Аслă тавлашу
ПОЭТ: ĕмĕрсен
çиçĕмĕ витĕр, çулăмĕ урлă
çĕмĕрсе
вĕçсĕрлĕхе вăркăнакан
Вăхăт,
ĕмĕрсен
çумăрĕ урлă, витĕнкĕчĕ витĕр
ешерсе
шав çӳлеллех çĕкленекен
Шухăш.
Сире паян поэт
икĕ алă çине хурать.
Вĕçсĕрлĕхе вăркăнакан
Вăхăт,
шав çӳлелле кармашакан
Шухăш,
паян поэт сире
виçсе пăхать.
Эй, çут çанталăксен çут çанталăкĕн ывăлĕ,
Вăхăт!
Сан вăй-хăвату
тĕлĕнтерет мана,
тĕлĕнтернинчен ытла
шиклентерет мана.
Эй, ăс-хакăлсен ăс-хакăлĕн ывăлĕ,
Шухăш!
Сан шухăлăху
хавхалантарать мана,
хавхалантарнинчен ытла
хăратать мана.
Калăр-ха,
хăшĕ сирĕнтен хăватлăрах,
хăшĕ хăвăртрах сиртен?
ВĂХĂТ: Этемлĕх ачи,
итле,
итле сăмахăмсене.
Эпĕ сана Вăхăтпа Шухăшран
хăшĕ хăватлăрахне,
хăвăртне каласа парăп.
Итле.
Эпĕ Вĕçсĕрлĕхрен килнĕ чух
сирĕн Çĕр çуралманччĕ-ха,
Хĕвел çуталманччĕ-ха
вĕçсĕрлĕхрен килнĕ чух
пĕрре сулатăп та алла
хутлă-хутлă ĕмĕрсем вĕлтлетеççĕ,
хирĕçле вăйсем пĕрлешеççĕ,
çăлтăрсем çуталаççĕ,
макротĕнчесем
чăмăртанаççĕ
сулсассăн аллăма.
Çавăн пек самантăн
куç хупкăмĕн пин-пинмĕш пайĕнче
Хĕвел ачисем çуралчĕç,
Этемлĕх аслашшĕсем ураланчĕç
çавăн чухне.
Тăнла поэт,
эпĕ сана
Вăхăт хăватлăхĕ,
Вăхăт хăвăртлăхĕ çинчен каласа паратăп.
ПОЭТ: Çут çанталăксен çут çанталăкĕн ывăлĕ!
Сан вăй-хăвату
тĕлĕнтерет мана,
вăй-хăвату
шиклентерет мана.
Сан хăвăртлăху
хăпартлантарать мана,
хăвăртлăху
хăратать мана.
ШУХĂШ: ăс-хакăл сыпĕнчи тăванăм,
пĕтĕмлетӳ тумашкăн
ан васка,
ан васка…
ВĂХĂТ: Ха-ха!
Илтетĕн-и, поэт?
Ан васка…
Васкавлăха мĕнпе виçеççĕ-ха?
Вăхăтпа,
Вăхăтпа виçеççĕ.
Шăвать те вăхăт – шыв шăнать,
иртет те вăхăт – ирĕлет,
чупать те вăхăт – чул ванать,
тарать те –
çут тĕнче пĕтет.
ШУХĂШ: ăс-хакăл сыпĕнчи тăванăм,
хурăнташăм.
Хуçăлмасăр тăмашкăн
çитер мехел,
мехел çитер…
ВĂХĂТ: Ха-ха-ха!
Курăр-ха,
Вăхăт умĕнче
хуçăлмасăр тăма-и,
мехел çитерме-и?
Вĕçсĕрлĕхрен вĕçсĕрлĕхе выртакан çул çинче
мана тытса чаракан вăй
пулманччĕ-ха.
Ха-ха-ха!
Тăхта-ха,
Шухăш.
Ара, эс хăв та ман умра
хăватсăр,
илтетĕн-и,
хă-ват-сăр!
Ал сулăмĕн куç хупкăм пайĕнче,
кала,
миçе пуç миминчен çĕр турăм,
миçе чĕресенчен кĕл турăм?
ШУХĂШ: Анчах эп пур…
ВĂХĂТ: Тăхта кăштах,
хăвах куратăн.
Вăхăтпала чĕрре ан кĕр.
Сан вилĕмӳ хăв çумăнтах.
ШУХĂШ: Епле апла?
ВĂХĂТ: Çапла,
пĕтетĕн.
ăс-хакăл аталаннă май
хăвна хăвах эс пĕтеретĕн.
ПОЭТ: Эй, ăс-хакăлсен ăс-хакăлĕн ывăлĕ!
Çак сăмахсенче эп чăннине куратăп,
тĕрĕссине куратăп.
ăс-хакăл аталаннă май
этемлĕх аллине пăшал тыттартăн эс,
этем юнне юхтартăн эс…
ШУХĂШ: Эп мар,
этем хăех юхтарнă.
Эп Вăхăтран юлма
пултарайман…
ВĂХĂТ: Сана пултарайман эп
ирттерме.
Йăлт лекрĕ
çĕмĕрме…
ШУХĂШ: …этемлĕх аллипе.
ПОЭТ: Этемлĕх,
ура çине тăрса
чукмар чутланă вăхăтран
мĕн чухлĕ вăрçă-харçă пулчĕ,
мĕн чухлĕ çын
юратаймасăр юлчĕ,
мĕн чухлĕ çын
тăвансенех çулчĕ
вилĕм çавипе,
этемлĕх.
ВĂХĂТ: Ăс-хакăла пула
çĕн тупăсем туптанчĕç,
атом тĕшшийĕ те пайланчĕ
ăс-хакăла пула…
ШУХĂШ: Пурне те
этемлĕх аллине паратăп.
ăс-хакăлпа этемлĕх хăй хуçа.
ВĂХĂТ: Ытла иртĕхтеретĕн.
Тăхта,
ăса пулах пĕтетĕн.
ПОЭТ: ăс-хакăл
этемлĕх аллинче…
Этемлĕхĕ
хăй камăн аллинче-ши?
Мĕн-ма çак çĕр çинче
телей хыçĕнченех инкек çӳрет,
чăнни çумĕнченех суйи иртет?
Мĕн-ма пĕр чĕресем ыттисене чĕртеççĕ,
теприйĕсем турамăн тĕпретеççĕ?
Мĕскершĕн пĕр куçсем ăш хĕлхемпе çунаççĕ,
теприйĕсем вара пăхсассăнах шăнтаççĕ?
Мĕн-ма пĕр алăсем чĕр çеçкесем чĕртеççĕ,
унтах теприйĕсем
татаççĕ те таптаççĕ?
ВĂХĂТ: Шалтан çĕрет этемлĕх…
ШУХĂШ: Ик вăхăт хирĕçĕвĕ ку.
ВĂХĂТ: ăса пула пĕтет этем…
ПОЭТ: Поэт ăс-пуçĕ пĕлмест,
чĕрипеле туять поэт
этемлĕхĕн малашлăхне,
ун çутă
пуласлăхне.
Этемĕн пуçĕсĕр пуçне
чĕри те пур.
Чĕри вĕри чухне
сӳнми хĕлхемĕ пур.
Этемĕн чĕринче
ырă ĕмĕт пур,
ырă ĕмĕт пур чухне
пуласлăх пур.
Этемĕн чĕринче
канăçсăрлăх пур,
ун çумĕнчех асаплану та пур.
Асаплану пур пулсан
поэзи те пулать,
поэзи вилмесен
ăс-хакăл та юлать.
Чĕрепеле туятăп эп çакна.
ВĂХĂТ: Чĕрӳ çĕрет, çĕрет, çĕрет…
ПОЭТ: Ăшши
поэзире юлать,
ытти чĕресене чĕртет.
ăс-хакăл
этемлĕх аллинче.
Этемлĕхĕн шăпи
чĕресенче.
Чĕресене пула
шухăшсем шухăланаççĕ,
шухăшсене пула
чĕресем тасалаççĕ.
ВĂХĂТ: Асамлă ункăра çаврăнатăн эс,
поэт.
ПОЭТ: ăс-хакăлсен ăс-хакăлĕн ывăлĕ!
ăçта сан хăвату,
хăвăртлăху
ăçта?
Е этем аллинченех пĕтетĕн,
е çĕнтерессе кĕтетĕн?..
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...