми ĕçлеме.
Эс ăслă каланă паха сăмахсем
Çĕршыв шанчăкне, хăватне çирĕплетрĕç.
Ялсем, хуласем, пур тăван халăхсем,
Пĕр пысăк килйыш пек, пĕр харăс çĕкленчĕç.
Пĕрлешрĕç вĕсем таччăнрах сан тавра,
Эс чĕннĕ пек, фронтшăн пĕрле, пĕр канашлăн,
Пĕр тимĕрç лаççи пек ĕçлен çĕршывра
Хаярлăх хĕçне хурçăран туптамашкăн.
Çĕршыв ĕçĕнче, — пулас çĕнтерӳшĕн! —
Республика пирĕн юлмарĕ кая.
Вăл турĕ куллен çĕнĕрен çĕнĕ ӳсĕм,
Вăл хучĕ çĕршывшăн мĕнпур пек вăя.
Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пирĕн халăх
Чунтан кĕртсе пычĕ ĕçе, пурнăçа.
Çав ĕçшĕн пире ĕмĕрсем асăнмалăх
Тав турĕ Мускав та тăван Хĕрлĕ Çар.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...