Вăрман — пуянлăх
Вăрман вăл - çут çанталăк.
Вăрман вăл - çут тĕнче.
Вăрман — юмахри асамлă тĕнче. Çамрăк курăкпа витĕннĕ уçланкăн икĕ енĕпе сип-симĕс вăрман курăнать. Пирăн тăрăхра авалхи вăрман пур. Ĕлĕкрех кунта 300-400 çулти капмар юмансемпе ĕмĕрхи хырсем те сахал мар çитĕннĕ. Унта вырăнĕ-вырăнĕпе çăра хырлăх кашласа ларать. Лаптăкĕпе çулçăллă йывăçсем кăна: юман, вĕрене, йĕлме, хурама, ăвăс, вĕсен айĕнче шĕшкĕ ӳсет. Çулçăллă вăрмана чăвашсем çамлăх е çам вăрманĕ теççĕ. Хырлăхпа çамлăх хушшинче час-часах хутăш вăрман ларать. Унта вара чăрăш, ăвăс, çăка, пилеш, çĕмĕрт, улăх тăрăхĕнче çирĕк, çӳçе, хăва ӳсет.
Пирĕн вăрманта чĕр чун та йышлă. Вĕсен пурнăçĕ интереслĕ. Упасем хĕл каçма, çуркуннеччен çывăрма шăтăка кĕрсе выртаççĕ. Шапа юшкăн айне шаларах чакаланса кĕрет. Çапла кашни ӳсентăранпа чĕрчунах хĕле хăйне май кĕтсе илет. Вăрман халăха темĕн чухлĕ усă кӳрет. Çавăнпа ăна пирĕн лайăх пăхса ӳстермелле, унпа тирпейлĕн усă курмалла. Эпир — çынсем — вăрмана упрамастпăр-çке. Кашни кун заводсемпе фабрикăсен мăрйисенчен пиншер тонна тĕтĕм тата сиенлĕ газ тухать. Автомашинăсем те сывлăша сĕрĕм кăларса варалаççĕ. Çавăнпа та, çутçанталăка сыхлас тĕлĕшпе йышăннă саккун тăрăх, кашни заводăн мăрйисенчен çăра тĕтĕме, сиенлĕ газсене тытса юлакан хатĕрсем пулмалла. Таса мар сывлăшран вăрманта йывăçсем хăраççĕ. Çакăн пекех пурăнсан йывăçсем юлмĕç. Çавăнпа та пирĕн çамрăк йывăçсене касма, вĕсене сиенлеме юрамасть. Вĕсене нумайрах лартма тăрăшмалла. Вăрманти йывăçсене çеç мар, уйра е ял çывăхĕнче, çырма-çатрара ларакан пĕччен йывăçа та упрамалла.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...