Çул çӳревçĕ йăмра
Çуллахи вăхăтра Тавит пахчаран кĕме те пĕлмест. Мĕнле йывăç кăна çук унта! Улма-çырла йывăççисем çуркунне шап-шурă чечеке лараççĕ, çуллапа кĕркунне вара çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Çак йывăçсене пурте юратаççĕ. Шăрăх çанталăкра вĕсене шăвараççĕ, çĕрĕ хытса кайсан — кăпкалатаççĕ. Кил хуçисемшĕн пĕтĕм савăнăç — пахчара.
Пахча вĕçĕнче пĕр йăмра тунсăхласа ларать. Ун патне пырсах та каймаççĕ, пăхмаççĕ те, ун çинчен аса та илмеççĕ. Ӳсет, çитĕнет йăмра. Темшĕн çак йывăç Тавита питĕ килĕшет. Пахчана тухсан вăл кашнинчех йăмра патне пырса тăрать те унпа калаçать. Тавит калаçать — йăмра чĕнмест. Майĕпен-майĕпен йăмра сасси те илтĕнкелеме пуçлать: паян — хулленрех, ыран — хытăрах. Çапла йăмрапа Тавит туслашсах каяççĕ. Арçын ача йăмра çинчен ашшĕ-амăшне пĕр сăмах та каламасть, каласан та — вĕсем ĕненмеççĕ.
Пĕр ирхине Тавит йăмра патне пырса тăрсан лешĕ тӳрех савăнăçлăн калаçма пуçлать: «Пĕлетĕн-и, манăн пĕр пысăк ĕмĕт пур. Тĕнче уçлăхне çул çӳреве каяс килет манăн. Санăн пĕрле пырас килмест-и?» — тет. Арçын ача савăнсах каять. Мĕнле каяс килмĕ-ха! Пурте тĕнче уçлăхне çитсе курма ĕмĕтленеççĕ. «Эпĕ никама каламасăр тухса кайсан аттепе анне мĕн калĕç? Вĕсем кулянаççĕ вĕт!» — тет Тавит. «Ан хăра, эпир тĕнче уçлăхне çитсе килнине вĕсем сиссе те юлаймаççĕ. Сана выляма кайнă тесе шутлаççĕ, эпĕ вара вĕсемшĕн — те пур, те çук», — тет йăмра.
Тавит йăмра вуллинчен çатăрласа ярса тытрĕ те куçне хупрĕ. Куçне уçнă çĕре вĕсем урăх çĕр çине çитсе те тăчĕç. Тавит хĕрлĕ тĕслĕ çĕр тăрăх чупса кайрĕ, йăмра — ун хыççăн. Вĕсем чутах çĕр пичĕ çинче кăшт çеç курăнакан хĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк çынсене таптаса каятчĕç. Вĕсене курсан тăпах чарăнса тăчĕç. Пĕчĕк пӳ-силлĕ çынсем чĕтренчĕк сасăпа калаçма пуçларĕç. Тĕлĕнмелле! Тавитпа йăмра вĕсем мĕн каланине йăлтах ăнланчĕç. Вĕсем çĕр çинчен килнĕ хăнасемпе туслашасшăн иккен. «Хĕрлĕ» çынсем Тавитпа йăмрана хăйсем пурăнакан вырăнсене кăтартса çӳрерĕç, хăйсем çиекен апатпа сăйларĕç.
Тавитпа йăмра темиçе тĕслĕ çĕр çине те çитсе курчĕç: сарă, кăвак, симĕс, кĕрен, … Кашни çĕртех вĕсем юлташсем тупрĕç, вĕсем пурăнакан вырăнпа кăсăкланчĕç.
«Хăнара — лайăх, килте — лайăхрах», — тенĕ ваттисем. Тавитăн та киле каяс киле пуçларĕ, ашшĕ-амăшĕшĕн тунсăхларĕ вăл. Хăй шухăшне йăмрана пĕлтерчĕ. «Эпир тĕнче уçлăхĕнчи пур çĕр çинче те пулса куртăмăр. Паллах, санăн киле каяс килет пулсан — кайма та пултаратпăр», — терĕ йăмра. «Мана кунта питĕ килĕшрĕ, анчах та тăван кил ăшăрах, хаклăрах, лайăхрах, ырăрах», — хушса хучĕ арçын ача.
Тавит каллех йăмра вуллинчен çатăрласа тытрĕ те куçне мăчлаттарса хупнă çĕре хăйсен пахчине анса та тăчĕ. Куçне уçрĕ те — йăмра çук. Тавит хăраса кайрĕ, тĕнче уçлăхĕнче хăпартланнă кăмăлĕ тӳрех пусăрăнчĕ.
Çапла Тавит эрне хушши кулянчăк сăн-питпе, салху кăмăлпа çӳрерĕ, йăмрана кĕтрĕ.
Вырсарни кун кăнтăрла çитеспе пахча вĕçĕнче темле сасă илтĕнчĕ. Тавит урине çĕре перĕнтермесĕр йăмра ларнă вырăна чупса кайрĕ. Йăмра каллех хăй вырăнĕнче ларать. Тавит савăнса кайрĕ, часрах вăл ăçта çухалса çӳренине ыйтса пĕлме пуçларĕ. «Эпĕ сана антарса хăварнă хыççăн тĕнче уçлăхне тепĕр хут çаврăнса тухрăм, туссемпе сыв пуллашрăм», — терĕ йăмра.
Çакăн хыççăн Тавитпа йăмра татах та çирĕпрех туслашрĕç. Хушăран хăйсен инçетри тусĕсем патне кая-кая килчĕç. Тавитăн ашшĕпе амăшĕ вара хăйсен ывăлĕн чи çывăх тусĕ пахча вĕçĕнчи йăмра пулнине те, çав йăмра чăн-чăн çул çӳревçĕ пулнине сисмерĕç те, туймарĕç те.
Нивушлĕ ачасем йывăç-курăка ытларах саваççĕ? Нивушлĕ ачасем аслисенчен сисĕмлĕрех? Пулма та пултарать. Ача чунĕ таса теççĕ те. Йывăç-курăка вара таса чунлă çын çеç юратма, ăнланма пултарать.
ÐкÑÐ°Ñ Ð§ÑнÑÑпай (2013-11-16 13:50:22):
Вулама кăсăклă хайлав. 5-мĕш класс вĕренекенĕшĕн ку - çитĕнӳ. Маттур!
Инесса Павлова 11 меш класра веренекен (2013-11-24 21:46:06):
5 меш класс ачи сакан пек калав сырсан пирен 11 меш класс ачисен кунта хутшанмалла та мар. верентекене сырса пана ана мен каламалли пур кунта.Тереслех сук ку конкурсра.
Г.Зотова (2013-11-25 06:51:55):
Эпĕ те 5-мĕш класра вĕренекенсене конкурса хутшăнма сĕнтĕм. Класра 5 вĕренекен çеç, пурте хутшăнчĕç.Паллашма пултаратăр: Настя Иванова, Стасик Манин, Наташа Парикова, Наташа Михайлова тата Алеша Яшмейкин. Вĕсем халлĕхе пысăк хайлавсемех çуратаймаççĕ-ха, Настя кăна кăштах пысăкрах хайлав çырнă.
Любовь Шашкина (2013-11-25 21:00:02):
Маттур, Катя! Пултарулăху пысăк.Вĕрентекенĕн тивĕçĕ вара-пултаруллă ачана пулăшса, аталантарса пырасси, тĕрĕс çул кăтартса пырасси, йăнăшсенчен асăрхаттарасси. Кунта вĕрентекенĕ çырса панине курмастăп,вĕрентекенпе ача пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени куçкĕрет.Маттур!