Таруç Маруçа çăлчĕ


Маруç амăш ăшшине ас тумасть, унăн амăшĕ хĕр ача çуралсанах вилнĕ. Çулталăкран ашшĕ тепре авланать, ял хĕрринче пĕччен пурăнакан хĕре качча илет. Ашшĕ хĕрне чунтанах юратать, унпа калаçса-выляса хуйхине пусарать. Амаçури амăшĕ малтанах çакна сисмен пек тăватчĕ, анчах та пурăна киле ăна упăшки кашни кун Маруçа йăпатни килĕшми пулчĕ. Вăл хĕр ачана килтен кăларса яма шутларĕ. Амаçури амăшĕн килĕнчен инçех мар тĕлĕнтермĕш пĕчĕк кӳлĕ юхса выртнă, шăрăхра ялти çăлсенче шывсем типсе ларсан ял халăхĕ çавăнта шыв ăсма çӳренĕ. Пĕр каçхине тăван мар амăшĕ юриех : «Çăлта шыв типсе ларчĕ», — тесе калать. Шăп çур çĕрте хĕр ачана шыв ăсма хăваласа ярать. Маруç: «Пĕччен тула тухма хăратăп», — тесе ашшĕне вăратасшăн пулать. «Аçу ывăннă, кантăр, ăна ан чăрмантар!» — тесе хĕрарăм кăшкăрса ятлаçма пуçлать.

Маруçăн пĕчченех шыв ăсма кайма тивет. Шăп та лăп вун икĕ сехетре, шăп та лăп çур çĕрте. Кӳлĕ патне çитсен ăна темĕнле усалсем хăвалама пуçлаççĕ, усал сывлăшпа вĕреççĕ, шартлаттараççĕ, тăмана пек, çĕрлехи çăткăн кайăк пек ухлатаççĕ. Хĕр ача хăранипе çăлăнмалли вырăн шырама пуçлать, кӳлĕ хĕрринче ӳсекен йăмрана курать: «Ил мана хăв ытамна», — тесе йăлăнать. Йăмра Маруçа шеллет, ăна хăйĕн тураттисемпе хупласа пытарать.

Çав каç пĕлĕт çинче тулли уйăх хуçаланнă. Ваттисем каланă тăрăх, тулли уйăх вăхăтĕнче шăп та лăп çур çĕрте йăмра çине хăпарсан , йăмра çав çынна хăйĕнпе пĕрле пин çул хушши усрать, хăй мĕн ватăлса виличченех.

Ашшĕ хĕрне чылай вăхăт хушши шырать, ниçта та тупаймасть. Ним тума аптранипе юмăçа кайса пăхма шутлать. Юмăç ăна: «Ку усал ĕçшĕн килти çын айăплă, анчах та эсĕ ытлашши ан кулян, ăна Таруç ятлă хĕр ача çăлать», — тесе калать. Ашшĕ килне пуçне усса таврăнать, мăшăрĕпе чуна уçса калаçать, лешĕ хăйĕн айăпне йышăнать. Тепĕр кунхине Маруçăн ашшĕ арăмне япали-мĕнĕпех килне леçсе ярать, хăй Маруç таврăнасса кĕтсе пĕчченех пурăнма пуçлать.

Темиçе çултан çак яла аякри тăрăхран пĕр нумай ачаллă çемье килсе кил-çурт çавăрать. Вĕсен Таруç ятлă ырă кăмăллă хĕр ача пулнă. Пĕррехинче Таруç кӳлĕ хĕрне шыв ăсма каять. Йăмра ватăла пуçланă, кӳлĕ еннелле тайăлнă. Таруç шыв витрине туртса кăларса шыв ĕçме пуçлать, шыв çинче такам ĕмĕлкине курсан тĕлĕнет: йăмра çинче хĕр ача ларать! Таруç Маруçа çĕр çине анма пулăшать, тăван килне илсе каять. Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ, тинех Маруç тупăнчĕ! Çавăнтанпа Таруçпа Маруç туслă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2013-11-09 22:30:47):

Таруçпа Маруç туслă пулни савантарчĕ...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Agabazar (2013-11-10 18:14:08):

Таруçпа Маруç — "Салампи" романри (А.Артемьев) сăнарсем.

 

Галина Зотова (2013-11-10 20:51:37):

Александр Артемьев шăпах Надя вĕренекен Штанашри вăтам шкултан(халĕ тĕп шкул) вĕренсе тухнă. Штанашри вăтам шкултан тĕрлĕ çулсенче Виссарион Синичкин, Александр Угольников, Розин Ярандай писательсем, Яков Угольников тавра пĕлӳçĕ,темиçе кĕнеке авторĕ, вĕренсе тухнă. Иван Лисаевпа Сергей Юшков писательсен ĕç биографийĕ те Штанашри вăтам шкулта пуçланнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: